Шĕкĕр Пӳлер! Хăйĕн чаплăлăхĕпе, мăнаçлăхĕпе пурне те тĕлĕнтерсе тăнă. Ăна пĕр енчен юхан шыв, тепĕр енчен çӳллĕ ту хӳтĕленĕ. Пӳлере питĕ шутласа та виçсе тунă, вăл тăватă кĕтеслĕ хула пулнă. Унăн кашни кĕтесĕ çут тĕнче енне питĕ тĕрĕс кăтартнă. Хула хӳмин кашни енне турулсем хӳтĕленĕ. Хула варринче карман пулнă, унта патша пурăннă. Карман хӳмисем айне кашкăр пытарнă. Кашкăр-тотем, хайĕн йăхне упракан пихампар. Карман питĕ вăйлă çирĕпленнĕ хуралтă пулнă. Унсăр пуçне хулана хăйне те лайăх çирĕплетнĕ, ун тавра икĕ хӳме çавăрнă пулнă. Тулашĕнчи хӳме тăршшĕ вунă çухрăмран та ытла тăсăлнă. Хулан пурĕ тăватă хапха пулнă, кашни хапхаран аслă çул пуçланнă- кăнтăралла, анăçалла, çурçĕрелле, тухăçалла. Тĕрлĕ патшалăхсемпе суту-илӳ тунă. Кĕмĕл тĕслĕ кӳллисенче хурт пек пулă вĕренĕ. Вăрманĕсенче кайăк-кăш кĕтӳ-кĕтĕвĕпе çӳренĕ. Улăх-çаранĕсенче никам татса пĕтерми çырла çимĕç пулнă, ĕшнисенче чечексем вутăн-хĕмĕн çуннă. Пӳлер çыннисем сар кайăк пек савăнса пурăннă. Вĕсем çĕр çывăрма пĕлмесĕр ĕçленĕ, юр пек шурă кĕпе-йĕм тăхăнса çӳренĕ. Ватти-вĕтти мĕнĕпех вăйăсенче савăнма юратнă.
Акă пĕр каçхине, çăлтăрсем вăййа тухсан, патшан çамрăк арăмĕ хĕр ача çуратать. Чечек çинчи шерпетпе, чĕкеç кайăк сĕчĕпе Пӳлер патши ачине чăпăл тăвать ирхине.
— Ват юман пек çирĕп пул,
Сар чечек пек хитре ӳс!
— Çăл куçĕ пек таса пул,
Атăл пекех чаплă пул!
Пыл хурчĕ пек ĕçчен пул,
Çеçенхир пек аслă пул! —
тесе патша сăпка çакать. Хĕр ачан сылтăм кăкăрĕ çинче çăлтăр евĕр паллă пулнă. Патша хĕр ачана Çăлтăрпи ят панă. Кун хыççăн кун иртнĕ. Çалтăрпи шав малалла ӳснĕ. Хĕр ача калаçма пуçласанах патшапа арăмне тĕлĕнтерсе пăрахнă. Вăл часах вĕсем патне чаплă Багдад хулинчен хăнасем килессине пĕлтернĕ, ашшĕпе амăшне мĕн парнелессине те каланă. Чăнах та икĕ кунтан хăнасем килсе те çитнĕ. Кун хыççăн та Çăлтăрпин тĕлĕнтермĕшĕсем малалла тасăлнă. Вăл çыннăн малашлăхне пĕлме пултарнă. Чирлĕ çынсене сыватнă. Хĕр ача ӳснĕ çемĕн унăн ырă ĕçĕсем патшалăхĕпех сарăлнă. Хитре хĕр пулса çитнĕ Çăлтăрпи: кĕрен сăнлă, таса питлĕ, пĕкĕ пек авăнчăк куç харшиллĕ. Ăмсанмалла хĕр пулнă Çăлтăрпи. Мĕн чухлĕ каччă уншăн ассăн сывламан-ши? Анчах Çалтăрпи чĕри пĕр Саврушшăн кăна тапнă. Савруш та çав тери маттур йĕкĕт пулнă. Вăл çуталса тăракан хĕвел пек ăшă кăмăллă, чăваш юманĕ пек паттăр та çирĕп каччă пулнă. Каçсерен Саврушпа Çăлтăрпи вăйăра тĕл пулнă. Тӳпери çăлтăрсем те вĕсен юратăвне пăхса ăмсаннă. Тулса çитнĕ уйăх çĕр çине йăл-йăл кулса кĕмĕл çутă сапаланă. Йывăç-курăк çулçисем уйăх парнипе илемленсе кĕмĕл тĕслĕн ялтăранă. Çăлтăрпа тулнă хура тӳпе хăйĕн тĕлĕнтермĕш юррине асамлăн юрланă, анчах ун юррине ырă чунлă çынсем çеç илтнĕ, ăнланса савăннă — вĕсен чĕрисем таса юратупа тулса ларнă-çке! Тӳпе чăн-чăн юратăва, ун вăйне мухтаса юрланă. Анчах…
Сасартăк Пӳлер хули çунма пуçланă. Куçпа пăхма хăрушă пулнă. Йĕри-тавра пĕтĕм тĕнче çĕмĕрлнĕ, çын вилли выртнă. Тăшман тискер кайăк пек никама та хĕрхенмен. Капанĕ-капанĕпе çын пуçĕ выртнă. Пĕтĕм тĕнче халăхне усаллăхĕпе хăратнă. Пӳлер çуннă, çуннă! Пĕтĕм хула халăхĕ тăшмана вăрçа-вăрçа ылханнă. Йĕрсе, куççуль юхтарса Пӳлĕхçĕрен çăлăнăç ыйтнă:
— Эй, ырă вут ама, вут амăшĕ, хăв вутна хăвах чарсам! Ырă Турă Пӳлĕхçĕ, çак хăрушлăхран çăлсам!
Хăрушă вут чĕлхи патша карманĕ патне çывхарнă. Уксак Тимĕр Пӳлер патшипе хĕрĕ ун умне чĕркуçленессе кĕтнĕ. Акă алăк уçăлса кайнă та Уксак Тимĕр умне кĕмĕл курка йăтнă патша хĕрĕ Çăлтăрпи тухса тăнă. Çăлтăрпин кăкăрĕ умне çакса тултарнă майисемпе тевечĕ çулăм çутинче тĕлĕнмелле хăватпа ялкăшнă. Пуçне тăхăннă тухйин нухрачĕсем хĕрĕн çӳллĕ çамки çине кĕмĕл тĕс сапаланă. Танлавĕсем çинчи пысăк хĕрлĕ рубин чулĕсем ĕмĕр сӳнми юрату чечекĕсем пек çуннă. Вăл çăлтăр хĕрĕ пек ялкăшса тăнă.Уксак Тимĕр çак илеме пăхса пĕр самант çухалса каять. Унăн хĕре касма çĕкленĕ хĕçĕ çĕрелле усăнать. Вăл хĕр умне пырса тăрать. Ун çине хĕрĕн пысăк сенкер куçĕсем пĕр хăрамасăр пăхаççĕ. Уксак Тимĕр çак илем умĕнче каялла чакать те калать:
— Çĕр çинчи илем, эпĕ сана вăйпа пăхăнтармастăп, ху савасса кĕтетĕп. Кайăк çуначĕсем пек аллусемпе ман çума сĕртĕнсе хавассăн пăхсам? Эпĕ санăн тесе калама та ан ман. Вара манăн чул пек хытса ларнă чĕрем самантрах çемçелĕ. Унти хаярлăх сивĕ тумламсем пулса çĕр çине анĕ те — эпĕ усал ĕç тума пăрахăп.
— Эй, хĕрарăм çуратса янă хăрушă тăшман! Эпĕ сана нихçан та савма пултараймăп, манăн савни пур. Çăлтăрпи Уксак Тимĕре питĕнчен шывпа сапать те куркана пĕлĕтелле ывăтать. Курка çич çăлтăрлăн çутатса кăвак тӳпере Алтăр çăлтăр пулса тăрать.
Уксак Тимĕрĕн усал чунĕ тĕнче чăтайми хаярланса кайрĕ. Вăл хăйĕн çыннисене чĕнсе илчĕ те пĕр ĕç хушрĕ.Тăшман çыннисем васкасах тарăн шăтăк чаврĕç те Çăлтăрпие чĕрĕллех тăпрапа хупласа хучĕç.
Çав вăхăтра пăлхар чăвашсем усал тутар-монголсемпе питĕ хаяррăн çапăçнă. Çапăçу хыççăн пăлхар-чавашсем хăйсен пуç хунă паттăрĕсене тискер кайăк çулĕпе вăрман ăшнелле кĕрсе пĕр уçланкăра пытарнă. Вил тăприсем çине чул палăксем лартнă, вĕсем паянхи кун та çавăнтах. Çакăнтах тутар-монголсемпе кĕрешсе пуç хунă Савруш паттăра та пытарнă. Кашни çуркунне, йывăç-курăк ешерме пуçланă чухне, çур çĕрте Савруш- паттăр вăранать те хăйĕн юлташĕсене — тамăрĕсене — тăратать. Пурте вара маттур учĕсене утланаççĕ те Пӳлер хули еннелле вĕçтереççĕ. Алтăр çăлтăр çутинче сĕм-сĕм вăрман витĕр хула вырăнне — Пӳлер тăвĕ патне тухаççĕ. Вĕсен пĕртен-пĕр ĕмĕт — Пӳлере çăлса хăварасси. Анчах паттăрсем хăйсВăрмар районĕен тăван хулине тупаймаççĕ: ăна тискер тăшман çĕрпе танлаштарнă, унăн çунăкне çил вĕçтерсе кайнă. Савруш паттăр кулянса ĕсĕклесе йĕме тытăнать.
— Эх, ĕлкĕреймерĕм, Çăлтăрпие çăлаймарăм! — çичçĕр çул ытла ĕнтĕ кулянать те кулянать Савруш-паттăр.
Пӳлер патши хĕрĕ Алтăр çăлтăр тухсанах шăтăкран тухать те тухйине, кĕмĕлĕсене хывса хурать. Лешсем кăвайт пек хĕм сапса, ялкăшса таçтанах курăнса выртаççĕ. Унтан хĕр аллине çамки тĕлне тытса тухăçалла тинкерет. Савруша кĕтет ĕнтĕ, анчах кĕтсе илеймест. Вăл халĕ те тухать тет, анчах çулталăкра пĕрре кăна — çуркунне, йывăç-курăк ешерме пуçланă чухне, çур çĕрте Алтăр çăлтăр çутинче. Саврушпа Çăлтăрпи ниепле тĕл пулаймаççĕ, анчах Алтăр çăлтăр хăйĕн çутипе иккĕшне хăй ытамне илет.