Ки-как! Ки-кай хуркайăксем
Вĕçеççĕ кăнтăра.
Кĕç сивĕтет, мăнтарăнсем,
Йĕретĕр? Шăнтăра?
Ки-как! Ки-как! хуркайăксем
Кĕтетпĕр каялла!
Вĕçсе анаççĕ тĕкĕсем, —
Çакланчĕç ман алла.
Ки-как! Ки-как! хуркайăксем,
Тепре тĕл пуличчен!
Тăван çĕршыв элчийĕсем,
Ан юлăр çеç пĕччен...