Çĕр çулхи юман тымарĕпе
çĕре ытамланă.
Çĕр,
çилпе кĕрешме
пар ăна вăй-хăват!
Çурхи Атăл аллипе
çăлсене ытамланă.
Тан таппи,
юхăмне вăйлатма
пар ăна вăй-хăват!
Çӳлте ăмăрт вĕçет,
çунатне сарса янă.
Ик çунат,
тӳпере ярăнма
пар ăна вăй-хăват!