Чылай тĕлĕнтермĕшсем
Çута тĕнчере.
Асамлă çăлтăрсем
Çутатаççĕ тупере.
Чăваш ялĕнчĕ ӳсет
Пĕчĕк матуркка.
Амăш юратса чĕнет.
Пул хăюллă, Юманкка!
Пĕр хаваслă ирхине
Вăл çул тытрĕ çăл патне.
Сиплĕ шыв чуна уçать,
Вăй-хавал çынна парать.
Çак ача çине сасартăк
Кавакарчăн ларать,
Пĕчĕк паттăртан çав кайăк
Пулăшу ыйтать.
— Ват йăмра сирĕн яла
Усалсенчен хӳтĕлет,
Анчах ăна çăлмалла —
Çĕлен кăшлать, пĕтерет.
Виçĕ кун та, виçĕ каç
Юманкка симпыл çиет,
Хĕвелтен хĕрӳ илет,
Вăтар çула вăл çитет.
«Ват çын — тăват çын»
Тенĕ чăвашсем.
Шур сухаллă Эливан
Парать ăна сĕнӳсем.
Çурçĕр çитсен сĕм çĕрле
Йăмра уçăть алăкне,
Çĕр аннемĕр хаш! сывлать
Тĕрĕс çула кăтартать.
Паттăр васкать
Йывăç патне çывхарать.
Ун çунатлă урхамахĕ
Çулăм каларать.
— Мĕнле малашлăх сан, йăмра?
Капмар ларатăн урамра.
Темле сăмах та эс илтен
Тен кăшкăратăн, тен йĕрен?
Мăн асаттесем сана
Лартнă кил-çурта сыхлама
Вут-кăвара аяккалла яма,
Çулла сивĕтме, хĕлле ашăтма.
Шăхлич тусассăн та туратунтан
Туллли–çке савнăç ача-пăчан
Çырма-çатрасене те эс сыхлан
Тахта-та, мĕскершĕн эсĕ макăран?
Вăхăт иртнишен ан кулян,
Курни-иртнипеле пуян.
Çынсен ыр кăмăлне туйса
Эс ӳснĕ çак яла савса.
Итленĕ шăпăр сассине
Вăйă карти асамлăхне.
Сăнанă вырма кайнине
Авăн çапса — хĕл кĕтнине.
Пурнăç улшăнса пырать
Ял çумĕнче вăрман шавлать.
Эс сăнатăн шав çӳлтен,
Чăваша телей пиллен».
Анчах çич пуçлă çĕлен
Хĕм сапать йĕри-тавра
Вăл явать хура вĕрен
Пĕтересшĕн халăха.
Çĕр кисренет,
Тӳпере çиçĕм çиçет,
Матуркка шăлне çыртса
Çĕлен кунне пĕтерет.
— Ан хурлан, эсĕ йăмра
Чăвашсем пĕтмеççĕ.
Эс пулсассăн çак ялта
Хунавсем ӳсеççĕ.