Маша вăранчĕ те те яланхи йăлипе чӳрече каррине сирсе урамалла тинкерчĕ. Пĕр чӳречере те çутă асăрхамарĕ вăл. Аякра-аякра, хĕвел тухăçĕнче, ерипен-ерипен çĕнĕ кун вăранать. Упăшкипе икĕ ывăлĕ лăпкăн çывăраççĕ. Кĕçĕнни ачашшăн кулкаласа илет. Ырă тĕлĕк курать пулас. Мĕнле лаша пуласси тихаран паллă теççĕ. Питĕ ырă кăмăллă Петюк. Нихăçан та кĕçĕн ывăлĕ тӳрккес пулнине асăрхаман Маша.
Хĕрарăм ирхи апат хатĕрлеме пуçларĕ. Çĕр улми шуратса турарĕ. Чăх ашне çуса вакларĕ. Çĕр улмипе аша, кишĕрпе сухана веçех пĕрле чугун савăта ячĕ. Газ çулăмне кăшт чакарчĕ те урама тухрĕ.
Тĕлĕнмелле лăпкă ир. Лĕм çил те çук. Маша хусканусем тума пуçларĕ. Юратать вăл çĕнĕ куна зарядкăран пуçлама. Акă ирсерен пĕрле чупакан вырăс хĕрарăмĕн сасси илтĕнчĕ:
— Чее, чее, Маша! Манран хитререх кĕлеткеллĕ пуласшăн.
— Сан пек хитре кĕлеткеллĕ пуласси иртрĕ пуль ман. Кĕлеткӳ — авалахи грексен тăмран ăсталанă савăчĕ пек. Чăн-чăн амфора. Сăн-питӳнтен хăть икона çыр.
— Мухта-мухта! Кĕлетке — амфора, сăн-пит — Таса Турă Амăшĕн. Пĕр-пĕр курава анчах вырнаçтармалла пуль, — йӳçенчĕклĕн кулчĕ Ирина. — Мĕн усси ман кĕлеткепе сăн-питрен? Санăн ав икĕ тĕрекӳ, икĕ çутă çăлтăру пурнăçна çутатаççĕ. — Хĕрарăм пĕр вăхăт шăпланса тухăçа тинкерчĕ. Унтан ассăн сывласа илчĕ те малалла калаçрĕ: — Хамах айăплă. Çамрăк чухне ирĕклĕрех пурнăçпа пурăнас килетчĕ. Упăшкапа пĕрлешнĕ чухне эпир студентсемччĕ. Йывăрлăхран хăрарăмăр пулас. Çие юлсан хырăмран тасалма шутларăм. Упăшка та хирĕç пулмарĕ. Ах, анчах! Тăр ухмахсем пулнă мар-и! — кăшкăрнă пекех каларĕ Ирина пырне капланса килнĕ ыратăвне куççуль витĕр çăтса. Хĕрарăм шăпланчĕ те яланхи çулпа малалла чупса кайрĕ. Маша та унран юлмарĕ.
Малтанах вĕсем вунă-вун икĕ хĕрарăм пĕрле чупатчĕç. Вăхăт иртнĕçем иккĕн çеç юлчĕç. «Ак курса тăр, пурте пăрахаççĕ. Эсĕ пĕчченех юлатăн çухрăмсене шутлама», — ытарлăн кулса каланăччĕ Машăна упăшки.
Тĕрĕсех пулчĕç Миша сăмахĕсем. Пĕлет арçын арăмĕн çирĕп кăмăлне. Вăл лартнă тĕллеврен пăрăнни сайра пулнă.
Акă хĕрарăмсем аслă çул çине тухрĕç. Хальлĕхе унта машинăсем ĕрĕхтермеççĕ-ха.
— Побежали дуры-лошади! — илтĕнчĕ хыçра урмăшнă сасă.
Нимĕн те шарламарĕç чупакансем. Ку — ирпе ирех мухмăр чĕртмелли шырама тухнă вырăс хĕрарăмĕ пулчĕ. Эх, çав эрех! Мĕн чул çын сывлăхне пĕтермест-ши? Мĕнчул пурнăçа аркатмасть-ши? Çак хĕрарăм та çурт-йĕрсĕр тăрса юлчĕ. Малтан виçĕ пӳлĕмлĕ хваттерне пĕр пӳлĕмлипе улăштарчĕ. Хушса панă укçине самантрах салатса ячĕç вĕсем. Икĕ хĕрĕ те амăшĕ çулĕпех пыраççĕ. Пĕр вырăнта тĕпленсе ĕçлени çук. Пирус паккаççĕ, эрех лĕрккеççĕ. Халь кафесем çĕрĕпех ĕçлеççĕ-çке. Янттине юратаканскерсем унтан тухма та пĕлмеççĕ. Нумаях пулмасть пĕр пӳлĕмлĕ хваттерне те сутса ячĕç вĕсем, пĕр хăйсем пекех ĕçекен пĕччен арçын патне пурăнма куçрĕç. «Турă каçартăрах. Çынсем çинчен ырă мар шухăшлани те пархатарлă мар», — чупнă май пăшăлтатрĕ Маша.
Ахăр самана çитрĕ пулас. Çамрăксем хушшинче ырă тĕллевсемпе малалла ăнтăлакансем сахалланса пыраççĕ. Телевидени те, хаçат-журнал та пĕр саслăн ирĕклĕ пурнăçа мухтаççĕ, пуянсене, намăссăрлăха, киревсĕрлĕхе иртен пуçласа тепĕр ирччен рекламăлаççĕ. Çынна вĕлерни, çаратни, проституци, наркомани кино-спектакльте тĕп сăнара çаврăнчĕç. Ĕç çынни, тирпейлĕ, çынлăхне çухатман халăх пурнăçра çук пекех. Ав пĕрне ĕнер телевизорпа кăтартрĕç. Вăл, «перестройка» текен тапхăрта влаç тытăмĕнче ĕçленĕскер, ял халăхĕ çинчен йĕрĕнсе те йĕкĕлтесе калаçрĕ.
«Халĕ пуласлăх нимле дядя Ваççăран та килмест. Саккунсем вĕсем ĕç çыннисем валли. Вĕсем пăхăнччăр саккунсене», — паврарĕ хайхискер хайĕн сысна сăмси евĕр хулăн тутине елпĕрсе, шакла пуçне пуклак пӳрнисемпе сăтăркаласа. Кам çăкăрне çисе пурăнать-ши çав çын?!
Киле çаврăнса çитнĕ çĕре упăшкипе ачисем вăранса çăвăнма ĕлкĕрнĕччĕ ĕнтĕ. Апат та хатĕр.
— Ну, мĕнле хыпарсем таврара? — ытарлăн йăл кулчĕ упăшки Машăн йĕпеннĕ мулаххайĕпе перчеткийĕсене илсе хунă май.
— Хыпарсем итлесе çӳремерĕмĕр эпир. Ӳсĕр Дашăсăр пуçне никамах та тĕл пулмарăмăр.
— Васкăр, васкăр, пепкемсем. Пирĕн те ĕçе васкамалла, — асăрхаттарчĕ çав вăхăтрах ашшĕ ывăлĕсене. — Петюка садике ăсатăп, Ваççука — шкула.
— Эп çимесĕр каймастăп, — васкаса кĕрсе ларчĕ сĕтел хушшине Петюк. Вăл хурлăхан варенийĕ тултарнă савăта хăй патнелле туртрĕ те пысăк кашăкпа ăсса илчĕ. — Витаминсем çимелле малтан, — васка-васка хыпрĕ хайхи çăра, техĕмлĕ варение.
— Кам выçă варла варени çиет тет? — пырса тĕкрĕ çурăмĕнчен пиччĕшĕ.
— Кам, кам? Эпĕ. Мана садикре кам çавăн чухлĕ варени парать тет. Хыт кукарсем унта. Пылак нумай çимелле маррине асăрхаттарсах тăраççĕ.
— Тĕрĕсех калаççĕ, — кулчĕ амăшĕ. — Варени çинипех пысăк пулаймăн. Кăштах та пулин яшка çи.
— Яшкине Ваççук çитĕр. Вăл икĕ çул аслăрах. Хăй пурпĕрех манран пĕр пӳрне чухлĕ çех пысăкрах.
Ним те шарламарĕ пиччĕшĕ, васка-васка апатланчĕ те шкула пуçтарăнма пуçларĕ.
— Мана илме Ваççук та, анне те ан пырăр паян, — асăрхаттарчĕ кĕçĕн ывăлĕ кĕрĕкне тăхăннă май. Хăй ниепле те сылтăм çаннине лекеймест. — Мана илме атте пытăр. Атте, пулăш-ха мана.
Ваççук Петюка пулăшма васкарĕ.
— Кай-ха кунтан. Ялан хăвна асли пек кăтартма ан тăрăш, — тĕртсе ячĕ вăл пиччĕшне. — Атте, мана илме пырасси çинчен ан ман. Санăн уроксем хатĕрлеме те васкамалла мар, апат пĕçересси те çук. Тăраничченех сăрт çинчен ярăнăп.
— Юрать, командир! — çупăрларĕ ашшĕ. Пурте кула-кула тухса кайрĕç. Яланах çапла.
Çемйине ăсатса ярать те Маша пĕр кана диван çинче ларать. Унтан салтак пек сиксе тăрса кил-çурта тирпей кĕртме васкать. Ĕç вырăнĕ инçех мар унăн. Ик çĕр метр чухлĕ çеç утмалла. Пĕр кантурта шут ĕçĕнче тăрăшать хĕрарăм. Çамрăкран хăнăхнă йăлине çирĕп тытса пырать.
«Ĕç вырăнĕ ĕç кунĕ пуçланиччен вунă-вун пилĕк минут маларах хатĕр пулмалла», — асăрхаттарнăччĕ ăна ĕç биографийĕ пуçланас умĕн практика ертӳçи. Çакна лайăх астуса юлчĕ çивĕч ăслă, пур ырă хушăва та тимлекен хĕр.
Паян та ĕçе пуринчен малтан çитрĕ.
* * *
Çулталăк пуçламăшĕ. Пуç çĕклеми тăрăшать Маша. Бухгалтер ĕçне те, кассир тивĕçне те туса пыма тивет унăн. Отчетсене вăхăтра туса парайманнипе ĕç укçине те палăртнă кун параймарĕç. Тĕп бухгалтер патне тăруках пырса текĕнеймĕн. Сайра пулать ун кăмăлĕ ырă. Питĕ сăрхăнтарса кăларать вăл кашни пуса алли витĕр. Калăн, çынсене ĕç укçине хăй шутĕнчен тӳлет.
Пĕррехинче пĕр хĕрарăм тӳсеймесĕр каласа хучĕ:
— Лидия Михайловна, эсир хăвăрăн вун пилĕк пин тенкĕ ĕç укçине сахал тесе шутлатăр, пирĕн икĕ пин тенкĕ те нумай пек туйăнать сире. Ытларах тытăнса тăтăр пулас кунта. Эсир ĕçлесе пăхман организаци çукпа пĕрех салара.
Черетре тăракан халăх кĕр-р кĕрлесе кайрĕ. Тахăшĕ чăхлатса кулни илтĕнчĕ.
— Маттур! — мухтарĕ пĕр çулланнă арçын. — Ан хăра, сана вăл нимĕн те тăваймасть. Икĕ пин тенкĕшĕн ун хыçĕнчен тасатакансем сайра пулаççĕ.
— Ăçта кайса кĕрĕн? Вĕренмен çынна кам сума сăвать, — тавăрчĕ хĕрарăм алне сулса.
Ĕçлекенсен кăмăлсăрлăхне ытларах Машăн тӳсме тивет. Вăхăт-вăхăт çилли те капланса килет унăн. «Укçа çук. Михĕпех киле илсе кайрăм», — тесе лаплаттарса хурас килет, анчах та хăйне тытса чарать. Кăра çиллине кăтартса ăçтан ĕç кăларайăн? Халăх хăй ĕçлесе илнĕ, хăйне тивĕçекен укçа-тенке ыйтать. Кашнийĕнех çемье, ача-пăча. Хаксем те, коммуналлă тӳлевсем те куç хупса иличчен çӳлелле хăпарса каяççĕ.
— Мария Ивановна, паян ĕç укçи илеетпĕр-ши? — илтĕнчĕ хыçра хăюсăр сасă.
Вахтер пулса ĕçлекен Маюк аппа иккен. Çынна шанса пăхаççĕ куçĕсем. Аллисем типсе куштăрканă. Пичĕ пĕркеленчĕксемпе витĕннĕ. Чиксе ыратса кайрĕ çамрăк бухгалтер чĕри. Пĕлет Маша çак йăваш, хăй ĕçне чун-чĕререн пурнăçлакан хĕрарăм икĕ ачине пĕччен пăхса ӳстернине. Пилĕк çул каялла упăшки пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайрĕ. Хĕрĕ кăçал университета вĕренме кĕчĕ. Ылтăн медале тивĕçнĕскер хăй пĕлĕвне экзаменра та çирĕплетнĕ теççĕ. Турă шеллерĕ пуль мĕскĕн çемьене. Ывăлĕ шкулта «пиллĕксемпе» çеç вĕренет, амăшне кил-çуртра нумай пулăшать. Çуртра арçын пулмасан та выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ.
— Кассăра кăштах укçа пур. Сире ĕç укçипе тивĕçтерме çитет, — сăпайлăн сăмах хушрĕ Маша, хăй çавăнтах шутларĕ: «Юлашки укçана паратăп-çке. Пуçлăхпа тĕп бухгалтертан лекмĕ-ши? Пуçлăхĕ ырăскер-ха, ăнланакан çын. Леш эсремечĕ вара тимĕр тылă пекех тылласа пăрахма пултарать. Хăйĕн çемйи çук та, çын нушине ăнланма тăрăшмасть вăл. Ĕç вырăнĕнчен хăпма васкамасть. Жандарм пекех сăнаса тăрать бухгалтери ĕçченĕсене».
— Эй, Турă пулăштăрах, йăмăкăм, сана. Мĕнпе ăсатнă пулăттăм-ши ыран хĕрĕме? Хĕллехи каникултаччĕ-ха вăл, — пуплерĕ хĕрарăм укçине майласа чикнĕ май.
— Лайăхах вĕçлерĕ пуль семестра?
— Лайăхах, лайăхах. Турă пăрахмасть пире, тăлăхсене. «Пиллĕк» паллăпа анчах вĕренет хĕрĕм. Ӳстерсе тӳлекен стипенди илет.
Тав тăва-тăва тухса кайрĕ Маюк аппа. Машăн чĕри каллех чиксе ыратрĕ. Хăйĕн ачалăхĕ куç умне тухса тăчĕ.
...Çуллахи лăпкă кун. Пӳртре те, пăлтăрта та, урамра та лăк тулли халăх. Пысăк пӳлĕм варринче —икĕ пукан çине вырнаçтарнă пысăк тупăк. Тупăкра хăнана кайма тумланнă пек ашшĕ выртать. Пĕчĕк хĕр ача тĕлĕнсе пăхать ун çине. Ма унта кĕрсе выртнă-ха ашшĕ? Ун çумĕнче пукан çинче амăшĕ ларать. Вăл хура кĕпепе. Хура тутăр çыхнă. Пĕрмай ĕсĕклет хăй.
— Атте! Атте! Тăр! Эсир хăнана кайма пуçтарăннă-и аннепе? Анне, эсĕ мĕншĕн макăратăн? Атте, тăр тетĕп! Эпĕ те пыратăп сирĕнпе пĕрле!
Амăшĕ пуçне çĕклерĕ, тĕлĕннĕ пек унта-кунта пăхкаларĕ. Унтан пĕчĕк хĕрне ыталаса илчĕ те тата хытăрах макăрма пуçларĕ. Кĕтесе тĕршĕннĕ аппăшĕпе пиччĕшĕ амăшĕ патне ыткăнчĕç, ăна ыталаса ӳлесе макăрчĕç. Çакна курса пĕтĕм халăх макăрма пуçларĕ.
— Çук текех сирĕн аçăр, çук. Паянтан вăл пирĕнтен яланлăхах уйрăлса каятъ, — ĕсĕклерĕ амăшĕ.
— Ăçта каять? Ма каять? Ма эпир каймастпăр унпа?
— Вăл хăй ялне пурăнма куçать. Турă ялне, — ăнлантарчĕ ватă кинемей, кӳршĕри карчăк...
Çапла Машăна тата унăн аппăшĕпе пиччĕшне амăшĕ пĕчченех пăхса ӳстерчĕ, пурнăç çулĕ çине тăратрĕ. Пурте аслă пĕлӳ илчĕç ачисем.
Кĕсье телефонĕ сас пачĕ. Чĕмпĕрте пурăнакан аппăшĕ шăнкăравлать иккен. Хăнана чĕнет.
— Саша салтакран курма килчĕ. Лайăх енĕпе палăрнăшăн черетсĕр отпуска янă ăна, — савăнса пĕлтерчĕ тăванĕ.
— Пыратпăрах. Пурте пыратпăр Сашăна курма, — тараватлăн килĕшрĕ йăмăкĕ. «Ну Петюкпа Ваççук савăнаççĕ ĕнтĕ. Саша вĕсемшĕн чăн-чăн кумир-çке».
Ĕçрен питĕ хавхаланса таврăнчĕ хĕрарăм. Подъезд умĕнче ăна упăшкипе кĕçĕн ывăлĕ кĕтсе илчĕç. Петюк шур упа пекех. Калăн, пӳрт умĕнчи юра веçех хăй çине купаланă.
— Шăнса пăсăлатăн-иç, — хыпăнса ӳкрĕ амăшĕ. — Атьăр хăвăртрах киле.
— Чим-ха. Кăштах тасатам-ха çак упа çурине, — кулать ашшĕ.
— Аптрамасть, атте! Эс хăв та пĕртте манран кая мар. Шур упа пекех.
— Ăмăртрăр пулать апла?
— Ман кампа ăмăртас вара?! — подъезд алăкне шанлаттарса сиксе тухрĕ Ваççук.
— Эсĕ Хĕл Мучипе ăмăрт. Эпир пӳрте кĕретпĕр, — мăнаçлăн тавăрчĕ Петюк.
— Ан аташ-ха! Çĕнĕ çул хăçанах иртнĕ те, Хĕл Мучи кайнă ĕнтĕ кунтан.
— Хăваласа çит! — ахăлтатать Петюк. — Спортсмен-утюг! Сана кĕтет Устюг! Хĕл Мучийĕн керменĕ унта вырнаçнă тет. Паян пире воспитательница каласа пачĕ.
Маша пуçне çĕклерĕ те кӳршĕ подъезд умĕнче тăракан Иринăна курчĕ. Тĕмсĕлсе, тунсăхлăн сăнать хĕрарăм туслă, телейлĕ çемьене. Икĕ куçĕ куççульпе тулнă.
— Эсир кĕрĕр-ха пӳрте. Чей вĕретме лартăр. Эпĕ кăштах Ваççукпа ăмăртам, — хушрĕ хĕрарăм.
— Есть! — аллине пуçĕ çумне яшт тытрĕ Петюк.
— Командир, мĕнле хушать, — кулчĕ ашшĕ.
— Уçă сывлăшпа сывлатăн-и? — пырса тăчĕ Маша тантăшĕ çумне.
— Сывлăшпа та, пурнăçпа та, — салхуллăн пуплерĕ Ирина. — Федора кĕтетĕп. Юлашки вăхăтра таврăнмасăр çӳрекен пулчĕ. Кил ăшши çитмест пуль ăна. Эрехпе те туслашсах пырать.
— Килет пуль-ха, таçтах каймĕ. Мĕнле ăшши çитмест пултăр? Сан кил-çуртра яланах тирпейлĕх хуçаланать. Апат-çимĕçĕ те сĕтел тулли. Леш, скатерть-самобранка, текенни пекех, — лăплантарасшăн пулчĕ Маша.
— Туятăп, тем çитмест Федора. Мĕн çитменнине те туятăп. Яланах ача-пăча вылянă çĕрте куратăп. Пӳрт умĕнче те, спорт площадкинче те шăпăрлансем тавра явкаланать. Пĕчĕккисене алла илет. Канфет-печенипе хăналать.
Ним хуравлама та пĕлмерĕ Маша. Хăй илтнине тантăшне каламан та, каласа парас та çук. Суранлă чĕрене епле тата ытларах суранлатăн. Пĕр хĕрарăмпа çывăхланнă теççĕ Федора. Лешĕ упăшкинчен уйрăлнăскер. Хĕр ача ӳсет унăн. Иринăпа танлашаймĕ вăл хĕрарăм. Ирина — Илем турри. Калаççĕ çав вырăссем: «Не родись красивой, а родись счастливой», — тесе. Илемпе телее ылмаштараймăн.
— Мĕскер, Хĕл Мучине хăваласа çитейрĕн-и? — çупăрларĕ Маша хăй çумне пырса тăнă Ваççука.
— Эпĕ пысăкланнă ĕнтĕ. Мана улталаймăн, — кулать ывăлĕ. — Çĕнĕ çулта чăрăш айне кам парне хунине те пĕлетĕп. Эпĕ Юрпикене «ӳсме» пулăшрăм. Атту вăл кăштах пĕчĕкленнĕччĕ.
— Эсир çухалман-и унта?! — пуçне форточкăран кăларчĕ ашшĕ.
* * *
Пайтах тăчĕ подъезд умĕнче Ирина. Унталла-кунталла уткаларĕ. Кĕтсе илеймерĕ упăшкине. Апатланмасăрах, салтăнмасăрах диван çине выртрĕ. Икĕ аллине пуç айне хурса маччаналла тинкерчĕ.
«Годы — это тонкие струны. Только тронешь — запоет струна», — аса килчĕç юрăри сăмахсем...
Ирина вырăс салинче сумлă çемьере çуралса ӳсрĕ. Ашшĕ колхоз председателĕ пулса ĕçлетчĕ, амăшĕ шкулта вырăс чĕлхи вĕрентетчĕ. Пĕртен-пĕр хĕрĕшĕн нимĕн те шеллеместчĕç ашшĕпе амăшĕ. Çемьере мĕншĕн пĕр пепке анчах пулнă пирки Ирина нихăçан та кăсăкланман. Амăшĕнчен те, ашшĕнчен те кулянса калаçнине илтмен. Тулăх пурнăç, халăх хисепĕ хăй ĕçне тунă-тунах. Мăн кăмăллăрах ӳссе çитĕнчĕ хĕр ача. Пăхса ытармалла марскер пĕр çулхи каччăсем çине пăхмастчĕ. Аслăрах çулхисем килĕшетчĕç ăна. Анчах та хăйне йĕркеллĕ тытатчĕ пике, мораль тенине çирĕп пăхăнатчĕ. Шкула «пиллĕк» паллăсемпе пĕтерчĕ. Медицина институтне вĕренме кĕчĕ. Çавăнта паллашрĕ вăл пулас упăшкипе Федорпа. Çӳллĕ, яштака, салтак тивĕçне пурнăçланă каччă пĕрре курсах килĕшре ăна. Улăм тĕслĕ кăпăшка çӳçĕ, янкăр таса пĕлĕт пек пысăк кăвак куçĕ пике умĕнче ĕмĕтри яш тăнине çирĕплетрĕç. Миçе хутчен килмен-ши хĕр тĕлĕкне çакăн пек чипер яш.
Федор та Иринăна кăмăлларĕ пулас. Паллашсанах кино курма чĕнчĕ. Чĕлхи япшар, ăс-тăнĕ çивĕч.
Федя икĕ курс маларах вĕренетчĕ, хирург пулма ĕмĕтленетчĕ. Ирина ача-пăча тухтăрĕ пулма шутларĕ, Федя юлашки курсра вĕреннĕ чухне пĕрлешрĕç вĕсем. Аякри Украинăранччĕ каччă. Ял ачи.
Хулара туй кĕрлеттерчĕç çамрăксем. Федорăн ашшĕпе амăшĕ те, пĕр çĕршывран тепĕр çĕршыва куçас йывăрлăхсене çĕнтерсе туя килсе çитрĕç. Мĕн каламалли, Совет Союзне пайласа янăранпа ют çĕрте пурăнаççĕ мар-и. Паян кунчченех асра Ирина хунямăшпе пĕрремĕш хут тĕл пулни. Еплерех пăраларĕç хĕрарăмăн çивĕч куçĕсем пулас кине, «Мĕнпе савăнтарăн? Мĕнле пурнăç хатĕрлетĕн ман ывăл валли?» — тенĕн ыйтуллăн пăхрĕç. Хуняшшĕ кăмăлĕ пачах урăхла.
«Аван, аван, — терĕ вăл Иринăна ачашшăн хулпуççийĕнчен лăпкаса. — Халĕ ĕнтĕ мăнуксем çинчен те ĕмĕтленме пулать».
Вĕсен ĕмĕтне тивĕçтереймерĕ кинĕ.
Иринăн ашшĕпе амăшĕ укçи-тенкине шеллемерĕç пĕртен-пĕр хĕрĕшĕн. Туй хыççăнах çамрăк çемье валли уйрăм хваттер тӳлесе илчĕç. Пуçланчĕ вара çĕнĕ пурнăç. Вĕренсе пĕтерсен Федьăна кӳршĕ районти больницăра ординатурăра малалла пĕлӳ пухма ячĕç. Кунсерен çамрăк арăмĕ патне таврăнчĕ арçын.
Пĕр каçхине Ирина упăшкине ăшĕнче пĕчĕк пепке тĕвĕленнине пĕлтерчĕ. Федор савăшнине те, куляннине те кăтартмарĕ.
— Вăхăтсăртарах пулчĕ, — терĕ çех.
Çак сăмахсем «пулăшрĕç» те ĕнтĕ ăшри пепкине тĕп тума. Никампа та канашламарĕ Ирина. Ашшĕпе амăшне те нимĕн те каламарĕ.
— Паян аборта каятăп, — хумханнă сасăпа пĕлтерчĕ хĕрарăм савнă мăшăрне.
— Мĕнех, хăвăн кăмăлу, — лăпкăн тавăрчĕ упăшки.
Эх, çав вăхăтра мăшăрĕ тытса чарнă пулсан-и! Халĕ вĕсене вунă çулхи ывăл е хĕр савăнтарнă пулĕччĕ. Юратсах юратнă-ши ăна Федор? Юратнах пулсан хăйĕн пепкине çут тĕнчене килме çине тăнă пулĕччĕ.
Ирина сехет çине пăхса илчĕ. Кĕçех çур çĕр çитет. Чĕри туять: таврăнмасть паян киле Федор. Хваттерте шăп. Çак шăплăх чуна çӳçентерет. Урамра çилтăман çĕкленнĕ пулас, вăхăт-вăхăт кантăкран пӳрт умĕнчи чие йывăççи тураттипе шаккаса сас парать. Эп те пĕччен теет пулас.
— Эсĕ пĕччен мар-çке, — пăшăлтатрĕ Ирина. — Сан çумăнта мĕн чул турат. Эпĕ вара хăр тăлăх.
Иринăн ашшĕпе амăшĕ пĕрин хыççăн тепри пурнăçран уйрăлса кайрĕç. Амăшĕ мĕн астăвассах сывлăхран айвантарахчĕ. Ашшĕне инфаркт çапса пăрахрĕ. Пĕр-пĕринпе питĕ килĕштерсе пурăнатчĕç.
Ирина çĕрĕпе лĕм куç хупмарĕ тесен те йăнăш пулмĕ. Ирхине те апатланмарĕ: пĕр курка чей ĕçрĕ те каçхине çуса тултарнă кăпăшка юра аша-аша ĕçе васкарĕ. Ирхинехи чупăва та пурнăçламарĕ вăл паян.
Ача-пăча тухтăрĕ пулса ĕçлекен Иринăн кунĕпех ачасемпе пулма тивет. Пĕлинччĕ çав пепкесемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсем тухтăрăн чĕри епле чиксе ыратнине. Пĕтĕм çепĕçлĕхне, ырă кăмăлне парать вĕсене хĕрарăм.
Алăк хуллен уçăлчĕ те, пӳлĕме пĕр утмăлалла çывхаракан япăхрах тумланнă хĕрарăмпа виçĕ-тăватă çулхи хĕр ача кĕрсе тăчĕç. Çи-пуçĕ пуян пулмасан та таса, типтерлĕ. Çамрăк хĕрарăма курсан хĕр ача пысăк кăвак куçĕсене мăчлаттарса йăл-л кулчĕ.
— Анне! - терĕ вăл тухтăр енне пĕчĕк кăпăшка аллине тăсса.
Кинемейĕн куçĕсем шывланчĕç. Вăл тухтăр çине айăплăн пйхрĕ те унăн куçĕсем те куççульпе тулнине асăрхарĕ.
— Аннӳ мар вăл. Тухтăр аппу, — çупăрларĕ хĕрарăм хĕр ачана.
— Тухтăр анне! — каллех аллисене тăсрĕ хĕр
Ирина пĕтĕм чун хавалĕпе ыткăнчĕ хĕр ача патне. Ăна йăтса илчĕ те хăй çумне хыттăн чăмăртарĕ, çепĕççĕн пит çăмартинчен чуптурĕ.
— Питĕ тунсăхлать амăшĕшĕн. Хăр тăлăха тăрса юлчĕ мăнукăм. Сарăмсăр çĕре кĕчĕç хĕрĕмпе упăшки.
Хĕр ачана ача çуртне вырнаçтарма справка илме килнĕ иккен вĕсем.
— Питĕ шел-çке. Опекун пулса хăйсен çемйине илес текен тăванăрсем çук-им?
— Çук çав. Хам та пĕччен ӳсрĕм. Ывăлăн хăйĕн виçĕ ача. Вăл хирĕç мар та, арăмĕ килĕшмест. Мана çулсем нумай тесе опекун тума килĕшмеççĕ. Сывлăхăм та хавшак тата. Юн пусăмĕ пысăккипе нушаланатăп.
Çирĕп сывлăхлă хĕр ача. Сумлă çемьерен иккен. Амăшĕ учительница, ашшĕ инженер пулса ĕçленĕ. Çул çинче аварие лекнĕ...
Ирина куçне хупрĕ те хăйсен виçĕ пӳлĕмлĕ, хăтлă хваттерĕнче пӳлĕмрен пӳлĕме чупакан сарă çӳçлĕ, пысăк кăвак куçлă хĕр ачана курчă. Вăл ассăн сывласа илчĕ те справка çырма пуçларĕ.
Хĕрарăмпа ача тухса кайсан Ирина хăйĕн блокночĕ çине вĕсен адресне çырса хучĕ. Темĕнччен лăпланаймарĕ вăл. Ун куçĕ умĕнчен хĕр ача сăнарĕ каймарĕ.
Ĕç кунĕ вĕçленсе çитнĕ çĕре хĕрарăм хăй питĕ ывăнса çитнине туйрĕ. Шăм-шакĕ ыратать, пуçĕ çаврăнать. Такам çапса, хĕнесе пĕтернĕ тейĕн. Аран-аран утса çитрĕ хăйсен çурчĕ патне. Подъезд умĕнче Машăпа Мишăна тата вĕсен икĕ ывăлне курчĕ. Çитрĕ те йывăррăн ларчĕ çурт умĕнчи сак çине.
— Ирина аппа! Ирина аппа! — сиккелеççĕ ун тавра Петюкпа Ваççук.
Пĕлеççĕ шăпăрлансем, вĕсен валли унăн сумкинче яланах тутлă çимĕç пур. Пĕрер мандарин тыттарчĕ вĕсене Ирина.
— Тем шурса кайнă эсĕ. Чирлемерĕн пуль те? — хыпăнса ыйтрĕ Маша.
— Çĕрĕпех куç хупман тесен те юрать. Федор киле çывăрма таврăнмарĕ.
Миша ывăлĕсене çавăтса сăрт еннелле утрĕ, хĕрарăмсене калаçма чăрмантарас мар терĕ.
— Маша, эпĕ ача усрама илесшĕн. Федорпа калаçса пăхма шутлатăп. Пирĕн çемье арканасси патне çитсе пырать пулас. Туятăп, Федорăн такам пур. Хăй мана яланах каçхи операцисем пирки ĕнентерет. Пирĕн хушăра арлă-арăмлă хутшăнусем те тахçантанпах çук.
— Калаçса пăх, тантăшăм, калаçса пăх. Тен, килĕрте ача-пăча сасси янăрама пуçласан пурнăçăр майлашса кайĕ. Енчен те хăвăн пепке çуралас пулсан?
— Эпĕ нумай сипленнĕ, Маша. Тĕрлĕ анализсем нумай тутарнă. Тухтăрсем «приговор» текеннине пилĕк çул каяллах çырса панă. Манăн ача пулмасть. Эпĕ пĕрремĕш хырăма пăрахнă.
— Эх, Ирина! Епле пысăк йăнăш тунă эсĕ. Хăв тухтăра вĕреннĕ-çке. Мĕнле шутламан пуласлăх çинчен?
— Чавса çывăх та — çыртма çук çав. Упăшка та чармарĕ. Паянах калаçатăп Федорпа. Тен, килĕшĕ. Пирĕн çемьере пепке çуккишĕн унăн айăпĕ те пур-çке.
Урамра темĕнччен уçăлса çӳрерĕç тантăшсем. Петюкпа Ваççука çак кăна кирлĕ те.
— Эй! Арçынсем! Сирĕн хырăмăрсем хыр тăрне хăпарман-и унта?! — кăшкăрса ыйтрĕ Маша.
— Тĕрĕс те, выçрăмăр, — ун патнелле утрĕç упăшкипе ачисем. Петюкпа Ваççук амăшĕн сумкине йăтса хăпарма васкарĕç.
— Эй, ан ашкăнăр. Пылак çимĕçе апатланнă хыççăн çеç çимелле.
— Апатланас умĕн, апатланнă хыççăн та! — сиккелет Петюк.
* * *
Упăшки каллех çывăрма киле килмерĕ çĕркаç. Пăшăрханса ӳкнĕ Ирина кĕсье телефонĕпе шăнкăравларĕ те мăшăрĕн çиллĕрех сассине илтрĕ:
— Ăçта çӳретĕп?! Мана шырама эпĕ пĕчĕк ача мар. Аппендицитпа аптăранă хĕрарăма илсе килчĕç. Операци тумалла пулчĕ.
— Шăнкăравласа пĕлтерме пулмарĕ пуль çав? — хăйне лăпкăрах тытма тăрăшса калаçрĕ арăмĕ.
— Ĕç вăхăтĕнче кил çинчен шухăшлама хушмаççĕ — тимлĕхе чакарма пултарать, — пат татса хучĕ упăшки.
Çав вăхăтра трубкăра хĕрарăм сассисем илтĕнчĕç. Лах-лах! кулаççĕ хăйсем.
«Федор Иванович, нумай калаçатăр эсир! Васкăр! Атту эрех ăшне шăна урине чиксе кăларать!» — кăшкăрчĕ пĕри.
Ирина аллинчи телефон урайне лап ӳкрĕ.
Мĕншĕн пăсăлса кайрĕ-ха вĕсен пурнăçĕ? Юратсах пĕрлешрĕç-çке. Иккĕшĕ те тухтăрсем. Интересĕсем те, пурнăç тĕллевĕсем те пĕр пекрехчĕ вĕсен. Ирхине пĕрле пуçтарăнса ĕçе васкатчĕç. Килте ĕçри пулăмсене сӳтсе яватчĕç. Нимĕн те пытармастчĕ упăшки. Яланах пĕр-пĕрне канаш пама тăрăшатчĕç.
Юлашки вăхăтра Федор куç умĕнчех улшăнса пычĕ. Каçхи дежурствăсем, операцисем нумайлана пуçларĕç. Канмалли кунсенче те сăлтав тупса тухса кайма тăрăшать. Час-часах эрех шăрши кĕре пуçларĕ упăшкинчен. Кăмăлĕ те кăраланчĕ. Ним çукранах харкашма пăхать. Ĕç патне аллисем пымаççĕ унăн. Урлă выртаканне тăрăх та çавăрса хумасть вăл. Пур ĕçе те пултарнă таран арăмĕ тăвать. «Мана йывăр йăтма, хура ĕç тума юрамасть. Эп — хирург. Манăн пӳрнесен туйăмлăхне упраса хăвармалла», — унăн яланхи сăмахĕ. «Эрехпе туслашни пӳрнесен туйăмлăхне, ăс-тăн çивĕчлĕхне ытларах мăкатать-çке», — ассăн сывласа каларĕ Ирина.
Упăшкине шанакан хĕрарăм ун хыççăнни-хăçан та йĕрлесе çӳремест. Ачасен поликлиники тĕп больницăран аяккарах вырнаçнă. Вăл çырман сулахай енче ларать. Кирлех пулсан ыйтса пĕлме май пур паллах. Анчах та йĕрлесе çӳренипе çынна йĕркене кĕртейместĕн-çке.
Ĕнерхи пулăм аса килчĕ: Ирина лавккаран тухатчĕ. Кăмăл-туйăмĕ савăк. Çанталăкĕ те питĕ ырă. Кунсем вăрăмланнă май хĕвелĕ те çутăрах, унăн кулли те ачашрах.
— Феденька, ан асаплантар-ха мана капла. Ах, пĕрре те уйрăлас килмест-çке санран. Суйлама вăхăт çитрĕ санăн. Е арăму, е эпĕ, — илтĕнчĕ аякрах та мар палланă хĕрарăм сасси.
Ирина пуçне калаçакансем еннелле пăрчĕ те упăшкине тата унпа пĕрле ĕçлекен медсестрана курчĕ. Хĕрарăм лавкка кĕтессине тĕршĕнсе малалла сăнарĕ, лешсем ăна асăрхамарĕç. Федя медсестрана никамран именмесĕр ыталаса илчĕ те, иккĕшĕ урампа анаталла утрĕç.
— Çак кунсенче татса паратăп, чунăм, — илтĕнчĕ унăн Иринăн чун-чĕрине ватакан, çутă ĕмĕчĕсене татакан сасси...
Ăçта кайса кĕчĕ-ши çутă хĕвел? Нимĕн те курмасть хĕрарăм. Урисем утмаççĕ. Вăл вăйсăррăн лавкка çумне таянчĕ. Мĕн чухлĕ ларнă-ши çапла?
— Ирина Васильевна! Ирина Васильевна! — силлет такам хулпуççинчен. Хĕрарăм куçне уçрĕ те пĕр çамрăк арçынна курчĕ. Лешĕн куçĕсем шиклĕн пăхаççĕ. — Ирина Васильевна, мĕн пулнă сире? Эсир чирлесе ӳкнĕ пулас. «Васкавлă пулăшу» чĕнтерес пуль. Е хамăн машинăпа больницăна леçес мар-и?
— Чирлĕ мар эп, — асаплăн тухрĕç хĕрарăм сăмахĕсем. — Темшĕн вăй пĕтсе килчĕ. Машинăпа пулсан киле леçсе хăварăр-ха.
— Хаваспах, — çăмăллăн сывласа ячĕ арçын. — Эпĕ питĕ хăраса ӳкнĕччĕ. Пирĕн Айболитшăн Турăран сывлăх, тăнăçлăх ыйтмалла. Манăн пепкесем сире питĕ юратаççĕ, мăшăрăм та хисеплет.
«Чирлĕ çав, чирлĕ. Паянтан манăн чун сывалми чирлĕ», — пăшăлтатрĕ Иринăн самантрах типсе çуркаланса кайнă тути вĕри сывлăша сăрхăнтарса.
Упăшкине мĕн курни çинчен пĕлтерес мар тесе тĕв турĕ Ирина. Тен, ку вăхăтлăх йăпану анчах уншăн? Халĕ вĕт хĕрарăмĕсем те ним уяса тăмасăрах çынсен упăшкисем çумне çулăхаççĕ.
— А мĕн вара? Хĕрĕхри арçын — самый смак, — илтрĕ вăл пĕррехинче пĕрле ĕçлекен çирĕм çулхи медсестраран. — Укçи пулсан, машини чупсан — о' кей! Арăм стена мар — подвинется.
Упăшкипе пĕрле ĕçлекен Аня нихăçан та йăл кулмасăр, сывлăх сунмасăр иртсе кайман. Вăл та çавăн пекех шутлать иккен.
— Пăрасшăн, пăрасшăн вăл мана упăшка çумĕнчен. Пуçĕпех туртса илесшĕн, — куççульпе çăвăнчĕ Ирина.
* * *
Паян Машăн канмалли кун. Вăл иртнĕ шăмат кун район администрацийĕнче дежурнăй пулнăччĕ те, çав куншăн паян канма пачĕç. Упăшкипе ачисене ăсатса ячĕ те килти ĕçсемпе тăрмашма пуçларĕ. Ĕçĕ хĕрарăмăн лавĕпех. Маша тирпее юратать. Паян та пуçĕпех ĕçе пуçăнчĕ.
«Тавах турра, — шутларĕ хĕрарăм. — Паян кунччен пурнăçăм йĕркеллех пулса пырать. Ачасем те тĕрĕс-тĕкелех. Сывлăх енчен аптрасах каймаççĕ. Садикра та, шкулта та вĕсем çинчен япăх каламаççĕ. Ваççук кăçал виççĕмĕш класа кайрĕ. «Пиллĕк» паллăсемпе çеç вĕренет. Асли юнтармăшрах. Характерне те кăтартма тăрăшать. Хăйĕн пек тăвасси пур. Вăхăт-вахăт кĕçĕннине кӳрентерме пăхать. Урамра, вăйăра вара хăйне кăтартма пĕлмест — куççуль юхтарса кĕни те пулкалать. Кунта Мишăпа иксĕмĕрĕн айăп та пур-тăр-ха. Маххă ан пар. Хирĕç тăр тесе вĕрентместпĕр ачасене. Апла тесен Петюк пачах урăхла. Хăй чĕрре кĕмест, кӳрентерекенсене парăнмасть. Сăмахпа намăслантарать тата. Улттăри ача тесе калаймăн».
Маша йăл кулса илчĕ. Урамри пĕр самант аса килчĕ ăна. Пĕр арçын ача хĕр ачана курентерчĕ — юр çине тĕртсе ӳкерчĕ. Петя чупса пычĕ те кăкăрне каçăртса арçын ача умне тăчĕ:
— Эс ма хĕр ачапа çапăçатăн?! Арçын тăк — манпа çапăç! — терĕ. Ура хучĕ те юр ăшне чăмтарчĕ.
Лешĕ мĕкĕлт! турĕ. Тăраймасăр выртать. Петюк пычĕ те ал пачĕ:
— Тăр! Мир-и?! — терĕ.
— Мир! — хуравларĕ лешĕ сăмса витĕр. Юрла, юрла ĕçлет Маша. Сасси çепĕç, янăравлă. Культура керменĕ çумĕнчи хора та çӳрет вăл. Пĕччен юрласа дипломсемпе парнесем те çĕнсе илнĕ.
Телефон сас пачĕ.
— Шкултан шăнкăравлатпăр. Ывăлăр шуса ӳксе урине ыраттарнă. Шкул тухтăрĕ «васкавлă пулăшу» машинипе больницăна илсе кайрĕ, — пĕлтерчĕ хыпăннă сасă.
Ним ыйтса та ĕлкĕреймерĕ Маша, трубкăна хучĕç.
Амăшĕ чĕри мар-и? Машăн ал-ури чĕтреме пуçларĕ. Ним тума пĕлмест хĕрарăм. Унталла-кунталла чупкалать хваттер тăрăх. Упăшкине шăнкăравлама телефон кĕпçине тытрĕ. Лере никам та сас памасть. Унтан вăй-халне пухрĕ те килти тумĕ çинех пальто уртса ячĕ. Кун пек чухне тата ал айĕнчи япаласемех таçта тарса çухалаççĕ. Пуçне калпак тăхăнмасăр, çара аллăн тухса чупрĕ. Юрать урамра çанталăкĕ сивех мар. Пуш уйăхĕ вĕçленсе пырать.
Больницăна чупса çитрĕ те ăçта каймаллине шутласа тăмарĕ, тӳрех поликлиникăна, хирург кабинетне, васкарĕ. Кабинет умĕнче пĕр çын та çук. Ĕç кунĕ вĕçленсе пырать пулас. Яри уçса ячĕ те хĕрарăм алăка кабинета кĕчĕ.
— Федор Иванович! Эсир кунта-и?
Сас паракан пулмарĕ. Маша пуçне пăрчĕ те ширма хыçĕнче чуптуса тăракан хирургпа медсестрана курчĕ.
— Ах! — терĕ хĕрарăмĕ. Сассинче намăсланни, чун ыратăвĕ палăрчĕ.
Пуля пек тухса вирхĕнчĕ Маша кабинетран. Чупрĕ те чупрĕ хăй ăçталла кайнине ăнланмасăр. Çак вăхăтра вăл кунта мĕн сăлтавпа килнине те манса кайрĕ. Унтан тăп чарăнчĕ, пĕр вăхăт хушши вырăнтах тăпăртатса тăчĕ. Пуçне аллипе ярса тытса унталла-кунталла силлерĕ. Вара васкамасăр «Васкавлă пулăшу» уйрăмне утрĕ.
Алăка уçса ячĕ те кушетка çинче ларакан ывăлне курчĕ. Чупса пырса ыталарĕ, чуптурĕ.
Ваççука пĕрремĕш пулăшу панă ĕнтĕ. Сылтăм урине гипс лангеткипе çирĕплетнĕ.
— Ытлашши ан пăшăрханăр. Хуçăлман ури. Мăкăлтаннă çеç. Вунă кунран гипсне илетпĕр, — лăплантарчĕ хĕрарăм травматолог.
— Тавтапуçах сире.
— Пирĕн ĕçĕ çавă, — кулать тухтăр. — Ну, Ваççук, малашне асăрхануллăрах пулмалла. Халĕ сире «васкавлă пулăшу» машинипе киле ăсатăпăр.
Ывăлне килне леçсе хăварчĕ те Маша шкула васкарĕ. Ваççукăн сумки те, сылтăм уринчи пушмакĕ те шкултах юлнă. Утнăçемĕн унăн куççулĕ шăпăр-шăпăр юхрĕ. Юрать-ха паллакансем хирĕç пулмарĕç, атту тем шутланă пулĕччĕç. Ку куççульте ачине шеллени те, Иринăшăн хурланни те пĕрле пулчĕç пуль.
Эх, пурнăç! Паян-ыран мĕн кĕтмеллине те картаймастăн вĕт. Машăна упăшкипе мĕнле паллашни аса килчĕ.
Экономика институтне пĕтернĕ хыççăн çамрăк специалиста çак район центрне ĕçе ячĕç. Аван кĕтсе илчĕç Машăна унта. Ĕçе вырнаçсанах общежитинче пӳлĕм пачĕç. Иккĕн пурăнма тытăнчĕç вĕсем. Лида — вырăс хĕрĕ. Питĕ ăш пиллĕскер. Часах пĕр чĕлхе тупрĕç вĕсем. Маша институтра вĕреннĕ чухне вырăс хĕрĕсем чăвашсене тĕккелесе илнине нумай курнă та малтанласа ютшăнарах тытрĕ хăйне. Пурте пĕр пек мар иккен вырăссем те. Лида питĕ ăслă, çынна хисеплеме пĕлекен хĕр. Вăл та шут ĕçĕнче ĕçлет, анчах урăх организацире. Клуба тухкалама пуçларĕç. Икĕ чипер пикене вырăнти каччăсем часах асăрхарĕç. Мишăпа Сергей юлташсем иккен. Ташша чĕне пуçларĕç Машăпа Лидăна. Каччисем яштака, чиперскерсем. Иккĕшĕ те вырăс. Пĕр хуçалăхрах тăрăшаççĕ. Миша шофер пулса ĕçлет. Сергей, ял хуçалăх институтне пĕтернĕскер, механик лавне туртать.
Машăн ĕçтешĕсем вăл Мишăпа тĕл пулкаланине илтсен карах хирĕç пулчĕç.
— Мĕне кирлĕ сана çав çил хăван?! — сассине хăпартсах калаçрĕ тĕп бухгалтер Мария Петровна. — Вăл çыпăçман хĕр те юлман пуль пирĕн салара. Эрех-сăраран та пăрăнса иртмест. Юрĕ, пирус туртни темех мар-ха.
— Сан валли вĕреннĕ çын та тупăнĕ-ха, — пуплет тĕп экономист.
Маша нимех те чĕнмерĕ. «Мĕнле-ха капла? Питĕ йĕркеллĕ çын пек курăнать-çке Миша. Çак виçĕ уйăх хушшинче пĕрре сыпкалани пулнăччĕ-ха. Ун чухне Маша хытарсах асăрхаттарчĕ:
— Пирĕн килте атте те, икĕ пичче те ĕçмеççĕ те, пирус та туртмаççĕ. Манăн эрехпе пирус çине аллергия.
Çапла каларĕ те пăрăнса утрĕ. Çав кунран Мишăран эрех шăрши кĕни пулман. Пĕр-ик эрнерен туртма та пăрахрĕ.
— Сан хуняма пуласси чăваш кинне кĕртесшĕн мар теççĕ, — каларĕ пĕррехинче Мая. Мая — чăваш хĕрарăмĕ. Упăшки те чăвашах. — Атя сана упăшкан шăллĕпе паллаштаратăп. Вăл икĕ çул каялла институт пĕтерчĕ. Авланман. Хулара пурăнать.
— Хăтана яман, лашине кӳлмен, çĕррине паман, — юрланă пек тăсарах тавăрчĕ Маша. — Турă мĕн çырни пулатех.
— Турри вăл хамăр сыхланнине те юратать. Маша чĕрине канăçсăрлăх, ырату вырнаçрĕ.
Хĕр каччăран пăрăнарах çӳреме пуçларĕ. Çакăнпа Миша ниепле те килĕшмерĕ.
— Маша, чунăм, мĕн пулса иртет пирĕн хушăмăрта? Туятăп, эсĕ манран сивĕнме шутлатăн тем? Тĕрĕсех ăнланатăп-и?
— Тĕрĕсех, — пуçне пĕкрĕ хĕр. — Икĕ расна халăх ывăл-хĕрĕ икĕ çулпа çӳресен аванрах пулмалла.
— Маша, эсĕ хăш вăхăтра пурăнатăн? Халĕ миçемĕш ĕмĕр пырать? — ачашшăн ыталарĕ каччă хĕре. — Эпир икĕ çулпах çӳрĕпĕр, анчах алла-аллăн тытăнса, — йăл кулчĕ Миша. — Эсĕ сылтăм енчен утса пырăн. Тульккăш мала та ан ирт, хыçала та ан юл. — Çапла каларĕ те Миша Машăна йăтса илсе çӳлелле çĕклерĕ. Вара пĕрремĕш хут хĕре чуптурĕ.
Çав-çавах хăпмарĕ вырăс каччи чăваш хĕрĕнчен. Каласа памарĕ хĕр Майăран мĕн илтнине. Амăшĕпе ывăлĕ хушшинче хирĕçӳ кăларасшăн пулмарĕ. Сала хĕрĕсем хăй çине шăл хăйранине сисмен мар-ха хĕр. Киревсĕр сăмахсем вĕçтернине те илтнĕ.
— Чăваш тункати, — каласа хунăччĕ пĕри пирус паклаттарнă май.
Пĕр каçхине клубра пысăк концерт пулмаллаччĕ. Машăпа Лида общежитирен иртерех тухрĕç те кăштах урамра уçăлса çӳрерĕç. Каçĕ ырă. Çу уйăхĕнче çуллахи пекех ăшă. Кайăксем ытарлăн юррисене шăратаççĕ. Икĕ ретпе ӳсекен çăкасен çулçисем юрату юрри юрланăн шĕпĕлтетеççĕ.
— Атьăр çав чăваш тункатине пăртак ăс-тăн кĕртсе илер! — илтĕнчĕ аякрах та мар.
Куç хупса иличчен Машăпа Лидăна пилĕк-ултă хĕр çавăрса илчĕç. Лидăна тĕксе ячĕç те Машăна «тăпăлтарма» пуçларĕç. Пĕри темле шĕвĕр япалана хĕр пичĕ патнелле тăсрĕ.
— Куçна шăтарса кăларатăп ак! Çын каччисем çине пăхаймăн текех! — çĕре лачлаттарса сурчĕ те аллине сулса ячĕ.
Маша пуçне пăрма ĕлкĕрчĕ. Мĕн пулса тухнă пулĕччĕ-ши Миша çитсе çапса ӳкермен пулсан?
— Ирсĕрсем! Тепре тĕкĕнсен йĕпе вырăн анчах юлать сиртен! — çĕкле-çĕкле ывăтрĕ тăнлавсăрсене каччă. — Пырăр, халĕ милицие евитлĕр. Ку шĕвĕр тимĕр манра юлать. Тепре тĕкĕнсен сирĕн куçăрсене чиксе шăтарма.
Çавăнтан вара хĕрсен çумне çулăхакан пулмарĕ. Икĕ хĕрпе икĕ каччă уйрăлми туссем пулса тăчĕç.
Паллашни çулталăк çитсен Лидăпа Сергей пĕрлешрĕç. Вĕсен туйĕнче Миша Машăна хăйне качча тухма ыйтрĕ. Ку хутĕнче те каламарĕ хĕр Мишăна унăн амăшĕ чăваш хĕрне хирĕç пулнине.
— Шухăшласа пăхма пулать, — куларах тавăрчĕ вăл.
Ку вăхăтра ĕнтĕ Миша ял хуçалăх институтне куçăмсăр майпа вĕренме кĕнĕччĕ, иккĕмĕш сессие кайма хатĕрленетчĕ. Лидăпа Сергей хулана куçса кайма шутларĕç.
Машăпа Миша та чаплă туй кĕрлеттерчĕç. Мăшăрĕ Машăн пӳлĕмне пурăнма куçрĕ. Ваççук çуралсан вĕсене çĕнĕ çуртра икĕ пӳлĕмлĕ хваттер пачĕç.
— Тавах Турра, — пăшăлтатрĕ Маша Ваççук япалисемпе киле утнă май. Хунямăшĕнчен халиччен пĕр сив сăмах илтмен. Çамрăксем те амăшне пăрахмаççĕ. Уйрăм çуртра пурăнаканскере пулăшу пĕрмаях кирлĕ. Мунча кĕме унта çӳреççĕ. Çамрăксем шывне йăтаççĕ, мунчине хутаççĕ. Маша хунямăшне хăй амăшне мунчара çунă пекех малтан милĕкпе «çапса ярать», унтан çуса тумлантарса кăларать.
— Ман кин ылтăн, — тесе калать тет хунямăшĕ яланах кӳршисене. — Хунямăшсене вырăс кинĕсем ун пек пăхнине хам пурнăçра курман.
Çитнĕ çĕре Ваççук лăпкăн мăшлатса çывăратчĕ. Акă упăшкипе Петюк та çитрĕç.
— Ваççук, кур, эпир садикра мĕнле хитре теттесем ăсталатпăр! — кăшкăрчĕ кĕçĕн ывăлĕ алăкранах.
Маша шĕвĕр пӳрнине çăварĕ патне тытрĕ:
— Ан шавла. Ваççукăн ури ыратать. Çывăрать вăл.
Упăшки салтăнмасăрах арçын ача патнелле ыткăнчĕ.
— Кам çывăрать пуль! Ваççук — çук! — кăшкăрса ячĕ аслă ывăлĕ. — Ман ура та ыратмасть халь. Эх, шел! Пĕр эрне шкула çӳрейместĕп.
— Апла пулсан эпĕ те садика каймастăп. Ваççука кичем пулать-çке, — сиккелерĕ Петюк.
— Эпĕ те ĕçе каймастăп. Манăн Ваççукпа килте ларма ирĕк пур. Акă хучĕ.
— Ура! Килте уяв! — алă çупрĕ Петюк.
— Атте, эсĕ те вăл хута ил.
— Ун пек саккун кăларман-ха, — кулчĕ ашшĕ.
* * *
Яланхи пекех подъезд умĕнче тĕл пулчĕç Машăпа Ирина.
— Ĕнер Федор килте çывăрчĕ. «Сана Маша ним те каласа памарĕ-и?» — тесе ыйтать. «Эпĕ ăна иртенпе курман», — терĕм. Урăх ним те шарламарĕ. Хăйне ним пулман пекех тыткалать. Паян эпĕ унпа ача усрава илесси пирки калаçса пăхасшăн.
Мĕн курнине каласа памарĕ Маша тантăшне. Хушша-хутта кĕни сăваплă япала мар. Тен, майлашса кайĕ вĕсен пурнăçĕ.
— Калаçса пăх çав, — терĕ вăл, — мĕн чул тăлăх çĕр çинче атте-анне ăшшисĕр нуша курать.
— Манăн куç хывнă пепке те пур. Ашшĕпе амăшĕ сарăмсăр çĕре кĕнĕ. Ватă асламăшне чирлĕ пирки опекун пулма ирĕк памаççĕ.
Ирина виçĕ уйăх каялла поликлиникăра пулнă хĕр ачапа асламăшĕ çинчен каласа пачĕ.
Кунĕпех пăлханса çӳрерĕ Ирина. Темле кĕтсе илĕ Федор арăмĕн калаçăвне. Хĕрарăм палланă çынсем урлă хĕр ачан шăпипе кăсăклансах тăчĕ. Ача çуртне ăсатнă иккен Альăна. Юрать-ха инçех мар. Облаçри пĕр ача çуртне вырнаçтарнă ăна.
«Васкамалла! Васкамалла!» — шаккать тăнлавра. Альăна аякка илсе кайма та пултараççĕ. Халĕ ача усрава илес текенсем те сахал мар. Вăхăчĕ те васкамасть пек тата. Ниепле те ĕç кунĕ вĕçленмест.
— Федор, паян ĕçрен вăхăтра таврăнма тăрăш-ха. Питĕ калаçмалли пур, — шăнкăравларĕ хĕрарăм упăшкине.
— Мĕнле пулать, — типпĕн тавăрчĕ лешĕ. Вăхăтрах пулмасан та таврăнчĕ вăл киле. Упăшки килнĕ çĕре тутлă апат-çимĕç хатĕрлерĕ Ирина. Чаплă эрех те туянчĕ. Сĕтел майларĕ.
— Мĕнле уяв паян? Мана çĕнĕрен авлантармаççĕ пулĕ те? — йӳçенчĕклĕн кулчĕ арçын.
Вырăна хумарĕ арăмĕ унăн шӳтне, анчах та чĕри теме сиснĕн чиксе ыратрĕ. Апата ларчĕç. Пĕрер черкке эрех ĕçсен Ирина майĕпен калаçу пуçларĕ. Хăй йăл кулса упăшкине куçран тинкерчĕ, вĕсенче ĕлĕкхи пек ялтăркка çутă шырарĕ. Ачашлăх, шанăçлăх курасшăн пулчĕ вăл хаклă мăшăр куçра. Анчах та пăр пек сивĕ мăшăр куç тинкерчĕ ун çине. Ача усрава илесси пирки каласан Федор вĕри шывпа сапнăн сиксе тăчĕ.
— Мĕнле ача?! Кам ачи?! Мана çын ачи кирлĕ мар! Эсĕ манăн тăван ачана пăрахрăн! — кăшкăрчĕ вăл пысăк чăмăрĕпе сĕтеле çапса.
Ирина ним те чĕнмерĕ. Упăшки каллех кăшкăрма пуçларĕ:
— Манăн хамăн ача пулать! Хамăн! Тăван ача! Вăл тата виçĕ уйăхран çут тĕнчене килмелле!
Çакна илтсен Ирина çĕре тĕшĕрĕлсе анчĕ. Тăна кĕрсен хăй диван çинче выртнине курчĕ. Ирхине Федор япалисене пуçтарма пуçларĕ.
— Эпĕ санран уйрăлатăп. Хваттер сана юлать. Мĕнпур пурлăх та. Машинăна илсе каятăп. — Çапла каларĕ те алăка шаплаттарса тухса кайрĕ.
Мĕн тумалла? Малалла мĕнле пурăнмалла?
— Илтнĕ эпĕ унăн урăх хĕрарăм пуррине. Анчах та сана хуйхăртас темен. Те тĕрĕс ку, те тĕрĕс мар сăмах, — каларĕ Маша. Больницăра курни çинчен шарламарĕ вăл.
Вăхăт шăвать, вăхăт иртет...
Пĕр ирхине ирех Ирина алăкран шаккарĕ.
— Хваттере пăхкаласа тăр-ха. Эпĕ отпуск илтĕм. Ача çуртне каятăп. Тен, кая юлман пуль-ха, — хваттер уççине тыттарчĕ вăл.
— Васка çав, васка, — ыталарĕ тантăшне Маша. — Турă пулăштăрах сана. Ытла та черченкĕ-çке этем телейĕ. Хăçан, ăçта татăлассине те пĕлеймĕн.
Ирина хыççăн алăк хупăнсан турăш умне тăрса сăхсăхрĕ хĕрарăм.
— Упрасам телейĕме. Упрасам ывăлсене. Упрасам упăшкана, — пăшăлтатрĕ вăл...