Манăн кӳршĕ Афанасий Ефимович Ефимов çитмĕл çул тултарчĕ. Ăна çав ятпа Хисеп грамоти памалла туни çинчен эпĕ радиопа илтрĕм. Указне ирхи хыпарсемпе пĕрле вуласа пачĕç.
«Хисепе тивĕçлĕ çын, — савăнса шухăшларăм хам ăссăн. — Халăх ĕçĕнче нумай ĕçленĕ, нумай хура-шур курнă. Пурнăç ăна апла та, капла та авса пăхнă, пурпĕрех хуçайман. Çӳçĕ кăна чарлан çуначĕ пек чăпарланса юлнă. Анчах хăй çирĕп-ха. Сухалне тăтăшах хырса тăнипе сăнĕ-пичĕ кĕре те çап-çутă курăнать. Çийĕ-пуçĕ те яланах типтерлĕ».
Манăн çав самантрах, кӳршĕм патне кайса, ăна çуралнă кун ячĕпе ырă сывлăх сунассăм килчĕ. Вăхăт илĕм-тилĕм ир пулнипе кăна чарăнса тăтăм. Чăн та, пирĕн икĕ килйыш пĕрпĕринпе питĕ çывăххăн хутшăнса пурăнать. Ирне-каçне уяса тăрасси çук. Парас-илесре те халиччен чăрмав пулман. Эпир, Афанасий Ефимăчпа иксĕмĕр, час-часах шахматла тытăçатпăр, çав хушăра пирĕн арăмсем диван çинче сăмах-юмах вакласа лараççĕ. Е тепĕр чух тăватсăмăр пĕр сĕтел хушшине ларатпăр та доминолла çапатпăр. Çук, халиччен пирĕн хушăмăрта хура кушак иртсе курман.
Эпĕ Афанасий Ефимăч патне кăнтăрла тĕлнелле кĕтĕм. Вăл, куçлăх тăхăннăскер, пысăк пӳлĕм варринчи çавра сĕтел хушшинче ларатчĕ. Арăмĕ, Анук аппа, яланхи пекех, кухньăра тем тăрмашать. Вĕсен икĕ пĕчĕк мăнукĕ тепĕр пӳлĕмре çуйхашса выляни илтĕнет.
Çавра сĕтел çинче, Афанасий Ефимăч умĕнче, пĕр купа хаçат. Йăлтах паянхисем — «Коммунизм ялавĕ» те «Советская Чувашия». Вуншар экземпляр та пулĕ. Вĕсенчен пĕрисене хуçлатса шурă хутпа бандероль туса çыпăçтарнă, ыттисене хуçлатса ĕлкĕреймен-ха. Эпĕ тĕлĕнсе пăхнине асăрхасан, Афанасий Ефимăч питĕ кăмăллăн, çав вăхăтрах кăшт мăнаçлăн кулкаласа илчĕ.
— Кусене ачасемпе мăнукăмсем патне ярса паратăп-ха, — терĕ вăл. — Вулаччăр, пĕлччĕр — Афанасий Ефимăч пурнăçа харам пурăнса ирттермен. Усăсăр çăкăр çĕртмен.
Эпĕ ăнлантăм: паянхи хаçатсенче Афанасий Ефимăча Хисеп грамоти парасси çинчен калакан Указ пичетленнĕ. Афанасий Ефимăчăн ачисемпе мăнукĕсем сахал мар. Вĕсем тĕрлĕ çĕрелле сапаланнă. Эпĕ бандерольсене пĕрин хыççăн тепĕрне тытатăп, адресĕсене вулатăп: Казахстан, Новосибирск, Донбасс, Белорусси, Хусан, Пермь... Тата тепĕр пилĕк-ултă адресне çырса ĕлкĕреймен-ха...
— Тĕрĕс, — терĕм эпĕ. — Питĕ тĕрĕс тăватăн, Афанасий Ефимăч! Ваттисен пурнăçне çамрăксем пĕлме тивĕç. Хаклама, хисеплеме тивĕç.
Çав вăхăтра, çăнăхлă аллине алри саппунĕпе шăлкаласа, кухньăран Анук аппа тухрĕ.
— Эс, ашшĕ, лешне те хаçат ярса пар-ха, — терĕ вăл.
— Кама, лешне? — ăнланаймарĕ Афанасий Ефимăч.
— Ара, хăвна шыва путаракана, — вĕриленсех хушса хучĕ Анук аппа. — Ан тив, вăл та вулатăр! Куртăр — хăй епле путарма тăрăшсан та, эс пурпĕрех путман. Паян кун та чĕрĕ-сывă.
— Сывă-ха, карчăкăм, сывă, — ахăлтатсах кулса ячĕ Афанасий Ефимăч. — Шывра та путман, вутра та çунман. Эх, тепĕр тесен, каласа кăтартам ырă кӳршĕме пĕр мыскара!.. Тахçан пулнă ĕç...
Афанасий Ефимăчăн сăнĕ пĕр çуталчĕ, пĕр тĕксĕмленчĕ. Вăл вара мана «тахçан пулнă ĕç» çинчен тĕпĕ-йĕрĕпе каласа кăтартрĕ.
— Колчак çарĕсене хăваласа, эпир Атăл хĕрринчен Çĕпĕре çитрĕмĕр, — пуçларĕ хăйĕн калавне Афанасий Ефимăч. — Нумай юн тăкăнчĕ, нумай çын пĕтрĕ. Çапах та кăлăха пулмарĕ. Эпир çĕнтертĕмĕр. Колчак хĕрлисен аллине 1920 çулхи январь уйăхĕнче çакланни çинчен пĕлтĕмĕр. Февралĕн 7-мĕшĕнче вара çав тискер диктатора Иркутск ревкомĕн приговорĕ тăрăх персе пăрахнă терĕç. Лăштах сывласа ятăмăр эпир. Ĕнтĕ вăрçи те пĕтсе пырать темелле. Чун-чĕре пĕтĕм тымарĕпех килелле, çуралнă çĕршывалла, Атăл хĕрринелле туртăнать.
Анчах çук-ха. Тăван килелле таврăнмалли çул такăрах мар иккен. Çулталăк тăтăмăр Çĕпĕрте. Шăп çулталăкран хайхи... Эх, ачам, ун пеккине тӳссе курма никама та сунмастăп. Тур ан хуштăрах! Эпĕ, ватă коммунист, турра ĕненместĕп-ха. Сăмах май персе ятăм, айăп ан ту. Çĕпĕр сивви чуна витрĕ-çке. Çĕпĕр сивви... Шăмă варринех витрĕ!..
Эпир малтанах сиснĕ-ха: Колчака хĕвелтухăçнелле хăваласа кайнă чухне тайга чăтлăхĕнче Колчак çарĕнчен уйрăм ушкăнсем татăла-татăла юлатчĕç. Вырăнти çынсемех-ха вĕсем. Çĕрме пуян таврашĕ, кулак йăхĕ. Вĕсем хăйсен тăван ялĕсенчен аякках каясшăн марччĕ пулас. Кайрантарах çав ушкăнсенчен вăрă-хурах эшкерĕсем пулса тăчĕç. Вĕсем çĕрле ялсене пыра-пыра тапăнатчĕç, коммунистсемпе Советри активистсене каса-каса тăкатчĕç те влаçа хăйсен аллине тытса илетчĕç.
Акă çирĕм пĕрремĕш çул йăтăнса çитрĕ. Кăрлач сиввисем хыççăн нарăс сиввисем пуçланчĕç. Эпир ун чухне Омск хулинче тăраттăмăр. Сасартăк усал хыпар: Ишим тăрăхĕнче Совет влаçне хирĕç пăлхав тапраннă. Пăлхава темĕнле Атаманов хушаматлă пуян казак ертсе пырать иккен. Астăватăр пуль: кулаксен унашкал пăлхавĕсем, паллах, пĕчĕкреххисем, Чăваш çĕршывĕнче те пулнă-ха. Вĕсене «чаппан пăлхавĕсем» тенĕ.
Вут хыпнă вырăн таврашĕнче çӳп-çап куписем пулсан, çулăм тата вăйлăрах амаланать. Хайхи Ишим тăрăхĕнчи пăлхав та çавнашкалах пулчĕ. Колчак çарĕнчен татăлса юлнă вăрă-хурах эшкерĕсем туххăмрах пуçĕсене çĕклерĕç. Хăрушă самант. Çапах та эпир, Колчака çĕнтернисем, ку вăрă-хурахсене касмăклатпăрах, тетпĕр хамăра хамăр паттăрлатса.
Пăлхавçăсемпе кĕрешме пирĕннисем уйрăм отряд турĕç. Пысăк отряд. Приказ илтĕмĕр. Пĕр эшелон тиенсе чугун çулпа Омскра Исилькуль станцине çитрĕмĕр. Контрреволюциллĕ пăлхав самаях аякка сарăлма ĕлкĕрнĕ иккен, Курган — Петропавловск — Ишим хулисем хушшинчи чылай ялсенче хура тĕтĕм йăсăрланать.
Исилькульне çитнĕ-çитмен пирĕн отряд çапăçăва кĕрсе кайрĕ. Пĕр яла тасатать вăрă-хурахран, тепĕр яла. Лешсем, хăйсене хирĕç пысăк вăй пынине курсан, хăравçă тата. Шакалсем пек, хӳрисене хĕсе-хĕсех тараççĕ. Тапăнасса вара каллех пĕр кĕтмен çĕртен, вăрттăн тапăнаççĕ. Хăравçи хăравçă та, çав вăхăтрах хăрушă тăшман.
Пирĕн отряд çапăçусемпе малалла кайнă хушăра отрядăн штабĕ эшелонрах юлнăччĕ. Эпĕ штабра ĕçлеттĕм. Чинăм пысăках марччĕ. Штабри писарь. Темшĕн суйласа илнĕ-çке мана çав ĕçе? Хам та лайăххăн пĕлместĕп. Вĕренессе эпĕ чиркӳ прихучĕн шкулĕнче çеç вĕренкеленĕ. Çырасса вара, чăн та, тикĕс çыраттăм. Шăрçаласа, теççĕ чăвашсем. Отряд пуçлăхĕ Рослов юлташ, тен, çавăнпах писаре суйласа лартрĕ пуль мана?! Пĕлместĕп. Тата хут ăстисем те питĕ сайраччĕ çав ун чух. Пĕтĕм отрядри грамотейсене шутласа кăларма хăрах алăри пӳрне те çителĕклĕччĕ.
Ларатăп çапла эшелонри штабра. Пĕр кун, икĕ кун ларатăп. Виççĕмĕш кунĕнче отрядран пĕр палланă боец лавпа килсе çитет. Минин хушаматлăскер. Питĕр рабочийĕ. Маттур йĕкĕт.
— Ефимов юлташ, — тет вăл мана, — çула пуçтарăн. Отрад пуçлăхĕ чĕнет.
— Самант, — тетĕп эпĕ. — Пуçтарăнмалли темех çук. Хам писарь ĕçне тытăнсанах, отряд пуçлăхĕ Павел Николаевич Рослов мана питĕ чаплă портфель парнеленĕччĕ. Сап-сарă сăран. Ĕлĕкхи офицер портфелĕ. Пĕтĕм документсене çав портфеле пуçтарса чикрĕм те çуна çине тухса лартăм.
Каллех калатăп: мĕн тери ырă тусчĕ çав питĕр рабочийĕ Минин! Вăл ман валли лав кăна мар, тăлăпне те тупсах килнĕ. Çийĕмре ахаль те ăшă кĕрĕк, урара — кăçатă, пуçăмра — куян тирĕнчен çĕлетнĕ çĕлĕк. Нимĕнле Çĕпĕр сивви те витес çук. Минин тусăм хăй те аванах тумланнă. Лавçă та, Çĕпĕр çынни, çула çăмăлттайла тухман. «Аптрамăпăр», — шутлатăп хам ăшăмра. Шутласса шутларăм та, анчах... Ах, анчах!.. Пирĕн отряд, ял хыççăн ял тăшманран тасатса, Гагарьево салине çитнĕччĕ. Пысăк сала. Вулăс центрĕ. Пирĕн те çавăнта каймаллаччĕ. Калас пулать, Çĕпĕрти ялсем пĕр-пĕринчен чылай аякра лараççĕ. Çĕршывĕ те пирен енчи мар. Çырма-çатра таврашĕ çук. Тайга тăрăхĕсем тӳрем çеçенхир тăрăхĕсемпе ылмашăнса пыраççĕ. Вăрмантан вăрă-хурах эшкерĕ те сиксе тухма пултарать. Е тата хамăрăннисем тасатса иртнĕ яла тăшман тепĕр хут çĕмĕрсе кĕрессе кĕтсех тăр... Сыхланмалла! Эх, сыхланмалла!..
Çапла Окунево салине çитрĕмĕр. Уй хапхинче пăшаллă çынсем тăраççĕ. Тăлăпсемпе, çăмламас çĕлĕксемпе.
— Стой! Кам килет? — чараççĕ пире.
— Хамăрăннисем! — тетпĕр, шăнса кӳтнĕ тута-çăвара аран-аран уçкаласа.
— Пароль!
Пароле калатпăр та, хуралçăсем пире хапхаран кĕме ирĕк параççĕ.
Çав кун эпир самаях çул турăмăр пулас. Окуневăран тепĕр яла çитсен, каç выртма лекрĕ. Ирхине пирĕн лавçă майĕпен систерет хайхи: «Урăх лав тупатăр пуль, — тет. — Лаша ĕшенчĕ, утă та пĕтсе çитрĕ». Çынни хăй хамăр пек хресченех-ха. Унпала ларса килӳçĕн ĕнер те, кĕçĕр те каç выртнă май, самаях халапланма ĕлкĕртĕмĕр. Пирĕн лавçă Колчак вăхăтĕнче партизанра çӳренĕ. Тайгаран пĕлтĕр кĕркунне кăна таврăннă-ха. Ăнланакан çын. Пире вырăна çитичченех леçсе яма ӳкĕтлерĕмĕр. Ӳкĕте кĕчĕ. Лаши валли çителĕклех утă тупса патăмăр. Каллех çула тухрăмăр.
Зеньково сали. Уй хапхи патĕнче çынсем тăни курăнать. Кĕрĕксемпе, тăлăпсемпе, çăмламас çĕлĕксемпе. Яланхи ыйту: «Стой! Кам килет?» Яланхи явап: «Хамăрăннисем!» Анчах мана пĕр япала тĕлĕнтерчĕ. Ку хуралçăсен аллинче пăшал таврашĕ çук, ахаль кӳсексем кăна. Пароль те ыйтмарĕç, хапхаран çăмăлах кĕртсе ячĕç. Хапха хуралçисен çăмламас çĕлĕкĕсем çинче хĕрлĕ çăлтăрсем пуррипе çуккине те ăсăрхаймăрăмăр. Çукчĕ пулас. Эпĕ Минин тусăма аяккинчен кăлт тĕртсе илтĕм, вăл мана хирĕç сигнал пачĕ. Лавçă та тем сисет иккен: ун-кун пăхкалать. Ытахальтен тенĕ пек, эпĕ портфеле çуна çинчи утă ăшне шаларах чикетĕп. Çавна лавçă та аванах асăрхарĕ: мана куçран кăна пăхса илчĕ.
Тарласа пасарнă лаша хйй майĕпе утать. Çуна тупанĕ айĕнче шăнак юр çухăрать. Ах, çухăрать, ах, çухăрать! Чĕренех пырса тивет...
Ял варринерех çитетпĕр. Темĕнле хурал пӳрчĕ пек çурт умĕнче халăх кĕпĕрленсе тăрать. Çураннисем хушшинче виç-тăватă юланут та пур. Чĕре кăртлатса илчĕ. Тӳрех сисрĕм: «Пирĕннисем мар!»
— Çаклантăмăр пулас, — хыттăнах пăшăлтатса каларĕ мана Минин. — Хамăрах килсе кĕтĕмĕр...
Пуçăма пĕр шухăш кăна пăралать: «Портфель... портфель... портфель... Ăçта чикмелле ăна?»
— Упра портфеле! — терĕм, питĕмпе лавçă пичĕ патне çывхарса. — Ун пек-кун пек пулсан, асту...
Урăх нимĕн те каласа ĕлкĕреймерĕм. Пирĕн çунана самантрах çăмламас çынсем сырса илчĕç.
— Камсем?
— Иртен-çӳренсем...
— Мĕн ĕçпе?
— Хамăр ĕçпе?..
— Мĕнле вăл хамăр ĕç? Эсир коммунистсем мар-и?
— Çук, коммунистсем мар.
— Хĕрлĕ Çар?...
Эпир чĕнместпĕр. Пирĕн çĕлĕксем çинче хĕрлĕ çăлтăрсем пур. Мулкач çăмĕ ăшĕнчен вĕсем курăнсах каймаççĕ пулсан та, пурпĕрех палăраççĕ.
— Тăрăр, антихристсем!.. — иккĕн-виççĕн харăсах кăшкăрса ячĕç хайхисем.
Эпĕ портфеле улăм ăшне шаларах тĕртсе кĕртрĕм те çуна çинчен антăм. Ман хыççăн Минин тусăм анчĕ.
Пирĕн пăталла сарлака хура сухаллă кĕрнеклĕ çын тулкăшса пычĕ. Малтан вăл мана кăкăртан пуçласа ура тупанне çити хыпашласа тухрĕ, унтан Минин тусăма тĕрĕслерĕ. Пăшал таврашĕ чăн та çукчĕ пирĕн. Хамăрăннисем йышăннă ялсем витĕр иртсе пыратпăр-çке-ха — мĕне кирлĕ пире пăшал? Кунта ав епле лексе лартăмăр. Зеньково салине вăрă-хурах эшкерĕ çĕнĕрен çĕмĕрсе кĕнĕ иккен.
Пире ухтарса тухнă хыççăн хура сухаллă çын пирĕн лав патнелле ыткăнчĕ. Кашкăр тирĕнчен çăмне тулалла туса çĕлетнĕ унты (хăйне евĕр атă) тăхăннă урипе вăл лав çинчи утта айăн-çийĕн тустара пуçларĕ. Анчах нимĕн те тупаймарĕ. Эпĕ тĕлĕннипе çăвара карсах пăрахрăм: «Ăçта вара ман портфель?» Тăлăп тăхăннă лавçă, ним пулман пекех, хăй вырăнĕнче ларать.
— Эй, эсĕ, тунката, ăçтисем пулатăн? — ĕнсерен чышрĕ лавçа хура сухал.
— Исилькуль енчисем, — лăпкăнах хуравларĕ лешĕ.
— Юрĕ, лашуна çавăр та тасал кунтан, — терĕ хура сухал. — Эпир çĕпĕрсене тивместпĕр. Çичĕ ютсем кăна — пирĕн тăшмансем. Анчах çав антихристсене турттарса çӳренине тепре курсан, сыхлан вара!..
— Эпĕ хам ирĕкпе мар-çке-ха...
— Атя, юрттар, юрттар хăвăртрах... Ха-ха-ха, кусем, комиссарсем, пирĕн танатана хăйсен ирĕкĕпех килсе çакланчĕç, уншăн та тавтапуç, — хулăн сасăпа ахăрса ячĕ хура сухал, пирĕн ума пырса тăрса. — Ну, кĕтмен хăнасем, атьăр-ха пӳртелле. Кĕрекенех ларса сăмахлăпăр.
Пире чышкаласа та тĕрткелесе пӳртелле илсе кĕртрĕç. Кайрантарах пĕлтĕмĕр: ку пӳрт ялти коммунистăн пӳрчĕ пулнă. Хуçине çак вăрă-хурахсем çемйипех персе вĕлернĕ те çуртне хăйсем йышăннă. Вăрă-хурах эшкерен çак салари пуçĕ, хайхи хура сухал, Хомяков хушаматлă иккен. Ăна ялта Хомяк тесе чĕнеççĕ. Чăвашла Арлан, эппин. Малтан, паллах, эпир ăна-кăна чухламан-ха.
Пуç çине темле хăрушлăх йăтăнса анчĕ пулсан та, эпĕ çав самантра портфель пирки çеç пăшăрханаттăм. Ăçта кайса кĕме пултарчĕ вăл? Е пирĕн лавçă çав териех чее пулчĕ-ши? Апла вара портфеле хăй айне е тăлăп ăшне пытарма ĕлкĕрчĕ пулсан, тем пекехчĕ! Хамăр питĕ айванла çаклантăмăр ĕнтĕ. Ача-пăчалла... Мĕн каласси, çамрăк пулнă çав. Айван пулнă!..
Хура сухал, хайхи Арлан, сĕтел хушшине кĕрсе ларчĕ. Темĕнле мăйăх-сухалсăр ырханкка йĕкĕте хăйпе юнашар лартрĕ. Лешĕ хăй умне хутпа ручка кăларса хучĕ, чернил кĕленчи лартрĕ. Пирĕн хыçра пăшаллă икĕ çын тăрать. Сисетпĕр: Арлан допрос пуçлать имĕш.
— Ну, кам пулатăн-ха эс? — тĕксĕм куçне Минин тусăм çинелле çĕклерĕ вăл.
— Эпĕ вăрă-хурахпа калаçмастăп, — çирĕппĕн касса татрĕ Минин.
— Ха, — йĕрĕннĕн кулса илчĕ Арлан, — такам-ха пиртен вăрă-хурах. Эпĕ хамăн тăван ялта ларатăп, эсĕ авă, çичĕ ют, пирĕн яла тем шыраса килнĕ. Хăшĕ пиртен вăрă-хурах, э?..
— Эпĕ хам сăмаха каларăм, — терĕ Минин лăпкăн çеç. Çак самантран вăл урăх шăл шурри те уçмарĕ.
— Юрĕ, — шăлне шăтăртаттарчĕ Арлан. — Сан çăварна кайрантарах уçăпăр. Эс тата кам пулатăн? — тĕксĕм хаяр куçне ман çинелле çĕклерĕ вăл. — Мĕн шыраса çӳретĕн?
— Юлташ маншăн та каларĕ, — терĕм эпĕ, питĕ пăлханса. — Манăн хушмалли нимĕн те çук.
Вырăсла ун чухне те аванах калаçаттăм-ха эпĕ. Анчах ытлашши пăлханиипе манăн хăшпĕр сăмахсем çемçерех, чăвашларах тухрĕç пулас. Арлан çавна сисрĕ-мĕн.
— Эсĕ е тутар, е çармăс, — терĕ те вăл, сĕтел хушшинчен сиксе тухса, ман умалла тулкăшса пычĕ. — Тĕне кĕмен йăх! Пăхсах курăнать: иксĕр те эсир коммунистсем-антихристсем. Турра маннăскерсем. Сире çĕнĕрен тĕне кĕртмелле!..
Вăл пирĕн йĕри-тавра шăртне тăратнă чăн-чăн арлан пек чупса çаврăнчĕ, анчах чăмăрланă чышкине çӳлелле çĕклемерĕ.
— Илсе тухăр урама! — кăшкăрса ячĕ вăл юлашкинчен.
«Мĕн шут тытрĕ-ши ку Арлан? — çиçсе илчĕ пуçăмра. — Каплипех пĕтмелле-ши ĕнтĕ? Çирĕм тăватă çултах?»
Тулта шартлама сивĕ, Нарăс сивви. Çĕпĕр сивви. Пире урама илсе тухрĕç те, пăшал кӳпчекĕсемпе тĕрте-тĕрте, çул леш енчи тараса кутне илсе пычĕç. Пĕтем шăмшак çӳçенсе чĕтренчĕ. Тавçăратăп та, тавçăрма та шикленетĕп: «Ав епле тĕне кĕртесшĕн иккен вĕсем пире...»
— Салтăнăр! — команда пачĕ Арлан. — Хăвăртрах салтăнăр!..
Пирĕн тăлăппа кĕрĕксене паçăрах хывса илнĕ-ха. Пиçиххисене те салтнă. Çийĕмĕрте пĕр йӳле пилĕк гимнастерка кăна. Пуçăмăрта çĕлĕк те çук. Тата епле салтăнмалла-ха пирĕн? Э-э, тепĕр тесен, халь ĕнтĕ пурпĕрех мар-и?! Минин тусăм гимнастеркине хывать. Ун хыççăн эпĕ те хыватăп. Пăлханнипе шартлама сивве те сисместĕп.
— Тарасаран шыв ăсăр! — хăйĕннисене команда пачĕ Арлан.
Ăшă тумланнă çынсем çавăнтах икĕ витре шыв ăсса пычĕç.
— Юлашки хут ыйтатăп, — терĕ Арлан, пирĕн çинелле шăтарас пек пăхса. — Чĕлхĕрсене уçатăр-и, уçмастăр-и?
Эпир чĕнместпĕр. Эпĕ Минин тусăм çине куç хӳрипе пăхса илетĕп. Унăн çырă çӳçĕ — пас тытнипе-ши?— шап-шурах курăнать. Хамăн та çӳçĕм-пуçăм вирелле тăрать.
— Чĕркуçленĕр! — çĕнĕ команда парать Арлан.
— Питĕр рабочийĕ нихăçан та, никам умĕнче те чĕркуçленмен!— хыттăн кăшкăрса ячĕ Минин тусăм.
Эпĕ те, мĕн те пулин калас тесе, çăвара уçатăп, анчах сасă тухмасть.
— Ах, апла-а-а? — урмаллипех урса кайрĕ Арлан. — Эпир сирĕнтен халех пăр юпасем тăвăпăр. Ĕмĕр асăнмалăх пăр палăксем! Сапăр весем çине шыв! — урама çураслах кăшкăрса ячĕ Арлан. — Пăрланса ларичченех сапăр! Сапăр! Сапăр!.. Çапла тĕне кĕртмелле антихристсене!..
Ман çине пĕрремĕш витре пырса сапăнчĕ. Пĕтĕм шăмшака пăрлă шыв мар, темĕнле сивĕ çулăм çунтарса илнĕ пек туйăнчĕ. Çанçурăма тимĕр кăшăл кăшăлласа лартрĕ. Пуçăмра пĕр шухăш çеç вĕлтлетсе илчĕ: «Инçетри чăваш ялĕнче çамрăк арăм юлать... Тата пĕчĕкçĕ хĕрĕм Ринкка... Вăл иккĕ те тултарайман-ха...»
Малалла ман çине миçе витре шыв сапнине эпĕ чухлайми пулнă. Хама хам çеç хистетĕп: «Ӳкес марччĕ... Ураран ӳкес марччĕ кăна!» Çав хушăрах таçтан тĕлĕкри пек илтетĕп:
— Чимĕр-ха, православи çыннисем! Мĕн хăтланатăр эсир? Вĕсем те пирĕн пек этемсемех-çке... Турă ирĕкĕпе çĕр çине килнĕ...
Тăна кĕрсен пĕлтĕмĕр: ялти пачăшкă пулнă иккен ку. Вăл пире епле асаплантарса вĕлерме хатĕрленни çинчен пĕлнĕ те тӳсеймесĕр тараса патне чупса пынă... Унăн Христоса ĕненекен сăваплă чунĕ çак тискерлĕхе хирĕç тăнă пулас.
Кунашкал япалана сасартăках ĕненме те, ăнланма та йывăр. Тĕрĕссипе, пуп тумтирĕ айĕнче сасартăк чăн-чăн этем чунĕ вăраннă. Паллах, вĕсене те мĕнпурне пĕр калăппа виçме çук. Пĕр тĕслĕ хура тум айĕнче тĕрлĕ йышши чун. Çакна эпир хамăр тӳссе куртăмăр ĕнтĕ.
Ку пачăшкă Зеньково салинче пысăк хисепри çын пулнă пулас, унран пурте именсе тăнă, пурте итленĕ ăна. Вăл каласан, авă, пире пăрлантарса вĕлерме пуçтарăннă тискер Хомяков та ӳкĕте кĕчĕ. Пирĕн çине текех пăрлă шыв сапма пăрахрĕç.
— Юрĕ, сан пек пултăр, эппин, таса атте Никон, — терĕ леш Арлан, шăлне шатăртаттарса. — Анчах асту, ку антихристсем тарсан е пĕр-пĕр инкек тусан, хăвна та вĕсемпе пĕрлех тăна кĕртме лекет.
— Пĕтĕм айăпа хам çине илетĕп, — лăпкăн хуравларĕ пачăшкă. — Анчах турă умĕнче çылăхăм пулмĕ.
Тумланнă хыççăн пачăшкă пире хăй патне илсе кайрĕ. Эпир Минин тусăмпа иксĕмĕр те, сиксех чĕтретпĕр. Шăмă варринех, чĕре тăпсинех пырса тивнĕ иккен сивĕ. Шăлсем пулемет пек шатăртаттарса шаккаççĕ.
Килне илсе çитерсенех, пачăшкă пире пĕрер стакан спирт пачĕ. Çĕпĕр çынни спиртсăр пурăнмасть пуль çав. Унтан хывăнтарса, иксĕмĕрĕнне те çанçурăма, алă-урана каллех спиртпа сăтăрчĕ. Матăшки, пирĕн тавра кускаласа, айлатса та ахлатса кăна çӳрет. Çавăнтах пире типĕ кĕпе-йĕм тупса пачĕ. Сăмавар вĕресе тухсан, хăмла çырли варенийĕпе вĕри чей ĕçтерчĕ.
— Пурăнăр хам патăмра самана юсаниччен, — тет пачăшкă. — Манăн ача-пăча çук. Пĕр ывăл пурччĕ те, вăл та пулин вăрçăра пĕтрĕ. Ырлăх пултăр ăна леш тĕнчере... Эсир мана килти ĕçсене пуçтаркалама пулăшăр, эпĕ сире тăрантарăп... Ку пăтăрмахĕ вăраха пырас çук-ха вăл. Тĕнче лăпланасси курăнсах тăрать.
Çапла эпир, Минин тусăмпа иксĕмĕр, Никон Иванович Миролюбов пачăшкăн тарçисем пулса тăтăмăр. Вăхăтлăха. Пачăшкă калашле, самана юсаниччен.
Пăрлă шывра «тĕне кĕнĕ» хыççăн эпĕ чирлесе ӳкесрен шикленнĕччĕ. Чирлемерĕм. Минин тусăм та аптрамарĕ. Пачăшкă спирчĕ кăна мар, çамрăклăх та пулăшрĕ пулас çав. Юн вĕри, шăмшак çирĕп.
Пурăнатпăр çапла. Пĕр кун, икĕ кун. Пачăшкăна килти ĕçсене пуçтаркаласа пулăшатпăр. Каç-каç кайри пӳртре выртса тăратпăр. Сисетпĕр, çĕрле пире урамра сыхлаççĕ, иккĕн-виççăн те хурал тăраççĕ. Тарма çук.
Пĕррехинче Минин тусăмпа иксемĕр çывăрма выртрăмăр та хамăрăн пурнăçа сӳтсе яватпăр.
— Ăнланаймастăп, — тетĕп эпĕ, хама куллен асаплантаракан шухăша тепĕр хут пăлхатса, — мĕншĕн çăлса хăварчĕ-ха пире пачăшкă? Мĕн кĕтет вăл пиртен?
— Хам та çавăн çинченех шухăшлатăп, — тет Минин тусăм. — Хăйне тарçă кирлĕшĕнех çăлман-ха вăл пире.
Кунта Минин тусăм Гапон пупа та аса илчĕ. 1905 çулхи январĕн 9-мĕшĕнче вăл Питĕрти рабочисене патша патне «çăмăллăх ыйтма» ертсе кайнă. Лешĕ çăмăллăх вырăнне халăха тăхлан пăрçапа «хăналанă».
— Çав провокацишĕн рабочисем Гапон пупа Питĕр çывăхĕнчи Озерки ялĕнче çакса вĕлернĕ, — терĕ Минин тусăм, чышкине чăмăртаса. — Пирĕн Никон атте унашкал провокатор пек туйăнмасть. Çапах та мĕн тупнă-ха вăл пирĕн çумра?
— Хăйĕн ывăлĕ вăрçăра пĕтнĕ терĕ-çке-ха, — сăмах хушрăм эпĕ. — Тен, вилнĕ ывăлĕ вырăнне йышăнчĕ пуль пире? Хĕрхенчĕ пуль...
— Апла мар-ха... Чим! — вырăн çинчен яштах тăрса ларчĕ Минин тусăм. — Кунта урăххи. Çук, пирĕн пачăшкă айван çын мар. Астăватăн-и, вăл малтанхи кунах самана юсанасси çинчен калаçрĕ. Хомяков йышши вăрă-хураха шанмасть вăл. Хĕрлĕ Çар Колчака пĕтерчĕ. Колчак Атамановпа Хомяковсенчен пин хут вăйлăрах пулнă. Апла... Апла вара Атамановпа Хомяковсен кунçулĕ вăрăмтунанни чухлĕ те çук. Никон атте çавна лайăх ăнланать. Тарçă та кирлĕ мар ăна. Малашнехи çинчен шухăшласа, хăй пурнăçне упраса хăварасшăн вăл. Хăйне евĕр страховка укçи хывасшăн.
— Апла çеç-ши? — Минин тусăмăн шухăшне малалла тĕпчес килнипе ыйтатăп эпĕ. — Апла ытла та ансат пулса тухать...
Минин тусăм шухăша каять те пĕр хушă чĕнмесĕр выртать.
— Эх, эпĕ те çав! — тет вăл кĕçех, хăйне хăй çамкаран чышкăпа çапса. — Мана атте-анне Чулхулари паттăр Минин ятне панă — Кузьма. Кузьма Минин!.. Эпĕ пур акă, вăрă-хурах аллинче, тыткăнра. Пуп тарçи. Тупăннă паттăр!..
— Куçма тусăм, — тетĕп эпĕ, ăна лăплантарса, — тӳс кăштах, кĕçех хамăрăннисем килеççĕ.
— Кĕтсе вырт-ха кунта, — кăмăлсăррăн хуравлать Куçма тусăм.
Сасартăк ман чĕрене пĕр сăмах ыраттарса каять: «Портфелъ!» Тĕрĕссипе, вăл самантлăха та чĕререн тухмасть. «Ăçта-ши ман портфель? Леш лавçă мĕн турĕ-ши унпала? Отряда илсе çитерчĕ-ши е каялла эшелона кăна? Таçта çитсен те, тăшман аллине çеç ан лектĕрччĕ! Ахаллĕн пĕтрĕ пуç!.. Пăр юпа пулса вилнинчен те харушăрах...»
Минин тусăмпа иксĕмĕр те лайăххăн çывăраймастпăр. Çĕрĕ-çĕрĕпе шухăшлатпăр, çĕрĕ-çĕрĕпе пăшăлтататпăр. Шанас та килет ку пачăшкăна, шанас та килмест. Пĕрре çĕрле пăшал сассипе вăранса кайрăмăр. Çĕрле те мар ĕнтĕ, тул çутăла пуçланă. Ялта е ял тулашĕнче питĕ хытă перкелешеççĕ. Тупă сасси те илтĕнет. Кантăка килсе шаккарĕç. Хомяковсен эшкерĕнчен. «Пуçтарăнăр!»— теççĕ.
Пачăшкăпа майри сарпаланса ӳкрĕç.
— Лаша кӳлĕр хăвăртрах, — теççĕ пире. — Çула пуçтарăнмалла... Хĕрлисем килсе çитрĕç...
«Ак сана ырă пачăшкă!» — тетпĕр Куçма тусăмпа иксĕмĕр, пĕр-пĕрин çине пăхкаласа. Çапах та лаша кӳлетпĕр те урама тухса тăрататпăр, хамăр пӳртрен те кĕлетрен япаласем йăтма тытăнатпăр. Тӳшексем, минтерсем, тумтирсем тата ытти ăпăр-тапăр.
Çав хушăра Куçма тусăм аякран кăлт чышать: «Таратпăр!» Анчах ăçта?.. Пачăшкăпа майри урамри лав патĕнче сăрпаланнă хушăра эпир лупас çине улăхатпăр та утă ăшне шаларах кĕрсе пытанатпăр.
Урамра кăшкăрашни илтĕнет.
— Ăçта леш антихристсем?
— Кунтахчĕ, кунтахчĕ, — çинçе сассипе чăх пек кăтиклет пачăшкă.
— Эх, вăрăм çилхе! Тартрăн пулать!..
Эпир утă ăшĕнче ни вилĕ, ни чĕрĕ выртатпăр. Унччен те пулмарĕ, лупас çине пусмапа такам хашкаса улăхни илтĕнсе кайрĕ.
— Тухăр, анчăк йăхĕсем!
Эпир чĕнместпĕр. Хайхи Арлан эшкерĕнчи çын лупас тăрринчи утта штыкпа яшлаттарса чиксе ухтара пуçларĕ. Хăй çăварĕнчен пăхматла тискер сăмахсем пĕрхĕнтерет. Яшт-яшт-яшт тутарать штыкĕпе. Пирĕн паталлах çывхарса пырать. Пĕр-ик утăм кăна юлнă çитесси... Кĕçех аялтан, картишĕнчен, тепĕр сасă илтĕнсе кайрĕ:
— Ан хăвăртрах! Лешсем çитрĕç!..
Тем вăхăт выртнă эпир лупас тăрринче, çакна Куçма тусăмпа иксĕмĕр те лайăххăн калама пултараймастпăр. Анчах кашни кăштăртатнă сасă пире аслати кĕрленĕ пек туйăнать. Тем вăхăтран пусма çинчен пачăшкăн çепĕç сасси илтĕнчĕ:
— Ăçта эсир, ывăлăмсем? Тухăр!.. Сирĕннисем килчĕç... Хĕрлисем... Хамăрăннисем...
Эпир ĕненместпĕр-ха, шăпах выртатпăр. Картишĕнче хаваслăн шакăлтатса калаçаççĕ, ахăлтатса кулаççĕ.
— Ахваниç, илтетĕн-и, чăн та хамăрăннисем! — терĕ Куçма тусăм, утă ăшĕнчен сиксе тухса. Ун хыççăн эпĕ те тухрăм.
Лупас тăрринчен анатпăр. Куратпăр — картиш тулли хамăрăннисем. Тул янках çутăлса çитнĕ ĕнтĕ. Кĕрĕк тăхăннă боецсем хушшинче — пирĕн отряд пуçлăхĕ Павел Николаевич Рослов. Эпир ун умне пырса чыс паратпăр та хамăр мĕнле инкек тӳссе ирттерни çинчен пĕлтеретпĕр. Пирĕн çинче пуç тӳпинчен пуçласа ура тупанне çити утă çӳплисем çакăнса тăраççĕ. Аван та мар. Намăс. Эпĕ хайхи портфель пирки ыйтатăп.
— Акă вăл, — терĕ Рослов юлташпа юнашар тăракан штаб начальникĕ. — Тĕрĕс-тĕкелех.
«Тавтапуç лавçа, — тетĕп хам ăшăмра. — Çĕпĕр партизăнĕн ятне яман»...
Çав вăхăтра хапха патĕнчен пĕр боец отряд пуçлăхĕ патнелле чупса пычĕ те:
— Кунта пĕр вăрăм çилхе лашине кӳлсех таратнă, — терĕ. — Япалисене те тиесе хунă. Тарма хатĕрленнĕ пулас. Мĕн тумалла? Таса аттене япали-мĕнĕпех тивĕçлĕ çĕре ăсатмалла мар-и?
— Ан тивĕр пачăшкăна, — терĕ Рослов юлташ. — Вăл пирĕн икĕ боеца çăлса хăварнă.
Пачăшкă çавăнтах отряд пуçлăхĕ умне чĕркуçленсе ларчĕ.
— Турăшăн та тĕрĕс, ывăлăм, — терĕ вăл, кĕç-вĕçех ĕсĕклесе ярасла. — Турă умĕнче калатăп, тĕп-тĕрĕс çавăн пек.
Пачăшкăна тивмерĕç. Эпир, Хомяковăн вăрă-хурахла эшкерне йĕрлесе, малалла кайрăмăр...
— Çапла тӳссе куртăм эпĕ Çĕпĕр сиввине, — терĕ Афанасий Ефимăч, хăйĕн калавне вĕçнелле çитернĕ май. — Çав мыскара çинчен кайрантарах, хам райĕçтăвком председателĕнче ĕçленĕ чухне, пĕр юлташа каласа кăтартнăччĕ. Хайхи леш юлташ хам тахçан тӳссе ирттернĕ инкеке 1937 çулта хамах тепĕр хут аса илтерчĕ. Çырнă та панă: Афанасий Ефимович Ефимов шуррисем патĕнче тыткăнра пулнă имĕш, пуп патĕнче тарçăра пытанса пурăннă... Тата ытти те унта... Çапа пĕлмен пушă каялла çаврăнса тивнĕ пек пулчĕ ĕнтĕ ку... Чăн та, эпĕ ун чухне нимĕнле паттăрлăх та кăтартман-ха, штабри писарь шăна пулнă, ăнчах усаллине те туман. Юлташсене сутман, Тăван çĕршыва сутман... Пăрланса та курнă, штык айне те лекнĕ...
— Çавăнпа паянхи хаçата лешин патне, ара, çăхав çыраканни патне, ярсах парасчĕ, — каллех вĕриленсе илчĕ Анук аппа.
— Хаçатне ăна хăй те тупса вулĕ-ха, — аллине сулчĕ Афанасий Ефимăч. — Хамăр районтах пурăнать.
Пурнăç пурăнса курнă (Çĕпĕр сиввине тӳссе ирттернĕ) çыннăн калавне пĕр сăмах сиктермесĕр итлесе ларнă хыççăн манăн та мĕн те пулин хушса калассăм килчĕ.
— Çакă ĕнтĕ вăл чăн-чăн паттăрлăх, — терĕм эпĕ, кирлĕ сăмах тупаймасăр. — Унсăрăн паттăрлăха мĕнле ăнланмалла-ха? Анчах манăн Минин тусу çинчен те пĕлессĕм килет. Ăçта вăл?
— Малтанах çыру çӳрететтĕмĕр, — салхуллăн хуравларĕ Афанасий Ефимăч. — Кайран... Хăвах пĕлетĕн— пурнăç, вутла арманти пек, асар-писер иртсе пычĕ... Лайăх тусчĕ Минин. Чулхулари Минин пекех, Куçма ятлăччĕ.