Эс каларăн мана юрататăп тесе,
Чĕрери туйăмна пытармарăн.
Тӳпери çăлтăрсен çутинчен ирттерсе
Ик куçу çунчĕ харсăр кăваррăн.
Ачаран вăйăра пĕрле ӳснĕ туссем,
Пур ĕçре те ялан çума-çумăн…
Шутламанччĕ çапла юнашар утнăçем,
Сан чунра çуннине вăйлă çулăм.
Эс каларăн мана юрататăп тесе,
Сар хĕвел шевли пек ăшшăн култăн.
Эпĕ сапрăм сив шыв, кăвара сӳнтерсе:
— Каçарсам… Эс ытла кая юлтăн…