Кунăмсем шутлине ас туса
асăрхас-и кашни йывăç-тĕмĕ
мĕнлерех пынине саралса,
çаралса — чакнăран пурнăç хĕмĕ?
Пурнăç хĕмĕ сӳнет-и майпен
е пит хăвăрт — чуна çĕклентермĕ.
Вилĕ шыв пек пĕве те иккен
çав чуна пĕрре мар çӳçентернĕ.
Хускалмасăр выртать тĕпĕнче
йывăç, пĕлĕт, ытти ăпăр-тапăр...
Кам пырать кунпа çĕр чиккинче,
кам васкать, кампала ăмăртатпăр?
Йăлт пĕлме ăнтăлать чăн талант.
Пĕлӳ мар, пурнăç хаклă халь маншăн.
«Нумай пĕлтĕн тĕк час ватăлан»,
теейни «час вилен» тени мар-ши?