Пусараймĕ ăша лăпкă канăç,
ылтăн çулçă хуллеççĕн çуни.
Каймалли çĕрĕре ĕнтĕ кайăр,
кайăр та таврăнсамăр кашни.
Пĕр кайсан, тăпра пулăпăр мар-и,
тăпраран — йывăç-курăк, чечек?
Çутă ывăннă, анăç тăмарĕ
хускалмасăр хăй вырăнĕнче.
Шурĕ-шурĕ те ирĕлчĕ çутă!
Пĕр кайсан, çут тĕнче çутă мар.
Килĕрсем пур пĕрех, килĕр çулсăр,
çил пулса килĕрсем садăма.
Тĕлĕкре килĕрсем, килĕр чăн-чăн —
пулăр лĕпĕш; сар кайăк, юмах.
Сирĕнтен кашниех ырă çынччĕ,
юлаймарĕ, пулмарĕ юлма.
Пусрăнсамччĕ, чĕре, ан çунсамччĕ.
Йывăр шухăш пуçа шуратать.
Кашниех килчĕ, курчĕ, ăсанчĕ...
Çут тĕнче çуратать, ăсатать, çуратать.