Урамра уяр. Клубра — тăман.
Ал çупни тăрать янăраса:
кам кăçал ĕçре юлхав пулман,
чыс тăваççĕ парнесем парса.
Çĕнĕ çул хавасĕпе çиçсе
ларакан çуртсен çутисенче
вĕлкĕшеççĕ те пас йĕпписем
çухалаççĕ каç сĕмлĕхĕнче.
Ушкăнăн сăпайлă ĕçченсем
салансан, çитсен хапха умне,
чарăнса итлеççĕ çăлтăрсем
шăппăн-шăппăн шĕнкĕртетнине.