Вăхăт шурĕ те шурĕ,
Хыçа юлчĕç çулсем.
Чунăма тунсăх пусрĕ.
Уйрăлатпăр, туссем.
Çак шкула эпир утнă
Вун пĕр çул вĕренме.
Çак шкултах-çке куç хывнă
Чи илемлĕ хĕре.
Сывă пул, тăван шкулăм,
Сывă пул та пилле.
Сывă пул, тăван шкулăм,
Ас илсем эс пире.
Ĕмĕтсем пирĕн ырă.
Юлташсем юнашар.
Тунсăхпа тулнă юрă —
Уйрăлма çăмăл мар.
Çак шкула эпир утнă
Вун пĕр çул ăс пухма.
Çак шкултах-çке паллашнă
Чи маттур яшпала.
Сывă пул, тăван шкулăм,
Сывă пул та пилле.
Сывă пул, тăван шкулăм,
Ас илсем эс пире.
Пирĕн савнă учитель,
Эс сунан ырă çул.
Эс пуртан савăк тетпĕр
Пирĕн пурнăç кун-çул.
Çак шкула эпир утнă
Вун пĕр çул вĕренме.
Эсир пирĕншĕн çуннă
Çын тăвасчĕ тесе.
Сывă пул эс, учитель,
Килĕп эпĕ курма.
Сывă пул эс, учитель,
Ан юлсам хурланса.