Тавах, туссем!
Эсир пурри — телейĕм.
Сире курсан ман чунăм
уçăлать.
Ăçта такăнасса мĕнле пĕлейĕн?
Юлташ туять те инкекрен çăлать.
Чи ăша камал, чи шевлеллĕ çутă —
Ман тусăмсен пехилĕ те парни.
Пĕрле чухне сулмаклăрах пек утăм,
Çулталăкнех пырать пек Çăварни.
Çапах та хытăрах хăвран ыйтатăн:
Мĕн турăм эп туссемшĕн пурнăçра?
Илтĕм нумай, хамран мĕнех-ши патăм,
Туссем мана тытаççĕ-ши асра?
Çул иртнĕçем йывăртарах çак шухăш:
Васкасчĕ çынсене телей кӳме.
Кама эп парăмлă, хăюллăн тухăр
Пĕр хĕрхенмесĕр, вирлĕн питлеме.
1996, раштав