Эпĕ çăлтăрсем çине пăхса ĕмĕтленме юрататăп. Каçсерен вĕсем тӳпере ялкăшма пуçласан вĕсем çине пăхса тĕлĕнетĕп. Мĕн тĕрлĕ çăлтăр çук-ши пĕлĕт çинче! Хĕрлĕ, сарă, симĕс, кăвак, çав хушăрах пурте çап-çутă, кăпăшка юр пеккисем те пур, пурте ман çине тĕлĕнсе пăхаççĕ, эпĕ те хирĕç кулатăп. Сивĕ-ши, ăшă-ши вĕсем? Алла тытса курас килет. Алла кĕмеççĕ çав вĕсем, чăннипе вĕсем питех те пысăк теççĕ, çĕр çинчен пăхнăран çеç пĕчĕк пек курăнаççĕ иккен. Пĕлĕтре çăлтăр нумайланса кайсан вĕсем çĕр çине ӳкеççĕ иккен. Пĕррехинче шăпах çав самант пулнă, ман пуç çине пĕр пĕчĕк çăлтăр сиксе анса ларчĕ те, ман чун савăнса кайрĕ, юрлас килет, ташлас килет, пурне те парнесемпе савăнтарас килет! Эпĕ савăннине кура манпа пĕрле урамри мĕнпур чĕр-чун ташша ячĕ, эх сикетпĕр, эх ташлатпăр, кам мĕнле пултарать, çапла авкаланать, кушакпа йытă, сурăххи те, сысни те, лаши те кунтах. Лаша çине пурте пĕрле хăпарса лартăмăр та хайхи çăлтăр патне хăнана кайса килтĕмĕр, çăлтăрсене питĕ чаплă концерт лартса патăмăр. Вĕсем пире пĕр хутаç эреш парнелерĕç, эрешне хамăр ялти пур çынна та валеçсе парса савăнтартăмăр.
Çăлтăр çĕр çине ӳкнине курсан хăвăн ăшра ĕмĕт каламалла, вара эс ĕмĕтленни пурнăçланать теççĕ ваттисем. Эпĕ те çăлтăр ӳкнине курса çак калав конкурса хутшăнтăр тесе ĕмĕтленсе ĕлкĕртĕм.