Сурăм ялĕ тесессĕн
Пурте лайăх пĕлеççĕ,
Чăваш Сурăм салинче
Пухă пулать тееççĕ.
Çулла, утта тухиччен,
Хĕрӳ ĕç пуçланиччен
Сурăм пуххи уявне
Пуçтарăннă чăвашсем.
Таврари тăван-пĕтен
Пухăнсассăн пĕр йышпа
Така пусса шӳрпепе
Сăйланаççĕ кăмăлпа.
Сурăм ялĕ кĕр те кĕр
Кĕрлет уяв сассипе,
Купăспала параппан
Ăмăртаç пĕр-пĕринпе.
Аслă урам варринче
Ача-пăча хĕвĕшет,
Хитре пысăк круççельпе
Вĕсен çаврăнас килет.
Шурă тумлă хĕрĕсем
Алран-алла çавтăнса,
Урам тăрăх ярăнса
Утаç шурă акăшла.
Ытарма çук хĕрĕсен
Кĕпи арки чĕнтĕрлĕ,
Умне çакнă саппунсем
Йăлтах хитре тĕрĕллĕ.
Хĕрсем хыççăн каччисем
Пит маттуррăн утаççĕ,
Шухă чунлă йĕкĕтсем
Пикесене суйлаççĕ.
Хăш пики илемлĕрех,
Хăш пики-ши ĕçченрех,
Хăш хĕрне качча илсен
Пурнăç пулĕ хитререх?
Сурăм пуххи кĕр кĕрлет,
Урамĕпех çын утать,
Пĕлĕш-тантăш, хурăнташ
Пĕрне пĕри ал парать.
Килнĕ кунта савăнма
Аякри хурăнташсем,
Кашни çулах çак пухха
Пухăнаç пĕрле вĕсем.
Сурăм пуххи пит пуян,
Тем те туянăн кунта.
Премĕк, шушкă çыххипе,
Теттисем те пур тата.
Тăмран тунă шăхличсем
Шăхăртаç ав ачасем,
Урапаллă лашасем
Тĕкеç тата хăшĕсем.
Кашни кунта савăнать,
Юрлать, ташлать, калаçать,
Тахçан курман пĕлĕшпе
Туллин кăмăлне уçать.
Пухă шавлать те кĕрлет,
Хăй еккипе вăл пырать,
Анчах пăх-ха, каччăсем
Пĕр çĕрелле пухăнаç.
Акă кунта тăрантас
Килсе çитрĕ сиккипе.
Хĕрсен чĕри чăтаймасть,
Кăлт сикет хăранипе.
Тăрантаслă лашине
Хĕрсен ушкăнĕ енне
Ямшăк пăрчĕ тĕллесе,
Кам кирлине те пĕлсе.
Хĕрсем тăна ушкăнра
Пурччĕ маттур хĕр пике,
Савтепи тесен ялта
Пурте пĕлеç ун ятне.
Хĕр, чăн та, чиперскер,
Ытарма çук хитрескер,
Пур çĕрте те маттурскер,
Çав тер пултаруллăскер.
Ялти сарă каччасем
Çак маттур, чипер хĕре
Нумайăшĕ куç хывнă
Мăшăр тăвас ĕмĕтпе.
Анчах чипер Савтепин
Хăйĕн савни пур иккен,
Вăл юратнă чун варлин
Ячĕ Туйтирек иккен.
Маттур каччă Туйтирек
Вăйлă, çирĕп те хастар,
Кĕреш юман паттăр пек
Вĕри чунлă та патвар.
Ик çамрăк чун пĕр-пĕрне
Савса тахçанах пурнать,
Питрав иртсен кĕркунне
Туй тума та шухăшлать.
Тăпăр-тăпăр тăрантас
Хĕрсем панче чарăнчĕ.
Ик-виç маттур шухă яш
Хăвăрт çеç сиксе анчĕ.
Шăри-шари çухăрса,
Пĕр-пĕрне тĕккелесе
Хĕрсем чăл-пар аякка
Чупрĕç вĕсенчен тарса.
Çук, тартмарĕç йĕкĕтсем
Савтепие алăран,
Хурчăка пекех хĕре
Çулса илчĕç пилĕкрен.
Трантас кӳми çинелле
Йăтса хучĕç те хĕре
Никам курман-илтменле
Яра пачĕç сиккипе.
Çакна курса Туйтирек
Çитрĕ чупса хăвăртрах
Трантас тăнă çĕрелле
Çăлас тесе савнине.
Анчах çитме пулмарĕ
Çил çунат урхамаха,
Çилĕ килсе лăскарĕ,
Пӳлсе лартре кăкăра.
* * *
Шĕвĕш ялĕ — пысăк ял,
Аякранах курăнать,
Çакă ялти пĕр пуян
Кунта хуçа шутланать.
Арман хуçи Кавĕрле
Пĕртен-пĕр ывăлĕпе
Ял варринче, керменте
Пурнать улпут евĕрех.
Никамран вăл хăрамасть,
Никама та пăхăнмасть,
Пуçлăхсемпе пер кавар,
Пĕр çăвартан пурăнать.
Ывăлне, Кирилене,
Арман хуçи юратать,
Ывăлĕ мĕн хушнине
Йăлтах ашшĕ пурнăçлать.
Пĕртен пĕрех çак ывăл
Ачаш, кахал çитĕнет.
Кирек мĕн тусан та вăл
Ашшĕн хӳттине пĕлет.
Ӳссе çитсе яш пулса
Каçхине вăййа тухсан
Курать Кирле: Савтепи
Çав тери хитре иккен.
Куç хывса маттур хĕре
Шутлать каччă авланма,
Çавăнпа Питрав кунне
Вăрласа каять ăна.
Трантас пырать вĕçтерсе
Симĕс улăх варрипе.
Йăмра ларать сарăлса
Ансăр çулăн хĕррипе.
Пĕр-пĕччен ларать йăмра,
Шăп çеç йĕри-таврара,
Пĕр сас-чӳ те илтĕнмест,
Вăхăт шуни сисĕнмест.
Лаштра йăмра сарăлса
Çулçисемпе каш кашлать,
Пуçне ухса, тайăлса
Хăйне хăй тем калаçать.
Чĕвĕл-чĕвĕл кайăксем
Вĕçе-вĕçе килеççĕ,
Ват йăмра турачĕсем
Канса илме чĕнеççĕ.
Йăмра çак кайăксене
Тараватлăн йышăнать,
Кăшт канса илсессĕнех
Каялла май ăсатать.
Пурне валли çак йăмран
Ăшă сăмах тупăнать,
Ыр кăмăллă пулнаран
Пурне хăй патне туртать.
Çынсем иртсе пынă чух
Ун патĕнче чарнаççĕ,
Хĕвел хĕртсе пăхнă чух
Сулхăн вырăн шыраççĕ.
Вара инçе çул çинчен
Ларса канма шутлаççĕ,
Ват йăмра сулхăнĕнче
Сиплĕ вăй-хал пухаççĕ.
Йăмра йăлтах асăрхать,
Аякрине вăл курать,
Таврара мĕскер пулать —
Пĕтĕмпех пĕлсе тăрать.
Çак асамлă йăмрара
Çичĕ тĕрлĕ вăй пурнать,
Кирлĕ чухне вăл вара
Пурне пулăшма васкать.
Иртен-çӳрен, тен, çакна
Питех пĕлсех те каймасть,
Анчах темле вăй ăна
Йăмра патнелле туртать.
Йăмра патне килсенех
Инкек-синкек çухалать,
Е чир-чĕр иртсе каять,
Пурнăç майлашса каять.
Çыннăн вăй-хал хушăнать,
Кăмăлĕ те улшăнать,
Çакна йăлт йăмра тăвать,
Хăй пĕлнĕ пек асамлать.
Миçе-çул-ши çак йăмра
Ик ял хушшинче ларать,
Шĕвĕше е Сурăма
Утакана ăсатать.
Çулĕ пур çав ват йăмран,
Çĕршер çул ĕнтĕ пурнать,
Ватти çитсе пынăран
Улăп хăй ăна сыхлать.
Аçа-çиçĕм çиçнĕ чух,
Çил-тăвăл кĕрленĕ чух,
Пĕччен йăмран хуйхă чух,
Улăп кунтах ун пек чух.
Ача чухнех çакăнта
Улăп килнĕ выляма,
Уйри пĕччен çав йăмра
Темшĕн килĕшнĕ ăна.
Улăппа йамра çапла
Пĕрне пĕри ăнланса,
Кирлĕ чухне пулăшса
Пурăнаç кăмăлпала.
Ача чух та, ӳссен те,
Ĕç хыççăн вăй пĕтсен те,
Кăнтăрла е каçхине
Улăп çитне ун патне.
Каннă чух çăпатине
Улăп хывнă уринчен,
Унта тулнă тăприне
Вăл силленĕ темĕнччен.
Унта-кунта тĕмеске
Çăпата силленĕрен
Пулса юлнă теçеткен
Йăмра панче кунсерен.
Йăмра панче Улăпа
Никам та хальччен курман,
Пурпĕрех çак халапа
Çынсем илтнĕ ламран лам.
Улăппала ват йăмра
Туслăн ĕмĕр пурăннине
Илтсе тĕрлĕ халапра
Пытарман тĕлĕннине.
* * *
Трантас пырать сиктерсе
Хĕр вăрласа пухăран,
Шăп çак йăмра патĕнче
Тăп чарăнчĕ самантран.
Юмах-и е чăнах-и,
Куçа кăна курнать-и,
Кĕтмен те туман çĕртен
Улăп çитрĕ çĕмрен пек.
Тухса тăчĕ вăл ума,
Вара чарчĕ лашана,
Тытрĕ ăна чĕлпĕртен,
Ирттермерĕ хăйĕнчен.
Трантас çинчи каччăсем
Курсан тем çӳллĕш çынна
Пулса ларчĕç чĕлхесĕр,
Шыв сыпнă пек çăвара.
Тăрать вĕсен умĕнче
Улăп паттăр юман пек,
Шурă пир кĕпепеле,
Улача пир йĕмпеле.
Уринче ун çăпата,
Сырнă хура тăлапа,
Аллисене пилĕкрен
Тытса тăнă ут умне.
Тăна-пуçа илсессĕн
Эрех ĕçнĕ каччăсем
Самант кайрĕç урăлса
Умри Улăпа курсан.
Пĕрин хыççăн тепĕри
Çӳллĕ тăрантас çинчен
Васка-васка çав тери
Сиксе анчĕç мĕскĕнсем.
Вара хăшĕ ăçталла
Тапса сикрĕç хăвăртрах,
Юлчĕ тăрса Кириле
Трантас çинче пĕчченех.
Ним тума та халь пĕлмест,
Сăмах ченме хăяймасть,
Савтепие тинкерет,
Улăп çинелле пăхать.
Тарса каясси килет,
Анчах çумра хĕр ларать,
Савтепие хăварсан
Нимсĕр вăл тăрса юлать.
Умри Улăп хăратать,
Чĕрине шиклентерет:
Хул-çурăмĕ кĕреш пек,
Пăхсан çĕлĕк ӳкес пек.
Улăп акă вырăнтан,
Кĕç тапранчĕ самантран,
Пычĕ Кириле патне,
Тăсрĕ вăрăм аллине.
Вăйлă, çирĕп аллипе
Çулса илчĕ ĕнсерен,
Хăйпăшка Кирилене
Вăрчĕ çеç трантас çинчен.
Ĕнтĕ пĕлтĕр Кириле:
Çакă çутă тĕнчере
Юрамасть мулпа виçме
Пур этемĕн пурнăçне.
Кирлен ирсĕр шухăшне,
Хĕр вăрласшăн пулнине
Сиснĕ йăмра тахçанах,
Туйса тăнă таçтанах.
Пĕлнĕ тата ват йăмра
Савтепипе Туйтирек
Савнине те пĕр-пĕрне,
Туй тума шутланине.
Пĕрре мар çак икĕ чун
Ларнă йăмра айĕнче,
Çăлтăрсем вылянă чух
Савса пăхна куçсенчен.
Юрату сăмахĕсем
Илтнĕ йăмра каçсерен,
Хĕрпе каччă чĕрисем
Çума çум тапмассерен.
Епле ярăн уйăрса
Юратакан чунсене?
Çакна пĕлнĕ ват йăмра,
Пĕлнĕ инкек çитнине.
Чĕнсе илнĕ Улăпа
Часах йăмра хăй патне.
«Пулăшмалла мăшăра», —
Канаш тунă иккĕш те.
Мăшкăллама парас мар
Савтепие йĕксĕкрен,
Инкек пулма парас мар,
Уйăрас мар савнинчен.
Çапла канаш тунă та
Икĕ паттăр пĕр каçпа,
Пухă кунне çакăнта
Çитнĕ Улăп васкаса.
Çапла Улăп хăтарчĕ
Савтепие инкекрен,
Хĕре çăлса хăварчĕ
Ĕмĕр курас хуйхăран.
Туйтирек те хыçалтан
Çитрĕ чупса хăвăртрах.
Савнине çăлас шутпа
Вĕçнĕ вăл та кайăклах.
Хăйĕн чунĕ савнине
Курсассăнах Савтепи
Чупрĕ хирĕç ун патне,
Лекрĕ савнин ытамне.
Ыталарĕç тĕл пулсан
Куçран пăхса пĕр-пĕрне,
Сăмахсăр йăлт ăнланса
Чĕнеймерĕç нимĕн те.
Ик савнă чун тĕл пулнă,
Урăх камăн мĕн ĕç пур?
Юратупа тулайнă
Чĕресенче çунат пур.
Инçе-инçе, тӳпене
Хатĕр вĕçме çак чунсем.
Мĕн кирлĕ çак тĕнчере
Пĕрле пулсан чĕресем.
Çакна йăлтах ăнланса
Улăппала ват йăмра
Тăчĕç шăппăн сăнаса
Савнисене аякра.
Улăп тунă хăй ĕçне,
Урăх кунта кирлех мар,
Сыв пуллашрĕ йăмрипе,
Çаплах кунта тăрас мар.
Кĕç çухалчĕ ак куçран
Улăп нимĕн пулман пек,
Йăмра кăна вырăнта
Юлчĕ ват хуралçă пек.
Ларать йăмра, шавламасть,
Таврарине вăл сăнать,
Усала çеç чăтаймасть,
Ырра пулăшма васкать.
Пăшăлтатаç çулçисем,
Шăппăн темĕн калаçса,
Ал сулаç турачĕсем
Мăшăра телей сунса.