Хаяр вăрçă вăхăчĕ...
Правленирен тухса килелле кайнă май Татьяна Хурасева бригадир лаша витине кĕрсе пăхма шут тытрĕ. Вăрмантан ăшăрхаса-ĕшенсе килнĕ лашасене çийĕнчех апат пама кирлĕ мар. Уйрăмах ир шăварасран сыхланмалла. Кун пирки конюхсем пĕлеççĕ-ха. Çапах та хăв куçупа кĕрсе курсан — шанчăклăрах...
Кун çути пĕтнĕ-пĕтмен кĕрхи каç хăрăм пек хуралса ларать. Пĕр-икĕ çул маларах Татюк (ялйыш ăна яланхилле çапла чĕнет) кунашкал тĕттĕм каçсенче пĕччен çӳреме мар, пӳрт алăкне тулалла уçса пăхма та çӳçенетчĕ. Клубран çĕрлене юлса таврăннă чух вара ăна е хĕр-тантăшĕсем ăсатса яратчĕç, е...
Татюк правлени крыльцинче кăштах тытăнса тăчĕ. Ассăн сывласа илчĕ. Хăнăхнă май, пусма картлаçĕпе хăвăрт-хăвăрт анчĕ те тĕттĕмелле чăмрĕ. Унăн уринчи кĕмсĕркке атă шăннă çĕре çирĕппĕн кăна кĕрслеттерсе пырать. Инçете-инçете янраса каять çак сасă кĕрхи уçă сывлăшра. «Атте атти... йывăртарах çав вăл мана, кун каçа ывăнтарать», — пăшăрханса та мар, савăнса та мар шухăшларĕ Татюк. Пĕр çирĕм утăм кайсан, хыçалта правлени алăкĕ уçăлса хупăнни илтĕннĕ пек пулчĕ. Тен, туйăнчĕ çеç?!. Татюк кун пирки шухăшламан та пулĕччĕ-ха, анчах ăна пĕр кăлтăк аса килчĕ. Тин çеç правленире пулнă чух Куян Михалĕ ун çине яланхи пек мар, темĕнле урăхларах пăхни килĕшмерĕ. Тĕмсĕлсе пăхакан куçĕн ырă мар çути Татюкăн питне, пĕтĕм ӳтне-пĕвне çилĕмле япала пыра-пыра сĕртĕннĕн туйăнчĕ. Тен, çав сĕмсĕр куç халĕ правлени крыльцинчен Татюк ăçталла утнине сăнаса тăрать пуль?! Ахаль çын куçĕ тĕттĕмре курмасан та, Куянăн таçтине те витĕрех курма пултарĕ... Çакăн пирки шухăшласа, Татюкăн пĕтĕм çанçурăмĕ сăрăлтатса кайрĕ. «Çыпçăнать, — хăй ăссĕн мăкăртатрĕ вăл. — Пулать вĕт çав териех чун выртман çын... Унашкаллине кăмăлламастăн çеç мар, пачах тӳсейместĕн...» Мĕншĕн çапла иккенне Татюк хăй те пĕлмест, халиччен пĕлме те тăрăшман. Кăмăл туртмасть — çав туйăм кăна, хĕр чĕринче.
Лаша витинче ăна бригадăн ватă конюхĕ Палюк мучи кĕтсе илчĕ. «Мĕн тума килчĕ-ши ĕнтĕ ку çавраçил?» — шухăшларĕ чи малтан ватă çын, анчах ăна-кăна нимĕн те палăртмарĕ.
— Килех, кил, чипер хĕрĕм, — терĕ вăл, ваттисен авалхи йăлипе вашават пуланçи.
— Кĕрсе тухас терĕм-ха çула май, — сăмах хушрĕ хĕр бригадир.
Палюк мучин çак хĕре кăмăлламанни çук-ха. Тепĕр чухне Татюк, çамрăк пирки ара, кăшт «круттарах илни» те тарăхтармасть. «Çапла кирлĕ те, ахаллĕн, тилхепене пушатса ярсан, кайрĕ вара пурнăç урапи кутăн-пуçăн анаталла», — текелет мучи ун пек чух, вăрттăн куллине кĕмĕл йĕрсем кăшт çеç палăрнă хура сухалĕ ăшне шаларах пытарса. Çакăнпа пĕрлех хăй ăссĕн вăл — «Çăмарти чăххине вĕрентмелли вăхăт çитрĕ иккен», — тесе хурать. Чăннипе калас-тăк, Палюк мучи хăйĕн ĕçне тĕрĕслесе çӳренине вуçех юратмасть. Ун шучĕпе, кашни çын никам хистемесĕрех лайăх ĕçлеме тивĕç. Çакă вăл, мĕн авалтан тытăнса пырса, уншăн кулленхи йăла пулса тăнă. Нимĕнле хут çине çырăнман хăйне евĕр саккун! Çапах та çак хĕр бригадир «тĕрĕслесе çӳрени» мучие пĕртте кӳрентермест. Урăх çын пулсан...
— Вăрмантан таврăннă лашасене халех апат памарăр пуль те?..
Урăх çын пулсан, мучи, паллах, йăлт урăхла явап панă пулĕччĕ. Халь вăл сĕлĕ пӳлми çинче мăчлатса ларакан хунара илчĕ те Татюка вăрăм вите варрипе шалалла ертсе кайрĕ. Сăлăп урлă çутă çинелле пăхса тăракан лашасен тарлă çурăмĕсенчен пăс йăсăрланса хăпарать. Çăра тар шăрши сăмсана йӳçĕхтерет. Лашасем шăппăн та йăвăшшăн кĕçене-кĕçене илеççĕ. Кунĕпе йывăр ĕçре пăшăхнăскерсем, çав тӳлек сасăпа шыв ыйтаççĕ, ара...
— Ах, лашасене те çыннисем пекех йывăр лекет-çке, — хушса хурать мучи.
— Этем хăйне мĕншĕн йывăр лекнине пĕлет, кусем, янаварсем, пĕлмеççĕ, çавăнпа вĕсене тата йывăртарах пуль, — тавăрать мучие хирĕç Татюк.
— Çапла, ара, çапла... Калама чĕлхи çук... Палюк мучи, урăх сăмах тупайманçи пулса, ăшĕнче кăна шухăшлать: «Çамрăккине кура мар, — тет вăл, — ăсĕ-тăнĕ пур апăрша хĕрĕн... Сăмахĕ те чĕре патне пырать».
— Тепрер çур сехетрен утă парăр, шăварма кăштах тăхтăр.
— Çапла, ара, ăна пĕлетпĕр-ха...
— Эсĕ тем ан шутла, Палюк мучи, шанатăп эп сана. Килессе те тĕрĕслеме килмен. Пурнăç пурăнса курнă çын, эсĕ майне-шывне хăвах аван пĕлетĕн. Эпĕ... çула май çеç...
«Ăçтан сисет?.. Ăçтан? — тĕлĕнсе ыйтать мучи хăйĕнчен хăй. — Эпĕ хам ĕçе тĕрĕсленине юратмастăп-çке... Çавна та сисет имĕш апăрша хĕрĕ».
— Ырă каç пултăр, Павел Кузьмич, — терĕ Татюк, алăк патнелле утнă май.
— Лайăх тĕлĕк тĕлленмелле пултăр сана та, хĕрĕм, — хунарĕпе хĕр çулне çутатса пычĕ мучи.
Кĕçех урамра Татюкăн йывăр атти шăн тăпрана хăвăрт-хăвăрт таклаттарса пыни илтĕнсе кайрĕ. Çĕр тĕттĕм, йĕп чиксен те курăнмасть. Ялта хăй çутисем питĕ сайра, пуррисем те, унчченхи тăнăç вăхăтри пек, хавассăн ялкăшмаççĕ. Вĕсенче темĕнле чуна хурлантаракан салхулăх сисĕнет. Унччен виçĕ çул маларах кăна-ха хĕрсемпе яшсем, алла-аллăн тытăнса, çĕр нимле тĕттĕммине пăхмасăрах, çак аслă урампа савăнăçлă юрăсем шăрантарса çӳретчĕç. Халĕ пушă та салху урампа пĕччен утнă май, Татюк чĕринчи хурланчăк кăмăл ӳснĕçем ӳссе пычĕ, ĕнтĕ кăкăрта шанăçаймиех тулса çитрĕ, пыр тĕпĕнче чул пек япала хытса ларнăн туйăнчĕ.
«Кăнтăрла сисĕнмест, — шухăшларĕ Татюк. — Ĕçлетĕн... Çынсемпе калаçатăн... Хăш чух пĕр-пĕр вушартарах çынпа ятлаçса та илетĕн... Эх, çав! Мĕншĕн каç пулмалла тунă-ши? Пĕрмаях хĕвел пăхсанччĕ... Анчах... Çук çав... Каçхине йывăр... Тӳсме çук йывăр... Комсомолка-ха эпĕ... Пурпĕрех йывăр...»
Татюк сасартăк вĕриленсе кайрĕ. Унăн пыр тĕпне капланса ларнă чула кăларса ывăтас килчĕ. «Киле çитсен, выртса макăратăп та акă, йăлтах иртсе каять», — лăплантарма пăхрĕ вăл хăйне хăй çав самантрах.
Аслă урамран пăрăнса, Татюк хăйсен такăрлăкне кĕчĕ. Кунта ун умне, пĕр кĕтмен çĕртен, çĕр айĕнчен тенĕ пек, тĕксĕм мĕлке тухса тăчĕ.
— Таня, Татюк, — терĕ мĕлке питĕ шăппăн.
Çук, Татюк шикленсе ӳкмерĕ. Хăрама, тен, унăн вăхăчĕ те пулмарĕ. Анчах вăл çак тĕксĕм мĕлке кам иккенне çийĕнчех тавçăрса илчĕ те пĕтĕм чунĕпе тарăхса-чĕтресе кайрĕ.
— Сулланса çӳретĕн пулать?! — терĕ вăл хыттăнах.
— Танечка... Татюк, ан çиллен-ха, — лăплантарма пăхрĕ лешĕ. — Чипер, кăмăллă калаçар...
— Санăн çул урлă пĕрене пек выртмаллаччĕ пĕрех хут, такăнтарса ӳкермеллеччĕ!
— Ма апла калатăн, Таня? Эп сана усал тăвасшăн мар-çке... Хĕрхеннипе çеç... Сан тусу хыпарсăр çухални çинчен хут килнĕ вĕт. Мĕн кĕтетĕн тата? —çапла каласа, Куян Михалĕ Татюк умнех пырса тăчĕ, çăварĕнчен эрех| шăрши кӳлетсе çапрĕ.
— Ан калаç ун пирки хăвăн шăршлă çăварупа! — татса хучĕ Татюк. — Намăссăр этем!..
— Эсĕ сăмсуна каçăрт та, чипертерех сăмахла! Тупăннă бригадир! —сисĕнмеллех шăртланчĕ лешĕ. — Пĕлетпĕр эпир, кам явăнать сан тавра. Колхоз председателĕ хӳттинче шанчăклăрах ĕнтĕ. Çăкри те, сĕчĕ-çăвĕ те...
— Çитет! — çилĕллĕн кăшкăрчĕ Татюк. Çавăнтах пăрăнса, малалла утма тăчĕ. Куян Михалĕ ăна аллинчен çăтăрласа тытрĕ. Татюк пĕтĕм вăйĕпе каялла туртăнчĕ. Лешĕ вара ăна икĕ аллипех пилĕкĕнчен ытакласа илчĕ...
Темпе пĕтетчĕ çак тытăçу, калама йывăр. Сасартăк килсе тухнă хăрушлăха пула Татюк чĕринче темĕнле хаяр вăй-хăват вăранчĕ. Татюк икĕ аллипе Куян питне тĕревлесе, пĕтĕм шăмшакĕпе каялла хирĕнчĕ те тимĕр пек çирĕп хĕскĕчрен хăтăлчĕ. Лешĕ, каялла сулăнса кайса, çĕре кӳплетсе ӳкрĕ...
Тăкăрлăкра Татюк хăйĕн йывăр аттипе шăн çĕре хăвăрт-хăвăрт кĕрслеттерсе чупни çеç илтĕнсе юлчĕ.
Сывлăш çавăрас тесе, Татюк хăйсен хапхи умĕнче кăшт чарăнса тăчĕ. Хыçалта нимĕнле сасă та илтĕнмерĕ. Йытăсем те вĕрмеççĕ, иçмасса... Татюк пӳртелле кĕчĕ.
Пӳртре унăн пĕчĕк шăллĕсем тӳлеккĕн кăна хăшлатса çывăраççĕ. Амăшĕ çеç шăши куçĕ пек çутатакан лампа умĕнче çăм арласа ларать. Унăн сисĕмлĕ чĕри, хăй ачисен кашни утăмне туйма хăнăхнăскер, Татюкăн пăлханнă кăмăлне те çийĕнчех асăрхарĕ. Анчах хĕрне тата ытларах шуйхатас мар тесе, нимĕн те шарламарĕ. «Кайран хăех каласа парĕ-ха», — терĕ вăл.
Татюк кĕрĕк пиншакне хыврĕ те, кăмака хыçне кĕрсе, аллине супăньпе хытă лутăркаса çума тытăнчĕ. Йĕрĕнчĕк çын пырса тĕкĕннине нихçан та çуса ярас çук пек туйăнчĕ ăна малтан, анчах çав йĕрĕнĕçлĕ кăмăл ерипен сирĕлсе пычĕ. Кăмака хыçĕнчен тухса, аллине алшăлли вĕçĕпе шăлнă май, вăл мĕн те пулин сăмах хушас шутпа:
— Ирех выртнă-çке кусем, — терĕ, икĕ шăллĕ еннелле пуçне сĕлтсе.
— Мĕн шут вĕсен, апат çирĕç те çывăрма выртрĕç. Хут вĕренсе ларма — çути начар, — ӳпкелешсе илче амăшĕ. — Сан валли, хĕрĕм, кăмакара яшка пур... Хăвах кăларса çи.
Апат хыççăн Татюк тӳсеймерĕ — хăй арчи тĕпĕнче выртакан çырусене илчĕ те, çутă патнерех ларса, тепĕр хут уçкаласа пăхма тытăнчĕ. Кашни çырăвĕн кашни сăмахне ахалех лайăх пĕлет-ха Татюк. Пăхмасăрах, сăвă пек каласа кайма пултарать. Апла пулин те, виç кĕтеслĕн хуçлатнă çав паха хут татăкĕсене каллех те каллех уçа-уçа пăхас килет... Чăн малтанхи çырăвне Павăл Канашран çырнă. «Сывă пул, савнă Татюкăм, — тенĕ вăл унта, — кĕçех пирĕн пуйăс тапранса каять. Ăçта çитерĕ-ши вăл пире?.. Анчах таçта çитерсен те, эсĕ, Татюк, яланах ман чĕрере пулăн...»
Унтан Павăл Мускав çывăхĕнчи пĕр хулара çар ĕçне вĕренет. Унтан — фронт... Павăл сержантран лейтенанта çити ӳсет. Вăл «час-часах ухатана çӳретпĕр» тесе çырнинчен Татюк çакна лайăх тавçăрса илет, унăн юратнă Павăлĕ разведчик иккен... Çавăнпа Татюк колхоз правленине килекен хаçатсенче ытларах разведчиксем çинчен çырнине вулать... Ах, анчах, вуласса вулать те çав... Акă, Павăлăн юлашки çырăвĕ. Яланхи пекех, Павăл ăна лăпкă кăмăлпа çырнă: «Паянхипе пурĕ ултă «чĕлхе» тытса таврăнтăмăр, — тенĕ унта. — Ухатара çӳренĕ чух тĕл пулакан тискер кайăксене час-часах леш тĕнчене ăсататпăр... Хĕвеланăçнелле тапăнса пынăçемĕн тăван кил тата эсĕ, савнă Татюкăм, çывăхрах та çывăхрах пек туйăнатăн... Курăн акă, киле пысăк уссиллĕ генерал пулса таврăнăп...» Куна ĕнтĕ шӳтлесе çырнă-ха Павăл... Икĕ çул хушши пĕр тăтăшшăн çырусем илсе тăнă хыççăн унтанпа Павăлран пĕр хыпар та çук. Ах, нумай вăхăт иртрĕ-çке юлашни çыру илнĕренпе!.. Ултă уйăх... Павăлăн пĕччен пурăнакан амăшĕ «Сирĕн ывăлăр пĕр хыпарсăр çухалчĕ» текен хут та илчĕ...
— Çук, анне, манăн пĕртте ĕненес килмест вăл пĕтнине, — терĕ Татюк, амăшĕ еннелле пуçне çĕклесе. — Пĕрмаях куç умĕнче-çке-ха вăл...
— Кам пĕлет ĕнтĕ... Хучĕ çинче пĕтнех тесе каламан та...
— Питĕ йывăр мана, аннеçĕм. Тӳсме çук йывăр... Çыпçăнаççĕ, — Татюкăн сасси сасартăк чĕтренсе кайрĕ, таса хăмăр куçĕсем шывланчĕç.
— Кам çулăхать вара аплах? — шикленнĕ сасăпа ыйтрĕ амăшĕ.
— Пур унта, — Татюк аллине сулчĕ те куçĕпе каллех умĕнчи çырусем çине тинкерчĕ.
Акă, иртнĕ кĕркунне Павăл Днепр леш енчен янă çыру... Ăна алăра тытнă май, Татюк халĕ те юратнă тусĕн ăшă аллине туять пек... Çырури вĕри салам...
Ăçтан, епле сӳнме пултартăр-ха çав кăвар?.. «Пĕтĕм чун-чĕререн савнă Татюкăм, — тесе çырать Павăл. — Эс юратнине пĕлес мар пулсан, эпĕ çак хăрушă вăрçă тамăкĕнчи асапа тӳсеймен те пулăттăм... Окопа шыв тулать, çӳлтен пăрлă çумăр çăвать, кĕрхи сивĕ шăмă варринех витет. Çапах та чĕрене пĕртен-пĕр кăвар — юрату кăварĕ ăшăтса тăрать. Хĕлле, кĕрт ăшĕнче çĕр каçнă чухне, çав юрату хăйĕн ăшă çуначĕпе хупласа хӳтĕлет. Кăкăрта мĕнле кăмăл тулса тăнине каласа кăтартма сăмахăм та çитеймест. Çулла, тӳсме çук шăрăх чухне, санăн саламу, уçă варкăш парса, чуна уçăлтарать. Пĕлетĕн-ши эсĕ çавна, Татюкăм?.. Юрататăн-ши эс мана хальчченхи пекех?..»
Татюкăн куллен уçă сывлăшра çӳренипе пиçĕхсе хĕрелнĕ пичĕ тăрăх шултра та çутă куççулĕ шăпăртатса юхса анчĕ.
— Ан хуçăл-ха ун пекех, хĕрĕм, — терĕ амăшĕ, аллине Татюк хулпуççийĕ çине хурса. — Аçу çинчен шухăшла. Вăл текех çамрăк çын мар, виççĕмĕш çул вăрçăра çӳрет. Мĕн тăвăн-ха ĕнтĕ Павăлран хыпар çук пулсан?..
— Ах, аннеçĕм, пĕлесчĕ сан!.. — ĕсĕклесех йĕрсе ячĕ Татюк. — Кĕçĕр те, ав, хамăр тăкăрлăка пăрăнса кĕрсен, Куян Михалĕ çулăхрĕ. Пĕтнĕ вăл сан Павăлу, тет. Пĕр-пĕр çын çавнашкал калаçни Павăл инкекĕшĕн савăннă пекех туйăнать мана...
— Эккей, çав Куяншăн тарăхса ларатăн тата!..
— Вăл анчах мар çав... Сӳсленчĕк чĕлхесем колхоз председателĕ Краснов çумне хушаççĕ. Вăл та вара, пĕччен чух тĕл пулсан, кирлĕ-кирлĕ мар çĕрелле калаçса каять.
— Калаçтăр ара... Тепĕр тесен, Краснов тиркемелли çынах мар... Аманса килнĕскер, вăрçа текех каяс çук. Колхоза аванах тытса пырать... Халăх та хисеплет ăна.
— Юрĕ, çитĕ, анне! — сассине хăпартмасăр, лăпкăн çеç хуравларĕ Татюк. — Ан ыраттар ахаль те ыратакан чуна... Никам та кирлĕ мар. Куян та, авă, вăрçăран аманса килнĕ. Фронтовик тесе çӳрет. Ĕçет, нимĕн те ĕçлесшĕн мар хăй. Сухăр пек çыпçăнать. Краснов та çавăн пек çӳрес пулсан, эпĕ бригадирта ĕçлемен пулăттăм... Анчах вăл та кирлĕ мар мана... Епле ăнланасшăн мар-ха эс, аннеçĕм?..
Амăшне тем ытлашши сăмах каласа кӳрентерес мар тесе, Татюк сĕтел хушшинчен тухрĕ те алăк патĕнчи кравать çине кайса ларчĕ. Тăвăнса çитнĕ чунне лăплантараймасăр, кĕçех вăл пичĕпе минтер çине тĕршĕнчĕ, аллинчи çырусен тĕркине минтер айне чикрĕ.
— Ăнланатăп-ха сана, хĕрĕм, — йăпатасшăн пулчĕ амăшĕ. — Анчах мĕн тăвăпăр-ха ĕнтĕ санпа иксĕмĕр?! Аякрине алăпа йыхăрса илме çук. Ывăнтăн пуль кун каçиччен, хывăн та выртса çывăр.
Пӳртре питĕ шăп. Татюк амăшĕн йĕки çеç, çуллахи ыраш пуссинче лĕпĕш вĕçнĕ пек, вĕттĕн-вĕттĕн вĕтĕртетсе илет. Минтер çине ӳпне выртнă Татюкăн вăрăм çивĕчĕсем хулпуççи урлă сулăмлăн çĕрелле уртăннă. Çав икĕ çивĕт йывăрлатаççĕ пек туйăнать çамрăк хĕрĕн пуçне. Амăшĕ Татюка каллех чипер салтăнса выртма хушать.
— Аçу аттине кун каçа сĕтĕрме те вăй нумай кирлĕ, — тет вăл.
Урамран калинккене шакканă сасă илтĕнчĕ. Татюк, шартах сиксе, пуçне çĕклерĕ. Вара икĕ вăрăм çивĕт вăрт та вăрт çурăм хыçнелле ыткăнчĕç.
— Такам шаккать-и унта? — ыйтрĕ Татюк. Куçĕсем хăйĕн сасартăк темĕнле асамлă çутăпа ялкăшса çуталчĕç. Кĕтекен çутăпа, шанакан çутăпа...
— Такам шаккать-ха, хамах тухса уçам, — терĕ амăшĕ, кĕнчелине кăмака çумне сĕвентерсе.
Тепĕр самантран пӳрте Татюк амăшĕпе пĕрле Кайри касри Прасук инке кĕрсе тăчĕ.
— Ай-тур, мана çĕр хута ял кастарса çӳренĕшĕн алкумне те кĕртмелле мар-ха, — терĕ вăл, алăк урати урлă каçнă-каçманах. — Кунашкал тĕттĕм каç лайăх хуçа йыттине те урама кăлармасть. Ан ятлăрах ĕнтĕ, тур каçартăрах.
— Ятласси-мĕнĕ, çывăрманччĕ-ха. Атя, малалла ирт, — сăмах хушать Татюк амăшĕ, Прасук инке çине питĕ тĕмсĕлсе пăхса.
Анчах çав сӳс чĕлхеллĕ инкен малтанхи сăмахĕсенчен халлĕхе нимĕн те тавçăрса илме çук. Апла та, капла та явăнать ун чĕлхи. Сăмах май вăл хăйсен кӳршин Хреçтин аппан, сыснине вăрçса илет — хӳмене пĕтĕмпех аркатса тăкнă имĕш çав пилсĕр чĕрчун. Ыран кам пасара каясси, кам мĕн сутасси пирки те хыпар пĕлтерет. Пĕрне — ырлать, тепĕрне — хурлать. Юлашкинчен тин хайхи, тем сасартăк аса илнĕ пек, персе ярать: «Тур каçартăрах мана» — тет вăл. — Сӳпĕлтетсе каятăп-çке... Ватăлатăп пулмалла... Чимĕр, мĕн çăмăлпа килнĕччĕ çак эпĕ сирĕн патăра?!. Апай-турух, манса кайрăм-и вара?» — икĕ аллипе шарт та шарт çапать вăл пĕççине.
Çавăнтах пĕр самант тем аса иленçи пулнă пек туса кăтартать. Хăй сарлака питĕнчи хĕсĕк хушăксенче пытанса ларакан чее куçĕсемпе пĕрре Татюк çине, тепре амăшĕ çине йăпăрт та йăпăрт пăха-пăха илет.
— Э-э, Плаки кинĕм, — тет вăл унтан, Татюк амăшĕ, çине шăтарасла куçĕпе тĕллесе, — тына пăру кĕтӳрен таврăнмарĕ. Çынсем, Плаки кин, эсĕ курнă терĕç те... — хăй вара, тутине тутăр вĕçĕпе хупласа, тьăх-тьăх-тьăх кулса илет.
Сăмах сасартăк çавăн пек çаврăнса ӳкнинчен тĕлĕнсе, амăшĕпе хĕрĕ те, чĕлхисене çăтса янă пек, çийĕнчех нимĕн те хирĕç чĕнеймерĕç. Çакна кура Прасук инке хăйĕн «сӳс чĕлхине» малалла «шăртлама» пикенчĕ.
— Пăрăвĕ хамăн пулсан, çăва патнеччĕ-ха, — терĕ вăл. — Колхоз председателĕн таврăнман... Крăсновăн, пуçлăхăн, ара, пĕлетĕр-и?!
Татюк халь ĕнтĕ йăлтах ăнланчĕ. Краснов çак йăкăрти карчăка евчĕ янă иккен. Хĕрĕн паçăртанпа кăшт лăпланнă чĕри татах вĕриленсе кайрĕ, анчах вăл мĕн те пулин хирĕç калама кирлĕ сăмах тупаймарĕ.
Амăшĕ çеç, авалхи йăлапа, Прасук инкен юптарăвне малалла тăсма хăтланса пăхрĕ.
— Тем, курман çав, хамăрăн тынашкă вăхăтра таврăнчĕ те... — терĕ вăл.
— Ах, тур-тур, кашкăр туртса çурмасан юратчĕ ĕнтĕ... вара пĕтерет мана председатель, — тата хытăрах йăнкăртатса илчĕ Прасук инке сасси.
Татюк халĕ хăйĕн чĕринче вăй-хал хушăннине туйрĕ.
— Ан та çӳре, Прасук инке, çăпатуна çĕтсе, — терĕ вăл çирĕппĕн. — Пурпĕрех нимĕн те тупаймастăн! Çук кунта кĕтӳрен татăлса юлнă айван пăру таврашĕ...
— Тупасахчĕ-ха, — тавăрма хăтланчĕ лешĕ. Вара, çĕнĕрен хăпартланса, юптара пуçларĕ. Пăру тупăнмасан, хăйне председатель «штрах» тума пултарасси çинчен те, кунашкал тĕттĕм çĕрсенче çамрăк пăрусене пĕччен çӳреме хăрушă пуласси çинчен те, пăру кашкăр çăварне кукăр алăллă çын тĕлне лекесси çинчен те сӳпĕлтетрĕ, анчах Татюкăн чĕрине нимĕн те витмерĕ. Хăйĕн лешĕн кăна çунакан хĕр кăмăлĕ ытларах тарăхса-вĕриленсе çеç пычĕ. Тӳсме темле йывăр пулсан та, Татюк «картран вĕçерĕнмерĕ».
— Краснов пит çивĕч чĕлхеллĕ евчĕ тупнă, — терĕ вăл, кăшт тăрăхланă пекрех. — Эпĕ Краснова хурласа нимĕн те калаймастăп... Кĕтем-ха, кĕтем — тӳсĕм çитнĕ чухне...
Леш евчĕ те вара, хăйĕн «çуллă» чĕлхи хĕр чĕрине çемçетейменнине кура, вăрт çаврăнчĕ те мĕнле кĕтмесĕр килсе кĕнĕ, çавăн пекех йăпăртатса та йăнкăртатса тухса шăвăнчĕ:
— Ятласа ан юлăр, ырă каç пултăр... Ытлашшине каçарăр, çитменнине çитерĕр!..
Татюк, темĕнле çĕнтерме çук усал вăя çĕнтерчĕ тейĕн, хăйне халь ĕнтĕ çăмăлрах пек туйрĕ.
— Куртăн-и, анне, — терĕ вăл, — еплерех çавăрттараççĕ?..
— Çавă ĕнтĕ вăл хĕр пурнăçĕ, — каллех лăплантарма тăрăшрĕ Татюка амăшĕ. — Унтан хăрамалли-писмелли çук. Ĕлĕк чух тесен, хăта-евчĕ пыман хĕрĕн вăтанса лармалла пулнă.
Татюк пралукпа каштаран çакса янă щăвăç лампăна вĕçерчĕ те сĕтел çине лартрĕ. Турăш айĕнчи çӳлĕк çинчен хутпа чернил илчĕ. Питĕ-питĕ вăрăм çыру çырас килет халь унăн, çав çырура хăйĕн пĕтĕм хуйхи-суйхине каласа кăтартас килет. Амăшĕ, кĕнчелине тĕпелти чăлан хăми çумне сĕвентерсе, икĕ ывăл ачи тӳлеккĕн çывăракан вырăн хĕррине пырса выртрĕ.
— Эсĕ те выртса çывăр-ха, хĕрĕм, — терĕ вăл йăвашшăн. — Ыран каллех ир тăмалла. Каллех — кунĕпе ура çинче.
— Кăшт ларам-ха, анне, — çавăн пекех йăвашшăн тавăрчĕ хĕрĕ. — Паянхи ĕçкунĕсене çырса тухам. Унсăр манса та пĕтĕн, пăтрашăнса та кайăн.
«Мĕншĕн ман çунатăм çук-ши? — çырса хучĕ Татюк, чĕринче тахçантанпах çунса тăракан шухăша каланă пек, çăмăллăн. — Кайăкăнни пек çунатăм пулнă пулсан, вĕçсе çитĕттĕм сан патна, темле инçетре çӳресен те, тупнă пулăттăм сана...»
Анчах хĕр аллинчи перо çак тĕлте чарăнчĕ те урăх малалла шумарĕ. Татюкăн таса пысăк куçĕсем пĕчĕкçĕ шăвăç лампа урлă тĕксĕм алăк еннелле тинкерсе пăхаççĕ. Унăн халь ĕнтĕ шурăрах тĕс ӳкнĕ сăнĕнче пысăк шухăш палăрса тăрать. Шупкарах хĕрлĕ, çепĕç те ачаш тути, ерипен пăшăлтатса, темĕнле никам илтĕнмелле мар сăмахсем калать. Вĕсене, çав асамлă вĕри сăмахсене, пĕтĕм тĕнчере те пĕр çын кăна илтсе ăнланма пултарнă пулĕччĕ. Анчах çук-çке вăл çын, çук... Тен, кам пĕлет, çак самантра та илтет пуль хĕр сăмахне юратнă çыннăн инçетри-инçетри чĕри?! Илтет пуль, туртăнать пуль хĕрĕн çунакан чĕри патнелле?!.
Татюкăн ручка тытнă алли шурă хут татăкĕ çинче пĕр хускалмасăр выртать. Унăн вăта пӳрнинчи кĕмĕл çĕрĕ вăйсăр лампа çутинче пĕртен-пĕр çутă ĕмĕт пек, пĕртен-пĕр сӳнмен шанчăк пек йăлтăртатать. Ытти çĕрте, пӳртĕн пур кĕтесĕсенче те, чуна тăвăрлатакан тĕксĕм мĕлкесем пытанса выртаççĕ.
«Ăçта-ши эсĕ?» — тесе çырчĕ те Татюк тепĕр икĕ сăмах, аллинчи пери каллех халсăррăн чарăнса ларчĕ.
— Нимĕн те тухмасть, нимĕн те çырма пултараймастăп, — терĕ Татюк, ура çине тăрса. Унтан вăл алăк патĕнчи кравать патне пычĕ те, минтер айĕнчен çыру тĕркине илсе, тепĕр хут сĕтел хушшине таврăнчĕ. Çыру хыççăн çыру, — юратнă çыннăн пурнăçĕ çинчен калакан çав вăрăм калава, — тепĕр хут вулама пикенчĕ. Вĕçĕ-хĕррисĕр вăрăм юрă юрланă пек, тĕлĕнмелле юмах вуланă пек, çырусем çине пăхмасăр, çапах та кашни сăмаха асра тытса, нумайччен пăшăлтатса вуларĕ вăл. Вара... çепĕç чунлă хĕр куçĕ умне унăн паттăр каччи кĕретĕн тенĕ пекех тухса тăчĕ.
Çак асамлă самантпа хавасланса, Татюк хăй çырăвне татах малалла çырма тытăнчĕ. «Çил пуласчĕ манăн, эппин, пĕчĕкçĕ юр пĕрчи кăна пуласчĕ, вара санăн хура та çăра куç харши çине пырса ларăттăм», — тесе çырчĕ.
Юлашкинчен, йăлтах ывăнса çитсе, халтан кайса, каллех паçăрхи пек, пичĕпе минтер çине пырса тĕршĕнчĕ. Кунта кĕçех унăн хулпуççийĕ, ун çинчи çивĕтсем малтан вăраххăн, кайран хăвăрт-хăварт сиккеле пуçларĕç. Анчах минтер айĕнчен пĕр сасă та тухмарĕ...
...Сĕтел çинче çаплипех пĕчĕкçĕ шăвăç лампа çунса ларать. Ун çывăхĕнче тин çеç пуçласа хунă хĕр çырăвĕ, пери çинче чернил типсе çитеймен ручка тата... тата пĕр паттăр пурнăç çинчен калакан вĕçленмен калав — Павăл çырăвĕсен тĕрки выртать.
Чылайран Татюк хăлхине, темĕнле ырă тĕлĕк витĕр тенĕ пек, чӳрече кантăкне хуллен тăкăртаттарса шакканă сасă сăрхăнса кĕчĕ.
— Татах шаккаççĕ тем? — илтĕнчĕ Татюк амăшĕн ыйхăллă сасси.
Татюк пуçне çĕклесе пăхрĕ,— халь ĕнтĕ калинкке алăхне шакканă пек туйăнчĕ.
— Паян чуна ыраттармалли пĕтнĕ пуль тесеттĕм, — мăкăртатса илчĕ Татюк. — Татах тем кĕтмелле ĕнтĕ?!.
Хĕрĕ халь те лăпланайманнине кура, амăшĕ вырăн çинчен йăпăр-япăр сиксе тăчĕ те, урине тĕп хунă кăçатă тăхăнса, çурăмĕ çине çăм тутăр уртса ярса, калинкке уçма тухрĕ. Татюк, сывлама чарăнса тенĕ пек, тултан илтĕнекен сас-чĕве тăнлать.
— Кам унта? — шикленнĕ сасăпа ыйтать амăшĕ.
— Хамăр ялсемех! — хирĕç тавăрать арçыннăн хулăн сасси.
Вĕсем татах тем калаçаççĕ. Унтан калинкке уçăлса хупăнать. Акă, вĕсем — çенĕкре, акă, пӳрт алăкĕ те уçăлать. Пӳрте чи малтан хуп-хура та çăра мăйăхлă, хура-туп кĕрĕк тăхăннă патмар арçын кĕрсе тăрать, ун хыçĕнче — Татюкăн пĕчĕкçĕ те типшĕм амăшĕ.
— Аван пурăнаççĕ-и? — илтĕнсе каять хулăн сасă... Кам ку? Татюкăн чĕри сисет те, сисме те çӳçенсе тăрать. «Кай, тĕлĕкре пуль ку тĕлĕнтермĕш?!» — çиçсе илет ун пуçĕнче çиçĕм пек шухăш. Вăл малтанах вырăнтан хускалма та хăрать, хускалсан... Çак хура мăйăхлă патмар çын ĕмĕрлĕхех куçран çухалассăн туйăнать. «Кай, чăн марах ку!» — тет вăл каллех хăй ăшĕнче.
— Хăвăр ялсене те паллаймастăр-çке эсир?! — сăмах хушать хура мăйăхлă çын, хăй çапах та хăюсăррăн пĕр утăм малалла ярса пусать. Унăн тĕксĕмрех сăнĕнче сасартăк уçă кулă палăрать, куçĕсем çуталса каяççĕ. Татюк амăшĕ çаплах çак патмар çын хыçĕнче ним чĕнеймесĕр тăрать-ха.
— Чим, эпĕ чăнласах тĕлĕк куратăп пуль?! — чĕтреннĕ сасăпа кăшкăрса ярать Татюк. Вăл вара, темĕнле шалти вăй хистенипе, хăй сисмесĕрех çĕрлехи çак кĕтнĕ те кĕтмен хăнана мăйĕнчен хытă-хытă ытакласа илет.
— Павă-ă-ăл! Павлуш! — тет вăл, хăйĕн вĕри тутипе хура мăйăх айĕнчен тухакан ăшă сывлăша шыраса.
Павăлăн сулăмлă алли ăна хăй çумнелле кăчăртаса тытать. Татюк амăшĕ тĕлĕкри пек тĕлĕнмелле çак ĕçе çаплах алăк патĕнчен, тем айăпа кĕнĕ çын пек, именнĕн кулкаласа-сăнаса тăрать.
— Çыртăм-çке, пысăк уссиллĕ генерал пулса таврăнатăп тесе, — сăмах хушать Павăл, кулкаласа. — Генералах пулаймарăм та, мăйăхăм ав епле ӳссе кайрĕ!
— Ăçта çухалса çӳрерĕн? Мĕншĕн нумайччен хыпар ямарăн? — çакă çеç пулчĕ Татюкăн малтанхи сăмахĕ.
— Çухалса çӳремен, Татюкăм... Манăн чун татăкĕ — Татюкăм, акă, пăх та кур — чиперех таврăнтăм. — Па-вăл шурă çĕлĕкне хыврĕ те сĕтел çине пырса лартрĕ. Çĕлĕкĕ çинче урлă çĕлесе хунă ансăр хăмăч хăю курăнса кайрĕ.
— Мĕне пĕлтерет ку хăю? — ыйтрĕ Татюк халь ĕнтĕ йăлтах пĕчĕк хĕрача сассипе.
— Ун пирки кайран... Халĕ хăвна лайăхрах пăхса илме пар, — Павăл Татюка икĕ хулĕнчен тытрĕ. — Эх, эсĕ мĕн тери çитĕнсе-паттăрланса кайнă! Эп сана шухăшăмра пĕрмаях шкулти хĕрача пек кураттăм... Вăрçă пуçланнă çул шăпах вуннăмĕш класс пĕтернĕччĕ те-ха. — Павăл хăй сăмахĕнчен хăех именчĕ-и, мĕн-и, — пуçне кăшт пĕксе, каялла çаврăнса пăхрĕ. — Ара, чим, Плаки аппа, — терĕ вăл, —эсĕ мĕн алăк патĕнчех тăратăн? Кĕтмен хăнаран ютшăнтăн-им?!.
— Эккей, Павăл, ан калаç-ха унашкал! — икĕ аллине те сула-сула, Плаки аппа малалла иртрĕ. — Эсир темĕн çаплах ура çинче? Атьăр, сĕтел хушшине ларăпăр.
Павăл хăюллăнах сĕтел патне иртсе ларчĕ. Татюк ура çинчех тăрать. «Павăл хăй те ачалларах курăнатчĕ-ха салтака кайиччен, — шухăшлать вăл, тусĕ çинчен куçне илеймесĕр. — Именчĕк те вăтанчăк ача... Халь, авă, еплерех маттур…»
Плаки аппа тĕпелти чăлана пĕр кĕрет те пĕр тухать: хăна валли мĕн те пулин хатĕрлесшĕн пулас. Хăй çав вăхăтрах Павăл сăмахне чарăна-чарăна тăрса тăнлать.
— Ах, ачамсем, — ассăн сывласа илет вăл, — кун пек телее эпĕ ĕненме те хăратăп.
— Вăрçă хирĕнче, Плаки аппа... — Павăл кăшт тытăнса тăчĕ. — Анне тесе чĕнмелле-и, мĕн-и, — вăл-ку юрĕ-ха, — вăрçăра тем те кĕтме пулать... Камăн мĕнле телей... Ара, телей çичĕ тинĕс леш енчен те çавăрса килнĕ, теççĕ. Эпĕ те, акă, пач çухалнăскер, тупăнтăм. Хăвăр еплерех пурăнатăр?
— Эпир çаплах кĕтетпĕр, — пусăрăнчăк сасăпа сăмах хушать Татюк.
— Вăрçă пĕтессе кĕтетĕр?
— Вăрçă пĕтессе, ара, тата... тата хамăр кĕтнĕ çынсем таврăнасса...
— Пĕтеççĕ фашистсем! Пуçĕпех пĕтеççĕ! Авă, мĕнле шаккаççĕ вĕсене пирĕннисем... Хыпарсем илтетĕр пуль?..
— Хыпарĕсем радиопа та, хаçатсемпе те килсех тăраççĕ, — терĕ Татюк. — Халь ĕнтĕ сывлама та кăшт çăмăлрах туйăна пуçларĕ… Çапах та эсĕ, Павăл... — пуçланă сăмахне каласа пĕтереймерĕ Татюк.
Çав хушăра Павăл сĕтел çинче сапаланса выртакан хут татăкĕсене асăрхарĕ. «Мĕншĕн ман çунатăм çук-ши?» — вуласа илчĕ вăл сасăпах.
— Çапах та ман çунатăм тупăнчĕ, — Павăл хайхи ура çине тăчĕ те, çийĕнчи кĕрĕк аркине икĕ аллипе ик çунат пек сарса, вĕçнĕ евĕр вăркăштарса илчĕ. — Çапла, çунатăм тупăнчĕ... Килес çĕре вĕçсе килтĕм!..
Пӳртри çутă вăйсăр пулин те, Павăл кăкăрĕ çинчи паттăрлăх паллисем йăлтăрах курăнса кайрĕç. Анчах, кĕрĕк арки варкăшнипе «чĕп куç лампи» кĕçех сӳнсе ларатчĕ.
— Ну, ну, чипер пул-ха эс, — терĕ Павăл пӳрнипе юнаса. — Шалишь, халь сӳнме юрамасть. Сан çуттуна эпĕ таçти çичĕ ютранах курса тăнă. Кĕçĕр те. Канашран килекен машина çинчен антăм та тӳрех çак çутă патне çул тытрăм...
— Нумайлăха килтĕн-и, Павăл ывăлăм? — чăн-чăн амăшĕ пекех, питĕ йăвашшăн ыйтрĕ Плаки аппа.
— Кăшт пурăнатăп пуль-ха, — Татюк çине йăл кулса пăхса илчĕ Павăл. — Ултă уйăх сĕм вăрмансенче çӳренĕ хыççăн самантлăха çутăрах та хӳтĕрех çĕре канма ячĕç... Ман тăлăх аннеçĕм мĕнле пурăнать-ши унта?
— Питĕ кулянать, — асăрханса çеç тавăрчĕ Плаки аппа. — Тӳссе пулмасть пуль ку хурлăха, тет.
— Халь ак тĕлĕннипе те савăннипе чĕри хавшаса ӳкме пултарать, — амăшне хĕрхенсе каларĕ Павăл.
— Мĕнле пĕлтерес-ши ăна? — тусĕ çине тĕмсĕлсе пăхса илчĕ Татюк.
— Пĕлтерĕпĕр-ха, — терĕ Павăл лăпкăн. — Ултă уйăх пĕлтерменнине халь пĕлтеретпĕр ĕнтĕ. Пур ĕçе те пĕр харăсах тума çук, çапла-и, чунăм татăкĕ — Татюкăм? Ах, эсĕ те çав ăшхыптармăш!.. Мĕншĕн çунатăм çук-ши тесе çырать. Çунатпа вĕçсе мар, йĕп шыранă пек шырасан та тупас çук совет партизанĕсене.
— Эс партизанра пулнă-и вара? — йăлтăрах çуталса кайрĕç Татюкăн таса пысăк куçĕсем.
— Таçта та пулса куртăм ĕнтĕ... Çĕр тĕпĕнче çеç пулман. Унта васкамăпăр-ха эпир...
— Сире итлесе, мĕн йĕтем юпи пек тăратăп-ха эпĕ? — хыпăнса ӳкрĕ Татюк амăшĕ. — Нӳхрепре пирĕн кăшт сăра та пурччĕ... Уяв валли тусаттăм... Октябрь валли, ара.
Плаки аппа тĕпелтен чĕрес илчĕ те, урлă сак ăйĕнчи хунара çутса, нӳхрепелле сăра ăсма васкарĕ.
Павăл ура çине тăчĕ. Кулкаласа, хура мăйăхне пĕтĕркелесе, Татюк патне пычĕ.
— Ах, чунăм татăкĕ — Татюкăм, — терĕ вăл, хĕре хăй çумнелле пăчăртаса.
Вĕсем пĕр-пĕрин çине куç сиктермесĕр нумайччен пăхса тăчĕç. Акă вĕсем, икĕ çул та ултă уйăх пĕр-пĕринчен татăлса пурăннă хыççăн, каллех пĕрле! Пĕрле... Пĕрле...
Тĕлĕкре тĕлленнĕ евĕр... Анчах кунашкал ĕненмелле мар, çапах та питĕ тĕлĕнмелле ĕçсем вăрçă вăхăтĕнче тата хăйсен телей çăлтăрне чунтан шанса-ĕненсе тăракан лайăх çынсем хушшинче кăна пулма пултараççĕ.