Сехет шаккать вун икĕ хут,
Çут черккере вылять эрех.
Малашлăх халĕ шурă хут.
Мĕскер кĕтет унта пире?
Эпир шутланă ĕмĕтсем,
Пĕлетĕп, çутă та хитре.
Эпир йăтатпăр черккесем
Пĕрле те мар,çапах пĕрле.
Пĕр-пĕринчен инçе-инçе,
Анчах шăпах пĕр вăхăтра.
Кĕперĕн икĕ вĕçĕнче,
Кĕпер вара çунать вутра.
Çунать йăлтах, йăлт-тĕппипе,
Йӳç тĕтĕм куçăма хуплать.
Пĕр çырăн икĕ енĕпе
Пире утма шăпа хушать.
Шаккать сехет, вылять эрех.
Текех пĕрлешмĕ пирĕн çул.
Ăçта эс халĕ — пурпĕрех,
Пĕр ĕмĕт ман — телейлĕ пул!