Лупасай пӳлминче шуçтупань пулнă ман.
Пĕр кӳлсе пĕр тухсан сулнăк-сулнăк пулман.
Шуçтупань пуçĕнче аçтаха кӳлепи:
çăлтăра хăвалать — юлăп-и, çитĕп-и?
Çăлтăра çитессе шутлама — шутламан,
пулнă савăнăç шеп — юмаха утланма.
Иртен кун тĕшшине кашни çамрăк уçать,
çăлтăра тав туса, эп çĕклеттĕм пуçа.
Çăлтăра тав туса, эп çĕклеттĕм пуçа —
«Тав сана, манăн çăлтăрăм», —
теттĕм пуль çав.
Иртрĕç çав вăхăтсем, çук асамлă çуна.
Çăлтăр çеç çутăрах. Вăл пуриншĕн çунать.