«Эх, çула ирхинех тухмаллаччĕ ĕнтĕ, ытлашши ыйхă çапман пулмасан капла йывăрлăха лекместĕмччех», — Исмет пуçĕнче сехет ытла ĕнтĕ çапларах шухăшсем явăнаççĕ. Хăйне епле кăна вăрçа пĕтермерĕ ĕнтĕ, çапах та усси пулмарĕ — çул çинчен самантлăха тенĕ пек пăрăнчĕ те каçхи вăрманта кĕтмен çĕртен аташса кайрĕ. Каçĕ те паян тата ытла тĕттĕм — йĕппе чиксен те куç курмасть. Туратсем те шеллемеççĕ: пит-куçа чăрмаласа пĕтерчĕç, йĕме те пĕр вырăнта саплăк лартмаллăх çурса ячĕç.
— Те арçури аташтарать, — хăй усал-тĕселтен хăрамасть пулин те пĕр-пĕр пăтăрмаха лекесрен самай шикленет. Ара, пĕрре мар халап илтнĕ-çке — унран та вăй питтирех арçынсем çухалнă, унран та ăстарах арсем пуçĕпех пĕтнĕ. Шиклентерет çав, самай çӳçентерет.
Юрать-ха вăрманĕнче йывăç-тĕм сайра ӳсет, пĕр-пĕр чăтлăх пулсан пуçĕпех пĕтĕччĕ ĕнтĕ. Анчах ку питех йăпатмасть (сахал савăнтарать) Исмете — çул çук, тавра тĕттĕмлĕхпе витĕннĕ. Вăрман хĕрринчи пĕр-пĕр ялта çуралса ӳснĕ пулсанах халь апла асапланмастчĕ ĕнтĕ, анчах мĕн тăван: ачалăхĕ унăн тинĕс хĕрринче иртнĕ, çамрăклăхĕ — хулара. Вăрман таврашне вара хутран-ситрен çеç леккеленĕ. Ют çав вăл кунта, сунарçăсен евĕр сисĕмлĕх унăн çук.
Утăм турĕ Исмет, тепре — йывăç тымарринчен такăнчĕ те ӳкрĕ.
— Ых! Кашкăр ами! — шăла çыртса вăрçса илчĕ аташса кайнă çын. Кама вăрçни те паллă пулмарĕ — те хăйне, те кĕтмен çĕртрен ура айне лекнĕ тачка тымара, те арçурие.
«Ытлах васкас мар-ха. Шухăшлас. Кунашкал мар пысăк пăтăрмахран хăтăлнă, кун пек мар йывăрлăхран çăлăнса тухнă — ку темех мар-ха», — Исмет майĕпен лăпланма шутларĕ. Çавах арçури пекки пуçран тухма пĕлмерĕ. Мĕн калатчĕç-ха ун пирки? Халапĕсене чылай илтнĕ пулин те кирлине хăвăртах аса илеймерĕ-ха вăл. Арçури чăнах та ун çумне ерчĕ пулсан мĕнле хăтăлмалла-ха унран? Тимĕр пулăшаймасть пулас — ара, хĕçĕ çумрах-çке. «Кĕмĕл? Çук, арçури — вăрман усалĕ, ăна кĕмĕлпе хăратаймăн. Мĕнпеччĕ-ши?» — ал айне лекнĕ йывăç вулли çине таянса шухăша путрĕ Исмет. Чăх каяшĕпе, вут пуççипе хăратасси тата ытти вĕлтлетрĕ ун пуçĕнче. Çук, нихăшĕ те арçуринчен хăтармасть. «Çук, арçурирен урăххи пулăшаканччĕ... Ара! Мансах кайнă — атта ылмаштарса тăхăнмалла-çке!» — тинех аса илчĕ аташса çӳресе самай ĕшеннĕ арçын.
Чĕрĕ юлас тесе çын мĕн кăна тумасть пулĕ? Исмет аттине хуса улăшу тăхăнчĕ. Мĕнех, хĕсет ĕнтĕ, анчах ку ывăнăва пĕтĕмпех сирсе ячĕ тейĕн — чунра çамăллăх çуралчĕ, çул çывăхра пулнăнах туйăнса кайрĕ.
...Çук, пулмарĕ çул тупасси. Вăрман тăрăх тата çур сехет пек çĕтсе çӳренĕ хыççăн Исмет тепре чарăнчĕ. Каллех шухăша путрĕ. Чăн та, мĕн ма-ха вăл çак тĕттĕм каç аташса çӳрет. Çитмелли хула та, Арахуп, çак вăрмантан тухсан ларать. Çуран утсан пурĕ те ултă сехет çеç. Утпа пулсан — каламалли те çук. Васкамаллах мар ун — юлташĕ ăна тата виçĕ кун кĕтме пултарать. Кутамкка та çумрах-çке — вут чĕртес те тул çуталсан çула тухас. Хĕвел çутипе çавах вăрманта çул тупма çăмăлрах. Çĕрле тискер чĕрчунсенчен хăрамалла ĕнтĕ — анчах кашкăр ӳлени, пĕр шухăшласан, хăлхана хальлĕхе пач та кĕмерĕ. Темĕн чухлĕ аташса çӳрерĕ — ун-кун сас пулмарĕ. Йывăçсем çеç шăппăн шавлаççĕ.
Исмет кутамккине майĕпен çурăмĕ çинчен антарчĕ. Çĕр çине хучĕ те ун çине ларчĕ.
— Хăрăк турат пуçтарас та çĕр каçас кунта... — терĕ вăл саспа, хăйне хăй лаплантарнă май. — Аха, çапла.
Çирĕп шухăш тытнăскер, турат пуçтарма икĕ утăм турĕ кăна — кутамкки пирки шухăш пырса çапрĕ. Епле аташнине аса илчĕ те каялла çурăм хыçне çаксах хăрăк турат пуçтарма уттарчĕ. Ара, нимсĕр тăрса юлсан чăн та пуçĕпех çĕтме пулать ку вăрманта. Вутчульпе çулăвĕ те ун çавăнта-çке, кутамккинче. Авалхи çынсем пек типĕ турат сăтăрса вут кăларма вара пĕлмест вăл.
Нумай пуçтармарĕ. Малтанлăха виçĕ ывăç пуçтарсан та çитĕ тесе шухăшларĕ. Чăн та, тĕп-тĕттĕм-çке тавралăх. Пĕр пĕчĕк кăвайт çутсанах шырама аванрах пулĕ.
Çулăм чĕртме кукленсе ларма çеç ĕлкĕрчĕ Исмет, шăп çав вăхăтра çулçăсем витĕр ăна инçетри çутă курăнса кайрĕ. Сăнасарах пăхрĕ. Ултав мар — аякри кăвайт çути пулас.
Тем тесен те ырра мар ку... Тĕ-лĕн-тер-мĕш. Çул çинчен вăхăтлăха пăрăнса аташса кайни аса килчĕ. Ылмаш тăхăннă атă та урарах. Халĕ, ав, кăвайт чĕртес шухăш тухнă хыççăн ăна инçетри çутăпа илĕртеççĕ.
Ним тума пĕлмесĕр Исмет чылай тăчĕ. Хăрăк туратсем — умра, çулупа вутчуль — алăра. Инçетри çутта сăнарĕ те сăнарĕ. Çук, чăтаймарĕ, катари кăвайт патнех çитес терĕ. Кутамккине çурăм хыçне çакрĕ те пĕшкĕне-пĕшкĕне, çутта çухатас мар тесе, вăрман витĕр уттарчĕ.
Çитсе пынă май çын сассисем те илтĕне пуçларĕç.
— Термеккейсен таврашĕ нихçан та маххă паман! — пăшăлтатрĕ вăл хăйĕн йăхĕнчи паттăрсене аса илнĕ май. — Арçури мана аташтарас терĕ апла — акă тыт! илеймĕн ман чуна!
Çапах та çывхарнă май хăйне асăрхануллăрах тытма шутларĕ. Вăхăчĕ халь лайăх мар — çул çинче темле çын та лекме пултарать. Усал йăвине лекесси пирки шутламарĕ-ха — çын сассипе пĕрле лаша хартлатни те илтĕнет. Пĕрре кăна мар. Темиçен пулас. Утлă çынсем, çуран çӳренсем мар. Апла усал таврашĕ мар вĕсем — усалсем, лашасенчен хăранине пĕрре мар илтнĕ вăл. Выльăхĕ хăй те усалран хăрать. Çук, çынсем патнех тухать Исмет, çынсем патнех.
Ак тамаша! Йăпшăнса çывхарнă май Исмет çул çине те тухрĕ. Инçех те пулман иккен апăрша çулĕ! Çывăхрах! Çула тухнă çынсем вара кăвайтне кăшт шаларах чĕртнĕ темшĕн, хĕрринчех мар.
Арçуриех ăна арпаштарса тăнă, çав усалах. Исмет хăйĕн атти çине пăхса илчĕ — чăн та пулăшрĕ иккен! Вăт эс, ĕненмесĕр пурăн халапа! Кун хыççăн ху кăна мар, ыттисене те ĕнентерме пуçлăн!
Çынна култарас мар тесе Исмет аттисене хывса тĕрĕс тăхăнма шут турĕ. Тен, асăрхамĕç те пулĕ, анчах курсан... Çынсем умне капла пырса тухсан тем шухăшлĕç тата. Уйрăмах палламан çынсем умĕнче намăс курас килмерĕ ун.
Кăвайт çумнерех çитсен вăл тĕттĕм тавралăхран тӳрех тухас темерĕ. Сыхланни пăсмасть. Кăвайт патне те çил енчен мар, тепĕр кĕтесрен çаврăнса тухрĕ. Çын сассисем лайăхрах илтĕне пуçласан, пичĕсене уйăрса илмелĕх çывхарсан самантлăха чарăнчĕ, сăнама пуçларĕ. Мĕн тăвăн — пурнăç пурнăçах, ĕмĕр тăршшĕпе мĕн курни çавах хăйĕнне илет. Хальхи вăхăтра асăрханарах çӳремелле çав.
Виççĕн. Лашисене çывăхри йывăçсем çумне кăкарнă.
— Çывăрар пуль? Эс малтан хуралта тăрăн, — илтĕнчĕ пĕрин сасси. Çурăмпа ларнăран Исмет ун питне курмарĕ.
— Тискер кайăксăр пуçне кам кунта килсе кĕрĕ ĕнтĕ? — терĕ пĕрремĕшне хирĕç ларакан пĕр çирĕм виçĕ-çирĕм пилĕк çула çитнĕ арçын. Çи-пуçĕпе хаклас пулсан — вăл ытла та чухăн пулни курăнчĕ.
— Пиктеней, сисчевлĕ пулни нихçан та чăрмантарман, — хытарса каларĕ малтанхи.
— Ара эп хирĕç мар. Каçĕ ытла тĕттĕм-çке. Чим, куккук авăтать...
Чăн та, авăтать. Малтан темĕн хăлхана кĕменччĕ, халĕ вара, ку çын асăрханă хыççăн Исмет та ун сассине илтрĕ. Аякра, пĕччен авăтать.
— Кала мана, чăпăр куккук, миçе çул юлнă ман пурăнмалли? — кăшкăрчĕ Пиктеней ятли.
Вăрман кайăкĕ темшĕн шăпланчĕ. Исмет та хăлхине чанк тăратса итлерĕ, анчах куккук авăтни илтĕнмерĕ. Кăвайт умĕнчисем те пĕр самантлăха шăпланчĕç.
— А-ха-ха-ха! — ахăлтатса кулса ячĕ тепĕр çамрăк, ушкăнри виççĕмĕш çын. — Пĕтен, кăçалах пĕтен!
— Шăплан-ха!
— Мĕн, тĕшмĕш-им? Куккук сассине итлесен эп, тен, çуралман та пулăттăм! Манран аслă пулин те çавна ĕненен...
— Çитĕ ахăрса...
— Кам ахăрать, эпĕ-и?
— Эсĕ çав. Хăв ак пуян мулĕшĕнех пуçна çийĕн.
— Эс мана ан вĕрент, ху та манашкаллиех. Мул тенĕрен... Ямпай, тепĕр хут калатăп — çав сĕмсĕрккене пустуях çаратмарăмăр. Кĕсйи тем тесен те хулăмччĕ.
— Çитĕ пулĕ вăл сăмаха тапратса.
— Мĕн, тĕрĕссине каламастăп-им? Енчĕкне курмарăм тесе кала-ха тата!
— Чăн та, питех те кирлĕ пулсан — хуса çит те çарат!
— Ак çитĕпĕр те Арахупа, каланине тăватăп! Çаврăнса çаратса килетĕпех. Ун шыçса кайнă телейлĕ пичĕ халь те куçа курăнать. Хăсас килет. Пиктеней, пыратăн пуль пĕрле?
Лешĕ, кăвайтри вутта пăтратма пикеннĕскер, чĕнмерĕ. Те куккука кӳренчĕ, те ушкăнри çамрăк валли сăмах тупаймарĕ.
Исмет хăй ăçта пырса тухнине тинех ăнланчĕ. Ямпай вăрă шайкки. Ĕнер, хупаха çитсен, хăна çурчĕн хуçи çаксем пĕр купса ывăлĕн айăрне вăрласа тарни пирки калаçсаччĕ. Ытти чухне пулсан вăрăсем хыççăн вĕçтерĕччĕ ĕнтĕ Исмет, анчах хальхинче унăн вăхăчĕ пулмарĕ — тусĕ чĕнсе илнипе Арахупа хăвăрт çитмелле. Уншăн, вăрă-хурах пуçĕсене ылтăнла шыраса çӳрекен çыншăн, Ямпай ячĕ çĕнĕ пулмарĕ. Исмет астунă тăрăх паллă вăрра темиçе хулара шыраççĕ, пурте çĕр ытла ылтăн укçа параççĕ — ку вара сахал мар. Ун чухлĕ мул çур çул пурăнма çитет. Перекетлĕ тăкакласан — çулталăк таранах. Ак халĕ вăл çывăхрах ларать иккен. Умра тенĕ пекех.
Ĕç-пуç капла çаврăнса тухни Исмете шухăша ячĕ. Капла аташса çӳрени вара ырра пулса тухрĕ-ши? Ямпайран та ăстарах вăрра вăл пĕрре мар тытнă, унтан те чеереххисене йĕрлесе тупнă. Çăмăл ĕç... Тепĕр иккĕшĕ унăн вĕренекенĕсем пулас, пулăшаканĕсем. Вĕсенчен хăвăрт кăна хăтăлма пулать.
— Пиктеней, Арахуп хыççăн атя лешне хăваласа çитер! — тепĕр хут чĕнчĕ çамрăкки.
— Çамрăк-ха эсĕ, Çапук. Ямпай тете мĕншĕн унпа çыхланманнине те тавçăрса илеймерĕн пулас.
— Ăнланмарăм...
— Чăн та, Пиктеней, мĕншĕн эпир ун лашипе кăна çырлахрăмăр? Ман сан шухăшна пĕлес килет, — иккĕшĕн тавлашăвне хутшăнса ыйтрĕ Ямпай ятли. Исмет ун сăнне хут тăрăх пĕлет-ха, хăйĕнпе вара куçа-куçăн чăнласа пĕрре те курнăçман. Халь те вăл ун патнелле çурăмпа ларать. Çамрăкпа аслăраххи тавлашнипе ун çывăрас шухăшĕ те вĕçсе кайрĕ пулас. Пĕр хатĕрлене пуçланăскер каллех кăвайт патне пырса ларчĕ.
— Ман шутпа, Ямпай тете çав пуян услаппа пĕр сăлтавпа çыхăнмарĕ. Юнашар хăна çурчĕ пурччĕ-çке, вăт çавăнта укçалла шыраканни, çынйĕрлевçĕ, чарăннă текен хыпара эп илтрĕм — хупахрисен пăшăлтатăвĕ хăлхана кĕчĕ. Ямпай тете те, ман шутпа, илтмесĕр юлмарĕ. Эсĕ çеç, тăмана, сăра валеçекен хĕре сăнарăн... Куçа илмесĕр пăхрăн...
Çамрăкки тем чĕнесшĕнччĕ, анчах ушкăн пуçĕ ăна ал çĕклесе чарчĕ.
— Тĕрĕс. Унта паллă йĕрлевçĕ Исмет пурччĕ. Юрать-ха пире курмарĕ.
— Ав епле иккен-ха... Каçар, мана та каламаллаччĕ ĕнтĕ. Ун енчĕкĕ кунĕпе ман куç умĕнчен кайма пĕлмест...
— Хăвăнах чухламалла ĕнтĕ! Ырантан эсир — ирĕклĕ. Мĕн вĕрентме пултарнине вĕрентрĕм ĕнтĕ, ыттине хусамăрăн ăса хывмалла пулĕ. Пиктенейшĕн хăрамастăп, вăл çухалмĕ тетĕп. Сана вара... Пĕлместĕп. Малтанлăха Пиктенейпех çӳреме тивет пуль сан.
Калаçуран вăрă ушкăнĕ Арахуп хулинелле çул тытни палăра пуçларĕ. Малалла çулĕсем пайланмалла иккен. Мĕн ĕçпе çӳрине, паллă вăрă мĕн шухăш тытнине Исмет пĕлес темерĕ — сас-хура пухса çӳрекен мар вăл, ку ун ĕçĕ мар.
— Çапука та хурламалла мар, — калаçăва малалла тăсса хӳтте кĕме тăчĕ аслăраххи, — манран йăпăр-япăртарах вăл. Иртен-каянсен кĕсйине пушатас тесен ун ăсталăхĕ санне те çитет пулĕ, ман пирки вара каласси те çук...
— Ăсти ăста-ха та, анчах çамрăк вăл. Ытла çăмăлттай. Çавăнпа та хăвăнпа пĕрлех илсе çӳре. Малтанлăха. Сан ăсу, ун вăр-варлăхĕ шăп та шай пулмалла. Килĕшетĕн пуль?
Хурав кĕтсе Ямпай пуçне ун енне çавăрчĕ.
Виçĕ вăрă калаçса ларнă хушăра Исмет те ахаль тăмарĕ. Чи малтанах çурăм хыçĕнче çакăнса тăракан тапкăча1 алла илсе авăрларĕ. Çывăх çапăçура ухă меллĕ мар, çавăнпа Исмет ытларах ăна кăмăллать, яланах пĕрле йăтса çӳрет. Çынна йĕрленĕ чухне те тапкăч меллĕрех — ухă пек çакланмасть, утнă-чупнă вăхăтра чăрмантармасть.
Тапкăч шулапне сăнă вырнаçтарнă хыççăн Исмет хĕçне салтса тĕрĕслерĕ. Хула таврашĕнче ăна çыхса çӳреме тивет — унсăрăх хуралçăсем кĕртмеççĕ. Тахçантанпах усă курманран, ав, вăл унăн çав халлĕнех тăрать. Хăйранă хыççăн та уйăх ытла иртрĕ пуль, анчах кун пирки пуç ватмарĕ. Халь çапăçу умĕн аппаланаймăн вĕт. Хăйрамалли пирки хăйне тепĕр хут аса илтерчĕ те хĕçе йĕнĕрен кăларса пăхрĕ — лешĕ çăмăллăн тухни ăна лăплантарчĕ.
Ямпай çăмăллăн парăнасса Исмет пĕрре те ĕненмерĕ. Пĕлет вăл унашкал çынсене. Саккунĕ те ку тавралăхра йăвашши мар. Айăпĕ пысăк-и пĕчĕк-и — пуçа ним мар касаççĕ. Чĕрришĕн кăшт кăна ытларах тӳлессе пĕлсе Исмет паллă вăрра шеллесе тăрас темерĕ. Кайран тата, чĕррĕн тытсан, сĕтĕрсе çӳре-ха ăна! Çук, Исмет хăйне валли тӳрех палăртрĕ — пуçĕ те çитет. Миххе персе чикнĕ те ĕçĕ пĕтнĕ. Самай çăмăлрах.
Анчах виçĕ вăрăпа харăс çапăçма йывăртарах, вĕсен йышне кăшт та пулин чакармаллах. Пĕрине тапкăчпа персе катмаллах. Малтанах Исмет Пиктеней ятлине вĕлерсе Ямпая парăнма ыйтасшăнччĕ, анчах тĕплĕнрех шухăшланă хыççăн вăрă ушкăнĕн пуçлăхнех малтан тивĕртес терĕ. Вăл тарсан пĕтĕм ĕç харама кайĕ — теприсем унăн вĕренекенĕсем çеç. Çитменнине Исмет кунта ăнсăртран лекрĕ, Ямпая ятарласа йĕрлемен. Ахаль пулсан выляма та пулĕччĕ паллă вăрăпа, анчах халь ун пек хăтланма кăмăл тупăнмарĕ. Кăвайт вырăнне çиле хирĕç килекенехурахсем асăрхаманнипе туллин усă курмалла. Исмет тапкăча Ямпай пуçне тĕллерĕ.
Шăп çак самантра вăрă пуçне пăрчĕ те ĕнтĕ! Турă упранă евĕр кĕтмен вилĕмрен çалăнса юлчĕ Ямпай. Тапкăч сăнни вăрă хăлхи патĕнчен шăхăрса иртсе Пиктеней ятлине кăкăртан пырса тăрăнчĕ. Нихăçан йăнăшманскер, ак халĕ тĕл лектереймерĕ. Юрать-ха тепĕр вăрра амантрĕ! Çапла та пулин усси пулчĕ.
— Хахайт! — ларнă çĕртен сиксе тăчĕ Ямпай.
Исмет та ахаль тăмарĕ. Йăнăшне кура çĕре сурчĕ те тапкăча айăккинелле персе алла хĕç ярса илчĕ. Тепĕр аллине çав самантрах вăрăм çĕçĕ — кăрал — вырнаçрĕ.
Ямпай та çăмăл çӳреме юратни палăрчĕ — вăл та тӳрех çумра выртакан кăрала ярса илчĕ. Тĕттĕмрен вĕçсе килнĕ сăнă уншăн ытла кĕтмен çĕртен пулчĕ. Вăл тӳрех ăнланчĕ — Пиктенее мар, ăна тĕлленĕ. Телее пула çеç вăл чĕрĕ-сывă юлчĕ. Анчах нумайлăха-ши?
Çапук, вăрă ушкăнĕнчи чи çамрăкки, чи малтанах çухалса кайрĕ. Чипер калаçса ларнă çĕртрех Ямпай çуй çĕклерĕ! Пиктеней те аллипе кăкăртан ярса илчĕ, месерле тӳнсе кайрĕ — тăшман ăна вилмеллех амантрĕ пулас. Кăвайт çути çех таврари тĕттĕм каçа кăшт çутатать. Пĕр хушă ним тума пĕлместĕр тăнă хыççăн аттинчи çĕççе туртса кăларчĕ те çĕр каçма хатĕрленĕ ӳпле енне, хĕçĕ патне вирхĕнчĕ.
Çук, чупса çитеймерĕ. Хыçалтан хĕç шăхăрнине çеç илтме пултарчĕ вăл. Исмет чи малтан Ямпайпа тытăçасшăнччĕ, анчах та лешĕ тарма шутламаннине курса çамрăк вăрра куçларĕ. Çапук хĕç патне тĕмсĕлсен вăл ăна хыçалтан ыткăнса мăйĕнчен хĕçпе касрĕ.
Икĕ вилĕ тавра вара хĕç ташши пуçланчĕ. Кам тапăнни пирки Ямпай пуçĕнче чылай шухăш явăнчĕ — ытларах, паллах, леш Исмет ятлă çынйĕрлевçĕ тавра çăмхаларĕ. Тĕттĕм тавралăхран вăл сиксе тухсан пур иккеленӳ те çухалчĕ — çавах иккен! Нумай шухăшласа тăма вăхăт çук —тăшман çулне пӳлме ыткăнчĕ Ямпай. Хырăмĕнчен çĕçĕпе чикме тăрăшрĕ пулин те ĕç тухмарĕ — Исмет Çапукăн пуçне те касма ĕлкĕрчĕ, унн тапăнăвне те сирсе яма пултарчĕ. Тимĕрпе тимĕр пĕрлешнĕ сас янраса кайрĕ.
Ямпай хăйĕн пурнăçĕшĕн кĕрешме хатĕрленчĕ. Паллах, тытăçусенче вăл сахал мар пулнă — хĕçпе те, çĕçĕпе те, ытти кăралпа та лайăх çапăçма пĕлет. Анчах халь ун умĕнче — вăл пĕлекен чи ăста çынйĕрлевçĕ!
— Салам, Ямпай! — саламларĕ тин кăна сĕм тĕттĕмрен сиксе тухнă Исмет. Тепри шăл шурри кăтартмарĕ, анчах хӳтĕленме хатĕр пулни курăнчĕ.
Пĕр-пĕрне сăнаса, хирĕç тăраканăн кашни хусканăвне тĕпчесе кăвайт тавра вĕсем пĕрре мар çаврăм турĕç, анчах тытăçăва ирĕке ярасшăн пулмарĕç. Кăвайт тавра хĕвеле хирĕç виççĕмĕш çаврăм тунă хыççăн çеç пĕр-пĕрин çине сиксе ӳкрĕç. Вара йăваланчĕç — хĕçпе те çĕçĕпе, кăралпа та чышкăпа пĕр пĕрне касрĕç те çапрĕç, суранларĕç те амантрĕç. Ямпай пĕтĕм вăйне пухса кĕрешрĕ пулин те кашни хусканăва пĕлсе те виçсе çапăçакан Исмете çĕнеймерĕ. Анчах ăна самай суранлама пултарчĕ. Пĕрре кăвайт ăшĕнче çипуçĕпе ӳтне вăйлă ĕнтрĕ. Тепре ал туни çинче тарăн суран хăварчĕ.
— Вăт шельмă, самай тустарчĕ вĕт... — хăйпе хăй пăшăлтатрĕ Исмет, юн юхнине аран чарнă май. Самай ĕшенчĕ вăл ку тытăçура. Ахальтен чапа тухман иккен Ямпай, пĕрре те ахаль мар. Юрать-ха унăн икĕ юлташне маларах кăнтрĕ, пĕччен виççĕшпе çапăçма тивсен чăнах та çĕнейместчĕ пуль.
Вăй пĕтсе килнĕ май, сӳнме пуçланă кăвайта вуттине ытларах хучĕ те кутамкка çине таянса кăтăш пулчĕ.
Ирхине Исмет лаша урăм-сурăм кĕçĕннипе вăранса кайрĕ. Те таврана хура кайăк вĕçсе тулнипе, те виле шăрши сарăлнипе утсем хăйсене япăх туяççĕ пулас. Вăраннă хыççăн Исметĕн вилнĕ çынсене пытарас шухăш та пурччĕ, анчах суран хăйĕн пирки аса илтересенех виçĕ виллене вăрманта çаплипех хăварас терĕ — пĕр алăпа çапах та нумай ĕçлеймĕн.
Ĕнерхи тытăçура ывтăнса кайнă хĕçне шыраса тупрĕ, суранне тепĕр хут юсаса çыхрĕ, вара кутамккара тупăннă апатпа çырткаларĕ те Ямпай вилли патне пырса тăчĕ. Çывăрнă вăхăтра кураксем куçне шăтарма та ĕлкернĕ иккен.
— Вăт çапла вăл, Ямпай. Вăрăсем хăйсен пурнăç çулне çапларах вĕçлеççĕ çав, — ăна никам та илтмессе пĕлсех хăйпе хăй пăшăлтатрĕ Исмет.
Çапах та вилесене мĕнпе те пулин витесех терĕ вăл. Çак шухăшпа ӳпле патне çитсе хурахсен япалисене тустарма пуçларĕ. Темех тупăнмарĕ çав. Кутамккисенче те çырткаламаллисĕр пуçне нимех те пулмарĕ. Исмет вара вилесене ӳпле турачĕсемпе витсе хучĕ. Кунтах пуртă та тупăнчĕ. Хăйĕн çав япала çукчĕ те Ямпай пуçне мĕнпе касмалли пирки самай пуç ватнăччĕ вăл çак хушăра.
Хурахăн пуçне миххе чикнĕ хыççăн Исмет тытăçу вырăнĕнче нумай тытăнса тăмарĕ — лашасене çавăтрĕ те Арахуп еннелле майĕпен уттарчĕ. Çапла, лашисене вăл пĕрлех илес терĕ. Ытти чухне пулсан, чăн та, хуçине пĕлнĕ май кайса парĕччĕ ĕнтĕ, анчах хальхинче таврăнас килмерĕ çав хупаха. Хуçи те, леш çамрăк калашле, ытла сĕмсерккеччĕ. Пуян пурнăç ăна иртĕхтерсе яни тӳрех курăнатчĕ. Тепĕр тесен, Арахупри юлташĕ те Исмака ахаль чĕнмен ĕнтĕ, пĕр-пĕр ĕçре пулăшма ыйтĕ. Кун пек чухне вара хушма лаша пăсмасть.
Арахуп, пысăках мар пулин те, пуян хула. Ваттисем каласа панă тăрăх, чи малтанах кунта пĕр хупах, вăлах — хăна çурчĕ — пулнă. Араспайпа Хурпаш пĕртăвансем уçнă тет ăна. Вĕсен ячĕ-шывĕнчен хула ячĕ пулса тăнă. Темиçе ĕмĕр иртнĕ пулин те кунти халăх манмасть вĕсене. Ырă ячĕсене асăнмалăх хулара пĕр теçетке патнелле палăк лартнă.
Пуян хула пуласса малтанах паллă пулнă теççĕ — вăл вăхăтрах ку тĕлте тăватă–пилĕк çул таранах пĕрлешнĕ тет. Халăх та лавсем тăтăш çӳренĕ вырăнта ларнăран Араспайпа Хурпаш ĕçĕ самай ӳсĕнсе кайнă — часах вĕсем пасар йĕркеленĕ. Пасар çулĕ çинче курăк ӳсмест теççĕ те кунта та çаплах пулнă — ăнăçлă вырăна малтан пĕри куçса вырнаçнă, ун хыççăн тепри. Пулас хула йышĕ çапла хушăна пуçланă. Пасар укçа çинче ташлать — лайăх вырăна туйса кунта ытларах купсасем, ытти пуян çынсем киле пуçланă. Пурăна киле халăх тăванланса та пĕтнĕ. Хальхи хула хуçи те çав йăхранах.
Хула паян кун та çул тăваткалĕнче ларать. Халăх кунта халĕ те унталла-кунталла хĕвĕшет: пĕри кăнтăралла — Эхветмере — васкать, тепри анăçран — Выскарстанран — таврăнать, виççĕмĕшĕ тухăçри çулпа инçетри Аланаран тавар кӳрсе килет, тăваттăмĕшĕ, ав, кӳршĕлле Икĕлэле хăйсем патĕнчи ăстасем тĕртнĕ пире кайса пама тухнă.
Арахуп пуян пулин те хăтлах мар çав. Араспайпа Хурпаш тăхăмĕсем ĕмĕрсем хушши мĕнле кăна йĕркене кĕртме хăтланман пулĕ, çапах та хула тасалма шутламан та. Уйрăмах пасар вырăнĕсенче çӳп-çап туллиех. Тĕп урам çеç ыттисемпе танлаштарсан уйрăмрах курăнать. Кунта вăрă-хураха та, ыйткалакана та сахал курăн. Çавăнпах ĕнтĕ ку урамра чи чаплă хăна çурчĕсем, чи лайăх хупахсем лараççĕ. Хула хуçин пӳрчĕпе хысна çурчĕ те çак урамрах вырнаçнă — вĕсен чӳречисем шăп та лăп тĕп тӳрем енне тухаççĕ, хăйсен илемĕпе илĕртеççĕ.
Исмете кирлĕ хупах тĕп урамра вырнаçнă. Ытти урамсенче аттине темиçе хут лаша каяшĕпе вараланă хыççăн ку урам ăна сĕрĕмлĕ пӳртрен уçă сывлăша тухнă евĕрех туйăнчĕ. Ун тăван хули, Талепи, тем тесен те самай тасарах. Пуянах мар пулин те типтерлĕрех. Исмет Арахупра миçе кăна пулман пулĕ, анчах унăн тасамарлăхне ниепле те хăнăхса çитеймест.
«Яш паттăр» хупаха вăл тӳрех тупрĕ. Виçĕ лашана [[I,534]] умĕнчи кăкаркăçран çыхрĕ те шала хăпарчĕ. Кăнтăрла умĕн çитнĕрен апатлану пӳлĕмĕ пушăпа пĕрехчĕ.
Кĕнĕ-кĕмен ун патне тарçă чыпса пычĕ.
— Ырă çыннăм, кĕрĕр-кĕрĕр! Вăраха-и? Лашусене витене хупмалла-и?
Тарçи хальхинче çĕнни пулчĕ. Пĕлтĕртенпе улшăннă курăнать — малтанхи Исмете паллатчĕ.
— Пĕлместĕп-ха. Те нумая, те сахала. Ĕçĕмпе эп кунта.
— Сĕлĕ те пулин памалла мар-и? — çавах хăпмарĕ тарçă. — Тӳлевсĕр, пирĕн ятран.
— Чăнах та, кунĕпе çимен вĕсем. Ку тĕрĕс. Çитер-ха эппин.
— Халех! — терĕ те тарçă алăкран вăшт кăна çухалчĕ.
Чăн та лайăх хупах. Ахаль хăнашăн. Исмет вара кунта чаплисен шутĕнче. Вăл мар-ха та ĕнтĕ, чапли — унăн юлташĕ Пилпай. Анчах Пилпай пĕлĕшĕсене те кунта хăйне пăхнă пекех тарават йышăнмалла, çавăнпа та Исмет та чаплисен йышĕнче.
Пилпай ăста асамçă, Арахупра ятлисен шутĕнче. Пуян хула чаплăран чаплисене пухать тесе ахаль каламан ĕнтĕ. Таврари мĕн пур ăста кунта тымар яма ĕмĕтленет. Хула тасамарлăхĕ кăна вĕсен ĕмĕтне кăшт пăсать. Анчах укçа тесен шапа та алă тăснă теççĕ те, пуянлăхшăн çунакансем кун çине ытлашшиех пăхса тăмаççĕ. Чи чаплисем вара тĕп урамра çурт туянса пуян пурнăçпа киленсе пурăнаççĕ. Исмет юлташĕ Пилпай Арахупа укçашăн çитмен — кунта тымар яма ăна юрату хистенĕ. Хăйĕн шăпине — пулас мăшăрне вăл çак хулара тупнă. Тупнă та малтан арăмĕ патĕнче пурăннă, кайран хулара хăй çурт туса лартнă. Сас-хура çӳренĕ тăрăх, хĕрне ашшĕ-амăшĕ тĕнче вĕçĕнчи хулана парса яма килĕшмен. Пĕртен-пĕр тĕпренчĕкне ытла та хытă юратнă теççĕ. Кайран лăпланнă, шăпа пӳрнине тӳртен каяс темен. Халĕ те тĕрĕс тĕкелех пурăнаççĕ-ха, кĕрӳшĕн тăрăхне хăнана кайсах тăраççĕ.
«Яш паттăр» хупахпа вара Пилпая урăх ĕç сыпăнтарать. Арахупа куçичченех ун пирки хăшĕ-пĕри илтнĕ-ха ĕнтĕ. Тем тесен те, асам-ăрăм ăсталăхĕ пурин те пулмасть-çке. Пурте пултараймаççĕ. Пилпай ăстана тухасси вара мĕн ачаранах паллă пулнă теççĕ. Пурăна киле чăнах та вăл хулара чаплă ăрăмçă ятне илме пултарнă-пултарнах. Чăн чапне вара çак хупаха эрешленĕ хыççăн тивĕçнĕ пулать. «Яш паттăр» пеккисем кунта темĕн чухлех — тух та тĕп урамри хуть те хăш хупаха кĕр: сана тараватлă йышăнĕç, чи çемçе вырăна кайса лартĕç, чи тутлă апатпа сăйлĕç. Ку хупах хуçи вара вĕсенчен уйрăлса тăма шухăш тытнă. Малтан вăл чи тутлă апат пĕçерес шухăшпа çуннă, кайран тĕрлĕрен хушма ĕçсем сĕнме тытăннă — мунча хутса панă, кĕпе-йĕмне çуса панă... Анчах ĕçĕ пит тухман. Пĕр кунхине вара вăл хăналанма пынă Пилпайпа арăмне хăйĕн йывăрлăхĕ пирки каласа панă. Пилпайĕ пулăшма шантарнă. Шантарнă кăна та мар — сăмахне тытнă. Çапла май хупахра асам пӳлĕмĕсем хута кайнă: килĕшӳ асам пӳлĕмĕ, ăнăçу асам пӳлĕмĕ, шанăç асам пӳлĕмĕ тата ытти те. Пурĕ çиччĕ вĕсем. Чăн та асамлă вĕсем. Килĕшӳ асам пӳлĕмне вăрçăнса кайнă юлташсем е арăмĕпе упăшки çӳреме кăмăллаççĕ. Унта пĕр сехет ирттернĕ хыççăн вĕсен хирĕçӳ туйăмĕ пач пĕтет, мĕн сăлтавпа вăрçăннине те, мĕн пайланине те манса каяççĕ. Ăнăçу пӳлĕмне вара ытларах купсасем килĕштереççĕ. Пӳлĕмре халăх ахаль лармасть — апатланаççĕ, канаççĕ. Хакĕ пысăк пулин те пӳлĕмсемпе усă курма кăмăллисен йышĕ пĕртте чакмасть, черет йышăнсах çӳреççĕ. Ăнăçу пӳлĕмне, сăмахран, уйăх малтан çырăнса хураççĕ тет.
Асам пӳлĕмĕсене каярах урăх ăстасем ытти хупахсенче те туса пăхнă тет, анчах Пилпайăнни пек хăватлă вăй çук имĕш вĕсен. Çавăнпа чапне ӳстернĕ те ĕнтĕ Исмет юлташĕ, çавăнпа ăна кунта алăпа йăтса çӳреме хатĕр те.
Вырăн йышăннă-йышăнман Исмет патне апат валеçекен хĕр вĕлтĕрттеттерсе пырса тăчĕ.
— Тайма пуç, Исмет тете, — салам сунчĕ вăл, хăна вырнаçса ларнă хыççăн, — сана валли мĕн илсе килем-ши?
— Çул хыççăн кăшт çыртса илни пăсмĕ. Мĕн те пулин илсе кил эппин.
— Кутамкки чăрмантармасть-и? Тен, ăна чăлана хурса ямалла?
— Э, çук-çук. Хамрах пултăр.
— Юрать апла. Анчах, каçар та, унтан тутлă мар шăршă кĕрет. Пирĕн кунта питĕ сумлă хăнасем пулкалаççĕ. Хальлĕхе вĕсем çук та тархасламăп, каярах вара, тархасшăн, ун пирки ан манăр, юрать-и? Унччен санăн ирĕкӳ.
— Ăнлантăм, хĕрĕм, — хĕр апат илсе килме утнăччĕ кăна Исмет ăна тытса чарчĕ. — Итле-ха, чиперкке. Эп кунта ĕçпе килтĕм. Пилпай чĕннипе. Вăт ăна эп кунтине пĕлтерсен пит аван пулĕччĕ.
— Вăл хăй те сана тахçантанпах кĕтет, — тавăрчĕ хĕр. — Эсĕ килсенех пире пĕлтерме ыйтсаччĕ. Сана кантăкран курсанах хуçа хăй пĕлтерме чупрĕ. Мана вара сана сăйлама хушрĕ.
Исмет хĕре тав турĕ те апат илсе килессе кĕтме пуçларĕ.
Апат çисе янă тĕле Пилпай та персе çитрĕ. Пĕччен мар тата, хăйĕнпе пĕрле тăватă çынна илсе килнĕ. Вĕсенчен виççĕшне Исмет паллать — пĕрре мар çулçӳревре пĕрле пулнă, пĕрре мар пĕрле мыскара курнă. Пĕри — Пилпай арăмĕ Ӳнерпи, иккĕмĕшĕ — апăс хĕр Сарсăлу, виççĕмĕшĕ — Куртей кăралçă. Çулĕсене пăхсан Куртей çеç Исметрен аслă — хĕрĕхсене çывхарать пулĕ çак юлташ. Ыттисем пурте — кĕçĕнрех. Çав шутра палламан каччă та.
— Салам Исмет! Тавах çитнĕшĕн! — çупăрласа илчĕ Пилпай хăй тусне. Аманнă аллине курсан ытамне çемçетрĕ, анчах суран пирки ыйтса тăмарĕ, юлташĕпе паллаштарасшан пулчĕ: — Паллаш, Саплăк.
— Э?
— Ячĕ ун çапла, — куларах пĕлтерчĕ Пилпай, — Атте-аннене тата ята суйламаççĕ теççĕ... Ăна вара çапли лекнĕ пулать. Вăл Куртей тăванĕ пулать, тепĕр майлă каласан хамăр çын.
Исмет хăйĕн ятне каласа леш çамрăка алă пачĕ.
— Эп кӳренместĕп ятшăн. Малтан саплăклă çӳренĕ, халĕ вара, патша кăралçине тухнă хыççăн, саплăклă мар ĕнтĕ. Ячĕ кăна юлнă, — терĕ вăл шӳтлесе.
— Ыттисене манман пулĕ? — ыйтрĕ Пилпай, юлташĕсемпе пĕрле сĕтел хушшине кĕрсе ларса.
— Çук ĕнтĕ. Апла, каллех, çулçӳрев?
— Çапла. Пĕр вырăнта ларса йăлăхтарсах çитерчĕ. Арăм та, хам та тунсăхласа çитрĕмĕр. Пулас ĕç — çăмăл мар. Анчах ун пирки кунта мар, каярах, çула тухас умĕн калаçса илĕпĕр.
— Пире те каламан-ха вăл, — пĕлтерчĕ Сарсăлу. Сăмах хушма тупăннă май вăл Исметĕн алли пирки те аса илтерес терĕ: — Аманнă аллуна пăхса илес мар-и? Сиплемелле пек туйăнать.
— Э, чăн та. Эс апăс пулнине мансах кайнă. Ак, пăхса ил-ха. Çул çинче пĕринпе тытăçса илме тиврĕ — алла самай касса ячĕ, шельмă.
Сарсăлу Исмет аллине сипленĕ май Пилпай малалла тăсрĕ:
— Пурĕ çиччĕн пулăпăр. Килĕшетĕн пулсан — улттăмĕшĕ эсĕ çитрĕн. Хирĕç мар пуль?
— Çук ĕнтĕ, сирĕнпе çула тухма эп ялан хатĕр. Ахаль чĕнмессе пĕлсех вĕçтерсе çитрĕм.
— Лайăх апла. Тата тепĕр çын килмелле те — пирĕн ушкăн пухăнчĕ теме те юрать.
— Çиччĕмĕшĕ кам вара? Хамир е Эстепе?
— Çĕнĕ çын. Иртнинче эсĕ унпа вăрçăнса кайнине шута илсе Эстепене хальхинче чĕнмерĕм. Хамир, шел те, пыраймасть. Унăн хăйĕн ĕçĕ. Икĕлэлте ăна валли темле вăрттăн ĕç тупса панă, ăна вĕçлемесĕр тухаймастăп терĕ. Вăл пырсан аванччĕ те, анчах май çук...
Сăйлакан хĕр пухăннисем умне сăра куркисем лартса тухиччен тăхтарĕ те Пилпай сăмахне малалла тăсрĕ:
— Ку ĕçре пире çăра таврашне лайăх пĕлекен, кирек мĕнлине та уçма пултаракан ăстаçă кирлĕ пулать. Çавăнпа эп хамăрпа пыма пĕр пĕлĕше чĕнтĕм. Кĕçех вăл та çитме кирлĕ.
— Кам вара вăл?
— Илтнĕ те пуль-ха эс, Исмет, ун пирки. Ямпай ятлă. Хăй пеккисем хушшинче самай паллă çын.
Ку сăмахсем уяр кун аçа çапнă евĕрех илтĕнсе кайрĕç хăнашăн.
— Я-яммпай? Килмелли, çынни паллă вăрă Ямпай-и?
— Ан пăшăрхан, ачи лайăх вăл. Шанчăклă çын.
Исмет ирĕксĕрех ĕнсине хыçкаларĕ. Ĕнерхи пăтăрмахсене аса илчĕ: арçури аташтарни, çул тупни, вăрă ушкăнĕн кăвайчĕ... Малтан ырă тесе шутланă ĕç-пуç урăхла çаврăнса тухрĕ иккен. Ырра мар çав арçури аташтарни. Ырра мар. Усал вăл ырă ĕç патне ертсе тухас çук...