Тăвар тени вăл йӳçĕ, йывăр,
Анчех пире ачалăхра
Куççуль тăварĕ сапнă çăкăр
Темрен те пулнă хаклăрах.
Çав тăвара эпир пăтшарăн
Е ытлараххăн та çисе,
Кĕреш пек ӳсрĕмĕр патваррăн —
Çăршывшăн шанчăклă çынсем.
Ан тив, пиртен кашни çӳретĕр
Çак çĕр çинче çĕр аллă çул.
Эпир пĕлетпĕр: ĕмĕрне те
Чĕремĕрсем пăсăлсс çук.
Пурнăç тени вăл — аслă тинĕс,
Тăварлă унăн хумĕсем.
Пурнăç калать: мĕскерле çын эс
Тăвар курмасăр çитĕнсен!