Юр юрлар-ха, тăван, юр юрлар,
Чунпала шăпчăк евĕр пулар.
Чун уççи — юрăра, туслăхра,
Турă панă тивлет пур йăхра.
Нимере, уявра, хăнара
Юр юрлатпăр ялта, хулара...
Ах, илемлĕ епле юррисем
Чăвашсен — чун-чĕре тĕррисем!
Юрă-кĕвĕ чăвашшăн — мерчен,
Пирĕн туйăм асамлă, черчен...
Юр юрлар-ха, тăван, юр юрлар,
Пĕр-пĕрне ăнланса пурăнар!