Март çитсен ман тулăксăр чĕре
çил пек кутăн,
тăвăл пек туртасăр,
шав таçта тунсăхласа çӳрет
ман чĕре.
Çухалчĕ халь те сассăр.
Çепĕçлĕхшĕн ăнтăлнă тăман
канăçсăр — туйăмсемпе тăванлă.
Кĕçĕр çил урать уйрăммăнах.
Кур: тӳпе ятарласах, тем, аннă.
Кур, тӳпе те такама шырать:
тиреке туратăн тĕрĕслерĕ,
кур, вăлах, çитсе тем хушăра,
тĕмсене турать пĕрер-пĕререн.
Ку, паллах, пĕрре те вăйă мар.
Юрлă тăвăл, вĕçленми асап пек,
малаллах çул тытрĕ те, йăмра
çилсене пуçне тайса ăсатрĕ.
Тăвăл мар эп. Вилĕмсĕр те мар.
Пурпĕр март мана хаш! сывламалăх
е ик-виç йĕрке çырмалăх — март,
маншăн март — мая тухмашкăн алăк.
Пурпĕр тупĕ ман чĕре сана,
хальлĕхе, ан тив, манран эс тартăн:
урамран тӳпе пĕччен сăнать
эп пĕчченнине.
Унтан сасяртăк:
— Ман шутпа, юратăву сан, çын,
йăлт ăрша пек: вăйсăр-тăк — суя та! —
тенĕн туртăнса илет те çил,
ху сăмахсăр юлнине туятăн.