Çамрăк пуçа шухăшăм ӳкиччен,
ик аллăма ĕç-пуçăм кĕриччен
хĕлле йӳле яраттăм кĕрĕке,
çивчĕ куçа яраттăм ирĕке.
Çеçкелĕх шăршинчен ăнран каяттăм,
чиперлĕх умĕнче пуçа таяттăм.
Пĕтĕмлетӳ тăватăп çакăнтан:
ăçта çеçке, унта ялан шуйттан.
… Паян илемлĕхпе каллех супатăп,
хам ирĕкпех çеçкелĕхе утатăп.