Тӳперен татăлса анчĕ
Ахах çăлтăр Çĕр çине.
Самантрах чăл-пар саланчĕ.
Сӳнчĕ. Мантăм ăçтине.
Çĕр çине çăлтăр ӳксессĕн
Ырă мара тетчĕç пуль.
Сан ĕмрӳ кĕске тесессĕн
Хăйпе хăй юхать куççуль.
Тӳперен татăлса аннă
Çăлтăр маншăн ан пултăр.
Тĕлĕкĕмре эп куляннă, —
Чăнлăхра йĕр ан юлтăр.