Чӳрече каррисем чăлт-шурă. Кашни кантăкĕнчен урамалла ытарайми хитре чечек куçĕсем йăлкăшса пăхаççĕ. Чĕкеç йăви пек çавăрнă çак кервен кил-çуртра таса та типтерлĕ çынсем пурăннине таçтанах сисетĕн. Шала кĕрсе курма чун туртать. Чечек пур çĕрте пылĕ те пур, тенĕ ваттисем. Чухламалла-ха, ку сăмаха ытарлăрах каланă ĕнтĕ. Кашни çыннăн, хăйне кура телейĕ, хăйне кура — хуйхи-суйхи...
Кĕтерук аппа киле паян темшĕн питĕ тĕксĕм сăн-питлĕ таврăнчĕ. Сĕтел хушшинче урок вĕренсе ларакан Виктăр çакна çийĕнчех асăрхарĕ. Çавăн пек ĕнтĕ ашшĕсĕр ӳснĕ ывăл чĕри... Ытлашширех те сисĕмлĕ барометр темелле-и ăна, мĕн-и?!. Амăшĕ кăшт ассăн сывланине те туххăмрах туйса илет. Этем чĕринче куçа курăнман хĕлĕхсем пур-мĕн, Виктăрăн вĕсем уйрăмах çинçе, уйрăмах черченкĕ пулас.
Кĕтерук упăшкин амăшĕ — Униççе кинеми, «нихăш тухтăр та чухлайман» чирпе аптраканскер, пуçне алшăллипе кăшăлланă та кăмака çумĕнчи тăрăхла сак çинче ахлаткаласа-тĕлĕрсе выртать. Кинĕ алăкран кĕнине илтрĕ-ха вăл, анчах куçне уçса пăхмарĕ.
Каç пулса килнĕ вăхăт. Анакан хĕвелĕн юлашки йăмăх пайăрки сулахай стена çине чалăшшăн ӳкет. Чуна салхулатакан çутă.
Кĕтерук аппа пысăк çăм тутăрне салтрĕ те, мамăк пустарнă пиншакне хывса, алăк патĕнчи пăтана çакрĕ, кĕмсĕркке сăран аттине хыврĕ, кăмака çинчен кăçатă илсе тăхăнчĕ. Урисем хайхи сасартăк ăшăнса кайрĕç, канăçлăн сăрăлтатса илчĕç. Вăл, ним шарламасăрах, тĕпелти чăланалла иртрĕ. Пит çумалли савăта кăмака çинчи чугунран ăшă шыв ăсса ячĕ, аллине çурĕ. Кун каçиччен шăнса кӳтнĕ пӳрне сыпписем вара туртăнсах ырата пуçларĕç.
Кĕтерук аппа тĕпелти чӳрече умне пырса ларчĕ, хăйне нихçанхи пек мар ĕшеннĕн туйса илчĕ. Чăланта амăшĕ мĕн тунине лере, пысăк пӳлĕмри сĕтел хушшинче ларакан ывăлĕ курмасть, çапах та тем ырă мар иккенне сисет. Вăл урокне вĕренме те пăрахрĕ, кĕнеки çине ахаль çеç, ним тăна илмесĕр пăхса ларать.
— Анне, — терĕ Виктăр, пӳртри йывăр шăплăха текех тӳсеймесĕр, — эсĕ чирлемерĕн пуль те?
Амăшĕ шартах сикрĕ, анчах ывăлне лăплантарма васкарĕ.
— Çук, ывăлăм, чирлемен. Кăшт ывăнтăм çеç. Пӳртре каллех шăп. Кĕтерук аппа туртăнса ыратакан ăллисене сăтăркаллрĕ те чĕркуççи çине тӳртĕн тăса-тăса хучĕ. Хĕрарăмăнни пек мар пысăк алăсем. Кушăрханă тĕксĕм ӳт-тирĕ айĕнче шултра юн тымарĕсем тулса тăраççĕ, пӳрне сыпписем тăртанса хĕрелнĕ, хулăн чĕрнисем катăлса-чĕрпĕнсе пĕтнĕ. Кĕтерук аппа, аллисене чĕркуççи çинчен илмесĕрех, ал тупанĕсене çавăрса пăхрĕ. Кунта та, ĕмĕр якалса çуталми тенĕ пек, тĕксĕм йĕрсем выртаççĕ. Вĕсем темĕнле тӳрккессĕн çырнă саспаллисене аса илтереççĕ, саспаллисем вара, пĕр-пĕринпе сыпăнса, хуçисĕр пуçне никам та вулама пултарайман сăмахсем пулса каяççĕ. Мĕн каласа çырнă-ши çав ал тупанĕсем çине?
Малтанхи хут курнă пек, тĕлĕнсе, тимлĕн сăнаса, енчен енне çавăркаласа пăхать Кĕтерук аппа хăйĕн аллисене. Мĕн кăна тӳсмен-ши çак аласем, мĕн кăна туман-ши вĕсем? Анчах халĕ темшĕн-çке Кĕтерук аппана пачах та ăнсăртран пĕр япала аса килчĕ.
...Иртнĕ хĕлле вăл колхоз председателĕпе Çемен Федорович Изюмовпа районри пĕр канашлура пулнăччĕ. Вĕсен колхозĕ çултан-çул тухăçлă çĕрулми туса илет.
Кĕтерук аппа бригади вара ку тĕлĕшпе чăннипех пĕтĕм района тĕлĕнтерет. Тыррине те начар мар ӳстерет-ха вăл, юлашки виçĕ çул хушшинче гектартан пĕрре те çĕр пăтран кая илмен. Çапах та Кĕтерук аппан тĕлĕнтермĕшĕ — çĕрулми. Хайхи канашлура Изюмов юлташ «çĕрулми фронтĕнчи» çитĕнӳсемпе каçса кайсах мухтанчĕ, Кĕтерук аппа хăйне питĕ сăпайлă тытрĕ, председатель каппайнă пирки те хытах именчĕ. Хăй бригадин ĕçĕсем çинчен вăл, ытлашши сăмах вылятмасăр, питĕ кĕскен, çав вăхăтрах питĕ ăнланмалла каласа кăтартрĕ.
— Çĕрулми вăл, пĕчĕк ача пекех, çемçе те кăпăш вырăна юратать. Лайăх пăхсан — ӳсет, пăхмасан — пĕтет. Вăя хĕрхенмелле мар, çавă çеç.
Ыйтса пĕлес текенсем нумай пулчĕç. Кĕтерук аппа кашнинех уçăмлă явап пачĕ. Анчах районри паллă колхоз председателĕсенчен пĕри — йĕп чĕлхеллĕ Карасев чăн юлашкинчен тăчĕ те:
— Сирĕн çĕрулми нумай, пĕлетпĕр, анчах ăçта чикетĕр-ха эсир ăна? — терĕ, урпа пучахĕ пек шăртлă мăйăхне пĕтĕркелесе. — Тĕтĕмĕ пур — вучĕ çук, ĕни пур — сĕчĕ çук, сысни пур — ашĕ çук. Çĕрулми вăл сысна какайĕсĕр тутлах та мар.
Пĕр-икĕ тĕлте ихиклетсе кулнисем илтĕнкелерĕç. Акă пуçланчĕ вара. Пĕри тухса калать, тепри. Сĕт-çупа аш-какай тĕлĕшĕнчен Изюмов ертсе пыракан колхоз питех те кайра тăрать иккен. «Эсир çĕрулмипе услам кăна тăватăр, спекулянтсем эсир!» — текенсем те тупăнчĕç.
Яланах хĕп-хĕрлĕ çӳрекен Изюмов сăнĕ кĕл пекех кăвакарса кайрĕ. Çитменнине, райком секретарĕ Карамышев юлташ та ăна хӳтĕлемерĕ.
— Тĕрĕс калаççĕ юлташсем, — терĕ вăл, — хальхи вăхăтра пĕр çĕрулмипе кăна мухтанса ларма çук. Çĕрулмирен сĕт-çу, аш-какай тума вĕренмелле.
Канашлăва пуçа каçăртса кĕнĕ Изюмов каялла пуçа усса тухрĕ.
— Мĕн-и, йăпăрт кĕрсе апатланар мар-и? — пусăрăнчăк сасăпа ыйтрĕ вăл Кĕтерук аппаран. — Критикăпах тутă пулаймăн....
Кĕтерук аппа хирĕçлесе тăмарĕ. Вĕсем чайнăя кĕчĕç. Купăста яшки, катлет, пĕрер стакан чей. Изюмов умне вара çĕр аллă грамĕ те пырса ларчĕ.
— Ăшчике дезинфекци тумалăх, — терĕ председатель, шалта ларакан тĕксĕм куçĕсене мăч-мăч хĕссе илсе. — Пустуях тусан вĕçтереççĕ. Тупнă сăмах — аш çук, çук. Уншăн пирĕн колхозниксем укçаллă, сĕчĕ те пур вĕсен, çăвĕ те... Çуса ярар-ха критика тусанне.
Изюмов эрех стаканне тути патне илсе пынăччĕ кăна, Кĕтерук аппа ăна тӳрех аллинчен ярса тытрĕ.
— Кирлĕ мар, Семен Федорчă, ырă мар апла, — терĕ вăл хуллен çеç. — Çулĕ те пирĕн каçа хирĕç.
Председатель хăй аллине Кĕтерук аппа аллинчен вĕçертме хăтланчĕ, лешĕ тата хытăрах пăчăртаса лартрĕ.
— Охо, сан алă питĕ çирĕп-çке, — ирĕксĕртерех кулса ячĕ Изюмов, хулăн тутине пĕр еннелле чалăштарса. — Тимĕр пек... Кунашкал алла пырса лекме тур ан хуштăрах.
...Унтанпа ĕнтĕ çулталăк иртрĕ. Паян иккĕмĕш бригадăри хĕрсем путвалта çĕрулми суйларĕç, Кĕтерук аппа хăй те кунĕпех унта ĕçлерĕ. Хаваслă ĕç мар пулчĕ ку.
Иртнĕ кĕркунне çанталăк йĕпе-сапа тăчĕ. Колхоз пĕлтĕр çĕрулми нихçанхинчен те нумайрах лартнăччĕ. Кăларнă чухне питĕ васкамалла пулчĕ. Пĕринче çапла çумăр витĕрех ĕçлеме тиврĕ. Çав кун Кĕтерук аппа хăй бригадин пуссинче кăларнă çĕрулмине путвала хурасшăн марччĕ. Малтан лупас айĕнче типшĕртĕр, тепрер кунтан хамăрах тирпейлесе кĕртĕпĕр тенĕччĕ. Председатель итлесшĕн пулмарĕ.
— Мĕн лупас айĕ сире, кĕçех ак шăнтса лартать! — кăшкăрса тăкрĕ вăл.
Семен Федăрчă, яланхи пекех, ăшчикне «дезинфекци» тунăччĕ пулас, куçĕсем хĕсăнсе ларнăччĕ, аран-аран уçăлатчĕç. Тĕрĕссипе, юлашки вăхăтра вăл пур ĕç çине те хăма хушăкĕ витĕр тенĕ пек пăха пуçларĕ. Мĕн тăвăн? Пылчăклă çĕрулмине типпипе пĕрлех путвала тăкрĕç вара. Вăрлăх фончĕ те вĕсен çавăнтахчĕ.
Кĕтерук аппана ку япала кĕркуннеренпе пĕр канăç та памарĕ. Хĕле кĕнĕренпе вăл кладовщикпа пĕрле путвала темиçе хутчен те ана-ана пăхрĕ. Хайхи вĕсем леш йĕпелле кĕртнĕ çĕрулми пăч-пач çĕршĕне пуçланине асăрхарĕç те çийĕнчех суйлама шут тытрĕç. Шăпах эрне ĕçлерĕç Кĕтерук аппа бригадинчи хĕрсем, паян акă суйласа пĕтерчĕç, унтан, ревизи комисси председательне чĕнсе, акт çырчĕç. Çĕрулми пурĕ çичĕ центнера яхăн пĕтнĕ — 42 пăт. Пысăк тăкак. Анчах суйламан пулсан, путвалти пурлăх йăлтах пĕтме пултаратчĕ.
Хайхи инкеклĕ акта председатель патне илсе пырсан, лешĕ тилпĕрен çинĕ пек тилĕрсе кайрĕ.
— Мĕн тăватăр эсир? —хĕсĕк куçне чармакласа пăрахса кăшкăрчĕ вăл. — Мана тĕрмене хуптарасшăн-и? Пĕлетĕп, сисетĕп — паян манăн колхозниксем умĕнче отчет тумалла. Эсир мана шăпах çав кун ура хурса такăнтарасшăн. Çук, ĕç тухмасть! Нимĕн те тухмасть, этсемри! Хамăн пуçăма хам ирĕкĕмпех мăйкăçа кайса чикме... Э-э, çук! Кам айăплă? Кам çĕртсе янă? Суда! Суда паратăп! Пĕтĕмпех сиртен шыраттаратăп!
Вăл çавăнтах кӳсек пек тĕреклĕ хĕрлĕ кăранташ илчĕ те акт кĕтессине чалăшшăн чарлаттарса çырма тытăнчĕ. Правление çак ĕç пирки килнĕ ытти çынсемпе пĕрле сĕтел умĕнче тăракан Кĕтерук аппа тӳсеймерĕ, унăн алли председатель аллине хĕскĕч пек хĕстерсе лартрĕ.
— Тăхта, — терĕ Кĕтерук аппа шăппăн, — эс тăхта, ан васка! Пылчăклă çĕрулмине путвала кĕртме кам хушрĕ? Мантăн-им? Тата... Хăвна ху пĕрмай «дезинфекци» тăвакан çын, мĕншĕн эсĕ путвала дезинфекци тутарман? Тем чухлĕ каласан та, кирлĕ имçама илсе килтермерĕн. Мĕншĕн? Эх, эс те çав, «дезинфектăр»!
Кĕтерук аппа Изюмов аллине пĕррех аяккалла сирсе ывăтрĕ. Лешĕн кăвакарса кайнă ал тунийĕ çинче шултра пӳрне йĕрĕсем шап-шуррăн палăрса юлчĕç. Изюмов, тĕлĕкри çын сасăсăр кăшкăрнă пек, çăварне çеç карса пăрахрĕ. Чылайран тин тăна кĕрсе, вăл хăйăлти сассипе темĕнле çыхăнусăр сăмахсем кала пуçларĕ.
— Эсĕ... эсĕ... председатель çине алă çĕклеме? Эс, арсăр арăм, йĕвенсĕр... йĕвенсĕр кĕсре...
Халь акă килĕнче, тĕпелти чăланта ларакан Кĕтерук аппа правленире мĕн пулса иртнине тĕпĕ-йĕрĕпе аса илчĕ те, унăн тĕксĕм пичĕ тăрăх шултра куççуль тумламĕсем шуса анчĕç.
«Арсăр арăм...» Изюмов ăна çак сăмахпа хур туса кӳрентересшĕн иккен. Анчах кам айăплă-ха Кĕтерук çамрăклах упăшкасăр тăрса юлнишĕн? Вăл юратнă мăшăрĕнчен хăй ирĕкĕпе уйрăлман-çке-ха. Мăшăрлă пурнăç телейне вăл лайăххăн курса та ĕлкĕреймен. Вăрçă пуçланиччен пĕр çул маларах çеç качча тухнăччĕ. Вĕсем, Сантăрпа иккĕшĕ, пĕр бригадăрах ĕçлетчĕç. Сантăр жнейкăпа тырă выратчĕ, Кĕтерук ун хыççăн кĕлте çыхса пыратчĕ. Кĕçех Сантăра бригадира суйларĕç. Вăл Кĕтерук тĕрлесе панă кĕпепе çӳретчĕ. Сарлака та патвар хул-çурăмлă, хуп-хура куçлă та çап-çутă сăн-питлĕ йĕкĕт... Вăл хире тухсан — хир илемĕ килетчĕ, вăл ахăлтатса кулнă чух — çывăхри вăрман ян та ян янăраса каятчĕ. «Куç харшийĕ — хăнтăр, куçĕ — çăлтăр», — тетчĕ вăл Кĕтерука куçран тинкерсе пăхса. Çуркуннепе вĕсен ывăл çуралчĕ. Ăна вĕсем Виктăр ятлă хучĕç. Вара... тепĕр уйăхран вăрçă пуçланчĕ. — Сывă пул, Сантăр, чунăмçăм... Пĕр уйăхри ачине алла тытнă Кĕтерук уй хапхи умĕнче нумайччен тăчĕ. Кĕçех Сантăрпа пĕрле салтака каякан тантăшсен пуçĕсем курăнми пулчĕç. Юратнă Сантăр çав кун хăйĕн тăван ялĕпе, хăйĕн çамрăк арăмĕпе, хăйĕн пĕчĕк ывăлĕпе ĕмĕрлĕхех сывпуллашрĕ-мĕн...
Кăмăлне темле пытарма тăрăшрĕ пулин те, Кĕтерук аппа халĕ ĕсĕклесех макăрса ячĕ. Çав сасса илтсен, Виктăр малти пӳлĕмрен тĕпеле ыткăнса кĕчĕ.
— Анне, кам кӳрентерчĕ сана? — ыйтрĕ вăл чĕтренсе тухакан сасăпа. — Кала, кам кӳрентерчĕ? Эп вăл çынна халех...
Амăшĕ ура çине тăчĕ, пăтаран алшăлли илсе, питне шăлкаларĕ те куççуль витĕрех йăл куланçи пулчĕ.
— Эх, ывăлăм, ытла та çамрăк-ха эсĕ, — терĕ вăл, аллине Виктăрăн пуçĕ çине хурса.
Саккăрмĕш класра вĕренекен Виктăр пĕвĕпе кăшт ашшĕне аса илтерет, анчах унăн хулĕсем хытанкарах та тĕрексĕртерех-ха. Сăнĕ вара амăшĕн, «куç харшийĕ — хăнтăр, куçĕ — çăлтăр» тенĕ пулĕччĕ ăна ашшĕ.
— Ывăлăм, сан урок вĕренмелле, эп сана чăрмантартăм пулас, — ăнсăртран килсе тухнă куççулĕшĕн именнĕ пек каларĕ амăшĕ. — Эс ларах, урокна вĕрен, эпĕ апат хатĕрлем.
— Вĕренсе пĕтертĕм ĕнтĕ, — кăмăлсăртараххăн каларĕ ывăлĕ. — Эс ан макăр, анне. Эс макăрсан, манăн мĕн вĕренни йăлтах пуçран тухса ӳкет.
Виктăр ачашланма юратмасть. Анчах çак самантра ун пуçĕ çинчен хулпуççийĕ çинелле ерипен аннă пысăк алă — амăшĕн алли — ăна мамăк пек çемçе туйăнса кайрĕ. Виктăр, хăй сисмесĕрех, амăшĕн кăкри çумне пăчăртанчĕ. Вăл амăшĕпе пĕр танах иккен. Кĕтерук аппа çакна халĕ малтанхи хут асăрхарĕ. «Ĕнтĕ манăн та пурнăç тĕрекĕ пур, шанчăкăм пур», — тесе шухăшларĕ вăл.
Лери пӳлĕмрен амăшĕ канăçсăррăн йынăшни илтĕнчĕ.
— Кинĕм, пĕр курка вĕри чей ĕçесчĕ, кăкăрта пăр пек сивĕ, — терĕ кинеми, ахлаткаласа.
— Халех, анне, халех. Сăмавар лартам-ха. Сăмавар вĕресе тухнă çĕре вĕсем патне пĕр кĕтмен çынсем килсе кĕчĕç. Пĕри — райком секретарĕ Карамышев, тепри — виççĕмĕш бригада бригадирĕ, колхозри парторганизаци секретарĕ Николай Иванович Колюшкин.
Çывăх палланă çынсемех-ха вĕсем, çапах та Кĕтерук аппа чĕри темшĕн шикленнĕ пек пулчĕ. «Хайхи акт пирки мар-ши? — шухăшларĕ вăл хăй ăссĕн. — Çитменнине, хĕрарăм пуçăмпах председательпе харкашса илтĕм».
— Тархасшăн, каçарăр, — алăк патĕнченех сăмах хушрĕ райком секретарĕ, — вăхăтсăр чăрмантарса çӳретпĕр. Эсир, Екатерина Петровна, килте терĕç. Пирĕн калаçмалли пурччĕ.
— Килĕрех, килĕр, маларах иртсе ларăр, — хăюсăртараххăн чĕнчĕ Кĕтерук аппа. — Чăрмантарма — нимех те ĕçлеместпĕр-ха.
Карамышев — вăтам çулсенчен иртнĕ, лутрарах та çирĕп ут-пӳллĕ, тăваткалрах сăн-питлĕ çын. Куçĕсем çутă хăмăр. Çырă çӳçĕ лĕпке тĕлĕнчен чылаях сайралнă, сарлака çамки çинче çĕлĕк хĕрри хăварнă кĕрен йĕр палăрать, — тăвăртарах пулас çĕлĕкĕ... Калаçасса вăраххăн, сăмах вĕçĕсене тăсарах калаçать. Халĕ вăл, пӳртри çынсене алă панă май, Кĕтерук аппа аллине тытрĕ те хăй ăшĕнче: «Ку пултармалла-а-а!» — терĕ. Кĕтерук аппа та тем сиснĕ пек пулчĕ, райком секретарĕ унăн аллине кăшт ытларах тытса тăнăн туйăнчĕ. «Председатель каласах панă пулмалла паянхи ĕç çинчен...» — çиçĕм пек çиçсе илчĕ пуçĕнчи шухăшĕ. Анчах çав шухăша Николăй Иванович Колюшкин, хăй пĕлмесĕрех, хăвăрт сирсе яма пулăшрĕ.
— Санăн, Кĕтерук тусăм, аннӳ чирлĕ, терĕç, — тӳрех пуçларĕ вăл. — Килте чирлĕ çын пур чухне ман хамăн ĕçре чун канăçĕ çук. Санăн та çаплах пулма пултарать. Паян Шупашкартан таврăнтăм. Унта акă лимон, апельсин, панулми тупса илтĕм. Тĕлĕнмелле, хулара хĕл тĕсĕ те çук тейĕн. Пасарĕнче тем те пур. Кĕтмелне те, чие çырли пек, ещĕкĕ-ещĕкĕпе сутаççĕ. Этеме витамин кирлĕ. Чирлĕ çыншăн вăл — ай-яй-çке паха! Аннӳне лимонпа чей ĕçтер-ха.
Николай Иванович Кĕтерук аппа аллине хаçатпа чĕркенĕ чылай пысăк çыхă тыттарчĕ. Кăмака çумĕнчи тăрăхла сак çинче выртакан Униççе кинеми пуçне çĕклерĕ те тĕссĕр кăвак куçĕсене сиввĕн чалхăртса пăхрĕ Кинеми Колюшкина кăмăлласах каймасть. Лешĕн килти лару-тăру ăнăçса пымасть иккен. Арăмĕ, вăрçă хыççăн таçти çичĕ ютран «ерсе килнĕскер», нумай та пурăнмарĕ, урам тăрăх якăлтатса çӳрерĕ-çӳрерĕ те пăрахса тарчĕ. «Ятсăр якăлти» тетчĕç ăна ялта. Униççе кинеми кинне кĕвĕçет, кинĕ пĕр-пĕр çынна киле кĕртесрен хăрать вăл. Ывăлĕ вăрçăра пĕтнĕренпе ĕнтĕ вунпилĕк çул иртрĕ. Кинĕ унталла-кунталла пăхкалани халиччен сисĕнменччĕ-ха. Çапах та сыхланни чăрмантармасть. Пĕр-пĕр ханттар килсе кĕрсен — пĕтрĕ вара кинеми пурнăçĕ. Çапларах шухăшлать Униççе кинеми. Хăйĕн кинĕ пекех бригадирта ĕçлекен Колюшкина та вăл çавна пулах шанмасть, лешĕ кинне «Кĕтерук тусăм» тесе чĕнсен, кинеми чĕри мăка çĕçĕпе каснă евĕр ырата-ырата каять. Халĕ те, авă, «çак ăнман урçа» темле парне илсе килчĕ. Йăпăлтатать имĕш, хусах арăм умĕнче ырă пулма тăрăшать...
Колюшкин та карчăк шухăшне витĕрех курать. Курать те — сисмĕш пулать. Кĕтерук уншăн — ĕçри юлташ, хăй пекех бригадир. Вĕсен бригадисем пĕр-пĕринпе ăмăртаççĕ. Чăн та, Кĕтерук пек арăм тупас пулсан, Колюшкин савăннă çеç пулĕччĕ. Ватă мар-ха Кĕтерук, пӳ-сийĕ стайлă та патвар, сăнĕ-пуçĕ хĕр чухнехи пекех хитре, хура куçĕсем çеç хуйхăпа тарăнланнă, хăй кулнă чухне те кулмаççĕ вĕсем, салхуллă пăхаççĕ, кăмăлĕ вара питĕ уçă, ахальтен мар ăна ялта хăйĕнчен кĕçĕнреххисем те, аслăраххисем те аппа тесе чĕнеççĕ. Кĕтерук аппа. Кирлĕ çĕрте вăл тилхепене çирĕп тытать. Алли ленчешке мар.
Анчах Униççе кинеми тем шухăшласан та, унăн кинĕ питĕ сăпайлă çӳрет. Пурнăç такана çинчи шыв пек выляннине юратмасть. Хăй пек хусах хĕрарăмсем ун-кун калаçма тытăнсан, вăл тӳрех: «Вăрланă телей — телей мар», — тесе хурать. Хуйхи-суйхине ĕçре пусарма хăнăхнăскер, Кĕтерук аппа савăнăçне те ĕçрех тупма пĕлет. Тепĕр чухне çеç, киле таврăнсан, паянхи пек сарăмсăр йывăр шухăшсем кĕпĕрленсе килеççĕ. Çывăрма выртсан та куç хупăнмасть ун пек чух, ыйхă вĕçет, минтер витĕр вĕри куççуль сăрхăнать. Вутсăр çунакан çулăма никам та курмасть. Çапах та, çĕрлехи асапсенчен епле те пулин хăтăлас тесе, Кĕтерук аппа ытларах ывăлĕ çинчен шухăшлама, хăй чĕринче çĕнĕ ĕмĕтсем чĕртме тăрăшать. Унăн Виктăр пур-çке-ха, лайăх ывăл, ăслă ача.
Кĕтерук аппа хăнасем валли апат-çимĕç хатĕрленĕ хушăра Виктăр ним тума аптранипе амăшĕ патне пычĕ те:
— Эпĕ шкула каятăп, анне, — терĕ шăппăн. — Пирĕн драмкружок пулмалла. Фестивале хатĕрленетпĕр.
— Каях, кай, ывăлăм. Анчах ытла çĕрлене ан юл. Виктăр тухса кайрĕ. Кĕтерук аппа сĕтел çине чашкăрса пăсланакан сăмавар, ăшаланă çăмарта, тулли пыл савăчĕ лартрĕ, паян пĕçернĕ кăпăш хăпарту касса хучĕ.
— Ан чăрманăрсам, Екатерина Петровна, — терĕ Карамышев, çакна курсан. — Кĕтмен хăна — тăкак кăна. Эсир, ав, Униççе кинемине чей ĕçтерĕр. Эпир чăнласах ун сывлăхне пĕлме кĕтĕмĕр.
— Хăналамалли пирĕн нимех те çук ĕнтĕ, ялти пек, — хуравларĕ Кĕтерук аппа, йăл кулса илсе. — Анне, кил, тăрса чей ĕç.
Униççе кинеми хăнасем умĕнче ахлатмасăрах вырăн çинчен тăчĕ те тĕпелти чăланалла иртрĕ.
— Эс мана, кин, чейне кунта пар, — терĕ вăл, яланхи пекех, мăкăрти сасăпа. — Улпут майри мар, пырĕ карчăка.
Карамышевпа Колюшкин пĕр-пĕрин çине пăха-пăха илчĕç. Шарламарĕç. Райком секретарĕ тахçантанпах ĕнтĕ пӳрт ăшчиккинчи япаласене сăнаса ларать. Пур çĕрте те тирпейлĕ алă сисĕнет иккен. Чӳрече каррисем чăлт-шурă, вĕсен аялти хĕррисене çăмăл тĕрĕсем тĕрлесе, вĕçĕнчен вĕтĕ-вĕтĕ чĕнтĕр тыттарнă. Сĕтел çинчи клеенка айĕнчен шурă елме сарнă, елме хĕррисене те чĕнтĕр тытнă, кĕтессисене тĕксĕмрех кĕрен çиппе хитрен тăваткăлласа тĕрленĕ. Малти икĕ чӳрече хушшинче сарлака хашакаллă кантăк айне пуçтарса тирпейленĕ сăн-ӳкерчĕксем курăнса тăраççĕ, вĕсенчен çӳлерех — пысăк мар тĕкĕр. Тĕкĕрпе сăнӳкерчĕксен хашакисем çине каллех тĕрĕллĕ те чĕнтĕрлĕ çăмăл алшăллисем уртса янă. Алăкран кĕрсенех, сулахай кĕтесре, çутă кĕмĕл пуçлă пысăк кравать ларать. Ăна та чĕнтĕрлĕ çивиттипе витнĕ, пĕр-пĕрин çине кăпăшкалатса хунă минтер пичĕсене те вĕттĕн-вĕттĕн тĕрлесе чечекленĕ. Шап-шуррăн курăнакан пӳрт урайне килте тĕрлĕ тĕслĕ çитсă татăкĕсенчен тĕртсе тунă палассем сарнă, вĕсем кĕрхи вăрманти çулçă тăкăннă сукмаксене аса илтереççĕ.
Ырă хуçа кăмăлĕшĕн райком секретарĕпе колхозри парторганизаци секретарĕн сĕтел хушшиие лармаллах пулчĕ.
— Çавă çав, Кĕтерук тусăм патне лексен, хăвартах хăтăлса тухма çук вара — терĕ Колюшкин, чакăр куçне çамрăк йĕкĕт пек выляткаласа. — Чим, эсĕ Униççе кинемине чей çине лимон ярса патăн-и?
— Патăм-ха, патăм, — кунта Кĕтерук аппа сасартăк тем аса илнĕ пек пулчĕ те, пуканĕ çинчен хăвăрт тăрса, чăланалла кĕчĕ. Кĕçех вăл икĕ пĕчĕк алшăлли илсе тухрĕ. — Çаксене чĕрçийĕре пăрахса ярăр-ха, таçта пыл тумланĕ, çипуçăр вараланĕ, — терĕ вăл.
Карамышев алшăллине чĕрçине хумарĕ, алла тытрĕ те унăн тĕррисемпе чĕнтĕрĕсене çавăра-çавăра пăхма пикенчĕ.
— Паçăртанпах сăнаса ларатăп-ха, — терĕ вăл шухăша кайнăн. — Кам алли тĕрленĕ-ши çаксене, кам чĕнтĕрленĕ-ши?
— И-и, тупнă калаçмалли, — аллине çеç сулчĕ Кĕтерук аппа. — Аппаланатăп çав хушăран. Мĕн манăн — пĕччен хĕрарăмăн... Çĕрĕсем вăрăм... Мĕнпе те пулин йăпанмаллах ĕнтĕ. Ывăл мана тĕлĕнтермĕш кĕнекесем вуласа парать, эпĕ итлетĕп, итленĕ май йĕп тиркелетĕп. Çук çав, çамрăк чухнехи мар, алăсем хытрĕç.
— Ай, çу-ук, Екатерина Петровна, ан калăр, — пуçне пăркаларĕ Карамышев. — Сирĕн килĕрти япаласем мана тĕлĕнтерсех пăрахрĕç, шухăша ячĕç. Хĕрарăм алли!.. Шутласа пăхăр-ха, мĕн кăна тумасть вăл çут тĕнчере!.. Ачине чăпăл туса пиелет, кĕпине çĕлет, кăмакине хутать, чустине çăрать, килйышне апат пĕçерсе çитерет, ĕнине тухса сăвать, выльăх-чĕрлĕхне пăхать, чашăк-тирĕкне çăвать, ĕçе те арçынпа танах тухать, ĕçрен таврăнсан та — уншăн канăç çук. Кил-çуртне хăтламалла, урайне çумалла. А тата вăрçă вăхăтĕнче? Мĕн кăна тумарĕ хĕрарăм алли! Трактор аврине çавăрма вăйĕ çитмест — иккĕн-виççĕн вĕрен кăкарса çавăраççĕ. Тылра государство тĕрекĕ хĕрарăм хулпуççийĕ çинче тытăнса тăчĕ тесен те йăнăш пулмасть. Ылтăн алă!.. Тĕррине те тĕрлет, чĕнтĕрне те чĕнтĕрлет. Пĕр сăмахпа, тĕнчене чун кĕртет, илем кӳрет.
— Эсир, Алексей Павăлч, капла хĕрарăма пĕлĕте çитиех çĕклерĕр, — хĕр чухнехи пекех шăнкăртатса кайрĕ Кĕтерук аппа кулли, сăнĕ те çамрăкланса çуталчĕ. — Мĕн тăвăн, хĕрарăмăн шăпи çавă ĕнтĕ.
— Çăмăл мар шăпа, — хушса хучĕ Колюшкин. — Эпир çакна çулсерен пĕрре хĕрарăм кунĕнче çеç аса илетпĕр.
— Чимĕр-ха, эсир мана ăнлансах çйтереймерĕр пулас, — терĕ райком секретарĕ, чăннипех пăлханса çĕкленнĕ кăмăлне пытараймасăр. — Хĕрарăм ятне пĕлĕте çити мар, хĕвел патне çитиех çĕклемелле. Хĕрарăм — ача амăшĕ, этемлĕх амăшĕ, тĕнче мухтавĕ. Хĕрарăм алли, мĕнле калас, ачаш та вăл, хытă та...
— Çапла, паян пĕри евитлерĕ-ха кун пирки, — сăмах май тĕртсе хучĕ Колюшкин.
Кĕтерук аппа çӳçеннĕ пек пулчĕ. Карамышев çакна сисрĕ те Колюшкин çине чалăшшăн пăхса илчĕ.
— Тĕрĕс, кирлĕ пулсан, хĕрарăм алли хытă та, — терĕ вăл сăмаха шӳтелле çавăрма хăтланса. — Çирĕп ан тыт-ха пире, арçынсене, кĕçех унталла-кунталла пăрăнма пăхатпăр. Чайнăйне — чей ĕçме, магазина — пуш кĕленче леçме.
Вĕсем виççĕшĕ те кулса ячĕç.
Тĕттĕмленсе килчĕ. Урам енчи чӳречерен тахăшĕ хыттăн шаккарĕ.
— Кĕтерук аппа, пухăва!
Хăнасем сĕтел хушшинчен тухрĕç, Кĕтерук аппама тав турĕç.
— Паян отчетпа суйлав пухăвĕ. Эсир манман-и, Екатерина Петровна? — сăмах çукран тенĕ пек ыйтрĕ Карамышев.
— Ăна манман-ха...
— Пĕркун райкомра калаçнă шухăш пирки мĕнле?
— Ах, Алексей Павăлч, йывăр мана питĕ... Ăсăм та, халăм та çитеймĕ...
Тĕпелти чăланран Униççе кинеш пуçĕ курăнса кайрĕ. Куçĕсем йавашланнă хăйĕн, сăнĕ кăмăллăрах курăнать.
— Эх, ывăлăмсем, — терĕ вăл, аллине чĕри тĕлне тытса. — Тавтапуçах сире. Кĕтерук пăр пек сивĕ тăратчĕ. Ăшăнчĕ, çемçелчĕ. Çав хула çимĕççиех пулăшрĕ тем. Тавтапуçах ĕнтĕ, тавтапуçах. Сăра тăваймарăмăр ку яхăн. Хам арантарах çӳретĕп те. Тепĕр чух килсе ларăр. Тен, сăри те тупăнĕ.
— Сăри пиртен тармĕ-ха вăл, эс, Униççе кинеми, ху хăвăртрах сывал, — терĕ Колюшкин. — Леш хула çимĕççине татах кӳрсе килĕпĕр. Хĕрхенсе ан тăр. Ир те, каç та лимонпа-панулмипе чей ĕç. Паттăр пул, кинеми!
Карамышевпа Колюшкин маларах тухса кайрĕç. Кĕтерук аппа сĕтел пуçтаркаласа юлчĕ.
— Нумай тытăнса тăмăп, часах пырăп, — терĕ вăл...
Шавлă пуху пулчĕ кĕçĕр. Изюмов хăйĕн докладне темле хăпартланса, аллисемпе тем тĕрлĕ хăлаçланса турĕ пулин те, ăна пĕр-икĕ ыйту парсах йĕп-йĕпе тара ӳкерчĕç. Чи малтан çулла ĕне кĕтĕвĕ пăхакан Михаля мучи ыйту пачĕ:
— Пирĕн Çемен Хветĕрччĕ супăнь хăмпи яма ăçта вĕреннĕ-ши? — терĕ вăл.
Клубра кулă кĕрлесе кайрĕ. Сăмах мĕн пирки пынине пурте ăнланчĕç, пĕр Изюмов кăна, ним тавçăраймана персе, хĕсĕк куçĕсене мăчлаттаркаларĕ те ура çине сиксе тăчĕ.
— Кунашкал ухмахла ыйтусене ответ памастăп! — тесе кăшкăрчĕ вăл.
Çынсем каллех кулаççĕ. Президиумра ларакан Карамышев та тӳсеймест, анчах вăл пуçне пĕкет, тутине ал тупанĕпе хуплать. Хăйне те ытла аванах мар ăна. Колхозниксем пухура çавнашкал ыйтусем параççĕ пулсан, ку вăл, хĕрĕме калам та кинĕм илттĕр тенĕ пек, райкома та пырса тивет. Колюшкин чăн хыçалти кĕтесре ларать. Ăна паян президиума суйламарĕç. Унăн та çамкине пăчăр-пăчăр вĕри тар тапса тухрĕ.
Пухура калаçакансем нумай пулчĕç, анчах хăйсен тăван колхозне ытлашши хурласа тăкакансемех тупăнмарĕç. Колхоз çĕрĕ аслă, вăрманĕ пур, шыв-шурĕ те ирĕк. Ĕçле кăна!... Колхозниксене начар ĕçлеççĕ теме те çук. Çулсерен лайăх тырпул илеççĕ, патшалăха та параççĕ, ĕçленĕшĕн те аванах тухать — тырри те, укçи-тенки те! Уйрăмах çĕрулми пысăк пайта кӳрет. Çулсерен ăна пăрахутпа кăнтăралла ăсатса, колхозниксем çурт çавăрмалăх та, çипуç туянмалăх та укçа тупаççĕ. Çак ĕçпе Изюмов хăй те час-часах «командировкăна» кайкаласа килет. Ав, мĕнешкел пӳрт лартрĕ!
Пӳрчĕ пултăр-ха вăл, анчах ял çинелле тӳртĕн пăхса ан лартăр: «Ха, еплерех эпĕ! Сирĕн йышши мар!» — тенĕ пĕк.
Пухури калаçăва Кĕтерук аппа та хутшăнмасăр тӳсеймерĕ.
— Пирĕн колхоз урапи хăяккăн кусса пырать, — терĕ вăл. — Хăлтăр-хăлтăр-хăлтăр... Ни мала тухаймасть, ни кая юлмасть. Ку тĕлĕшпе Изюмов юлташăн хăйĕн шухăшĕ пур: малтисенчен ытла нумай ыйтаççĕ, кайрисене хĕртеççĕ, вăтаммине тивмеççĕ имĕш. Тепле çивĕч пуртă та хăй аврине касмасть тенĕ пек, пирĕн председатель кунта хăйĕн пĕр кăлтăк-сăлтăкне асăнмарĕ. Вăл малтан чиперех ĕçлетчĕ-ха, халĕ колхозшăн мар, ытларах хăйшĕн тăрăша пуçларĕ. Тата алли кукри пĕрмаях пыр еннелле. Куçĕ те курми пулчĕ. Çын ĕçпе хуçăлмасть, ĕçкĕпе хуçăлать. Хăй çаплах каппаять. Унăн яланах пурте хатĕр: хăмăчĕ — Хусанта, лаши — пасарта. Акă эпир çĕрулми нумай тăватпăр, выльăх-чĕрлĕхе выçлă-тутлă усратпăр.
— Вăт-вăт, бригадир юлташ, эсир çĕрулми епле çĕртнине халăха каласа пар-ха, — сасартăк тĕртсе хучĕ Изюмов.
— А-а, ăна-и? Спаççипă аса илтернĕшĕн. — Кĕтерук аппа хайхи паян правленире пулса иртнĕ мыскара пирки тĕпĕ-йĕрĕпех каласа кăтартрĕ. — Çитет тӳссе! — терĕ вăл юлашкинчен, вара пысăк аллине Изюмов еннелле сулчĕ те хăй вырăнне кайса ларчĕ.
Пурте райком секретарĕ мĕн каласса кĕтрĕç. Анчах Алексей Павлович нумаях калаçмарĕ.
— Пирĕн Изюмов юлташ дезинфекци тума юратать, — терĕ вăл хуллен çеç. — Паян ăна чăн-чăн дезинфекци тума кирлине пурте куртăмăр.
Пухури халăх пĕр харăс алă çупса ячĕ.
Колхозниксем, пĕр-пĕринпе малтан ним калаçса татăлмасăр, пĕрле шут тумасăр пухăва килнĕскерсем, пурте пĕр шутлă пулса, председателе Кĕтерук аппана суйларĕç.
— Хĕрарăм алли тасарах, — терĕ Михаля мучи, алăк патнелле утнă май, пысăк мулаххайне нăк çеç пусарса лартса.
Парторганизаци секретарĕ Колюшкин Изюмов пирки ĕç çапларах килсе тухасса пĕлнĕ-ха, анчах Кĕтерук аппа пирки халăх кун пекех пĕр кăмăллă пуласса кĕтмен. «Халăх шухăшне витĕрех курмастпăр-çке, — терĕ вăл хăй ăшĕнче. — Пĕр ялта пурăнатпăр, пĕрле ĕçлетпĕр, пĕр-пĕринпе хутшăнатпăр, камăн чĕри мĕнле тапнине илтместпĕр». Вăл ним калама аптраса тăракан Кĕтерук аппа патне пычĕ:
— Председателе суйланă ятпа ырă сунатăп, Екатерина Петровна.
Кĕтерук аппа хирĕç сăмах тупса калаймарĕ. Унăн куçĕ-пуçĕ сапаланнă, сăнĕ шуралнă. Вăл пуçне пăркаларĕ те хăвăрт урамалла тухса кайрĕ.
— Ларса та макăрăн-ха — терĕ Изюмов, сăмахĕсене шăл витĕр сăрхăнтарса. — Çынна путарма питĕ çăмал. Анчах...
— Эс, Изюмов юлташ, хăвна хăвах путартăн, — çийĕнчех татса хучĕ райком секретарĕ.
— Çапла пултăр, сывă пулăр, — Изюмов сĕтел çинчен хучĕсене пуçтарчĕ те клубран хăвăрт çеç тапса сикрĕ.
Карамышев хăй Кĕтерук аппапа калаçма ĕлкĕрейменнишĕн пăшăрханчĕ. «Юрĕ-çке, ыран ирхине тĕл пулăпăр, — шухăшларĕ вăл ĕшенчĕклĕн. — Кĕçĕр пăлханмаллисем ахаль те нумай пулчĕç».
— Куртăн-и, Колюшкин юлташ, — кăшт кулкаласа ыйтрĕ райком секретарĕ хăй патне пынă Николай Ивановичран, — колхозниксем еплерех ăс пачĕç пире? Изюмов пирки ыйтăва тахçанах татмалла пулнă.
— Халăх шухăшне сисеймерĕмĕр пулас çав... Вĕсем клубран чăн кая юлса тенĕ пек тухрĕç.
...Пĕр харăсах тем тĕрлĕ шухăш та капланса килнипе куçĕ-пуçĕ алчăранă Кĕтерук аппа хăйсен кил хапхи умне епле çитсе тăнине те сисеймерĕ. Хапха умĕнче чарăнчĕ.
Урам тăрăх нӳрлĕ ăшă çил вĕрет, çанталăк çур еннелле туртăннине систерет. Ура айĕнчи юр пĕр вырăнта тăнă майăнах нăтăртатса пусăрăнать, пирченет.
Кĕтерук аппа ял çинелле çаврăнса пăхрĕ. Вăхăт çур çĕрелле çывхарнă пулмалла, тен, иртсе те кайнă. Анчах электростанци ĕçлеме чарăнман-ха. Пухăва пула чарман ĕнтĕ ăна. Урамри юпасем çинче те, колхозниксен килĕсенче те çутăсем ялкăшаççĕ. Çынсем тин çеç пухуран таврăннă, паллах, кашни килте кĕçĕрхи ĕçсем пирки калаçаççĕ, клубра пуçланнă пуху колхозниксен килĕсенче малалла пырать. Ял халăхĕ хăйĕн пурнăçне Кĕтерук аппа аллине шанса пачĕ — хĕрарăм аллине.
— Вăйăм çитĕ-ши? — хăйĕнчен хăй пăшăлтатса ыйтать Кĕтерук аппа. — Эх, манпа юнашар Сантăр пулсанччĕ...
Вăл хăйсен кантăкĕ çинелле тинкерчĕ. Пӳртре çутă. Чăлт-шурă чӳрече карри çине Виктăр пуçĕн мĕлки ӳкнĕ. Мăнтарăн ывăлĕ, çаплах ларать иккен, амăшне кĕте-кĕте пĕр-пĕр тĕлĕнтермĕш кĕнеке вулать-тĕр...
— Ывăлăм, — терĕ Кĕтерук аппа, пырне капланса килнĕ куççульне çăтса. — Ытах мана питĕ йывăр килсен, аннӳ алли сан хулпуççи çине тĕренĕ. Эс ĕнтĕ пĕчĕкçĕ мар. Юнашар утăн, аçу вырăнне пулăн, пĕрле утăпăр.
Кĕтерук аппа лăпланчĕ, килне вăл халиччен пулман çĕнĕ кăмăлпа кĕчĕ.