Чăваш автономийĕ 25 çул тултарнине чысласа
1
Юратнă аттемĕр, çулпуçăмăр Ленин,
Этемлĕхшĕн уçрăн эс çĕн самана.
Телей ялавне эс яланлăх çĕклерĕн,
Пур халăх чунтан тав тăвать халь cана.
Çурхи ешĕл сад пек çĕршыв чечек сарчĕ,
Умра анлă Атăл туллин хумханать.
Чăн ирĕк кунçулшăн сана, аслă парти,
Телейлĕ чăваш чĕререн саламлать.
Эс пур халăха пĕр йыша пĕрлештертĕн,
Пире эс малтан малалла йыхăран.
Çĕртен пысăкрах, аслăрах хĕвелтен те
Салам сана, парти, тăван халăхран.
Шывсем пур енчен тинĕсе туртăнаççĕ,
Хĕвел патнелле пур чечек çаврăнать.
Пĕртăван халăхсем пур енчен пуç таяççĕ
Сана, аслă парти,
аслă Ленин, сана!
2
Тăван çĕршыв фашистсене çĕнтерчĕ,
Кунта халь мирлĕ ĕç юрри кĕрлет.
Чăваш республикин уявĕ килчĕ
Пур халăх çĕнтерĕвĕпе пĕрле.
Эпир мăнаçлăн уява тухатпăр,
Хĕвеллĕ кун халь пирĕн урамра.
Кăкăр тулли, чĕре тулли юрлатпăр
Çут ирĕклĕ çурхи юррăмăра.
Халăхпала кĕрекене ларатпăр —
Пĕр ĕмĕт-шухăшлă, пĕр пысăк йыш.
Мухтав курки те тав курки тытатпăр
Пĕрремĕшне сан ятупа, Ильич!
Паян уяв. Республика тултарчĕ,
Ӳссе çитсе, шăп çирĕм пилĕк çул.
Вăл чăнкă çулпала утса хăпарчĕ,
Ун уттинче пĕр кукăр йĕр те çук.
Йывăр пулсан та, тăваллах вăл утрĕ
Ильич пуçарнă парти çулĕпе.
Тăванлăх ялавне çӳлте вăл тытрĕ,
Пысăк йышри чăн тĕрĕс ывăл пек.
Паянхипе мĕнпур пулас ăрушăн
Чĕре пек çывăх туйăнать Мускав.
Историри чи Аслă Çĕнтерӳшĕн
Мухтав сана, Мускавăмăр, мухтав!..
3
Юмахри мар, чăн паттăр Улăп
Ялан çĕнтернĕ усала;
Кĕрешнĕ ырăшăн хăюллă,
Ялан вăл утнă малалла.
Вăл хаkăхшăн телей шыранă,
Вăл пынă чăнлăх çулĕпе,
Вăл çивĕч хурçă хĕç шăратнă
Вĕри чĕре çулăмĕпе.
Пире вăй панă Улăп паттăр
Ĕçпе кĕрешĕве чĕнсе.
Ун чысĕпе чапне упратпăр
Эпир — ун çĕнĕ йăхĕсем.
Эпир самант та пăрăнмастпăр
Чан Улăп-Ленин çулĕнчен.
Иртнĕ кунçул çине пăхатпăр
Паянхи кун çӳллĕшĕнчен.
Мĕн авалтан эпир пурнатпăр
Тăван Россия варринче.
Тăван çĕршыв тесе чыслатпăр
Ăна пур халăх чĕринче.
Çичĕ ютран килсе тухсассăн
Çĕршыв çине хурах-тăшман,
Эпир ун пек чухне нихçан та
Çул айккинче тăрса юлман.
Эпир пур халăхпа тапраннă
Сана, ыр вырăс, пулăшма.
Тăван Российăмăр тăшманĕ —
Вăл пулнă пирĕншĕн тăшман.
Ыр чунлă вырăс — аслă халăх,
Хĕвел пекех, вăл хăй тавра
Пуçтарчĕ ĕмĕр пурăнмалăх
Пур халăха пĕр çĕршывра.
Çак туслăх авалтан çуралнă,
Никам та пăсас çук ăна;
Истори вутĕнче туптаннă,
Вăл çитнĕ паянхи куна.
...Куллен эпир кĕтсе илетпĕр
Шурăмпуçне, çут хĕвеле.
Чи пысăк телее чĕнетпĕр
Эпир хĕвел ячĕпеле.
Хĕвел пăхсассăн кун та ырă,
Хавассăн çуталать тĕнче,
Тулса пиçет сĕтеклĕ тырă,
Ачашшăн çурăлать чечек.
Хĕвел пăхсассăн — ăшă кулă
Вылять ача сăн-питĕнче;
Хĕвел пăхсассăн — пурнăç тулăх
Тăван Совет çĕршывĕнче.
Хĕвел, хĕвел! Пĕр çака мар-и
Çунать халь пирĕн чĕрере!
Вырăс тăванăмăр сăнарĕ
Хĕвел пек курăнать пире.
Хăватлă халăх, аслă халăх,
Хĕвел пекех, вăл хăй тавра
Пуçтарчĕ ĕмĕр савăнмалăх
Пур халăха пĕр çĕршывра.
4
Анчах Октябрьччен кăшланă
Пире пин-пин çул тăршшĕнчи
Ĕçхалăхĕн усал тăшманĕ —
Вышкайсăр çăткăн мул тĕнчи.
Халăхсене юри вăрçтарнă,
Пĕр-пĕринпе хирĕçтерсе.
Çапла-мĕн сыхланма шутлапа
Тавăруран юнĕçенсем.
Вуникĕ пуçлă çав çĕленĕн
Пуçĕсене касса татма,
Чуралăха çапса ватма
Эпир талккишĕпе çĕкленнĕ.
Хăпарнă Разин Атăл тăрăх
Е Пугачев Урал енчен,
Пур халăха хускатнă: «Тăрăр,
Вăрçа çĕкленĕр, тăвансем!..»
Хускалнă тăвăллăн, хăватлăн
Мăнаçлă Атăл хумĕсем.
Çавăн чухне вăй-хал кăтартнă
Чăвашăн паттăр ывăльсем.
Çапах та пирĕн çирĕп пĕрлĕх,
Мĕн тăвăн, ун чухне пулман.
Юлташлăх, хурçă туслăх кирлĕ
Хаяр кĕрешӳре ялан.
Çулсем, çулсем... Вĕсем иртеççĕ,
Тăхлан пек, йывăррăн шуса.
Çынсем ĕмĕтре çеç кĕтеççĕ
«Кăвак хуппи» уçăласса.
Кĕç илтĕнет хăюллă сасă,
Ту ăмăрткайăкĕн сасси:
— Рабочисен хăватлă класĕ,
Санра — Российăн пуласси!..
Çапла каларĕ аслă Ленин,
Кĕçех ответ та илтĕнет:
— Рабочи класс карах çĕкленĕ,
Паян вăл сигнал çеç кĕтет!
Ик сасă — икĕ ăмăрткайăк:
Пĕрийĕ — Ленин чĕринчен,
Тепри — çĕршыв талккишĕнчен
Çĕкленчĕç вăйлă çиçĕм майлă.
Вăранчĕ авалхи Россия,
Хускалчĕç паттăр халăхсем.
Вĕçĕ-хĕррисĕр çĕршыв çийĕн
Çил-тăвăл кайрĕ кĕрлесе.
Вăл тухрĕ, ирĕклĕх хĕвелĕ,
Октябрь сапрĕ вут-хĕлхем.
Шăп çав кунран ĕнтĕ телейлĕ
Унччен хĕн курнă халăхсем.
Эпир çав куншăн тав тăватпăр
Аттемĕр аслă Ленина.
Вăл пухнă партие калатпăр:
— Мухтав, çулпуçăмăр, сана!
Чунтан чыслатпăр та мухтатпăр
Рабочисен хастар класне.
Яланлăх ыр кунçул сунатпăр
Чи çывăх вырăс халăхне.
Аттемĕр Ленин, аслă парти
Хăтарчĕç вилĕмрен пире.
Вĕсем чăн тĕрĕс çул кăтартрĕç
Кĕмешкĕн çĕнĕ ĕмĕре.
Рабочипе хресчен ал пачĕç, —
Çапла Мăлатукпа Çурла
Çĕршывăн тӳпинче çуталчĕç,
Çутатрĕç пирĕн кунçула.
Анчах та çамрăк Совет влаçĕн
Тӳсме тӳр килчĕ сахал мар.
Чĕр юншăн сăхă буржуази
Пуçларĕ тĕнчипех кавар.
Хĕвеллĕ самана тăшманĕ
Тин çеç власть илнĕ халăха
Хĕçпе-вутпа чикме шутланă
Каллех тискер чуралăха.
Рабочипе хресчен пĕр харăс
Çĕкленчĕç хирĕç, кар тăрса.
Совет влаçне куç пек сыхларĕç,
Тăшман çарне йăлт аркатса.
Шур банда вăркăнчĕ пуçхĕрлĕ, —
Шăпи ун пулчĕ çав кăна!
Кĕрешӳре туптанă пĕрлĕх
Пуçпех тĕп турĕ тăшмана.
Чапаев — чаплă халăх ывлĕ,
Çуралнă пирĕн таврара.
Çĕршывшăн çапăçрĕ вăл вирлĕ, —
Эпир манмастпăр паттăра.
Кĕç Прохор Иванов та хыттăн
Сас панă Перекоп енчен...
...Вăл нумай çул çĕрмесĕр выртнă
Сиваш тăварĕ ăшĕнче.
Çапла вăл пирĕн паттăр халăх,
Вăл вилĕмсĕр мĕн ĕмĕртен,
Пур тăшмана та аркатмалăх
Хăват илет тăван çĕртен.
Аттемĕр Ленин, аслă парти
Çул кăтартса пулăшнипе
Чăваш та тăвалла хăпарчĕ
Ытти пур халăх йышĕпе.
5
Хĕвел тухсан, мăн Атăл хумĕ
Çуталчĕ ылтăн пек таса.
Çуралчĕ пирен Автономи,
Пире çĕн вăй-хăват парса.
Хастар ĕçе çĕкленчĕ халăх,
Çав çĕнĕ хыпара илтсен.
Юрларĕ авалхи юманлăх,
Ешерчĕç талккишпех садсем.
Октябрьпе çуралнă сăвăç,
Çеçпĕл Мишши — кăвар чĕре,
Каларĕ: «Чăвашсем те тăрĕç
Ыттисемпе пĕр тивĕçре!»
Авал выç кашкăрсем уланă
Хĕвел кĕмен вăрмансенче,
Хаяр армути кашланă
Суха витмен хыт çĕр çинче
Юмахри пек ӳссе хăпарчĕç
Капмар цехсем те заводсем.
Куç умĕнчех çапла çуралчĕç
Хĕвеллĕ çĕнĕ хуласем.
Республика! Маттур эс ӳсрĕн
Кашни-пĕр пилĕкçуллăхра.
Хăватлă та сулмак индустри
Паян вăй илчĕ Чăвашра.
Ара, чăпта кăна çапман-и
Мĕн авалтан чăваш çынни?
Вăранчĕ Çĕмĕрле вăрманĕ,
Сас пачĕ Куславкка çырми.
Мĕнпур çĕршывĕпе çӳреççĕ
Канаш юсанă вакунсем.
Республика чысне çĕклеççĕ
Васкавлă чуппипе вĕсем.
Авал чăвашăн хура пӳрчĕ
Хăйчикки çеç пĕлнĕ пулсан,
Ильич лампочкине халь курчĕ,
Çуталчĕ хĕвелпе тулса.
Ĕçчен ята та пирĕн халăх
Вăй-хал хумасăр туянман.
Çултан-çул ӳсрĕ алăсталăх, —
Ун илемне халь кам курман!
Сăпайлă, ирĕк чăваш хĕрĕ
Хитре çеç тĕрĕсем тĕрлет.
Вăл чĕнтĕрленĕ çепĕç тĕрĕ
Таçти çĕршывсене çитет.
Аваллăх тĕшмĕшĕ тек иртрĕ,
Эпир çĕннишĕнех хавас.
Халь хамăрăн çитĕнсе çитрĕ
Ĕçчен, хастар рабочи класс.
Шĕшлĕпеле пир станĕ пĕлнĕ
Тахçан чăваш çамрăкĕсем
Машинăсем ĕçе халь кӳлнĕ, —
Вĕсем халь — чаплă ăстасем.
Аслă плансен сулмак хăвачĕ
Хĕрӳ ĕçпе кĕрешӳре
Çĕн утăмсем тума май пачĕ,
Çĕклерĕ çӳллĕрех пире.
Çак ӳсĕмсемшĕн тав тăватпăр
Эпир халь Ленин партине.
Паян хăюллăн палăртатпăр
Ыранхи ĕç программине.
6
Халь пирĕн уй-хирсем те урăх,
Ял сăнĕ улшăнчĕ йăлтах.
Йăлт урăх сывлăш, урăх юрă
Хавассăн янăрать ялта.
Хирте мĕн чухлĕ тар тăкман-ши
Пĕччен хуçалăхпа эпир?!
Çапах та саплăклă сăхман пек
Выртатчĕ ун чухне уй-хир.
Çав «сăхмана» та турткаланă:
«Тухмасть-ши çĕрĕ ытларах?!»
Ялйыш юнне те тăккаланă
Çĕрсем валеçнĕ чух вара.
Анчах ӳпне çăпан пек ларнă
Кулак чи лайăх çĕр çинче...
...Нумай тертленнĕ, асапланнă
Хресчен çынни хăй ĕмринче.
Çитмен-çке хамăра та çăкăр, —
Ăçта унта хула валли?
Хире ак халĕ тухса пăхăр:
Мĕскер тăвать хресчен алли!
Пин саплăк мар... Хирсем пĕр тикĕс
Выртаççĕ халĕ колхозсен.
Савăнтарать çав аслă тинĕс,
Чуна çĕклеççĕ хумĕсем.
Çав тинĕс урлă хир карапĕ —
Комбайн мăнаçлă ярăнать.
Ку чăннипех индустри чапĕ,
Ку — пирĕн çĕнĕ самана.
Комбайн штурвалне сăпайлăн
Чăваш пики тытса пырать.
Тырă çеç мар вырать комбайн,
Малашлăха вăл çул хывать.
Авал курпунлă сухапуçĕ
Çĕре амантнă вырăнта
Паян ĕçлеççĕ тимĕр-хурçă
Утсем,
пĕлмеççĕ ывăнма.
Авал тăпачăпа çурла çеç
Тытма пултарнă чăвашсем.
Халь пирĕн уй-хирте юрлаççĕ
Пур тĕрлĕ чаплă машинсем.
Çынсем те хӳхĕм ӳссе çитрĕç
Колхозсенче ку вăхăтра.
Герой ятне чылайăш илчĕç
Хăйсен хастар ĕçне кура.
Колхозăн иксĕлми хăвачĕ
Ку чухнехи ял çыннине
Пуян та тулăх пурнăç пачĕ,
Çунатлантарчĕ ун чухне.
Çак ырă куншăн тав тăватпăр
Эпир халь Ленин партине.
Паян хăюллăн палăртатпăр
Ыранхи ĕç программине.
7
Авалтанах çапла юптарнă:
Пирĕн чăваш кĕнекине
Кавле-кавлех-мĕн çисе янă
Вышкайсăр пыранка ĕне.
Мĕнле ĕне — ку питĕ паллă,
Ку сисĕнет юптаруран:
Патшашăн пулнă тĕттĕм халăх
Ялан чи шанчăклă чура.
Çапах та пирĕн ĕмĕт çуннă,
Вăл туртăннă хĕвел патне.
Ĕненнĕ халăх, халăх туйнă
Хăй ăс-хавалĕн хăватне.
Çавна сиссе, чи ыр тăванăн,
Чăваш енче шкулсем тума
Çутĕç инспекторĕ Ульянов
Вăй хунă, тăрăшнă нумай.
Патша аллийĕ тытнă чĕлпĕр
Тепле пӳлсен те сывлăша,
Чĕнтĕр кĕперлĕ çутă Чĕмпĕр
Хăй патне чĕннĕ чăваша.
Çут ĕмĕт çуннă каçăн-ирĕн,
Çут ĕмĕт — çутă кун палли.
Кĕç Иван Яковлевич пирĕн
Шкул уçнă чăвашсем валли.
Пуласлăх çулĕ — Чĕмпĕр шкулĕ, —
Эпир тек кĕнекесĕр мар!
Ульянов, Яковлев — ик улăп,
Вĕсем тăраççĕ юнашар.
Çав Чĕмпĕр шкулĕнче çуралчĕ
Мухтавлă Иванов таланчĕ.
Каларĕ вăл: «Çут тĕнчере
Вăйлийĕ çук та этемрен!»
Анчах чăн ирĕк пурнăç çулĕ
Пуçланчĕ вут Октябрьтен.
Вăл чĕнчĕ, халăха хăюллăн:
Кĕреш, çĕнтер те хĕпĕрте!
Халăх таланчĕ, вăй-хăвачĕ
Çĕкленчĕ тейĕн тинĕсрен.
Асаннене букварь тыттарчĕ,
Каларĕ Ленин: «Хут вĕрен!»
Умра ĕнтĕ — чăваш букварĕ, —
Çапла çав çутă кĕркунне
Пур халăх вĕренме пуçларĕ
Çĕн пурнăçăн çĕн йĕркине.
Лараççĕ партăсем пит тăчă, —
Мĕнпур ялйыш шкула çӳрет.
Совет çĕршывĕ пулса тăчĕ
Пĕр пысăк университет.
Ку пулчĕ тепĕр революци
Культура ĕçĕнче, ара!
Атя, юлташăм, харăс ут çеç,
Пыран пулсассăн пĕр стройра!
Авал тесессĕн, тĕлĕкре те
Чăвашăн аслă шкул пулман.
Ак халь унта та вĕренетпĕр
Ытти халăхсемпе пĕр тан.
Тăван культура чечекленчĕ,
Ун вăйĕ ӳснĕçем ӳсет.
Халь хамăрăн интеллигенци
Халăх телейĕшĕн ĕçлет.
Кĕнекесем пиншер тухаççĕ,
Нумай тухаççĕ хаçатсем.
Тăван чĕлхепеле вулаççĕ
Пурне те халĕ чăвашсем.
Чăваш ĕççынĕ Ленинпа та
Халь сăмахлать ав чăвашла.
Çулпуçăмăр, мухтавлă парти,
Санпа куллен вăл канашлать.
Толстой та Пушкин, Руставели,
Шевченко, Горький те Шекспир
Пирĕнпеле халь пĕр чĕлхеллĕ,
Тĕпчетпĕр вĕсене эпир.
Пуянланать тăван чĕлхемĕр,
Çĕклет вăл хăйĕн хăватне.
Ун çĕнĕ ĕмĕрти хĕлхемĕ
Çитет пур çын чĕри патне.
Ӳсет таван литература,
Ӳсеççĕ пирĕн ĕмĕтсем.
Çĕршыв çинчен илемлĕ юрă
Юрлаççĕ чаплă поэтсем.
Авал чăваш çынни хăранă
Хăй юррине çын илтесрен.
Юман хăвăлĕнче усранă
Вăл çав юрра мĕн ĕмĕртен.
Октябрь çитрĕ... Пирĕн юрă
Тин тухрĕ çут тĕнче умне.
Янрарĕ кайрĕ уй-хир урлă —
Мускав та илтрĕ кĕввине.
Чăваш театрĕ те çуралчĕ
Граждан вăрçи çулăмĕнче.
Маттур вăл ӳсрĕ, чаплăланчĕ
Тăван Совет саманинче.
Пулман ĕлĕк художник ячĕ, —
Халь çитĕнчĕç художниксем,
Музыкçăсем те юрăçсем, —
Пурте вĕсем халăх таланчĕн
Хĕвелпе ӳснĕ калчисем.
Çĕп ĕмĕр çеç çăлса хăварчĕ
Хăруш трахомăран пире.
Пире вăл куç çутийĕ пачĕ
Курма çак аслă ĕмĕре.
Ĕçчен те сывă тăван халăх —
Ытти халăхсемпе пĕрле —
Кăтартрĕ пур ĕçре хастарлăх,
Хăпарчĕ вăл çӳлтен çӳле.
Мускав тивĕçлипе хакларĕ
Çак пирĕн стройкăри ĕçе.
Республика çинче кăваррăн
Халь Ленин орденĕ çиçет.
Телейшĕн, чысшăн тав тăватпăр
Эпир халь Ленин партине.
Паян хăюллăн палăртатпăр
Ыранхи ĕç программине.
8
Çĕршывăмăр, тăван аннемĕр,
Вĕри ĕçпе кĕрешӳре
Татах та пысăк ĕмĕтсемĕр
Чĕнетчĕç малалла пире.
Анчах фашизм — сăхă кашкăр,
Аптранă тейĕн выçăпа,
Хурах пусмашкăн, çаратмашкăн
Тапăнса кĕчĕ вăрçăпа.
Ирхи çут шуçăм тĕксĕмленчĕ,
Вăл путрĕ йывăр тĕтĕме.
Пур халăхсем карах çĕкленчĕç
Тăван çĕре хӳтĕлеме.
Ыттисемпе пĕрле, пĕр харăс,
Пĕр аслă çар ретне тăрса,
Чăваш ывăлĕсем те кайрĕç
Çĕршывшăн çапăçма вăрçа.
Пур фронтсенче те халăх курчĕ
Чăваш салтакĕсен ĕçне,
Чăн улăпла вĕсем вăй хучĕç,
Упрарĕç тăван çĕр чысне.
Тăшман чĕр юнлă тинĕс урлă
Çитсессĕн Ленинград патне,
Халăхпа çар пĕрле, пĕр чунлăн
Кăтартрĕç аслă хăватне,
Кунтах çĕкленчĕ пирĕн паттăр
Чăваш ачи — Смирнов Иван.
Эпир пур халăхпа чыслатпăр
Ун çулăмлă ятне паян.
Малтан пулеметпа вăл хыттăн
Çунтарнă нимĕç эшкерне.
Граната çыххипе вăл выртнă
Унтан тăшман танкĕ айне.
Çапла тĕп тунă, каçарман вăл
Хăй урлă фашистсен танкне.
Ылханлă тăшмана яман вăл
Мухтавлă Ленинград патне.
Çĕршывăмăр чĕри — Мускавшăн
Пур халăх çапăçнă чухне,
Ыттисемпе пĕрлех чăваш та
Кăтартрĕ хăй паттăрлăхне.
Тăватă çул пĕр лăпланмасăр
Кĕрленĕ юнлă вăрçăра,
Хăватлă Çар самант канмасăр
Тăшмана ватнă хушăра, —
Хĕвеллĕ, чăнкă Кавказран та
Сив Çурçĕрти тинĕс таран,
Таттисĕр пынă пур фронтра та
Чăваш ачисене куран.
Ывăлсене аннемĕр-Атăл
Пиллерĕ хăйĕн хăватне:
— Телейлĕ çул сире сунатăп
Çитмешкĕн Çĕнтерӳ патне!
Сталинград чĕртнĕ чăн сатурлăх
Таптарнă вĕçĕм малалла,
Дон урлă, Çурçĕр Донец урлă,
Ват Днепр урлă, Днестр урлă
Малтан мала, анăçалла,
Васкатрĕ паттăррăн, хăюллан,
Прутпа Дунай та Висла урлă,
Балканалла, Карпаталла,
Унтан татах та малалла.
Паян ак Украина çĕрĕ
Майпен каллех чечекленет,
Аманнă Беларуç та чĕррĕн
Кĕл айĕнчен ав çĕкленет.
Эстон, литовец та латышĕ —
Совет халăхĕсен пур йышĕ,
Каллех чăн ирĕке тухса,
Сывлать, ĕçлет хавхаланса.
Мĕнпур çĕрте эпир куратпăр
Чăваш ывăлĕсен йĕрне.
Вĕсем кĕрешрĕç питĕ паттăр
Пур халăх йышĕпе пĕрле.
Кĕрешӳпе мухтавлăх çулĕ
Германи урлă туртăнать.
Совет салтакĕсем хăюллăн
Çĕмĕрсе кĕчĕç Берлина.
Тăван çĕршыв, тăван аннемĕр,
Пĕлен эс паттăрсен ятне;
Пурне те вĕсене пиллерĕн
Эс аслă халăх хăватне.
Хăшне эс харсăр арăсланăн
Вăйне парса кăтартрăн çул.
Хăшне эс вутлă çунат патăн,
Каларăн: «Ăмăрткайăк пул!»
Çул хыççăн çул... Тĕнче лăпланĕ,
Тӳрленĕç йывăр сурансем,
Хура куна этемлĕх манĕ,
Çĕкленĕç çĕнĕ ăрусем,
Çапах та пирĕн аслă халăх
Асран кăлармĕ ĕмĕрне
Чи пултаруллă та мухтавлă,
Чи паттăр ывăлне-хĕрне.
Çак çĕнтерӳшĕн тав тăватпăр
Эпир халь Ленин партине
Паян хăюллăн палăртатпăр
Ыранхи ĕç программине.
9
Çулпуçăмăр парти, юратнă аттемĕр,
Эс пирĕн хăватăмăр, пирĕн чĕремĕр!
Эс чентĕн пире улăпла кĕрешме,
Эс чĕнтĕн ырми те канми ĕçлеме.
Эс ăслă каланă паха сăмахсем
Çĕршыв шанчăкне, хăватне çирĕплетрĕç.
Ялсем, хуласем, пур тăван халăхсем,
Пĕр пысăк килйыш пек, пĕр харăс çĕкленчĕç.
Пĕрлешрĕç вĕсем таччăнрах сан тавра,
Эс чĕннĕ пек, фронтшăн пĕрле, пĕр канашлăн,
Пĕр тимĕрç лаççи пек ĕçлен çĕршывра
Хаярлăх хĕçне хурçăран туптамашкăн.
Çĕршыв ĕçĕнче, — пулас çĕнтерӳшĕн! —
Республика пирĕн юлмарĕ кая.
Вăл турĕ куллен çĕнĕрен çĕнĕ ӳсĕм,
Вăл хучĕ çĕршывшăн мĕнпур пек вăя.
Çĕршыв умĕнчи тивĕçе пирĕн халăх
Чунтан кĕртсе пычĕ ĕçе, пурнăçа.
Çав ĕçшĕн пире ĕмĕрсем асăнмалăх
Тав турĕ Мускав та тăван Хĕрлĕ Çар.
Ик-виç пилĕкçуллăх вучахĕнче ӳснĕ
Республикăри заводсем васкасах
Тăван парти чĕннĕ пек йышăнчĕç ĕçлĕн
Фронтпа çĕршыв панă мĕнпур заказа.
Хаяр вăрçă вучĕ çунса йăсăрланнă
Çĕртен
куçса килчеç кунта заводсем.
Эпир вĕсене вăхăтра вырнаçтарнă —
Халь пурте пĕр тикĕс ĕçлеççĕ вĕсем.
Ĕçчен чăваш ялĕ пĕр тăтăш ӳстерчĕ
Тырпул тухăçне, тăрăшса пур халтан.
Паян колхозсем пысăк тупăш илеççĕ
Паха кăпкалатнă кашни гектартан.
Патвар арçынсем фронта ăсансассăн
Усал тăшмана пуçĕпех аркатма,
Шкулти ачасем уй-хире класăн-класăн
Тухрĕç амăшсемпе тупăшса ăмăртма.
Цехра станоксем пĕр самант чарăнмарĕç,
Самант чарăнмарĕç хирте тракторсем.
Куллен ӳссе пычĕ хастарлăх кăварĕ,
Ĕçре ӳссе çитрĕç чăн-чăн паттăрсем.
«Пĕччен ик-виç çыншăн ĕçле те ан ывăн, —
Салтак хĕрхенмест-тĕк фронтра пурнăçне,
Тарна ан хĕрхен эс аслă çĕршывшăн,
Ĕçре çĕнсе ил фронтовик тивĕçне!» —
Çапла кашни çын хăйне хăй паттăрлатрĕ,
Пур ĕç хĕрсе пычĕ хирте, заводра.
Хăйне чăваш халăхĕ чыслă кăтартрĕ
Чи йывăр, чи аслă, хĕрӳ вăхăтра.
Ахаль-и Республика тивĕçлĕ пулчĕ
Илмешкĕн çĕршывăн Мухтав ялавне.
Республика пĕлчĕ, Республика курчĕ
Тӳр камалла ĕçĕн чăн-чăн тивлетне.
Тăван Совет çĕрĕшĕн — хамăр чĕрешĕн,
Чыспа ирĕке ташманран сыхлама
Хăйсен укçине хывнисем çĕр-пиншерĕн,
Çĕршыв, эс пĕлетĕн, — пирте сахал мар!
Нумаййăн вĕсем — ырă-тӳрĕ чĕреллĕ,
Çĕршывшăн чунне пама хатĕр çынсем,
Вĕсем пуррипе пирĕн халăх телейлĕ,
Пыратпăр эпир çавăнпа çĕнтерсе.
Çĕртен татăлман — Çĕр пекех паттăр пулнă,
Пĕлетпĕр эпир улăпсен саккунне.
Тырпул, ытти пурлăх нумай эпир хывнă
Тăван Совет çĕрĕн пĕр аслă фондне.
Паян ялкăшать Çĕнтерӳ вут-хĕвелĕ,
Тăван аслă парти, эс çутрăн ăна!
Хĕвел çутинче пирĕн халăх телейĕ,
Хĕвел çутинче вăл ĕçлет, савăнать.
Тав та мухтав сана, Парти-çулпуçăмăр,
Автономи кунне эпир сан ятупа
Пĕрле чыслама халăха чĕнсе пухрăмăр,
Эпир сан умăнта тăватпăр тупа!
10
Ленин ялавĕ хӳттинче,
Çĕршыв хĕвелĕ çутинче,
Авалхи Атăл хĕрринче,
Асаттесен çĕрĕ çинче
тупа тăватпăр!
Çĕршывшăн шанчăклă пулма,
Ăна мĕнпур чуна пама,
Мухтавлă парти, санпала
Утма малтан та малалла
тупа тăватпăр!
Ĕçпе кĕрешӳри чыса
Тытма ялан куç пек таса,
Пур халăхпа туслă пулма,
Пĕрле, пĕр йыш пек пурăнма
тупа тăватпăр!
Тăван çĕре-аннемĕре
Артаклама мĕн ĕмĕрех,
Çĕртен илме мĕн кирлине,
Мĕн кирлине пама хăйне
тупа тăватпăр!
Хуласенчи заводсене
Татах хăватлăн ӳстерме,
Хамăр телейшĕн вĕсене
Хастаррăнрах ĕçлеттерме
тупа тăватпăр!
Тăван совет культурине
Хĕвел пек чечеклентерме,
Культура ăстисен йышне
Хăюллăрах çитĕнтерме
тупа тăватпăр!
Пире калатчĕç халиччен:
Мĕнпур çĕрте чăваш ĕçчен!
Ĕçчен ята çӳлте тытма,
Тӳр ĕçпе çеç чапа тухма
тупа тăватпăр!
Ленин ялавĕ хӳттинче,
Çĕршыв хĕвелĕ çутинче,
Авалхи Атăл хĕрринче,
Асаттесен çĕрĕ çинче
паян эпир пур халăхпа
тăватпăр ĕмĕрлĕх тупа!