Ял юбилейĕн сценарине тĕрĕслесе ларакан Сергей Иванович шарт сиксе пуçне çĕклерĕ. Коридорта темĕн кĕмсĕртетни, вырăсла хытă калаçни, киревсĕр сăмахсемпе вăрçăнни илтĕнчĕ. Апайтурах! Ятлаçаканĕ хĕрарăм-çке. Алăк яриех уçăлса кайрĕ те, директор пӳлĕмне районти культура пайĕн пуçлăхĕпе унăн çумĕ кĕрсе тăчĕç.
— Мĕн пăрахса тултарнă унта?! Чутах такăнса ӳкеттĕмччĕ! — хĕремесленсе кăшкăрчĕ культура пуçлăхĕ.
— Ара, ремонт пырать-çке. Хăнасем пуçтарăннă тĕле кăштах тирпейлес тетпĕр.
— Пар-ха кунта сценарине! Пăхса тухам! — сассине тата хăпартарах калаçрĕ майра. — Так! Кунта ку кирлĕ мар! Кăна убрать! — турта-турта пăрахма тытăнчĕ пуçлăх.
— Чимĕр-ха, мĕн тăватăр эсир? — чарма тăрăшрĕ Сергей Иванович сассине пĕртте хăпартмасăр. — Сценари ял историйĕпе çыхăннă-çке. Эсир вара ун историйĕ пирки нимĕн те пĕлместĕр!
— Заткнись, дурак! — ахăрашрĕ майра. — Ак район пуçлăхĕ килтĕр-ха. Кăтартса парĕ сана, пуç мимине самантра вырăна лартĕ.
— Мана хăратма кирлĕ мар. Эпĕ район пуçлăхне мĕн кăмăла кайнине пĕлетĕп. Ун тавракурăмĕ пирĕннинчен чылай анлă. — «Пирĕннинчен» сăмаха çирĕппĕн, пусарах каларĕ директор.
Акă уçă алăк умне репетицие пуçтарăннă ял халăхĕ пухăнчĕ. Пурте çăварĕсене карса пăрахнă, Сергей Иванович çине шеллерех пăхаççĕ.
Çакă майрана вăй-хал пачĕ тейĕн çав, вăл тата хытăрах çухăрашма пуçларĕ:
— Ухмах! Ухмах! Директор пулса ĕçлет тата! Хуса кăлармалла сана!
Сергей Иванович вăл сӳпĕлтетнине урăх итлесе тăрас мар терĕ. Шкулта-çке. Ав ача-пăча сасси илтĕнет.
— Кайрăмăр, репетицие уйран пуçлатпăр. Лашасем хатĕр-и? Ял никĕсне хывакансем вырăнта-и?
— Пурте вырăнта, пурте йĕркеллĕ, Сергей Иванович.
Çакна курса тăракан майра кăвапинчен кăшт çӳлерех хăпарса кайнă кофтине турткаларĕ, çинçе кукăр урисене, шĕвĕр чĕркуççийĕсене аран-аран хуплакан юбкине çӳлелле туртса майларĕ те халăх хыççăн тĕнкĕлтетрĕ.
Хăйне никам та чĕнменнине курсан сулахай уринчи туфлине хыврĕ те Сергей Иванович еннелле вăркăнтарчĕ. Лап! ӳкрĕ туфли директор умне. Лешĕ пăрăнчĕ те сылтăм аллипе тăнлавне сăтăркаларĕ. Унтан пĕшкĕнсе туфлие илчĕ те çӳ-ӳ-ӳллĕ йывăç тăррине вăркăнтарчĕ. Унтах юлĕ тесе шутланăччĕ. Пăр-р вĕçсе саланчĕ йывăç çинчи вĕçен кайăк, лап! ӳкрĕ туфли йывăç айне.
— Шел, питĕ шел, — çамкине сăтăркаларĕ директор.
— Ухмах! Ухмах! — намăс сăмахпа ахрашса тринкки-транкки сикрĕ хăрах уран майра.
Никам та туфлине илсе пырса паракан пулмарĕ.
Хĕрсе репетици пырать. Сергей Иванович, ял историне аван пĕлекенскер, сценарие питĕ интереслĕ хатĕрленĕ. Пĕрремĕш çемье мĕнле килсе вырнаçни, колхоз йĕркеленни, вăрçă пуçланни... Кунта тĕлĕнмелли тем чухлех. Кулмалли те, выртса йĕмелли те пур.
Репетици хыççăн халăх тĕлĕнсе калаçрĕ:
— Кам чĕнсе килнĕ ку майрана?
— Вăл кунта мĕне кирлĕ? Юбилее хăна пулса килсен юрĕ. Чĕнсен паллах.
— Чĕнмесен мĕн туса çӳремелле кунта?
Сергей Иванович, репетици йĕркеллĕ иртнипе хĕпĕртенĕскер, хăйĕн ĕç пӳлĕмне таврăнчĕ. Анчах та лăпланса çитеймерĕ-ха.
«Намăс, мĕнле намăс ял халăхĕ умĕнче, — пăшăрханчĕ вăл. — Çакăн пек çынсем ĕнтĕ пирĕн культурăна, йăла-йĕркене тĕпĕпех кăклаççĕ».
Директорăн ĕçĕ нихăçан та вĕçленмест пуль. Татса памалли ыйтусем темĕн чухлех. Телефон шăнкăртатрĕ. Арăмĕ иккен.
— Çеруш, эсĕ сывлăшпа тăранса пурăнатăн пулас. Кăнтăр апатне те таврăнмарăн. Каçхи апат та сивĕнсе кайрĕ ĕнтĕ.
— Ан ятлаç. Пĕр чухне сывлăшпа тăранни те кирлĕ. Кĕçех çитетĕп.
Вăл аллинчи сехечĕ çине пăхса илчĕ. Тăххăр иккен.
Васкамасăр утать арçын урампа. Паянхи пулăм ниепле те асĕнчен тухмасть. Килĕ умне çитрĕ те ансăр сак çине ларчĕ. Çанталăк тĕлĕнмелле ырă. Çакăн пек ырă, тӳлек кун килсе вырнаçнă пулас пĕрремĕш çемье вĕсен ялĕ пулас вырăна. Чăваш çемйи. Чăваш ĕмĕртен çынна хисепленĕ, çăкăр-тăварпа кĕтсе илнĕ. Никам умĕнче те алăка шаплаттарса хупман. Ватăсем яланах хисепре пулнă. Чăвашăн чи сумлă, чи хăватлă шĕвекĕсем те сăрапа пыл çех пулнă. Эрехпе нихăçан та иртĕхмен чăваш.
«Эх-хе-хей, — ассăн сывласа илче Сергей Иванович. — Халь мĕнле пурнăçпа пурăнатпăр эпир? Анкетăна ĕненсен шкул ачисем вунă-вун икĕ çултах сăра-эрех тутанса пăхаççĕ.
Каллех шухăшĕпе паянхи пулăм патне таврăнчĕ вăл. Ара, хĕрарăмсем хăйсене мĕнле киревсĕр тыткалаççĕ те. Леш, майра пуçлăх, чăвашсем çине яланах питĕ çӳлтен пăхать. Май килнĕ чух кӳрентерме тăрăшать. Вырăс хушшинче пулсан ун пек пуçлăхсене митинг туса ялтан хăваласа кăлараççĕ.
Икĕ çул каялла пулнăччĕ ку ĕç-пуç. Облаçри вĕрентӳ управленийĕнче тĕп специалист пулса тăрăшакан чăваш хĕрарăмĕ Татьяна Федосеевна Сергей Иванович ертсе пыракан шкулта регионсем хушшинчи культурăпа çут ĕç ĕçченĕсен наукăпа практика конференцине ирттерме шутларĕ. Директор килĕшрĕ. Юратать вăл хăй ертсе пыракан шкулта хăнасене кĕтсе илме.
«Çак майпа яланах йĕрке тытса пыма меллĕ», — шӳтлет шкул директорĕ.
Тĕплĕн хатĕрленчĕç конференцие. Хăнасем умĕнче намăс курас килмест-çке. Буклет таранах пичетлесе кăларчĕç. Пĕтĕм шкул ĕçченĕ ирне-каçне пăхмасăр тăрăшрĕ.
Ирхине тăхăр сехете леш культура пайĕн пуçлăхĕ çитрĕ. Алăкранах ахăрашма пуçларĕ: ку апла мар! ку капла мар!
— Эсир, Валерия Петровна, хăвăр уйрăмăрта мар. Питех чарусăрланмасан та юрать, — лăпкăн асăрхаттарчĕ директор.
Лешĕ тем хирĕçлесшĕн çăварне уçрĕ те, Сергей Ивановичăн сивлек куçĕсене курсан шăпах пулчĕ.
Хăнасене çул çине тухсах кĕтсе илчĕç. Çанталăкĕ, калаçса татăлнă тейĕн, лăпкă, хĕвеллĕ.
Ака уйăхĕн пуçламăшĕ кăна пулин те ăшă, чуна лăпкать.
Садри сар улмине шыра-шыра
Сачĕ тавра саккăр çаврăнтăм.
Хамăр тăвансене шыра-шыра
Çурчĕ тавра çиччĕ çаврăнтăм, —
юрлаççĕ район центрĕнчи ачасен «Чĕкеç» ансамбль юрăçисем.
Хăнасем те килсе çитрĕç. Вĕсем хушшинче: облаçри культура департамент, çут ĕç департамент, чăваш автономи пуçлăхĕсем, тĕрлĕ хаçат-журнал корреспонденчĕсем.
Кӳршĕ регионран та питĕ пысăк делегаци килнĕ. Икĕ министерствăран, хаçатсенчен, телевиденирен, радиоран, университетри тĕрлĕ преподавательсем.
Салам сăмахĕсем, докладсем хыççăн концерт пуçланчĕ.
— Сире виçĕ номер кăтартма ирĕк паратпăр, — пĕлтерчĕ облаçри тĕп специалист «Чĕкеç» ансамбль ертӳçине.
Виççĕмĕш юррине пуçланăччĕ анчах, районти культура пуçлăхĕ ансамбль ертӳçи патне таплаттарса пычĕ те куçне-пуçне чĕтретсе намăс сăмахпа: «... сократи программу!» — тесе кăшкăрчĕ.
— Программăна эпĕ хатĕрлемен, — лăпкăн тавăрчĕ Нина Николаевна.
— Кам хатĕрленĕ вара?!
— Облаçри специалистсем.
Тăхтав вăхăтĕнче облаçран килнĕ аслă пуçлăхсем сывпуллашса уйрăлма васкарĕç.
Малалла кӳршĕ регионтан çитнĕ артистсемпе преподавательсем практика мелĕпе занятисем ирттерчĕç. Акă сцена çине кӳршĕ регион университечĕн эстрада уйрăмĕн доценчĕ тухрĕ. Вăл а капелла майĕпе мĕнле тĕрĕс юрламаллине кăтартса пачĕ. Малтан халăх юррине юрларĕ, унтан Г. Хирбю çырнă илемлĕ юрра пуçларĕ.
Çав вăхăтра «культура майри» алăка яриех уçса ячĕ те:
— Культура, за мной! — тесе кăшкăрчĕ.
Районти культура ĕçченĕсем салтаксем пек сиксе тăчĕç те ун хыççăн тухса вирхĕнчĕç.
«Йĕркесĕрсем! Юрă вĕçлениччен кĕтме пулмастчĕ-ши?!» — илтĕнчĕ залра.
Майран заместителĕ ун-кун пăхкаласа илчĕ те хыçалтан тенкĕлтетрĕ. «Эх, аван мар пулса тухрĕ-çке», — кулянса шухăшларĕ вăл.
Доцентăн куçĕсем куççульпе тулчĕç, çапах та вăл вĕрентĕве вĕçлерĕ. Унтан куççуль витĕр йăл кулчĕ те: «Эпир педагогсем хушшинче пулни питĕ лайăх курăнчĕ. Пысăк тав сире», — терĕ.
«Вăл педагог мар! Вăл педагог мар! — кăшкăрчĕç залран. — Вăл культура пайĕн пуçлăхĕ!»
Темиçе çын доцент патне пырса майрашăн каçару ыйтрĕç, вĕрентӳ питĕ кăмăла кайнине пĕлтерчĕç.
Хăнасем валли пуян сĕтел хатĕрленĕ. Кулса-калаçса вĕçленчĕ уяв. Анчах вĕçленчĕ-ши?
Акă хăнасем тĕрлĕ еннелле саланма пуçларĕç. Пурте тав сăмахĕ калаççĕ. Конференцие лайăх хатĕрленнĕшĕн хуçасене тав тăваççĕ. Аванни çапах ытларах-çке. Майра та тухрĕ ăсатма. Темиçе ушкăна пайланнă хăнасем пĕр çĕре пуçтарăнчĕç.
Акă хайхискер усал сăмахсемпе вăрçăнса «газель» ураписене тапма тытăнчĕ, машина алăкне лăскарĕ. «Открой, придурок!» — тесе кăшкăрашрĕ. Такама хулана çити лартса ярасшăн иккен.
— Пушă вырăн çук ман, — лăпкăн тавăрчĕ шофер.
— Да пошел ты! — çухăрчĕ майра. Хăнасем куçĕсене чарса пăрахнă, ăнтан кайса пуçĕсене силлеççĕ, кӳршĕ регионтан килнĕ культура министрĕн çумĕ те пуçне ярса тытнă.
Ах! та ах! илтĕнет йĕри-таврара.
Чăваш чĕлхи урокĕсене ертсе пыракансем пĕрне-пĕри пӳле-пӳле ку киревсĕр пулăма ахаль хăвармалла маррине каларĕç. Каларĕç те — çакăнпа вĕçленчĕ. Чăваш халăхĕ кӳрентернине ĕмĕртен çăтса яма хăнăхнă мар-и?
* * *
Паян ял юбилейĕ. Мĕн чухлĕ халăх пуçтарăннă кунта. Район, область пуçлăхĕсем. Ялтан тухса кайса урăх çĕрсенче тĕпленнĕ çынсем те нумаййăн. Мĕнле кăна паллă çын çук! Ял шкулĕ ĕмĕртенпех аваннисен ретĕнче тăнă: врачсем, художниксем, çыравçăсем, инженерсем, çар çыннисем...
Юбилей питĕ ăнăçлă иртрĕ. Сергей Иванович çырнă сценари пурин кăмăлне те кайнă.
— Маттур, Сергей, — пырса ыталарĕ район пуçлăхĕ. Вăл шкул директорне питĕ хисеплет, ялан тенĕ пекех ятран чĕнет.
Çав вăхăтра Сергей Иванович куçĕ умне майра туфлийĕ çӳлелле вĕçнĕ ӳкерчĕк тухса тăчĕ. Ахăлтатса кулса ярасран аран-аран тытса чарчĕ вăл хăйне.
Хăнасем салансан Сергей Ивановичпа хуçалăх ертӳçи ял халăхне кĕрекене йыхăрчĕç.
— Эсир — ял хуçалăх тĕрекĕ, тав турра эсир пурришĕн, пур пулăма та кирлĕ пек ăнланнăшăн. Сирĕнпе ĕçлеме çăмăл пире, — ăшшăн калаçрĕ ял хуçалăх ертӳçи Валерий Петрович Мухин.
Сергей Иванович хăй эрех-сăрана кăмăлламастъ пулин те черкке çĕклерĕ:
— Эх, тăвансем, ял-йыш, çак çут тĕнчере ырри усаллинчен чылай нумайрах. Такăр çул сунар паян çынлăха, ырра.
Пурте ура çине тăчĕç:
— Такăр çул çынлăха! Такăр çул ырра!