Инçе, инçе каятăн, хĕрĕм. Умра малашлăх. Мĕн кĕтет сана унта? Тăван килӳ аякка-аякка юлса пырать. Эсĕ пурнăç çулĕпе тарăнран-тарăна кĕрсе пыратăн. Акă çитес çĕре çитрĕн. Вĕренме кĕтен. Кашни кун пĕрешкел: кĕнекесем, тетрадьсем, лекцисем... Студент пурнăçĕпе пĕрле çамрăклăх та урапа евĕр пĕрмай кусать. «Тăрăшса вĕренмелле, унсăрăн çывхарса килекен экзаменсене тивĕçлипе тытаймăн», — çаврăнаççĕ Вальăн пуçĕнче шухăшсем.
Пӳрте Вальăпа пĕрле пурăнакан юлташĕ Вика кĕрсе тăчĕ:
— Салам, — терĕ вăл алăкранах.
— Халиччен ăçта çухалса çӳретĕн, — кăмăлсăртарах ыйтрĕ унран Валя.
— Кайран каласа паратăп. Халĕ апатланар-ха. Хырăм питĕ выçрĕ, — терĕ юлташе тумтирне хывнă май. — Анне кукăль парса ячĕ, çисе пăхар.
«Ача-пăча çеç вĕт-ха вăл», — шухăшларĕ Валя ун çине тинкерсе.
Вика яланах хаваслă. Паян та акă çиçсе çеç тăрать. «Мĕнле пĕрмай савăнас килет унăн», — тĕлĕнет Валя.
Вика васкаса ялтан парса янă кучченеçĕсене сĕтел çине кăларса хучĕ, чей вĕретме лартрĕ, унтан тантăшĕ патне пырса ăна ыталаса илчĕ те:
— Валя, эпĕ сана кăштах савăнтарасшăн, — терĕ.
— Мĕнпе, — ыйтрĕ Валя тĕлĕнерех.
Вика пĕр хушă чĕнмесĕр тăнă хыççăн:
— Каччăпа, — терĕ.
Валя ахăлтатса кулса ячĕ:
— Мĕн тетĕн? Ан култар-ха. Мĕнле каччă?
— Мĕнле, мĕнле? Ыттисенчен, пуяннисĕр пуçне, нимĕнпе те уйрăлса тăмасть.
— Манăн мĕн ĕç пур унăн пуянлăхĕ çумĕнче? — ним вырăнне те хумарĕ Валя Викăн сăмахĕсене.
— Мĕнлехĕр эсĕ? Яланах килте ларатăн? Акă пăнтăхсах каятăн. Хĕр ĕмĕрĕ те иртсе кайĕ, — çилленме пуçларĕ Вика.
— Эпĕ никама та айăпламастăп, хамăн пурнăçпа килĕшетĕп, — терĕ Валя çаплах лăпкăн.
— Лар-ха. Ватта тăрса юлан çапла шавах килте ларса. Вăт ырă ту çынна, — çаплах лăпланмарĕ Вика.
Валя нимĕн те чĕнмерĕ. Тантăшĕн сĕнӳне вырăна хуманнипе Вика сĕтел хушшинче кăмăлсăррăн чей ĕçсе ларчĕ. Калаçу чĕрине пырса тивнĕрен Валя шухăша путрĕ. Иртнĕ вăхăтсем асне килнĕ май унăн чунĕ кӳтрĕ, чĕри ыратрĕ.
Тепĕр эрнерен Вальăн килне каймалла. Вăл пĕчĕкçĕн япалисене пуçтарма пуçларĕ. Пур-çук укçипе кучченеç туянчĕ. Çак куна вăл кашнинчех чатăмсăррăн кĕтет. Тăван ял инçине кура час-часах кайса çӳреймест килне.
Паян Вика ăна ăсатма пымарĕ, унăн çилленни иртмен-ха. Çав-çавах тутине тăсса çӳрет.
— Çӳретĕрех. Эпĕ айăплă мар. Мĕншĕн ман пурнăçа кĕмелле-ха унăн. Хамăнне хамах пĕлетĕп, — шухăшласа пычĕ Валя çул тăрăх.
Вика иртенпех хаваслă çӳрерĕ. Çапах та Валя тухса кайиччен пĕр сăмах та хушмарĕ. Анчах та алăк хупăнсан нумай тăмарĕ, хыçалтан тухса чупрĕ. Вальăна хăваласа çитсе хулпуççинчен ярса илчĕ те:
— Чарăн-ха, каламалли пур, — терĕ хашкаса. Валя ассăн сывланине асăрхаса. — Мĕн сăлтавпа пăшăрханатăн? Часах персе çитеççĕ весем, хатĕрлен, — терĕ.
— Камсем? Ăçта, мĕн тума хатĕрленмелле? — теме çеç ĕлкĕрчĕ хĕр, ума çăмăл машина пырса та чарăнчĕ. Машина ăшĕнчен хурарах арçын тухрĕ.
— Инçе кайма пуçтарăннă-и чипер хĕрсем? — ыйтрĕ куларах.
Вика ун патне ыткăнчĕ, ыталаса илчĕ те:
— Миша, чунăмçăм! Вăхăтра килсе çитрĕн-çке, — терĕ.
— Саншăн яланах вăхăтра килетĕп. Хĕрсем, кĕрсе ларăр, — терĕ Викăна çупăрласа.
Вика нумай шухăшласа тăмарĕ, иккĕленсе тăракан Вальăна тĕксе машина ăшне кĕртсе лартрĕ. Валя вăтаннипе нимĕнех те калаймарĕ. Палламан хĕр именнине курсан Мишша калаçăва урăх еннелле яма тăрăшрĕ:
— Паллашăр, ку ман юлташ, — кăтартрĕ вăл руль умĕнче ларакан каччă çине.
Лешĕ çăвар тулли ылтăн шăлĕсене кăтартса кулам пекки турĕ, шăл витĕртерех:
— Паллашнă ятпа хĕрсем мĕн сĕнме пултараççĕ? — терĕ.
— Атьăр, шампански илсе ĕçер, — терĕ Вика.
Арçынсем унпа килĕшрĕç. Пĕр Валя çеç хирĕçлерĕ.
— Эпĕ ниçта та каймастăп. Часах манăн автобус пулать. Билет та илсе хунă, — терĕ.
— Килне тепĕр чух кайăн, — кăмăлсăрланчĕ Вика.
— Мана паян кĕтеççĕ, — терĕ те Валя машина алăкне уçса тухрĕ, малалла утса кайрĕ.
Машинарисем сăмах чĕнмесĕр ларчĕç. Шăплăха Миша татрĕ:
— Яланах çапла-и вăл? Тĕлĕнмелле хĕр! — мăкăртатрĕ каччă.
— Нимĕн тĕлĕнмелли те çук. Курмастăн-им? Çыннăн килне каймалла, — татса хучĕ Вика. — Хальхинче ăнмарĕ-тĕк, тепрехинче ăнать, — лаплаттарса хучĕ Толя çине тинкерсе.
«Ылтăн шăл» куланçи турĕ.
Валя ялта нумай тăмарĕ, часах таврăнчĕ. Вика ăна яланхи пекех хаваслă кĕтсе илчĕ. Тантăшĕ кӳрентернине манса кайсах Валя килтисем çинчен калама пуçланăччĕ, пӳрт умне машина пырса чарăннă сасă чăрмантарчĕ.
— Кам унта, Вика? Пирĕн пата килчĕç-и? — ыйтрĕ пăлханса.
— Тĕрĕсех тавçăрса илтĕн. Тульккă пирĕн пата мар, сан пата, — терĕ куларах.
— Ман пата кам килме пултарать? — тĕлĕнчĕ хĕр.
— Манса та кайрăн-и? Толя ятлă чипер качча манса та кайрăн-и? — чĕвĕлтетрĕ Вика. — Вăл сана камăлланă курăнать. Пыр, тух, кĕттерсе ан тăр, — хистерĕ çине тăрсах.
Чылайччен тавлашса тăчĕç хĕр-тантăшсем. Вика çĕнтерчĕ-çĕнтерчех. Калаçтара-калаçтара юлташне тумланма пулăшрĕ, машина патне çитичченех ăсатрĕ, шала кĕрсе ларма та пулăшрĕ.
Кăшт çирĕпрех кăмăллă пулнă пулсан çынна хăйпе хуçаланма паман пулĕччĕ Валя. Вăйсăртарах пулчĕ çав. Пурнăçри пĕрремĕш экзамена тытаймарĕ... Сисмесĕрех Толя енне туртăнма пуçларĕ Вальăн чунĕ. Çакна каччăна пĕлтересшĕн мар тăрăшсан та, пытарма май килмерĕ. Юрату паллисене хĕрĕн çамки çине çырса хунă тейĕн. Кунсерен чиперленсе, хитреленсе пычĕ юратупа çунаканскер. Толя та çакна туйрĕ. Хăйĕн туйăмесем çинчен вара пĕлтерме васкамарĕ.
Çакна ыттисем те асăрхама пуçларĕç. Суккăр мар-çке. Вĕсен телейне ăмсанма пуçларĕç, «Мĕншĕн вăл кăна телее тивĕç?» — терĕ хăшĕ, пĕлнĕ-пултарнă таран ура хума пуçларĕç. Кĕвĕçӳ çупăрласа илчĕ вĕсене. Турă этеме чун кĕртнĕ чухне усал сывлăшпа хупăрланă, таса чун эрешмен картине çакланнă тейĕн. Хальлĕхе Валя çакна сисеймерĕ.
Ирхине Валя питĕ сӳрĕк кăмăлпа вăранчĕ. Ире хирĕç тĕлленнĕ япăх тĕлĕк унăн кăмăлне тата та пусарчĕ. Апат та анмарĕ, алăсем те ĕç патне пымарĕç. Халиччен кун пекки пулманнипе вăл пăшăрханма пуçларĕ. Тухтăр патне кайса килес шухăш та пуçне пырса çапрĕ, анчах та Толя килме пулнине аса илсе шухăшне пăрахăçларĕ. «Юрĕ-ха, ыран та ĕлкĕрĕп. Кун пекки такамăн та пулать», — тесе каймаллине ырана хăварчĕ. Сасартăк ун хăлхине йĕнĕ сасă пырса кĕчĕ. Кӳршĕ пӳлĕмре кравать çинче Вика ĕсĕклесе выртнине курсан ун патне чупса пычĕ, лăплантарма пуçларĕ. Вика тата хытăрах макăрма пуçларĕ. Валя аптранипе:
— Мĕнпулчĕ сана? Кам кӳрентерчĕ? — сăлтавне шыраса тепчерĕ хĕртен. Юлташĕ çаплах татăлса йĕнипе ним тума пĕлмерĕ.
Чылайччен ĕсĕклесе выртнă хыççăн Вика пуçне çĕклерĕ те:
— Валя, каçар мана, тархасшăн. Эпĕ ун пек тăвасшăн марччĕ, — терĕ туррĕн пăхма хăймасăр.
Малтанласа Валя тантăшĕ мĕншĕн каçару ыйтнине чухлаймарĕ, ун çине телĕнсе пăхрĕ.
— Мĕн сӳпĕлтететĕн эсĕ çак? — тесе хучĕ.
— Эпĕ сан умăнта каçармалла мар айăплă. Çакна Тольăна каласа ан пар. Унсăрăн вăл мана пĕтерет, — ĕсĕкле-ĕсĕкле калаçрĕ Вика.
Валя тем сиссе илнĕн çухалса кайрĕ, унтан тăруках çилли капланса килнипе Викăна хулпуççинчен ярса илсе силлеме хатĕр пулчĕ. Вăхăтра хăйне алла илме ĕлкĕрсе:
— Кала, мĕн пулнă! Тӳрремĕн кала! Йĕри тавра ан çӳре, — терĕ хыттăн.
Вика чĕтрекен сассипе:
— Тольăпа эпĕ Миша урлă паллашрăм. Вăл пуян иккенне малтанах туйса илтем. Хăйне вăл яланах питĕ пысăка хуратчĕ. Укçана çилпе вĕçтернĕ пек тыткалатчĕ. Пĕррехинче эпир унпа машина ăшĕнче иккĕн çеç ларса юлтăмăр. Миша тухса кайсанах Толя ман çума çулăхма пуçларĕ. Эпĕ тĕртсе яни ăна килĕшмерĕ, çапах та ман çумран хăпрĕ.
— Пĕлетеп эпĕ сире мĕн кирлине. Эсир пурте пĕрешкел, — терĕ шăл витĕр.
— Ма ун пек хăтланатăн? Юлташу умĕнче намăс та мар-и сана, —тăрăшрăм хайхискере намăслантарма.
— Миша умĕнче-и? Миша вăл пиçмен япала. Ун валли мар эсĕ, ман валли, — татса хучĕ вăл хыттăн.
— Мĕнле хăятан эсĕ Миша çинчен çапла калама! Ирсĕр! Курас килмест манăн сана! — çухăрашрăм эпĕ.
— Ну-ну, чиперкке! Ытлашши ан кăшкăраш. Хăвна çветтуй тетĕн-и, —мăшкăллашрĕ манпа. — Çак тарана çитсе «çветтуй» хĕрсене курман-ха, —йĕкĕлтетрĕ вăл, — Çав самантра мана кам чĕлхерен туртрĕ? Эпĕ санăн ятна асăнтăм. Сан пек таса хĕрсене тупма, чăн та, питĕ йывăр. Эсе сăн питпе çеç мар, чун-чĕрӳпе те, шухăш-кăмăлупа та пирĕштиех. Ун чухне эпĕ сана питĕ ăмсанаттăмччĕ, манăн сана курас килместчĕ. Çавăнпа та авăра чышса ярас шухăш çуралчĕ. Таса хĕре ыттисем пекех тăвас терĕм. Тольăпа тавлашрăмăр. Вăл сана хăй енне çавăрма пултарсан, мана миллион паратăп терĕ. Ку питĕ пысăк укçа. Эпĕ килĕшрĕм. Эсĕ хăвна тытма пĕлетĕн, епле пулсан та ăна парăнмăн, терĕм. Ну, кала, кам йăнăш турĕ: эсĕ, е эпĕ?
Валя кĕтмен çĕртен пуçĕнчен чукмарпа çапнă евĕр пĕр вăхăт хушши ним чĕнеймерĕ. Кăштах тăнă кĕнĕ хыççăн чарăлса кайнă куçĕсемпе Вика çине тинкерчĕ, хуллен:
— Тавтапуç сана, юлташăм, — теме çеç пултарчĕ.
Вальăн ăшĕнче темĕн татăлса анчĕ, тейĕн. Вăл пĕр япалана ăнланма пултараймаре: мĕншĕн ăна çапла сутрĕç? Мĕн усал тунă вăл вĕсене? «Питĕ тискер-çке çак тĕнчере. Епле хал çитерес? Тек вăй-хал çук манăн кĕрешме...» — татăлса макăрчĕ вăл.
Кĕçех Вика хăйĕн парнине илчĕ.
Валя яланхи пекех ялтан таврăнчĕ. Кăштах салхуллă, çапах та хăйне лăпкă тытать. Анчах та вăл мĕн-тăр тума хатĕрленни сисĕнет. Пӳлĕмре Викăпа иккĕш çеç. Валя «тантăшĕ» патне ерипен утса пычĕ, кĕсйинчен хутпа чĕркенĕ кумкка туртса кăларчĕ, ăна салатрĕ те:
— Тыт, Вика! — тесе унăн пуçĕ çине силлерĕ. — Эпĕ миллион тăратăп. Апла пулсан вăтанса ан тăр, ил! — ӳкнĕ укçасене çĕнĕрен те çĕнĕрен Вика пуçĕ çине иле-иле хучĕ вăл. Çакна кĕтменскер, Вика малтан çухалса кайрĕ. Тăна кĕрсен чăтса тăраймарĕ, питне хупласа пӳлĕмрен чупсах тухса кайрĕ.
Пушă пӳлĕмре чунтан хурланса йĕрекен Валя çеç тăрса юлчĕ... тата йĕри тавра укçа.