Ахăлтатса кулатăн алхасса,
Тен, юриех чараксăр е манса?
Улталанса таптатăн шанăçна,
Йĕкĕлтесе тăраслăн шăпуна.
«Телей» — тесе сăлтавсăр васкаса
Шырарăн эс, тăмасăр упранса.
Управлăх туйăмне вăркăнтарса,
Пĕркенчĕкне варларăн такăнса.
Айван...
Те ĕнентернĕ, те ăсу пулман?
Пиçмен çырлан çителĕксĕр пылак.
Астутарсан та вырăна хуман, —
Йӳне хаклатăн-çке, халь тин — чăмлак.
Хĕвелĕ...
Çупăрласассăн та чĕрĕлмĕ
Упраманскер, çеçкелĕх тунине
Çурсассăн вăхăтсăр — сиенлĕ,
Çителĕксĕр чиперлĕх туйăмне.