Тĕксĕм каç. Хула лăпланнă.
Ăшă çумăр тек çăвать.
Вăл сăпка юрри юрланăн
Шăппăн çеç шăпăртатать.
Ăшă çил вĕрет ачашшăн,
Сĕртĕнет мана питрен.
Эп сана паян каласшăн
Хамăн туйăмсем çинчен.
Эп каласшăн та — илтеймĕн:
Çумăр пирăн хушăра.
Манпа мар паян эс темшĕн,
Çавăнпа пуль каç хура.
Кăлăхах кĕтсе эп лартăм
Çумăр витĕр тусăма.
Тем каласшăнччĕ те — мантăм.
Е мантартăм-ши хама…