Çăра та тулăх ешĕл тулă
Лăпкать те ачашлать çĕре,
Хĕвел кустăрмине хăй урлă
Ярăнтарса çĕклентерет.
Хаваслăн тухрĕ председатель
Çырансăр тинĕс пек хире.
Сукмакпала хуллен утать вăл,
Ырлать уç сывлăмлă ире.
Илемлĕ ир. Анчах ку иршĕн
Эпир юн тăкнă сахал мар.
Илемлĕ çĕр. Эпир çак çĕршĕн
Халь пултаратпăр савăнма.
Хирпе утать ак çĕнтерӳçĕ,
Курать вăл — тырăсем паха!
Кунта — чун уçă, шухăш уçă,
Ĕмĕт вĕçет малашлăха.
Тар-юн тăкни ахаль пулмарĕ,
Тар-юн имлерĕ уй-хире.
Хаваслă юрăпа чыслар-и
Çак аслă çутă ĕмĕре!