Мăн вăрманти çĕршер уçланкăран
паян асра пĕр пĕчĕкçĕ уçланкă.
Вăл тĕссĕр — ыттисем пек пулнăран.
Хитреччĕ — ма тесен асра пĕр çакă.
Чечеклĕ те çырлаллă виçкĕтес —
колхоз утарĕ çумĕнчех — виç утăм.
Илемлĕ — хăй илемлине пĕлмест.
Чĕлхесĕр — пурнăçра вăл хăй-çке тупсăм!
Сана мухтас килет, ачалăхри
йĕри-тавра çĕкленнĕ симĕс чатăр!
Сана пулах кăкăрăмри тăри
ырма пĕлмесĕр кĕвĕлет тăр! та тăр!