Эп тетĕм пӳлĕмре пĕччен
Тесе шутларăм, куç курманнипе
Ларма тивет çутăличчен,
Такăнасран, хăю çитменнипе.
Çутта пăвать хура чаршав.
Çук уçăмлăх, веçех арпаштарса,
Тăллать ал-урана чăрмав,
Хăй тимĕр тыллине алхастарса.
Пикентĕм кĕрешме темпе
«Усал», — тесе çак тĕттĕм пӳлĕмре.
Курма май çук сăнне-питне,
Лăскатпăр пĕр-пĕрне хирĕçӳре.
Курманччĕ эп кун пеккине.
Епле курас çумра кам тăнине?
Вăл та курмасть кам çумрине,
«Усал», — тесе чышать çумри енне.
Чăрмав чухлать чаршав ĕçне,
Çутта çеç сӳнтерсен вăйланнине.
Веçех парать: чулне, хĕçне,
Суя сăмах, ватма тĕрĕссине.
Юрав юррисене кĕтет,
Мухтавлă пылакпа сĕрет,
Итлемесессĕн — чĕпĕтет,
Палăрмалла çамкисене чĕрет.
Çут çулăмăн палли пулсан
Чăрмав хăратĕ тем пек пуласран.
Юри варлать, чышать хыçран
Кăвайт çути чăна палăртасран.
Хăю пулсассăн чунунта
Шыра меслет çак чăрмава сирме.
Этеплĕхе тыт асунта,
Тупта пăлӳ шар-усала çĕнме.
Çак тĕттĕм пӳлĕмре çурта
Кашни çутсассăн хăйĕн ăсĕпе
Чăрмавĕ сырĕ çăпăта,
Çут хăватран вăл тарĕ сиккипе.