Каçхи автобус юрлă, сăлпăранлă
Çанталăка пăра пек пăралать.
Автобуспа кĕретĕп эп пăлханнăн
Тăван та çывăх Шупашкаралла.
Хула çинче çăра тăманпа хутăш,
Ярăмланса чăн çурçĕр шевли пек,
Ытарайми йăлттам хаваслă çутă
Çунать, вылять мĕнпур талккишĕпех.
Çак лапамра, çак çулăмра — ман кĕçĕн
Столицăм, тăван килĕм — Шупашкар.
Унта кĕретĕп савăнса эп кĕçĕр,
Чи çĕкленӳллĕ ырă шухăшпа.
Çĕршывăмра халь çук провинци-мăшкăл,
Çĕршывăмра — пĕр çутă, пĕр хĕвел.
Çав çут хĕвел лăпкать пурне те ăшшăн,
Республиксем тăраççĕ йĕркипе.
Кашни столица аслă тĕп Мускавăн
Ăшшипеле ӳсет те сарăлать.
Çак шухăшпа кĕретĕп чун хускалнăн
Тăван та хаклă Шупашкаралла.