Пĕл çакна: сăлтавсăр шухăшна
Ан васкат, ерĕхтерсе ярса.
Пĕр сăлтавсăр хытă сăмахна
Ан хăйра, хăвнах яран касса.
Ах, епле касать-çке сăмаху.
Туйăм аллинче халь ырату.
Ал параймăп — пулĕ çухату...
Тен, шутлатăн пуласса тарçу
Е хăратăн пуласран хуçу?
Тата мĕн шутлатăн шухланса,
Чăн пулманнине тарăхтарса?
Ăш сăмах каланĕ-шм савса
Манăçса, ачаш ыталанса?
Ырату упрайĕ-ши халне,
Юрату чĕртмелĕх тунсăхне?
Пĕр алпа ик алă ытамне
Тивĕçтерĕ-ши хаваслăхне?
Шанчăка, тархасшăн, ан вакла,
«Юри çеç», — тесе те ан шутла.
Шӳт сăмах пулать вăл кулăпа,
Шăнкăравлă, уçă сăмахпа.
Санăн сăмаху тăллать алла.
Халь епле хăвнах ыталама
Кичемрен кĕрнеклĕн сыхлама
Эп пултарăп? Чунăм, шухăшла!