Çĕршыв пехиллени
Çакă çутă тĕнчере
Вайли çук та этемрен,
Çĕрсем çинче, шыв çинче
Хуçа пулса вăл тăрать.
К. В. Иванов
Ĕнтĕ аслă аннемĕр-çĕршыв
Пачĕ мăшăр çунат.
Яланах малалла эс çул хыв,
Тĕллеве ан çухат.
Ĕнтĕ аслă аннемĕр-çĕршыв
Пачĕ пысăк хăват.
Паттăр пул, пул эс сывлăш хуçи,
Пул хăюллă хăлат.
Ĕнтĕ аслă аннемĕр-çĕршыв
Шанчĕ хăйĕн ĕçне.
Ăмăрткайăк пул, халăх ачи,
Эс çуралнă вĕçме.
Ĕнтĕ аслă аннемĕр-çĕршыв
Пачĕ çулăм-чĕре.
Эс ан ман: санпала, паттăр çын,
Çĕршыв чапĕ çӳрет.
Ĕнтĕ аслă аннемĕр-çĕршыв
Йыхрав пачĕ тăрса:
Ывăлăм, ку вăл халăх вăрçи,
Тух çак юнлă вăрçа.
Ĕнтĕ аслă аннемер-çĕршыв
Пехиллерĕ сана:
Пурнăç кӳр çĕршыва, паттăр çын,
Вилĕм кӳр тăшмана.
1. Ачалăх
Ачалăхăм, ачалăх,
Амаçури кунçул!
Эс, ĕмĕр асăнмалăх,
Тăктартăн-çке куççуль.
Тăйлăк-тайлăк чалăш пӳртĕн
Хисеп çук ялта:
Ун çине пăхаççĕ тӳртĕн
Ялйышсем йăлтах.
Кантăкĕсене шур илнĕ,
Тӳпинче — мăян.
Е каллех-и, шелсĕр вилĕм,
Килтĕн эс паян?
Е каллех илсе каясшăн
Çак çуртран парне?
Амăшне Хветут йăвашшăн
Ӳкĕтлет: «Анне...
Эс лăплан, сан çук-çке айăп,
Вĕçĕм ан кулян.
Ял-ял тăрăх эпĕ кайăп,
Çут тĕнче — пуян».
Амăшĕ ун чирлĕ, выçă,
Куççульне шăлать.
Ывăлyе ăсатнă хыççăр
Йынăшса юлать.
Урлă сак çине вăл выртнă,
Тен, ĕмĕрлĕхех.
Хупăнать хапха, ав, хыттăн,
Çил тухнă пекех.
Пур тавралăх янкăр тăрă,
Анчах çил ăçтан?
Ку чупать Хветут ял тăрăх,
Пĕчĕк çил-тăман.
Унăн саплăклă сăхманĕ
Вĕлтĕр вылянать.
Анатра пурнать хăй майăн
Тăлăх Уляна.
Куçсăр кинеми вăл, мĕскĕн, —
Пит хĕрхенмелле.
Кĕлмĕçе çӳреççĕ иккĕн
Яланах пĕрле.
Хветут çитрĕ: «Кинемейĕм, —
Терĕ вăл, — каçар,
Эп ĕнер те килеймерĕм,
Тен, паян каяр.
Анне питĕ аптăрарĕ,
Вилес пек выртать.
Хамăн та касать-çке варăм,
Хăлчăк çеç пырта».
«Юрĕ, кайăпăр, ан хуçăл», —
Кинеми лăпкать.
Пĕчĕкçĕ Хветутăн куçĕ
Хурлăхлăн пăхать.
Ак вĕсем хутаç çакаççĕ,
Пурнăç ырра мар.
Турă ячĕпе тухаççĕ
«Тупăш» шырама.
Ăçта кайăн? Ăçта янтă
Çăкăрпа тăвар?
Ямаш ялĕ тăван ял та,
Чунĕ — тăван мар.
Ялта ĕнтĕ йăлăхтарнă,
Каймалла юта.
Утать акă ик мăнтарăн,
Икĕ шур хутаç.
Ту хĕррийĕ Чаканарĕ,
Пакăш, Кăмаша...
Пур çĕрте те пĕрех мар-и
Выçлăхпа нуша?
Илĕртмест уйри Мăн Вылă,
Йыхăрмасть Сăнар.
Ах, анчах пĕр туйăм вăйлă
Выçă вилес мар.
Çавăнпа вĕсем утаççĕ
Çулсăрах уйпа;
Калаçаççĕ, пусараççĕ
Хурлăхпа хуйха.
Çавнпа вĕсем утаççĕ
Пĕшкĕртсе пуçа.
«Кĕлмĕçĕн» ылхав хутаçĕ
Кăмăла хуçать.
Халĕ пушăлла пулин те,
Йывăр вăл чуна
Пĕчĕкçĕ Хветутăн питĕ
Чун-чĕри çунать.
«Мĕншĕн-ха каплах телейсĕр?
Мĕншĕн çук хисеп?» —
Кăмаша ялне кĕреççĕ
Ерипен вĕсем.
Ялта сарăлнă кукарлă
Аш яшки шăрши.
Паяна чун усрамалăх
Татăк памăр-ши?..
Хĕрринчи çуртран пуçлаççĕ
Çак кĕвве вĕсем.
Кунтан лăпкăн ăсатаççĕ
«Тур патăр», — тесе.
Иккĕмĕш çурта пыраççĕ, —
Ырлăх иксĕлми:
Ыр сунса кунта параççĕ
Пиçнĕ çăрулми.
Виççĕмĕш çурта пыраççĕ, —
Çӳллĕ кантăксем! —
Шалтлатса çеç хупăнаççĕ
Туххăмрах вĕсем.
Йĕркерен çапла пыраççĕ,
Çын пулать тĕрли:
Хăшĕсем çапах параççĕ
Хыт çăкăр чăлли.
Анчах хушăран сасартăк —
Çăкăр вырăнне —
Чул кĕрсе выртать пĕр катăк
Алă тупанне.
Ывăтмасть Хветут ахаллĕн
Мăшкăллă чула.
— Ӳлĕм, — тет вăл, — асăнмалăх.
Тен, кирлех пулать.
Чаплă çурт çине пăхать вăл
Сивĕ куçĕпе:
— Халлĕхе эс, чăн, хăватлă,
Анчах ӳсĕп эп...
Хăй хĕвнех вăл чиксе хучĕ
Çав хура чула:
— Пуçна пултăр, мур, ял хурчĕ,
Харам пыр кулак!..
Сисрĕ-мĕн çакна эсрелĕ:
Ним мар çĕртенех
Сăнчăртан кулак вĕçертрĕ
Мăнтăр йыттине.
Унтан кăшкăрчĕ вăл: «Тытăр
вăра-хураха!»
Туллама пуçларĕ йытă
Икĕ тăлăха.
Ыр çынсем юрать-ха пулчĕç,
Çăлчĕç вĕсене.
...Ĕмĕр манăçми çак юлчĕ
Çамрăк чĕрене.
Тăшмансем валли ак чул ун
Хĕвĕнчех выртать.
Ялкăшать хаяр вут-çулăм
Çамрăк кăкăрта.
Кĕтӳçĕ
Хăватлă ăмăрткайăк
Вĕçет чăн тӳпере.
Анчах çут ĕмĕт кайĕ
Унран та çӳлерех.
Сӳне пĕлмесĕр, йăлтăр-йăлтăр
Шевле сапуçăн тавралла,
Каллех чăп тулнă Алтăр çăлтăр
Ял урлă меллĕн тайăлать.
Вăрман чӳхенчĕ. Ял çӳçенчĕ.
Çакна ак шăпчăк сиссенех
Сывлăмпала çума пикенчĕ
Янравлă кĕмĕл сассине.
Çурхи васкавлă çăмăл шуçăм
Тĕтреллĕ сăртлăх тăррине
Кал-каллăн карчĕ хăйĕн пурçăн,
Сенкер те çутă каррине.
Анчах ял лăпкă ыйхăра-ха.
Хуралтă урлă, тĕлĕк пек,
Каç тĕксĕмĕ шăватъ вăраххăн
Тӳнтер уртайнă кĕрĕкпе.
Çав тĕксĕме сирсе ярасшăн,
Çунат çапса та хĕртĕнсе,
Ир хыпарне кӳрсе хавассăн
Авăтса ячĕç автансем.
Автан юрри ял çийĕн кайрĕ
Çав тĕрлĕ сас тăка-тăка.
Вара хуллен килсе шаккарĕ
Якур мучи те алăка.
Пĕчĕк тусне ĕçе чĕнмешкĕн
Мучи килет çапла ирех.
Мучĕшĕпе кĕтӳ кĕтмешкĕн
Хветут вĕренчĕ чиперех.
Хветутăн амăшĕ ал-хапăл
Уçса кĕртет те мучине,
Леш çенĕкре вара: «Ăçта вăл,
Ман паттăрăм?» — тесе чĕнет.
Унтан пырать те хăйĕн хытă
Аллипеле çемçен-çемçен
Шăлса лăпкать пĕчĕк Хветутăн
Кăтра, тăваткăл пуçĕнчен.
— Ачам, ачам, — тет вăл ачашшăн,
Ыйхи те пĕчĕк чух анчах. —
Пĕр çакă кирлĕ-çке ачашăн,
Ачаш алла сисет ача.
Хветут, сиксе тăрса, вăрвар çеç
Сирет çири шăналăка:
— Якур мучи, пит лăпкас марччĕ
Вĕрентес мар ачашлăха.
Унтан пĕр алтăр шыв ăсать те
Тухать васкавлăн çăмăнма.
Ак вăл ĕçе тухма та хатĕр —
Кĕтӳ кĕтме те ывăнма.
Хăйне, паллах, тӳсме çук йывăр,
Анчах вăл систермест вуçах.
Кулса калать: «Ӳссен те çырăп,
Ун чух хам пысăк — хам хуçа».
Çак самантра вара — тăнла-ха! —
Йĕри-тавра пур кӳршĕсен
Янраççĕ тутлăн та пылакăн
Ытарайми сĕт витрисем.
Анчах мучипеле Хветутăн
Кĕтӳç черечĕн апатнех
Çисе çӳрес пулать-çке тутă,
Сĕнккес пулать-çке çын патнех.
Ун пек чухне чи ырă пыл та
Выртмасть пек тем чĕре çумне.
Çак пурнăç витнĕ питĕ хытă
Хветутăн сисĕмлĕ чунне.
...Кĕçех хĕвел те тухрĕ сапăр,
Мĕнпур пуянлăх хуçи пек,
Тĕнче çине çут ылтăн сапрĕ
Вăл хăйĕн улăп ывçипе.
Вара шултра та чĕрĕ сывлăм
Пуçларĕ вут пек йăлкăшма.
Епле илемлĕ эс, çĕршывăм! —
Анчах та сан...
ку шухăш мар.
Вăрăм пушша çакан та эсĕ,
Хăв нушуна ху çакнă пек,
Тухса каятăн пĕр чĕнмесĕр
Микитасен пралукĕпе.
Сăрт хушшине çăй-çай сас тулнă,
Макраççĕ выçă выльăхсем.
Якур мучи те кăшт салхуллăн
Пырать хăй тĕллĕн ĕрлешсе.
Ак анлă улăх. Эс ун тăрах
Утатăн çӳçенсе çарран.
Çапла сан пурнăç. Эсĕ тăлăх.
Асап куратăн ачаран.
Илемлĕ сывлăм — çутă ылтăн
Сан чĕпĕленнĕ уруна
Касать-çке çĕçĕ евĕр хыттăн,
Пăчăртанса юн сăрхăнать.
Çапах, çапах иркӳлĕм санăн
Нумай-нумай пурнас килет.
Хавассăн янăрать вăрманĕ
Пин-пин кайăк сассипеле.
Куккукĕ авăтать вăраххăн,
Хветут шутлать те хĕпĕртет.
Хăй ăссĕн вăл ыйтать: «Кала-ха,
Мĕнле кунçул мана кĕтет?»
Сенкер тӳпе кĕмĕл шăнкравăн
Тăри юррипеле янрать.
Итле, Хветут, итле те савăн,
Тĕнче илемĕ сан умра.
Анчах чуна çапах та тунсăх,
Çапах та тем ыйтать чĕре
Сана çак улăхри чĕрчунсăр
Пĕлмест никам та тĕнчере.
Вĕсем сана, тен, хĕрхенеççĕ, —
Чĕлхе кăна çук пуплеме
Чĕнмесĕр мăшлатса çиеççĕ
Чечен те çамрăк ухлĕме.
Çӳреççĕ лăпкă. Нӳрĕ курăк
Çине выртан эс месерле.
Сан кăкрунта илемлĕ юрă
Вĕри хĕлхем пек чĕрĕлет.
Инçе, инçе эс тинкеретĕн
Хура та пысăк куçупа.
Сан шухăш лăпланмасть пĕрре те
Тĕнче талккишĕпе чупать.
Çӳлте-çӳлте — епле вăл ирĕк! —
Мăнаçлăн ярăнать хăлат.
Ача шутлать: «Мĕскершĕн пирĕн
Вăл çук-ши çавăн пек хăват?..
Мĕскершĕн çуккă-ши çунатăм?
Мĕн-ма çунатлă мар чĕре?
Эп те вара хăлат пулаттăм,
Çӳреттĕм ирĕк тĕнчере...»
Çак вăхăтра пĕр систермесĕр
Мучи пырать, кăшт ӳсĕрет:
— Ачам, мĕн шухăшлатăн эсĕ,
Мĕскер куратăн тӳпере?
Хветут тăрать. Вăл кăшт именнĕн:
— Çав хăлата сăнатăп, — тет. —
Мĕнле хăват ăна çĕкленĕ,
Епле вăл пит çӳлте вĕçет?
Якур мучи вара парать те,
Хăй чĕлĕмне кăшт тӳрлетсе:
— Хăлатсенчен те вăйлăрах, — тет, —
Вĕçеççĕ ăмăрткайăксем.
— Мучи, эс курни ăмăрткайăк?
— Таçта, тен, курнă пуль, ара...
Унтан вăл Хветута пĕр лайăх,
Манми юмах ярса парать.
3. Якур мучи юмахĕ
Инçе çĕрте, пĕр çĕрте,
Вĕçĕмсĕр çеçенхирте,
Çичĕ тинĕс леш енче,
Çĕрпе пĕлĕт хушшинче,
Уçă сывлăш уççинче,
Çутă хĕвел ăшшинче
Хăйне майăн курăмлă
Пĕр сунарçă пурăннă.
Ухă пулнă — пурлăхĕ,
Тĕнче пулнă — ырлăхĕ.
Тусĕ пулнă — ăмăрткайăк,
Вĕçсе пынă вăл çӳлтен.
Хуçине сыхланă лайăх
Тĕрлĕ тĕлсĕр инкекрен.
Пурнăç пулнă пыл та çу, —
Сан аçу та аслаçу
Ун пекки тĕлне пĕлмен,
Тĕлĕкре те тĕлленмен.
Пурнăç тĕлĕк-юмах мар çав
Ăна лайăх пĕлмелле...
Пурăннă çапла сунарçă
Чаннипех тĕлĕнмелле.
Чухламан — мĕскер вăл хуйăх
Нушине те ăнланман;
Кантăкран çутатнă уйăх,
Каçхине хĕвел анман.
Ун паян та, ун ыран та
Пурте пулнă питĕ янтă;
Пуснă атă кĕлипе —
Шыва çуталнă кӳлĕ пек;
Туртса янă çĕмренне —
Ăсан ӳкнĕ ун умне.
Кăвайт хунă — ăшаланă,
Йăпăрт ларнă — апатланнă;
Тăнă утнă уй урлах,
Ирĕккĕн, юрла-юрла.
Ун ăçта-ха васкасси? —
Каç пулсассăн — канасси.
Ешĕл сăртлăх — ун минтерĕ,
Çивитти — сенкер тӳпе.
Кун пек чух ыйха илтерĕн
Вăранмасăр çĕрĕпе.
Ăмăрткайăкĕ унтах
Ларать тĕрĕс хуралта.
Кăнтăрла та ывăнмасть,
Каçхине те куç хупмасть.
Пуç вĕçĕнче пĕр-пĕччен
Вăл ларать çапла ирччен.
Çитмĕл çичĕ çил тухсан та,
Тумак çумăр тапрансан та,
Ним мар пултарать тӳсме,
Пăрахмасть вăл хăй тусне;
Кунĕн-çĕрĕн хураллать,
Çунаттипеле хуплать.
Ирхине тăрать те тусĕ
Питне çăвать сывлăмпа.
Çак сунарçăн пичĕ-куçĕ
Нар пек хĕрлĕ çавăнпа.
Ăмăрткайăк çĕкленет
Каллех пĕлĕтрен çӳле.
— Эп кунтан хураллăп, — тет, —
Эсĕ çĕр çинче çӳре.
Çӳллĕ тӳперен ăна
Пурте витĕр куранать,
Хăй хуçишĕн ăнсăртран
Хăрушши тем палăрсан,
Тусне хăвăрт систерет,
Пулăшма вăл вĕçтерет,
Хăйĕн хурçă сăмсипе,
Мурăм Илли сăнни пек,
Кашкăр пулсан — кашкăра
Тăрăнтарать çамкаран.
Вĕсене нимле тăшман
Иккĕшне хăруш пулман;
Хуçа хуштăр кăшт кăна —
Кайăк çапать тăшмана.
Çапла çынпа ăмăрткайăк
Пурăнаççĕ питĕ лайăх;
Икĕ тус та ик чĕре —
Пĕр чун евĕр тĕнчере;
Пĕр-пĕрне хуçа темеççĕ,
Хăрхăм-тарçă та темеççĕ;
Кайăк итлет этеме,
Этем итлет кайăка;
Туслăх пулсан çĕр çинче
Çӳреме те лайăхах.
Çак сунарçă хăй тусне
Пĕчĕкрен пăхса ӳстернĕ.
Кайăк айванрах чухне
Вăл ăна лартса çӳрене
Хăйĕн хулпуççи çине.
Алăран апат çитернĕ,
Алăран çӳле вĕçтернĕ —
Тусем урлă инçене.
Вăл çапла вĕçме вĕрентнĕ
Аслă çутă тĕнчене.
Кайăка вăл ят та панă:
Ирĕк-кайăк — чаплă ят.
Ирек-кайăк çунат сарнă —
Сарлака кăна çунат.
Ирĕк-кайăк тытнă çулăн
Вĕçĕ çуккă тӳпере:
Тĕнчипе çӳре хăюллăн,
Çил çӳренĕ пек çӳре.
Кунçул тăнăç шунăçем
Çапла пурăннă вĕсем;
Пĕр-пĕрне ӳпкев туман,
Чăркăшман та харкашман;
Анчах çывăхрах çаксен
Пулнă иккен пĕр тăшман.
Усал патша Хăрпан-пуç,
Сăхă куç та выçă куç,
Никама та курайман
Çакă ĕмĕтсĕр тăшман.
...Ăнсăртран, çĕрле пĕрре,
Туссем çывăрнă çĕре
Тĕксĕм сĕм вăрман енчен,
Хăрпан патша патĕнчен,
Вĕçсе пынă вăрă майлă
Икĕ пуçлă ăмăрткайăк.
Ирĕк туспа сунарçа
Вăл шутланă çав каçах
Систермесĕр тапăнма,
Тыткăна тытса кайма;
Хăрпан-пуç патша валли
Ĕмĕр ырă курмалли
Ирĕкрен чура тума,
Юнпа тар куллен сăхма.
Икĕ пуçлă ăмăрткайăк —
Тăхланран çуначĕсем.
Хурлăх курнă нумай халăх
Тухайман ун айĕнчен.
Икĕ пуçлă ăмăрткайăк,
Сăхăланнă: «Тытса кайăп,
Систермесĕр, вăрă пек,
Юлашки çак Ирĕке».
Кĕрхи каçĕ тĕм-хура,
Ак вĕçет вăл, вăр-хурах,
Ирĕклĕ çеçенхире,
Икĕ ирĕклĕ чĕре
Лăпкăн çывăрнă çĕре.
Анчах çĕрлехи тăшман
Шăппăн вĕçеймест ниçтан.
Тăхлан çунат варкăшать —
Хирти кăлкан каш-кашлать;
Ши! шăхăрса çил вĕрет —
Хăрушлăха систерет.
Ирĕк-кайăк кăларать
Пуçне çунат айĕнчен.
Хăйĕн тусне вăратать
Инкек килсе çитиччен.
Унтан, вут та çиçĕм пек,
Çурса тĕксĕм тӳпене,
Хăйĕн пĕтĕм вăйĕпе
Çӳлелле вăл вирхĕнет.
Ак пуçланчĕ çапăçу,
Акăш-макăш тытăçу!
Тавăл мар ку, çумăр мар,
Пăрпа хутăш пĕрхĕнет;
Çитмĕл çичĕ çухрăма
Чĕп-чĕрĕ юн сирпĕнет.
Икĕ пуç, тăватă куç,
Паллă ĕнтĕ хăватлах.
Анчах пирĕн Ирĕк-тус
Парăнмасть çав хăвăртах
Пуçĕ унăн иккĕ мар,
Анчах ӳснĕ ирĕкре;
Куçĕ те тăваттă мар,
Анчах чунĕ çирĕпрех.
Пăлтăр-пăлтăр çаврăнса,
Пĕлĕтсене çапăнса,
Нумай вăхăт çапăçсан,
Икĕ пуçлă вăр-хурах
Халтан кайрĕ самаях.
Вара çакă самантра
Ирĕк-кайăк тăшманран
Аяккарах пăрăнчĕ.
Унтан каллех пур вăйран
Тăшман çине тăрăнчĕ.
Çутă хурçă сăмсипе
Пырса çапрĕ, сăнă пек,
Сулăмлăн та вирлĕн çеç
Тăшмана вăл пуçĕнчен;
Пуç чăл-пар çеç сирпĕнчĕ
Хăйпăнса чăн кăкĕнчен.
Хăрах пуçлă çав тăшман
Тытăнса тек тăрайман...
Çĕрелле вăл вăркăнать,
Хĕрхенмешкĕн йăлăнать.
Хайхискер, кунта çĕрте
Пирйн тусăмăр сунарçă
Уххине пĕр туртса ячĕ,
Вăйлăн вăркăнчĕ çĕмрен.
Пырса çапрĕ вăл хăватлăн,
Турĕ вăхăтлă ĕçне:
Чӳлмекле çапса салатрĕ
Лешĕн юлашки пуçне.
Ир те пулчĕ. Çут хĕвел
Чупса тухрĕ уй-хире.
Икĕ тус хайхи пăхать,
Икĕ тус хайхи курать:
Çĕрлехи тискер-усалăн
Пуçĕ пулнă-мĕн ултавлă,
Çийĕ пулнă ылтăнран,
Купташки вара — тăмран.
Çапла Ирĕк Пусмăра
Çĕннĕ юнлă вăрçăра.
Пĕтнĕ, тет, Хăрпан патша та
Çавăн хыççăнах вара.
Икĕ тус татах та лайăх
Тытăннă, тет, пурăнма.
Чăн-чăн аслă ăмăрткайăк,
Икĕ пуçлă вăрă мар,
Ылтăнпа сăрлани мар,
Çынна кӳнĕ ирĕклĕх,
Чуна кӳнĕ çирĕплĕх;
Сирнĕ пусмăр-хурлăха,
Телей кӳнĕ халăха,
Ӳссен хăвах курăн эс:
Еплерех вăл пурăнăç.
* * *
Юмахне мучи пĕтерчĕ
Чĕртрĕ сӳннĕ чĕлĕмне.
Ункăн-ункăн вăл вĕçтерчĕ
Кукăр чĕлĕм тĕтĕмне.
Хветут тăчĕ. Унăн халĕ
Хул лапаткисем çинче
Ăмăрткайăкăнни майлă
Çунат шăтрĕ. Ак тĕнче!
Икĕ аллине вăл сарчĕ
Чăн-чăн ăмăрткайăкла,
Çил пек, вĕçнĕ пек чуптарчĕ
Малалла та тăвалла.
Ак вăл сăрталла çитет те
Кăшкăрать пур вăйĕпе:
— Курса юл, мучи, вĕçетĕп
Паттăр ăмăрткайăк пек!
4. Шкулта
Вăрçăсемпе хăрушă выçлăх
Шăлланă, шелсĕр çавипе
Тăван çĕр тăрăх тухнă хыççăн
Лăпланчĕ пурнăç майĕпе.
Анчах тăлăх-турат Хветутăн
Пайтах-ха умĕнче асап.
Ĕмĕчĕпе кăна вăл тутă,
Пĕр ĕмĕт çутă та таса.
...Кĕр кунĕ çитрĕ. Çил вăр-варрăн
Килсе шаккарĕ çенĕке.
Хветут кăçал тытма шутларĕ
Алла шур хут та кĕнеке.
Ан тив, сив çил туртса силлетĕр
Çĕр саплак лартнă сăхмана.
Хветут халь хăрамасть нимрен те,
Шкула кайма вăл тумланать.
Шкул алăкне уçать хăюллăн,
Ялан çӳренĕ пек кĕрет.
Шăв-шавпала шкул çурчĕ тулнă,
Çурхи вĕлле пекех кĕрлет.
Кĕрет учитель. Куçлăх витĕр
Кăштах хăтăрасла пăхать.
— Ачсемĕр, — тет, — шавлатăр питĕ. —
Вĕлле часах ак шăпланать.
Унтан учитель кăшт йăпатнăн,
Кăшт çирĕппĕн, кăшт вашават,
Ыйтма пуçларĕ — кам мĕн ятлă,
Мĕнле кашнийĕн хушамат.
Кунта ун куçĕсем Хветутăн
Куçĕсемпе тĕл пулсанах:
— Орлов! — тесе леш тăчĕ туххăм,
çаплах каларĕ, кулса мар.
Учитель ун çине вăраххăн
Пăхать хайхи, шалт тĕлĕнсе
Кунта çырма та вăл пăрахрĕ,
Ручки те ӳкрĕ аллинчен.
«Мĕнле Орлов?» — шутлать хăй тĕллĕн,
Шуталнă майăн тем кĕтет. —
Ун ашшĕ пулнă-çке — кам пĕлмĕ? —
Ялти чи ятсăр Мĕкĕте».
Унтан Хветутăн хура куçĕ
Кăшт та сикменнине кура,
Учитель çирĕппĕн те уççăн
«Орлов» тесе çырса хурать.
Мĕнех вара — пул ăмăрткайăк,
Çунат сарса ӳс пĕчĕкрен.
Хушамату питех те лайăх,
Хута та тăрăшса вĕрен.
Ан тив, — ачи маттур эс, çивĕч,
Чăвашăн пултăр хушамат.
Çапла Орлов Федот Никитич
Йыша пĕр танăн хутшăнать.
Ун чĕрине хай ăмăрткайăк,
Мучи юптарнă ыр юмах,
Вырнаçнă ĕмĕр пурăнмалăх,
Йăва хывса вăл уйрăмах.
5. Уявсемпе кӳренӳсем
Ĕмĕт, ĕмĕт çил-çунатлă,
Ĕмĕт пирĕн Хветута
Çĕнĕ юрă пек хăватлăн
Малалла пĕрмай туртать.
Вăл утать çула тухасшăн,
Пикенсех çӳрет шкула;
Саспаллисемпе паллашнă,
Кĕнеке ăста вулать.
Çийĕнчи çĕр саплăк витĕр
Çил вĕрсен те, пурпĕрех
Хăйĕн ĕмĕтне вăл курĕ,
Мĕскĕн пулмĕ ĕмĕрех.
Ан тив, халĕ шăнкăравлă
Çăварни, çĕр кисретсе,
Кайтăр, кайтăр, вĕсен тайлăк
Пӳрчĕ умĕнчен иртсе.
Ан тив, катаччи кĕрлетĕр,
Хăюсем вĕлкĕштерсе;
Ан тив, урамра пĕрре те
Ан шăпланччăр юрăсем!
Шар! кĕçентĕр хура учĕ,
Янăраттăр Ямаша;
Ларса пыччăр та йăл кулччăр
Хĕрпе каччă юнашар.
Пурпĕрех Хветут пĕчченçĕ
Кĕнеке тытса ларать;
Хăлхине вуланăçемĕн
Аллипе хуплать вара.
Хăлхана шăв-шав ан кĕтĕр,
Уяв мар ун чĕринче;
Çамрăк ĕмĕт çак каç витĕр
Туртăнать таçта инçе.
Кавказ тăвĕсем пит çӳллĕ
Çитме çук пек ĕмĕр те
Пурпĕр ăмăрткайăк çулĕ
Çав тусем урлах иртет.
Ирĕкре çеç пурнăç лайăх
Ирĕкре кăна хăват.
Аслă кайăк — ăмарткайăк
Ирĕке кăна савать.
Хĕллехи кунсен черечĕ
Кĕç иртет ак, кантăка
Çут хĕвел сар çу сĕрет те
Ăшшине пӳрте тăкать.
Хветут урăх тӳсеймесĕр
Пӳртрен вăшт çеç вăркăнать.
Çуркунне — мĕн тейĕн эсĕ! —
Çутçанталăк вăранать.
Ак çитет мункун эрни те,
Ямашра каллех шăв-шав.
Анчах ун хăçан-ши çитĕ
Çутă ĕмĕтри уяв?
Тĕнчере çаплах вăл тăлăх,
Çаплах тăвăр кăкăрта.
Ачасем ав çерем тăрăх
Кустараççĕ çăмарта.
Кĕмĕл саслă çĕнĕ купăс
Юрă шăратать лере.
Çавăнта, Хветутăм, чуп эс,
Пуçна тыт эс çӳлерех.
Анчах вăл утать хăюсăр
Чуччу ярăннă çĕре.
Чĕрене кăшлать пĕр тунсах
Çĕтĕк тум кăна çире.
Çынсене кăна пăхатăн
Тĕлĕнсе те тĕмсĕлсе.
Яшсем тăхăннă çут атă,
Хĕрсем çакнă кĕмĕлсем.
Çамрăка уяв паха-мĕн, —
Асамат кĕперĕ пек.
Ялкăшать Ямаш урамĕ
Çитмĕл тĕслĕ тĕрĕпе.
Хĕрлĕ те, кĕрен те, шурă...
Çут тĕнчен пур тĕсĕсем
Варкăшаççĕ ял чуччувĕ
Чу! кайса пи! кайнăçем.
Чиперкке çеç хĕрпе каччă
Тăнă та чуччу çине
Вĕçнĕ евĕр ярăнаççĕ,
Пăхнипех чун çӳçенет.
Купăс ывăнма пĕлмесĕр
Чĕрере чĕртет-çке вут.
Аякра тăратăн эсĕ,
Шухăша кайса, Хветут.
Ярăнма сана чĕнмеççĕ, —
Санăн çĕтĕк сăхманна
Куçăнах хĕрсем тиркеççĕ —
Эс ялта кĕтӳç кăна.
Эс çапла пĕччен тăратăн,
Кунта акă сан умна
Пĕри пычĕ те вăраххăн
Тытса пăхрĕ сан тумна.
— Мĕн йышши сукна ку санăн? —
Ыйтрĕ вăл кула-кула.
Эс ăна аван паллатăн,
Ашшĕ ун куштан кулак.
Эс чĕнмерĕн. Вут-кăваррăн
Чĕрӳ тулчĕ çилĕпе.
Эс кĕçех çапса ямарăн
Çав манкаллă селĕпе.
Хĕвĕнтех пек леш хай чул та
Туйăнчĕ сана кунта.
Анчах эсĕ çирĕп пултăн,
Парăнмарăн саманта.
Хăвна ху эс лăплантартăн:
Мăшкăл пымĕ нумая,
Пулĕ пирĕн урамра та
Хамăр кĕтекен уяв.
Эс вара хуллен уттартăн,
Тайлăк пӳрт сана кĕтет:
Мункун иртрĕ. Эс хурлантăн.
Кĕç ак çимĕк те çитет.
Çепĕç çимĕк ялйышсемшĕн,
Ĕмĕрхи йăлипеле,
Хуйхине те, савнăçне те
Пĕтĕмпех кӳрет пĕрле.
Авалхи çĕре чыслаççĕ
Чăвашсем çав çимĕк кун.
Хĕвелччен мунчă хутаççĕ,
Тăхăнаççĕ шурă тум.
Ваттисем ватта аснаççĕ, —
Чĕреспе йăтса сăра,
Хăйсен мелĕпе утаççĕ
Чечек сарнă масара.
Çамрăксем вара саваççĕ
Урăхла çак вăхăта:
Çимĕке вĕсем каяççĕ
Вăрман витĕр — Шăмата.
Пултăр çимĕк — пултăр чĕрĕ, —
Ахальтен-и вăл уяв!
Ĕлĕкрен каять яш-кĕрĕм
Çимĕкрен тӳрех туя.
Кăкăрти хаваслă юрă
Ирĕке паян тухать;
Омашне вăрманĕ урлă
Таврана шыв пек юхать.
«Тули-тули, тули-тусăм,
Тусăм, тăр-ха ту çинче.
Сан тĕле пулсассăн куçăм
Туй пулассăн туйăнчĕ».
Шăратать тальянка-купăс
Хăйĕн шухă юррине.
Çимĕке, Хветутăм, чуп эс,
Курса юл ун ыррине.
Анчах акă çимĕк кун та
Пĕчĕк пахчана кĕрсе,
Уява эс пăхса юлтăн
Çил картийĕ витĕр çеç.
Эс хăв уявна кĕтетĕн, —
Ĕмĕт çеç-ха вăл паян.
Ăнсăртран витре илетĕн,
Сивĕ шыв ăсма каян.
Çимĕкре пулман пулсан та
Ăш хыпса килен çынна
Уçă шыв ăсса парсассăн,
Пулĕ çимĕк курнăнах.
Çапла эсĕ хăналатăн
Çынсене çăл шывĕпе;
Ыр тăваç вĕсем сана та
Хĕвелçаврăнăшĕпе.
Çул çинче çапла тăраттăн,
Ака, тĕлĕкри пекех,
Пырса тухрĕ вашаватлăн
Сан умна пĕр сар пике.
— Ах, ытла та ăшăм хыпрĕ, —
Терĕ вăл кулкаласа.
Курка тытрĕ, чăпăрт сыпрĕ, —
Сăнĕ уйăх пек таса.
Вăтанса куçна эс тартрăн,
Пăхаймарăн хĕр çине.
Хĕр йăл кулчĕ те вылятрĕ
Ярăм-ярăм шăрçине.
— Пăхсам, — терĕ хĕр хăюллăн,
Куçна ма тартан, ара? —
Эсĕ хĕр куçне тĕл пултăн
Витрери таса шывра.
Хĕр те санăнне тĕл пулчĕ,
Пăхрĕ вăл тинкеререх...
Ялкăшса яланлăх юлчĕ
Кăвак куç сан чĕрере.
6. Емĕт çунатланать
Кĕрхи тĕнчен çипуçĕ
Хăйне кура ятуллă,
Ун хăйĕн илĕртӳллĕ
Чăпар илемĕ пур.
Кăнтăралла ял урлă,
Кикаклатса салхуллăн.
Ачалăх иртнĕ евĕр
Иртет ав кайăк хур.
Кайăк хура ыр суннăн,
Ав Омашне вăрманĕ
Варкăштарать сар тутăр
Тăкать сар çулçине.
Çак ир вара Хветут та
Яш çын пулса вăраннă,
Патвар çĕн туйăм кĕнĕ
Ун уçă чĕрине.
Тахçан çуралнă ĕмĕт
Паман пачах та канăç,
Вăл йĕкĕте васкатнă
Пĕр малалла кăна.
Военкомат каланă:
— Ĕмĕтленни — аван ĕç,
Сывлăш çарне сăмахсăр
Илме пулать сана.
Чăн-чăн уй-хир ачийĕ,
Хул-çурăмран патвар эс,
Атя, йĕкĕт, пуçтарăн,
Сан çул пулать инçе. —
Çак самантра Орловăн
Икĕ çунат пĕр харăс
Ӳсейнĕ те ларайнă
Ик хулпуççи çинче.
Киле, чарусăр çил пек,
Вăр-вар пырса кĕрсессĕн,
Вăл амăшне çĕкленĕ
Тĕреклĕ аллипе.
— Анне, анне, аннеçĕм,
Анне, чухлатни эсĕ,
Кеçех эпир вĕçетпĕр
Чăн ăмăрткайăк пек.
Анчах мăнтарăн амăшĕ
Пĕр савăннă, хурланнă, —
Тем çуннă ун, ыратнă,
Яланхи пек, шалтан.
Салтак валли ал-хапăл
Вăл кутамкка майланă,
Чĕре сурилĕх чикнĕ
Сухарипе шăрттан.
Ун ывăлĕ çын пулчĕ —
Ку питĕ пысăк савнăç, —
Анчах паян сасартăк
Ăсатмалла инçе.
Юлташĕсем пуçтарăнчĕç,
Ыталанса юрларĕç
Çӳлти çут çăлтăр витĕр
Çул курăнни çинчен.
Хисеплĕ председатель
Хăех ак кӳлсе килчĕ
Колхозăн çил-çунатлă,
Кăвар пек ăйрине.
— Сыв пул, тăван Ямашăм!
Кĕрхи чарусăр çил çеç
Салтак юррийĕ хыççăн
Уй тăрăх вирхенет.
— Сыв пул, тăван уй-хирĕм!
Сыв пул, тăван ялйышăм!
Сыв пулăр та пур пулăр,
Ялти яшсем, хĕрсем!
Сыв пул, Якур мучиçĕм,
Тавах сана иртнишĕн
Нихçан та асран тухмĕç
Эс янă юмахсем.
Тур ут юртать çул тăрăх,
Ун кăпăр çилхи витĕр
Çĕр çитмĕл çичĕ саслă
Хаваслă çил вĕрет.
Хĕрсем сулаççĕ тутăр:
— Сыв пулăр, лайăх çитĕр,
Анчах таçта çитсен те
Ан манăрччĕ пире!
Колхоз çĕмелĕсен те
Паян, тен, чунĕ пур-тăр,
Сана çула ăсатнăн
Ретпе тăраç вĕсем.
Ав, Омашне вăрманĕ те
Варкăштарать сар тутăр,
Пуçне таять мăнаçлăн
Тур ăйăр юртнăçем.
Сыв пул, çуралнă çĕрĕм,
Чун пек тăван кĕтесĕм!
Юртсам, тур ут, васкавлăн
Çитес çĕре çитсем!
Ĕнтĕ, Тăван çĕршывăм,
Сан ывăлна кĕтеççĕ
Чи пысăк та чи кирлĕ
Ĕçсем те ĕмĕтсем.
Хăюллисем — вĕçеççĕ,
Хăравçисем — ӳкеççĕ,—
Чи малтанхи урок ку,
Чăн малтанхи сăмах.
Тĕнче хăвна, юлташăм,
Пулас тесен вĕçевçĕ,
Хăюллисен йышне эс
Кĕрес тесен чăнах.
Кам нăрă пек мăраннăн
Йăрăланма çуралнă, —
Ăншăртлансах ăмсантăр —
Вĕçме пултараймасть.
Орлов çакна вуланă,
Орлов çакна ăнланнă,
Вăл туйнă — ун чĕрийĕ
Вĕçме кăна хавас.
Юмахпала çуралнă
Хăватлă ăмăрткайăк
Ун чĕринчех çӳренĕ,
Вăл пулнă хăй — чĕре.
Чĕри ăна каланă:
— Сана эп илсе кайăп
Чи харсăр кайăкран та
Инçе те çӳлерех.
Анчах малтан Орловăн,
Чи тимлĕ шкул ачи пек,
Ларсах вĕренме тивнĕ
Вĕçев теорине.
Райтсем кайăк пулсассăн,
Икар вăл — пĕчĕк чĕпĕ, —
Çапла пин çул этемлĕх
Вĕçмешкĕн вĕренет.
Пин-пин çул ĕмĕтленнĕ,
Хăварнă пин легенда,
Икар хăй те çӳренĕ
Легендăра кăна.
«...Ак эс чипер вĕçетĕн,
Пĕр штопора лекен те,
Унтан тухаймасассăн,
Пуçхĕрлĕ вăркăнан...» —
Çапла çырать Орловăн
Пĕрле ларан юлташĕ
Хăй умĕнчи сар питлĕ
Таса тетрадь çине.
«Штопор тени вăл тĕрлĕ, —
Мĕнли çинчен каласшăн?
Пĕр тĕрлипе уçаççĕ
Эрех кĕленчине».
Çапла Орлов та çырчĕ,
Кулмасăр çырчĕ, çирĕп,
Кăштах кулăшларах та
Ытарлă ответне.
Çапла кунсем иртеççĕ.
Çапла Хветут та пирĕн
Васкать, васкать пĕр тăтăш
Çитме хăй ĕмĕтне.
Вĕреннĕ май вăл акă
«У-2» çине те ларчĕ,
Инструкторпа пулсан та —
Çапах вăл сывлăшра.
Мухтав, этем ăстăнĕ!
Мухтав, этем хăвачĕ! —
Иртни те аса килчĕ
Ăна çак хушăра.
Ытла та мескĕн пулнă
Никам пĕлми кĕтӳçĕ...
Куççулĕ витĕр пăхнă
Çӳлти хăлат çине.
Çĕршыв ăна çĕклерĕ.
Халь акă çул яр-уçă,
Халь тӳперен сăнать вăл
Мĕнпур çут тĕнчене.
Кĕçех Орлов хăй тĕллĕн
Вĕçме пуçларĕ лайăх,
«У-2» кăна пулсан та,
Çунатлă вăл çапах.
Çапла çунат вăл сарчĕ —
Пĕр çамрăк ăмăрткайăк,
Çапла çӳре пуçларĕ
Çут ĕмĕтри çулпа.
Ун чух çĕршыв вăл хăй те
Тинрех-ха çунат сарнă,
Çитĕнекен хăвачĕ
Хăпарнă кĕрлесе.
Челюскинецсен чапĕ
Тĕнчипеле ян кайнă,
Тĕнче умне çĕкленнĕ
Пĕрремĕш геройсем.
Унтан Валерий Чкалов,
Пĕрремĕш çиçĕм евĕр,
Хăюллăн вĕçсе тухрĕ
Çĕршыв маршручĕпе.
Кĕçех шур полюс урлă
Америка вĕçетпĕр,
Полюсалла кĕретпĕр
Чăн аслă хуçа пек.
Çунатлă, аслă тапхăр!
Мухтавлă, чаплă тапхар!
Кашни ун чух çӳренĕ
Хăй майăн çунатпа!
Кашни сăпай та лăпкă.
Вăрмантрестри бухгалтер
Сикмешкĕн хатĕр тăнă
Сенкер парашютпа.
Кашни йĕкĕт шутланă
Пулмашкăн истребитель,
Яш-кĕрĕмре çӳренĕ
«Хурчка» сăмах кăна.
— Хурчка, — тенĕ Орлов та, —
Хурчка аван-ха питĕ. —
Анчах тем урăххи те
Канăç паман ăна.
Хурчка аван вăл питĕ.
Çапах та ăмăрткайăк
Мĕн пĕчĕкрен иленнĕ
Орловăн чĕрине.
Пуçлăхсене калать вăл:
— Бомбовозпа эп кайăп,
Çĕршыв чĕнес пулсассăн,
Усал тăшман çине!
7. Чăваш ачин çулĕ
Чăваш ачи, сассуна пар!
Çеçпĕл Мишши
Хăватлă марш. Вĕçевçĕсем маттур:
«Чĕремĕр пирĕн çулăмлă мотор...»
Шкултан тухса çĕн ĕмĕт-шанчăкпа
Орлов вĕçет бомбардировщикпа.
Тăват мотор, ик сарлака çунат, —
Тăван çĕршыв ăна ыр çул сунать:
Хăюллă çул, инçе те çӳллĕ çул, —
Çав çул çинче эс пысăк паттăр пул!
Çав çулпала эс ирĕккĕн çӳре,
Эс ху хуçа çак аслă тĕнчере.
Орлов вĕçет. Çуралнă вăл вĕçме
Пĕр вĕçĕнчен тухать тепĕр вĕçне
Енчен енне виçет вăл çĕршыва,
Вăл çĕнĕрен те çĕнĕ çул хывать.
Вăл кăнтăрти хĕвелпеле васкать
Çитме часрах пăрланнă Мурманска.
Шур çĕлĕклĕ мухтавлă Кавказа
Вăл урлă-пирлĕ çичĕ хут каçать.
Пăрпа та, çумăрпа та çапăçать,
Балтикăран тухать вăл тухăçа.
Вăл Ази урлă вĕçнĕ чух пĕр ир
Кĕтсе илет ăна мăнаç Памир.
Çапла çул тытнă майăн аякка
Вăл тĕл пулать чăн ăмăрткайăка.
— Аван-и, тусăм, ĕмĕтри тăван?
Малтанхи хут эс куç умне тухан! —
Хай аслă кайăк, тем ăнланнă пек,
Варкăштарать хăлаç çунаттипе,
Юласшăн мар паян вăл намăса,
Орловпала вĕçет вăл ăмăртса.
— Вĕç, вĕç, хăватлă тусăмçăм, кĕрле!
Çитес çĕре часрах çитер пĕрле.
Хастаррăнрах эс сывлăша кассам,
Пире чĕнет юнпа вĕрен Хасан.
Вут-çулăм хыпнă çапăçу хирне
Пире Тăван çĕршывăмăр чĕнет.
Анчах та ăмăрткайăк пит хуллен
Вĕçет, çынпа ăмăртаймасть иккен;
Ырă сунса, çунаттине сулать,
Вăл Орловран инçе тăрса юлать.
— Сыв пул эппин эс, сывлăшри тăван!
Çĕнтерӳпе эп таврăнăп ыран.
Сан чыслăхна та санăн йăвуна
Эп тусăм, памăп сĕмсер тăшмана. —
Сывпуллашса вĕçевçĕ ăсанать
Çапла вут хыпнă, юнлă Хасана.
Çитес çĕре çитет те вăл ирех
Харсăрланса çапăçăва кĕрет.
Вăр-хураха хаяррăн çунтарать,
Çапла чăваш хăй сассине парать.
Çапла вăл малтанхи çапăçура
Хăйĕн вăйне тĕрĕслесе курать.
Тепĕр çултан ун йывăр та шултра
Бомбийĕсем ӳкеç Халхин-Голра.
Сыхлать Орлов Тăван çĕршыв чысне,
Вăл шанчăклăн тăвать халăх ĕçне.
Орлов пĕрре пырса çапать хастар —
Тăшман йăвийĕ саланать чăл-пар.
Орлов юрри пĕр ăстрăм илтĕнет —
Çĕршывăн чапĕ сумлăн çĕкленет.
Иртеç кунсем. Тăван çĕршыв тавра
Тĕнче вăрçи усал çилне çаврать.
Орлов васкать Хĕвеланăçнелле,
Каллех çитес çĕре ун çитмелле;
Ун вĕçмелле каллех пит аякка,
Каллех курать вăл ăмăрткайăка.
Хăлаçланса мăнаç çунаттипе
Леш саламлать ăна çĕнтерӳпе:
— Салам сана, çут çăлтăрлă çунат,
Тупнă çулна нихçан та ан çухат!
Тусĕпеле сывпуллашса хавас,
Орлов васкать. Ун чĕринче — приказ.
Çӳл тӳпере хăватлăн кĕрлесе,
Пĕр тикессĕн ĕçлеççĕ моторсем.
Çунат çинче çут çăлтăр çĕклесе
Орлов вĕçет. Чĕнеççĕ тăвансем.
Вĕсем тухасшăн пурте пусмăртан,
Пуласшăн пурте пирĕнпе пĕр тан.
Украинсем, белоруссем пĕрле
Ирĕк ĕçре туптасшăн пĕр телей.
Çав кĕркуннех, пĕр тĕксĕм каçхине,
Тăшман сикет Тăван çĕршыв çине.
Орлов васкать. Вĕçет Çурçĕрелле.
Тăшман усал. Ăна пĕтермелле.
Орлов хаяррăн бомбăсем тăкать,
Тăшман чăмать пуçхĕрлĕ шăтăка.
Леш шурă финн тени çавăн чухнех
Хыпса пăхать Орлов «кучченеçне».
Çапла, çав сулхăн Çурçĕрте вара
Чăваш каллех хăй сассине парать.
Орлов вĕçет. Татах çулсем хывать,
Унпа çӳрет вут-çулăмлă хăват.
Çӳл тӳпере мăнаçлăн кĕрлесе,
Пĕр тикĕссĕн ĕçлеççĕ моторсем.
Тăван çĕре мухтавпа чап кӳрсе,
Çунатсенчен ялтраççĕ çăлтăрçем.
Вăл Балтика таврашĕнче вĕçет,
Ăçта çитет — унта телей çиçет.
Кĕçех Эстони — Латви-Литвара
Чăваш ачи хăй сассине парать.
Часах хĕн-хурлă Бессарабире
Çынсем кĕтсе илеççĕ çут ире.
Орлов унта хăй çунатти çинче
Илсе пырать хĕвеллĕ çĕн тĕнче.
Чăваш ачи, хăй мăшкăл тӳснĕскер,
Ирĕклĕхе чунпа туяканскер,
Хăюллă ăмăрткайăк пек çӳрет,
Тăвансене телей те чыс кӳрет.
Чăваш ачи ăçта вĕçсе пырать —
Унта вăл хăйĕн сассине парать.
8. Тӳлек те лăпкă каç
Орловăн тусĕ — Николай Гастелло.
Хветут ăна тăван пек юратать.
Анчах та ун юлма лекет хăй тĕллĕн —
Куçать Гастелло урăх отряда.
Хăй кайнă чух вăл хăйĕн отрядне те,
Самолетне те Орлова парать.
— Шанатăп, — тет вăл, — çирĕп ĕненетĕп —
Ăста алра пулать çак аппарат.
Умра тăрать тăват моторлă улăп,
Ăна Гастелло ăшшăн ачашлать. —
— Учитель, — тет Орлов, — тирпейлĕ пулăп,
Тупа туса калатăп чăвашла.
Улăп машинăн çӳллĕ фюзеляжĕ
Çине вара кăвак çеç сăрпала
Кĕрнеклĕ «2» çырнă. Çавăнпа-ши
Ăна кунта кашни, кашни паллать...
Мухтавлă улăп — «Голубая двойка» —
Ăна çапла чĕнеççĕ отрядра.
Самант канмашкăн аннă ăмăрткайăк
Бетонлă тикĕс çул çинче ларать.
Мăнаçлă кайăк! Унпала Гастелло
Сывпуллашать паян кăшт хурланса.
— Юрать, — тет вăл, — эп хăнана килкелĕп,
Пуссассăн тунсăх, вăхăт тупăнсан.
Отрячĕ унăн кӳршĕре вырнаçнă.
Вăл — командир. Вăл час-часах унтан
Орлов патне килсе курать ир-каçăн,
Тусĕсене манмасть-ха капитан.
Çак шăматкун каç выртмаллах вăл юлчĕ, —
Тусĕсемпе калаçмалли нумай.
Çуллахи каç тӳлек те лăпкă пулчĕ,
Сăмах та шурĕ вăхăт шунă май.
Вĕсем çемçе çерем çинче выртаççĕ,
Аэродром çывăхĕнчех вĕсем.
Чӳхенкелет асамлă июнь каçĕ,
Тӳлеккĕн çеç çунаççĕ çăлтăрсем.
— Тусăмăрсем, тĕнче тӳпи пит çӳллĕ,
Мĕн чухлĕ çул вĕçевçĕн уçмалла! —
Çӳле пăхса, çапла калать Гастелло,
Шухăшĕпе вĕçет вăл малалла.
— Эпир, — тет вăл, — тин çеç-ха çунатланнă,
А пирĕн ĕмĕт мĕн тери вара!
Валерий Чкалов ахаль мар шутланă
Вĕçсе тухма çĕр чăмăрĕ тавра.
Тусем те тинĕссем, пур океансем урлă —
Вĕçевçĕн çулĕ вĕçĕмсĕр инçе.
Малашлăха çул хыв, юлташ, хаюллăн,
Этем телейлĕ пултăр çĕр çинче.
Хăш чух çапла шутлатăн — тĕлĕнетĕн:
Мĕн ĕмĕртен çĕрте таптаннисем,
Эпир, паян чăн-чăн çӳле çĕкленнĕ,
Эпир паян чăн-чăн малти çынсем.
Унтан Гастелло çаврăнчĕ сасартăк
Орлов енне:
— Чăваш ачи, кала,
Çак аслă Совет влаçĕ пулас мар-тăк,
Çут тĕнчере эс кам-ши пулмалла?
Эс халь хăватлă караппа çӳретĕн,
Эс сывлăшра çĕнĕ çулсем уçан.
Сан ĕмĕтӳшĕн чăрмав çук пĕрре те,
Ăçта пыратăн эс — унта хуçа.
— Эп хам та, — тет Орлов чунтан пăлханнăн,
Шутлатăп халĕ çавăн çинченех.
Эп тĕттĕм çĕрпӳртрен тухса хăпарнă
Çак ирĕклĕ, тивлетлĕ тĕнчене.
Чăваш вăл ĕмĕр мăшкăлра таптаннă,
Юмах кăна йăпатнă халăха.
Куратăн халь, эп те этем, тăванăм,
Пĕрле сыхлатпăр хамăр ырлăха.
— Çапла, Федот, çапла, юлташăм, тусăм, —
Гастелло тăчĕ, пăхрĕ тухăçа.
Ĕнтĕ чылай çуталнă шурăмпуçĕ
Йĕри-тавра ир илемне уçать.
Инçе те мар самолетсем лараççĕ,
Кăшт сывлăм пур çунаттисем çинче.
Çапла иртет июнĕн лăпкă каçĕ,
Ытла та шăп пек туйăнать тĕнче.
— Çапла, Федот, — тет Николай Гастелло, —
Анчах çак мирлĕ, ырă пурнăçа
Сыхламалла куç шăрçи пек йĕркеллĕ,
Тен, çакăншăн тухма лекет вăрçа?!
Тăрать Гастелло. Паттăр улăп евĕр
Кĕрнекленет вăл шуçăм çутинче;
Ултавяă вăрçă килессе кĕтмесĕр,
Çĕн ĕмĕтсем çунаççĕ чĕринче.
Анчах хĕвел тухса ĕлкĕреймерĕ...
Мĕнле çăхан ку?.. Килнĕ вăл мĕн-ма?
Хура хĕреслĕ самолет тискеррĕн
Пуç тăрринчех пуçларĕ явăнма.
Малтан ларма хăтланнă пек кăтартрĕ,
Явăннă май кăларчĕ шассине.
Кĕç пулемет хаяррăн шатăртатрĕ
Тăхлан сапса аэродром çине.
«Нивушлĕ вăрçă? Ку çăхан — разведчик
Кунта ахаль килмен вăл, ахăртнех...»
Гастелло тăчĕ те çил пек вĕçтерчĕ
Вут айĕнчи самолетсем патне.
Стрелок-радист кабинине вăл кĕчĕ,
Пулеметпа тĕллерĕ çăхана;
Çине-çинех вут сапрĕ пулемечĕ,
Лектерчĕ кĕç лешне аван кăна.
Çăхан кисренчĕ, тăр та тăр чĕтренчĕ,
Çапах тарма шутларĕ лерелле.
Унтан хайхи çав йĕксĕк ерипен çеç
Шăва пуçларĕ акă çĕрелле.
Ун çумĕнчен кĕç хапрĕ тĕксĕм михĕ,
Кĕç сарăлчĕ сип-симĕс парашют.
— Парашютпа сикесшĕн йытă йăхĕ,
Хальхаççăнах ун çук-мĕн вилес шут!..
Çав ирсĕр чăн та пулнă-мĕн разведчик.
Алла лексессĕн, допроса çитсен:
— Кăтартăр, кам мана персе ӳкерчĕ? —
Тесе вăл ыйтнă пирĕннисенчен.
Хăйне вăл пите сĕмсĕр тыткаланă,
Ун кантăк евĕр вилĕ куçĕсем
Хăйне ӳкернĕ харсăра шыранă, —
Шартах вăл сикрĕ, капитан кĕрсен.
— Эп вĕçнĕ Франци, Дани, Бельги çийĕн,
Çул çухатман эп Лондон тĕтринче;
Анчах телей кӳмерĕ-мĕн Россия,
Вĕçленчĕ çул пĕрремĕш кунĕнчех.
— Çитет, фашист! — ăна Гастелло пӳлчĕ.
Кантăк куçсем те шăнчĕç самантах.
...Пуçланчĕ вăрçă. Пирĕн çилĕ тулчĕ.
Çĕршывăмăр пуçтарăнчĕ фронта.
Орлов та çакрĕ бомба ярăм-ярăм
Тăват моторлă улăпĕ çине.
Çĕршыв пехилĕпе тухса вăл кайрĕ
Тин çеç пуçланнă халăх вăрçине.
Ăна кунта сасартăк аса килчĕ
Тахçан, ыйткаласа çӳренĕ чух,
Ун аллине кулак пăрахнă чул.
Хĕврех пек вăл. Çавна алла эс ил те
Çап тăшмана!
Пĕр шелсĕр пул!
9. Гастелло ĕçĕ
Кашни тупа турĕ çав кун ирхине:
— Юратнă çĕршывăм, çуратнă анне!
Юна та, чуна та йăлт парăп сана,
Нихçан та ӳкермĕп чысна-мухтавна!
Çĕршыв пире чĕнчĕ: «Тухар кар тăрса,
Пĕрле пĕтĕм халăх çак аслă вăрçа!»
Таçтан ютран килнĕ тискер вăр-хурах
Пире ĕмĕрне те тăваймĕ чура.
Пире хавшатаймĕ нимле йывăр çул,
Нимле инкекре те эпир пĕтес çук.
Анчах тăшман вăйлă, кĕрет шалаллах,
Ăна тем пулсан та тытса чармалаа,
Хура тĕтĕм-сĕрĕм хуплать хĕвеле,
Ăна тем пулсан та халех сирмелле.
Пухать пирĕн халăх патвар хăватне, —
Кĕçех çĕршыв илтрĕ Гастелло ятне.
Çав ят çулăмланчĕ чан-чан çиçем пĕк,
Çав ят çиçсе кайрĕ мĕнпур тĕнчипех.
...Вĕçет ак иркӳлĕм хăюллă хăлат, —
Гастедло фронт урлă тыла çул хывать,
Тăвать хăй ĕçне вăл ялан та ăста,
Паян та пăтерĕ пайтах фашиста.
Тăшманшăн ку пулĕ чăн хĕртнĕ çатма,
Тăшман ан сĕмлентĕр текех çаратма.
Эпир тунă пурнăç, ĕçленĕ хĕрсе,
Тулли хум çĕклерĕç тăван уй-хирсем.
Авал пушхир тăрăх çил чупнă çĕрте
Çуртсем капăр тăчĕç пĕр тикĕс рете.
Ĕçре пилĕкçуллăх патвар утнăçем
Çуллен ӳссе пычĕç цехсем, заводсем.
Тин çеç çунат сарнă хăюллă çынсем
Тытатчĕç чи ырă, таса ĕмĕтсем.
Эпир никама та тивме шутламан,
Анчах килсе кĕчĕ ултавлă тăшман.
Паян çавăнпа та Гастелло хаяр;
Пĕр шухăш кăна ун: çапар, аркатар!
Çапар хĕрхенмесĕр усал тăшмана,
Фашистăн шăпийĕ — пĕр вилĕм кăна.
Гастелло сасартăк умра асăрхать:
Тăшман эшелонĕ таçта тăсăлать.
Колонна, колонна — машина та танк,
Çĕлен пек шăваççĕ таçтан аякран.
Гастелло пат тӳррĕн унта çул тытать,
Малтанлăх виç бомба çӳлтен вăркăтать.
Тăшман хăй те хирĕç пеме тытăнать,
Сехри хăпнă нимĕç перет хыттăнах.
Гастелло çĕр çумĕн вутпа вăтăрать,
...Анчах та мĕн пулчĕ хăрах мотора?
Вăрах тайăлать, ав, аманнă çунат,
Кĕçех хĕлхем тухрĕ, машина çунать.
Тек шухăшлама та ун вăхăчĕ çук,
Калла таврăнмашкăн — ытла вăрăм çул.
Кунта парашют та çăлаймĕ сана, —
Чĕр пуçăн мĕн-ма лекес тыткăна?
Çук, пирĕн Гастелло хăравçă çын мар,
Çĕршывшăн вăл хатĕр вутра та çунма,
«Çапах та, вăй-халăм, часах эс ан чак,
Вилсен те, çунсан та, çĕршывшăн анчах!»
Гастеллон пуçра халь пĕр шухăш, пĕр шут:
Шавлатăр, кĕрлетĕр пĕр тăтăшшăн вут!
Нимле инкекре те чĕремĕр йăшман, —
Çĕршыв сывă пултăр! Тĕп пултăр тăшман!
Тен, ку юлашки... Çапах та ан чак!
Вилсен те, çунсан та — пĕр тупсăм анчах.
Çак шухăш çĕклерĕ герой чĕрине,
Каллех вăл ак кĕчĕ колонна çине.
Пуçлать тепĕр ăстрăм вăл чăн вĕçенчен,
Вут-çулăм хӳрийĕ шăвать хыçĕнчен.
Машина-комета шăвать те шăвать,
Çĕре вутлă çумăр çăвать те çăвать.
Вутпа кăварланнă геройăн чĕри
Тăшманшăн — хăруша, тӳсме çук вĕри.
Машина-комета хăй тĕллĕн шăвать,
Хыçра тем сарлакăш вут йĕрĕ юлать.
Пур автоцистерна, бензин пичкисем
Сиксе сирпĕнеççĕ герой иртнĕçем.
Шартах шартлатаççĕ снаряд-бомбăсем
Машина-комета вут-хĕм тăкнăçем.
Аннемĕр-çĕршывшăн сыхла тивĕçе,
Пĕтер хĕрхенмесĕр фашист-нимĕçе!
Вĕçленчĕ колонна, малта ав танксем, —
Машина-комета, унта та çитсем!
Мĕнле вăй-хăват халь чарайтăр ăна!
Гастелло çитет те... унта вăрăнать.
Пĕррех çĕр чĕтренчĕ! Кисренчĕ тĕнче!
Тавра тĕксĕмленчĕ хĕвел çутинчех!
Вутра сирпĕнеççĕ танксем, снарядсем,
Çунса вĕтĕнеççĕ çĕлен-калтасем.
Геройăн чĕри ку çĕре çĕмĕрет,
Ун вилĕмсер ячĕ юлать ĕмĕре.
Кунсем иртсе пырĕç, тен, иртĕ пин çул,
Гастелло чĕрийĕ нихçан сӳнес çук!
Вăл пулĕ çут çалтăр. Çĕршыв тӳпинчен
Хĕлхем сапса тăрĕ инçе те инçе.
10. Ку — тавăру каçĕ мар-ха...
И если капитан Орлов
Летит в туманной мгле,
Его карающая тень
Проходит по земле.
М. Матусовский
Ирхине Информбюро пĕлтерчĕ
Çулăмлă кĕске хыпар фронтран.
Улăп пек тĕнче умне çĕкленчĕ
Николай Гастелло капитан.
Çав хыпар Федот Орловшăн пулчĕ
Уяр кун кĕрленĕ аслати.
Чĕрине вĕри хаярлăх тулчĕ, —
Йăваш мар текех чăваш ачи!
Тавăрма чĕнет Гастелло ячĕ,
Ун кăварĕ — пирĕн чĕрере.
Отрядне Орлов ĕçе пуçтарчĕ:
— Тавăрма каятпăр кĕçĕрех!
Куçĕнче ун — пĕрмаях Гастелло,
Ун сăнарĕ, унăн ĕçĕсем.
Унăн пĕвĕ улăп евĕр стайлă
Ӳссе тăчĕ шухăш ӳснĕçем.
...Халь кăначчĕ питĕ лăпкă каçчĕ, —
Вăйлă тăвăл тухрĕ ирхине.
Капитан çав ир персе антарчĕ
Фашистсен пĕрремĕш çăханне.
Ун чухне Гастеллăна каларĕç:
— Аллу çăмăл пултăр, капитан!
Эс пуçартăн тĕрĕс те хаяр ĕç,
Пырăпăр эпир те санпа тан.
Эс татах та чаплăрах ĕç турăн,
Пирĕн тус, учитель, командир.
Сан ятна асра тытса,
сатуррăн
Тăшмана аркатăпăр эпир.
— Хатĕрленĕр, бомба ан хĕрхенĕр! —
Отряда Орлов парать приказ. —
Фашистсемшĕн кĕçĕр çĕр кисрентĕр,
Тамăкри пек туйăнтăр çак каç.
Ак Орлов та Локтионов, Сушин, —
Виçĕ паттăр — виç самолетпа
Тухса кайрĕç, —
командиршăн, тусшăн
Тăшмана хурав тума вутпа.
Паттăрсем фронт урлă çул тытаççĕ.
Тӳперен пăхатăн та — çĕрле
Пирĕн шĕкĕр хуласем çунаççĕ,
Вăрçă пĕтĕм таврара кĕрлет.
Эх, çĕршыв, эпир сана ӳстернĕ
Саншан тăкнă юн та вĕри тар
Халь ак тапăнчĕ тĕнче эсрелĕ,
Чĕртсе ячĕ талккăшпех пушар.
Улăпсем пек хуласем вилеççĕ
Ташманпа хаяррăн çапăçса.
Анчах пирĕн хуласен тивлечĕ
Ĕмĕр юлĕ çутă та таса.
Çут тивлетшĕн, ирĕклĕхшĕн, чысшăн
Виличчен тăма сăмах парса,
Ак Орлов та Локтионов, Сушин
Тухрĕс çакă çĕрлехи рейса.
Виçĕ тусăн, виçĕ капитанăн
Кăкăрта çунса тăрать пĕр ят.
Вĕсемпе — Гастелло.
Вăл пĕр танăн
Хăй самолетне тытса пырать.
Ак вĕсем тĕллев патне тухаççĕ, —
Аялтан чĕнмеççĕ халлĕхе.
Фашистсем арлан пек пытанаççĕ
Çĕр айне — бетонлă хӳтлĕхе.
— Шарламастăр?
Çăлăнасшăн меллĕ?
Юрĕ-çке!
Тăшманăн тӳсĕмне
Малтанах кăшт тĕпчесе пĕлмелĕх
Орлов ячĕ виçĕ бомбине.
Çĕр чĕтренчĕ.
Юрĕ.
Начар-мар ĕç!
Мĕн хăтланăр-ха шултри лексен?
Йытăлла хайхи, вĕре пуçларĕç,
Вут хăсса, тăшман зениткисем.
Ме, апла-тăк, кучченеç çиех тăр!
Курăпăр — сан чăтăму мĕнле?
Хыпашлать ак вун-вуник прожектор
Тӳпене тискер эрешменле.
Çĕр çинче халь ялкăшать вутçулăм,
Ялкăшаççĕ ориентирсем.
Вилĕм çеç ташлать ĕнтĕ хаюллăн,
Тăшмана вутпа-кĕлпе ирсе.
Лăп та лап прожекторсем сӳнесçĕ,
Çутатать пушар çеç таврана.
Летчиксен хаяр та селĕм ĕçĕ
Ал лаппи çинчи пек курăнать.
Фашистсемшĕн çитрĕ тамăк каçĕ, —
Такăр çул сире леш тĕнчене.
Паттăрсем çӳлтен пăхса шутлаççĕ
Çулăм хыпнă самолетсене.
Хисеплеççĕ, тăтăш вут тăкаççĕ:
— Çук, тăшман, тарма эс ан шутла!
Фашистсен машинисем çунаççĕ
Çĕр çинче пĕр утмăл та ытла.
— Кур, Гастелло! Эпир, тусăм, саншăн
Чĕртрĕмĕр çак çут факелсене.
Халлĕхе ку пултăр-ха пуçламăш,
Вĕчĕ кăмăл малаллах чĕнет.
Тăкăр бомба! Вирлĕрех аркатăр!
Тоннăшарăн тăкăр пĕр тăрук!
...Ку вăл халĕ тавăру каçĕ мар-ха,
Кеçех çитĕ хаяр тавăру!
11. Хаярлăх ӳсет
Çиллĕ-тăвăллă, урнă çанталăк,
Qĕп чиксен курăнми тĕттĕм каç, —
Кун пек чух вĕçеймест нимле кайăк,
Йăваран та тухма хăяймасть.
Каç тени тем пек ырă пулсан та,
Сахал кайăк вĕçет-çке çĕрле.
Çак тăватă моторлă гигантăн
Пурпĕрех, пурпĕрех вĕçмелле.
Нимĕнле урăм-сурăм çанталăк
Чараймасть ăна халĕ вĕçме.
Пирĕн паттăр Орлов — ăмăрткайăк
Пултаруллă тăвать хăй ĕçне.
Тĕтре витĕр, мазут пек каç витĕр,
Çумăр çунă чухне шаркаса,
Орлов кирлĕ çĕре вĕçсе çитĕ,
Ĕçе кĕртĕ çапах приказа.
Тăшмана пуçĕпех аркатмасăр
Çурма çул — унăн тивĕçĕ мар.
Темĕнле тăвăлран та вăл харсăр,
Темĕнле çиçĕмрен те хаяр.
Çăхансем пур енчен хупăрлаччăр, —
Çапăçать вăл, çĕнет, çăлăнать.
Хăй учителĕн вилĕмсĕр ячĕ
Çутатать ун çулне яланах.
Сывлăшра теплерен хал пĕтет-и,
Аманать-и хăватлă çунат,
Кунта паттăр Гастелло çитет те
Орлова вăхăтра вăй сунать.
Куç умне сĕмсĕр вилĕм тăрсан та,
Пур çĕрте те Гастелло пĕрле.
Пĕринче Орлов акă ăсанче
Хăй ĕçне, яланхи пек, çĕрле.
Фашистсен йăвине ку расра та
Вăл тустарчĕ вутпа тĕпренех.
Вăйлăн тытăнчĕ тем кисренме.
Çывăхрах снарядсем çурăлаççĕ,
Улăпа çулăм хумĕ силлет.
Шар курма та пулать — ыйхăла çеç, —
Хăвăртрах
килелле вĕçмелле!
Анчах ваннă мотор уссăр грузăн
Улăпа çĕреллех сĕтĕрет.
— Çирĕплен, паттăрлан, улăп тусăм
Хамăр çĕр çинелле çитерех!
Çакна акă Гастелло хăй курнăн
Орлова вăйпа шанчăк кӳрет.
Хăйĕн самолетне вăл фронт урлă —
Укиччен —
каçарса ĕлкĕрет.
Ку машина — Гастеллăмăр пилĕ,
Çавăнпа тем пулсан та ăна, —
Куç умне çĕр хутчен тăтăр вилĕм! —
Сан пама юрамасть тăшмана.
Çук, вĕçевçĕ ăна пăрахмарĕ!
Вăл, ăна хăвăртрах юсаса,
Черетри вĕçеве тухса кайрĕ, —
Воин çирĕп тытать приказа.
Вĕç, вĕçевçĕ, хăюллă юлташăм,
Машину улталамĕ сана.
Унăн тикĕс сасси те тăшманшăн
Хăрушла туйăнать таçтанах.
Кĕçĕр пирĕн разведка пĕлтерчĕ:
Фашистсем пĕр тӳлек станцире
«Хурçă чăмăр» пухса хатĕрлеççĕ,
Систермесĕр çапасшăн пире.
Станцие эшелон, çитсе ларнă —
Бензин хатĕр ыран нимĕçсен.
Çитсе çап-ха, Орлов, вут-кăварлăн,
Аçа-çиçĕмĕн çит эс вĕçсе!
Приказ илнĕ Орлов. Уншăн паллă:
Питĕ йывăр задача умра.
Çапмалла çĕрпеле танлашмалăх
Çавă хурçă «чышка-чăмăра».
Тухса кайрĕ Орлов каçа хирĕç,
Станцие çитрĕ шăп тĕттĕмле.
Кĕтсе илчĕ хайхи ăна нимĕç
Пĕртте кăмăллă мар темелле.
Чăн та тейĕн, тăшман вут çăварлă,
Вăл пуçларĕ урсах ахрашма.
Анчах пирĕн те пур-çке хаярлăх, —
Мĕншĕн вут çине вут тăкас мар!
Пĕрре çаврăнчĕ, иккĕмĕш кĕчĕ
Орлов хăйĕн «тĕллевĕ» çине.
Эшелон шартах сикрĕ, кисренчĕ,
Çулăм çапăнчĕ шăп тӳпене.
Ме, тăшман! Çулăм санăн тусу вĕт.
Ху эс килтĕн вутпа чи малтан.
Акă халь тапса тухрĕ Везувий
Аслă çĕр ăшĕнчен, чи шалтан.
Тӳперен Орлов пăхрĕ мăнаçлăн
Хăй хускатнă Везувий вутне.
Ĕнтĕ кăмăлĕ унăн вырнаçрĕ,
Ĕнтĕ турĕ вăл хăйĕн судне.
Пăхса çаврăнче летчик вăраххăн —
Мĕн таран сарăлать чарсăр вут!
Анчах ку тавăру каçĕ мар-ха,
Малашне вăл — хаяр тавăру.
Кун пек тамăк вăл пулĕ пин хут та,
Тăшман хăй шырать çак тивĕçе.
Ирхине хайхи пирĕн пехота
Килсе çапрĕ кунта нимĕçе.
Фашистсен çапла шăпăрт бензинсăр
Тăрса юлнă нумай танкĕсем
Сĕкĕнсе кĕреймерĕç тек сĕмсĕр,
Вырăнтах çав кун ларчĕç сĕнксе.
Боецсем тăшмана сирсе ячĕç,
Танксем лекрĕç ак хамăр алла.
Çав кунах, çав кунах Орлов ячĕ
Фронта сарăлчĕ ыр хыпарла.
Çулăмлăн, пирĕн аслă хăюлăх,
Вилĕм яр тăшман пуçĕ çине!
Акă паттăр чăваш — паттăр улăп
Янратать хăй сатур сассине.
12. Пурăнать Гастелло самолечĕ
Бомба хыççăн бомба ăсатăр, —
Çĕлен унсăр çаплах-çке шăвать
Паттăрсем, çирĕп тăрăр, тасатăр
Фашист ирсĕрĕнчен çĕршыва.
Ав татах юханшыв урлă нимĕç
Вăй пухса хатĕрленнĕ каçма.
Орлов тухрĕ кунта ăна хирĕç
Çамкаран вирлĕреххĕн çапма.
Юханшыв кĕç ак пулă шӳрпи пек
Вĕреме тытăнать вутпала,
Орлов лăпкăн калать: — Халĕ çитĕ,
Ĕнтĕ пирен киле каймалла.
Çул тытать базăна. Хăй пĕр кассăн
Тăван ял юррине пуçарать.
Анчах база патне çывхарсассăн,
Ырă мар япала асăрхать.
Çывăхрах çăхансем явăнаççĕ,
Таврана вут та хĕм сирпĕтсе.
Çĕр хута янтă çимĕç шыраççĕ
Семсĕр ĕмĕтлĕ «мессершмиттсем».
Орлов сисрĕ çакна питĕ лайăх:
Çĕрелле анма çук кун пек чух.
Ирĕкре вĕçекен ăмăрткайăк
Çăхансен мăшкăлне тӳсес çук.
Халь тăшман сана ан асăрхайтăр,
Ан тупайтăр çĕрле базăна.
Тусăм, эс инçерех вĕçсе кай та
Тăшмана пĕрер авăк сăна.
Çавăнпа та Орлов иртсе кайрĕ
Чун пек çывăх хăйсен базинчен
Тĕрĕслерĕ: «Бензин сахал мар-и?»
Сахалрах,
вĕçме çук пит инçе.
Вĕçме çуккă инçе.
Хура явлак
Талккăшпех хупăрланă çĕре.
Кĕрхи пĕлĕтлĕ тексем çанталăк
Хăй кăна пек хуçа тĕнчере.
Епле ларан-ха мелсĕр те майсăр, —
Йĕп чиксен курăнмасть кĕрхи каç.
Çăхансем çывăхран тасалмасăр
Базăна таврăнма юрамасть.
Тăван база! Унта юлташсем-çке!..
Вĕсене юрамасть палăртма.
Тĕрĕс шухăш тупасшăн вĕçевçĕ,
Анчах шухăшлама вăхăт мар.
Бензин вунă минутлăх çитет-и?!
Çĕр пит тĕттĕм. Анса ларма çук.
Тем шуйттан мăйракийĕ çине те
Тăрăнатăн хайхи кун пек чух.
Çавăнпа вилĕмрен çăлăнмашкăн
Наставлени кĕскен хушнипе,
Парашют тăхăнса экипажăн
Çĕрелле сикмелле ушкăнпех.
Наставлени...
Анчах, самолетăм,
Мĕншĕн санăн каплах пĕтмелле?
Эсĕ ху яланах-çке çăлатăн,
Яланах çитеретĕн киле.
Тусăм, тусăм, Гастеллăмăр пилĕ
Вут чĕреллĕ хăватлă гигант
Сĕртĕнме хăяс çук сана вилĕм,
Çук, парахмĕ сана пĕр никам.
Орлова чĕри çирĕп каларĕ:
Самолет тĕрĕс, сыхă юлать!
Халь кунта та Гастелло кăварĕ
Теттемре яр! çутатрĕ çула.
Туссене Орлов пачĕ команда:
— Пурте сикĕр, тек вăхăт сахал
Ларма вырăн тупсассăн,
мана та
Çĕр çинчен парăр хăвăрт сигнал!
Экипаж çакна лайăх ăнланчĕ,
Туссем чăмрĕç сĕм-тĕттĕмелле,
Капитанăн чĕри салхуланчĕ,
Ĕнтĕ унăн сигнал кĕтмелле.
Вăл ак юлчĕ пĕччен.
Хура явлăк
Талккăшпех хупăрланă çĕре.
Кĕрхи пĕлĕтлĕ тĕксĕм çанталăк
Хăй кăна пек хуçа тĕнчере.
Моторсем юлашки хут çăтаççĕ
Вĕçне çитнĕ паха бензина.
Çĕр çинче хайхи çулăм çуталчĕ,
Ĕнтĕ шанчăк хĕлхемĕ çунать.
Хыттăн тапрĕ Орловăн чĕрийĕ,
Ĕнтĕ акă çĕре вăл анать.
Самантрах шухăш çиçрĕ хĕрӳллĕн:
Пурăнать самолет, пурăнать!
Пĕчĕкçеççĕ «У-2» вырнаçмалăх
Çереме, тарăн вар хĕррине,
Анса ларчĕ кĕрнек ăмăрткайăк,
Бензин пĕтрĕ çĕре çитсенех.
Тăван çĕр! Чун пахи Тăван çĕрĕм!
Орлов выртрĕ, чуптурĕ ăна.
Паттăр улăп Гастелламăр чĕрĕ,
Вăл Орлов чĕринче пурăнать.
13. Мускавшăн!
Кĕрхи тĕксĕм кунсем.
Ишнĕ, ишĕлнĕ сасă.
Çумăр мар ку çăвать,
кисретет çĕршыва.
Ку вăл вут та тăхлан
пĕр самант чарăнмасăр,
Талăк-талăкĕпе
юнпа хутăш çăвать.
Умлă-хыçлă снаряд
ӳксе çурăлнăçемĕн
Ахлатса аманать
тăван çĕрĕн кăкри.
Ăçта пăхнă — унта
тӳрленми сурансем пек
Шăтăк-путăк выртать.
Çĕр суранĕ вĕри.
Кассăн-кассăн вара
чăн-чăн çумăр килсессĕн,
Тăван çĕр асапне
тӳперен курнипе,
Ĕмĕрхи çут тĕнче
мăшкăла тӳсеймесĕр,
Туйăнать ачаллах
кӳтсе макăрнă пек.
Çут тĕнче макăрать.
Ĕнтĕ халăх куççулĕ
Пулса тăнă типсе
тахçанах вутлă тар.
Тахçанах ун чĕри
пулнă çирĕп вутчулĕ.
Ун пек шухăш кăна:
— Тăшмаиа тавăрар!
Тăшмана аркатар!
Выçă куç, фашист-нимĕç,
Чыхăнса-антăхса
хăйĕн юнĕпеле,
Малаллах талпăнать,
ывтăнать вутта хирĕç,
Юн хăссах сĕкĕнет
вăл Мускав еннелле.
Тимĕрленĕ çамка,
чи усал тискер кайăк, —
Ун пек ĕмĕтсĕре
çын курман халиччен.
Тăхăр пуçлă çĕлен
чашкăрса шунă майăн,
Юнлă йĕр тăсăлать
çав тискер хыçĕнчен.
Чармалла тискере!
Çапăр сулăмлăн хирĕç! —
Асатте-асаннен
аслă çĕрĕ чĕнет.
Ватмалла тăшмана!
Нихăçан фашист-нимĕç
Ан сĕмлентĕр килме
Совет çĕрĕ çине.
Çĕршыв ывăлĕсем
кăкăрпа кар тăраççĕ.
Вил те тăр эс, анчах ,
вырăнтан ан хускал!
Çĕр çинчи тăвансем
пире пурте шанаççĕ,
Пирĕн хыçăмăрта —
пирĕн асла Мускав.
Ахăрать, пăтранать
лăнланми вăрçă вучĕ,
Хыпса илнĕ пушар
пĕтĕм çĕр чăмăрне.
Тӳсеймест çав вутра
нимĕнле тимĕр-хурçă
Йăлтах кăвăрчă пек
çунăхса пĕтĕрнет.
Вăрçă вучĕ хаяр.
Çапăçу уйĕ-хирĕ
Тутăх-çунăк танксен
купипе витĕнет.
Этем çеç-мĕн тӳсет.
Хурçăран та вăл çирĕп.
Нимĕнле хаяр вут
витеймест этеме.
Ку вăл — пирĕн этем,
Совет Çарĕн салтакĕ,
Вăл хăюллăн тухать
танка хирĕç пĕччен;
Вăл чакмасть каялла, —
вилĕм хăй кутăн чакĕ! —
Вăл тăрса çапăçать
юлашки сывлăшчен.
Витĕр пуля тухать.
Вăл çапах та пĕр хушă
Пурнăç туртăмĕпе
вăркăнать малалла.
Ураран ӳкиччен
вăл — тăшманшăн хăрушă
Вăл, асамлă вăй пек
тăшмана хăвалать.
Вырăс çынĕ çинчен
авалах-çке каланă:
Ураран ӳкиччен
вăл вилсен те вилмен,
Эпир тухнă вăрçа
вырăспа пĕр тăванăн,
Эпир тухнă вăрçа
вилме мар, çĕнтерме.
Тăшман пурпĕр пĕтет.
Çавăнпа та урсах вăл
Пĕтĕм ăншăрчĕпе
алхасса ахăрать;
Мĕнпур пек танксенчен
пуçтарса «хурçă савăл»,
Пирĕн фронт çинелле
умлă-хыçлă ярать.
Ав, килет аллă танк.
Çирĕм сакăр гвардеец
Çав тискер кĕтĕве
хирĕç тăчĕç карах.
— Тăван çĕршĕн эпир
пуçа хурăпăр, — терĕç, —
Пирĕн урлă каçаймĕ ,
фашист — вăр-хурах.
Диев тăчĕ кунта.
Хурçă пек вичкен саслăн
Вăл каларĕ
танксем кĕрлес килнĕ чух:
— Тăвансем те туссем,
Российăмăр аслă,
Анчах пирĕн чакма
хыçра урăх çĕр çук!
Чакма урăх çĕр çук!
Ĕмĕре юлчĕ сасă.
Илтсе тăрĕç ăна
халăхсем нумай çул.
Ак, пуçланчĕ вара
юнлă, тăвăллă, харсăр,
Тĕнче ĕмĕр курман
улăпла тытаçу.
Фашистсем малалла
каяймарĕç пĕр утăм.
Этем пулчĕ кунта
хурçăран çирĕпрех.
Эсĕ, аслă çĕршыв,
ывăлусене куртăн,
Чăн та пулчĕç вĕсем
улăпсемпе пĕрех.
Юлашки сывлăшпа
Диев чĕнчĕ: — Кисретĕр!
Тăхланпа чыхăнтарăр
тăшманăн пырне!
...Анчах урнă шакал,
çурма ăслă ефрейтор,
Хăвалать кунталлах
вăр-хурах эшкерне.
Вăл çаплах илĕртет:
— Мускавра пулĕ канăç,
Пулĕ чаплă уяв,
ĕçкĕ-çикĕ, парад.
Çук, суятăн, эсрел!
Мускава сана памĕç!
Мускав хăй кĕç сана
сăмса урлă парать!
Кунта пирĕн парад.
Совет Çарĕн парачĕ.
Мускав Аслă Октябрь
уявне уявлать,
Акă хурçă полксем
ретĕн-ретĕн пыраççĕ,
Тимĕр юхăм шăвать
фронталла, малалла.
— Çул кăтарттăр сире
аслă Ленин хăвачĕ!
Ленин ячĕ ялан
пултăр аслă ялав!
Çĕршыв чĕнчĕ пире,
çĕнтерме приказ пачĕ:
— Тăшмана çĕнтерсен —
сире ĕмĕр мухтав!
Акă тухрĕç вара
Тăван çĕршĕн, Мускавшăн
Çĕршыври халăхсен
паттăр ывăлĕсем:
Вырăспа юнашар
белорусĕ, чăвашĕ —
Пурте, пурте пĕрле
вăрçа тухрĕç вĕсем.
Танксен хурçă полкне
васкатать Винокуров
Тăван çĕршĕн, Мускавшăн
малтан малалла.
Тӳпере — истребитель,
ку — Васильев сатуррăн
Çăхансен ушкăнне
çулăмпа хăвалать.
Сывлăшран та çĕртен
çунтараççĕ хĕрӳллĕн,
Пĕр самант та кунта
канăç çук тăшмана.
Пирĕн паттăр гвардеец —
тутар Габайдуллин
Миномет вучĕпе
фрицсене ăшалать.
Вăрçăн аслă турри —
улăп сас — артиллери
Сăптăрать тăшмана,
çĕр алтсах пытарать.
Ку вăл Лаптев ĕçлет.
Хытăрах вĕтелер-и! —
Тенĕ сасă çĕклет
хал пĕтен паттăра.
Çап, хăюллă чăваш,
Пухтел ывăлĕ Лаптев!
Винокуров, кăтарт
Шупашкар хăватне!
Çап, Васильев, çунтар!
Фашистсем кутăн тапчăр
Габайдуллин,
çӳлте тыт тутарăн ятне!
Тинĕсрен тинĕсе
кĕрлет тăвăллă вăрçă,
Хуть ăçта та пĕрех
эс тăван пĕр ĕçех.
Мускава хӳтĕлен,
юн тăкан тăван çĕршĕн
Пур çĕрте те сыхлатăн
таса тивĕçе.
Хура тинĕс çинче
Элĕк ывлĕ Ефимов
Штурмовикпа вĕçет
чăн аçа-çиçĕмле.
Тăшмана кун памасть
ун хăватлă вут-хĕмĕ.
Вăл çапла çĕршыва,
Мускава хӳтĕлет.
Чăваш ывăлĕсем!
Чăваш çĕрĕ ӳстернĕ
Улăпсем,
çӳлерех çĕклер хамăр ята!
Составсем те танксем
сирпĕнеççĕ пуçхĕрлĕ,
Ав, Орлов çапнипе
таçта хăямата.
Юлашки сывлăшчен
тăван çĕршĕн, Мускавшăн
Тăшманпа çапăçаççĕ
халăх ывăлĕсем.
Вырăспа юнашар
белорусĕ, чăвашĕ —
Пурте, пурте пĕрле
вăрçа тухнă вĕсĕм.
Пĕтĕм талккăшĕпе
аслă халăх çĕкленнĕ,
Ку вăл улăп чăнах,
иксĕлми паттăр Ту.
Çапла пулчĕ
Мускав патĕнчи наступлени.
Ку пуçланчĕ
хаяр аркату.
14. «Кăвак дивизи»
Хăш чухне вĕçевçĕн ĕçĕ —
Мыскараллă япала.
Темĕнле «кăвак дивизи»
Çитнĕ, терĕç, пĕр яла.
Мĕнле çар вăл? Мĕн амакшăн
Килнĕ пирĕн çĕршыва? ,
Мĕн шырать вăл, мĕн тупасшăн:
Тата мĕншĕн вăл «кăвак»?
Орлова штаба чĕнтерчĕç,
Ĕç пырать кунта кал-кал.
— Çавсене кăшт тĕрĕслесчĕ, —
Терĕ пирĕн генерал.
— Ăнланан, Орлов, хăвах эс,
Мĕн пирки сăмах пырать:
Чăнахах-и, кăваках-и?
Кăвак мар-тăк, кăвакарт!
Çав дивизи килнĕ имĕш
Хай Испани çĕрĕнчен.
Шăлса пухнă ăна нимĕç
Мĕнпур пек хупахсенчен.
Йĕксĕксем çуран танкканă,
Тунă питĕ пысăк марш.
Вĕсене халь кирлĕ «канăç», —
Мĕншĕн «канăç» парас мар?
— Хатĕрлен, Милостивенко. —
Орлов чĕнчĕ штурманне. —
Эпĕ карапа тием-ха,
Тием вырăс «кавăнне».
Леш «кăваккисем» халь путнă
Питĕ тутлă ыйăха.
Халь те тутлă, халь те тутлă
Тата тутлă пулĕ-ха!
Таçтан летчикăн вăраннă
Çав «линкка-линкка» кĕвви.
Çав юрра юрланă майăн
Сисĕнмен те хĕл сивви.
«Вăрăм çулта ырнă хыççăн
Сире канăç кирлĕ.
Юрĕ, юрĕ, пырса хыçăп,
Канăç пулĕ вирлĕ.
Сивĕре пит кӳтĕркерĕн —
Ăшăнма вут ырă.
Ытлашши нумай кĕттермĕп,
Вут тиесе пырăп!»
Лешсем тутлă ыйхă витĕр
Çак кĕвве, паллах, илтмен.
Вырăс шартлама сивви те
Вĕсене пӳртре витмен.
Халь вĕсемшĕн, вырăс, ан кил,
Ан татах ыйхисене.
Тĕлĕкре çап-çутă ангел
Ачашланă вĕсене.
Анчах «ангел» — тăват моторлă,
«Голубая двойка» вăл.
Кĕрлесе каçать фронт урлă,
Çĕклет вăйлă çил-тăвăл.
Ку — Гастелло самолечĕ,
Ăна пĕтĕм фронт паллать.
«Голубая двойка», — теççĕ,
Вĕç сатуррăн малалла!
Хăш чухне вĕçевçĕн ĕçĕ
Тĕлĕнтерет чиперех:
Çĕр çинче — «кăвак дивизи»,
«Кăвак двойка» — тӳпере.
Çитменне тата тӳпи те,
Каçĕ, юрĕ те кăвак.
Кăн-кăвак каç сĕмĕ витĕр
«Кăвак двойка» çул хывать.
— Ну, мĕнле, Милостивенко? —
Орлов ыйтрĕ штурмантан.
— Тĕллеве кăшт çитеймен-ха,
Çапла тӳр тыт, капитан. —
Хуравларĕ çамрăк штурман,
Вăл нихçан та йăнăшман.
Унпала ĕçре шар курмăн
Эс, юлташăм капитан!
Орлов хăй те питĕ лайăх
Тавçăрать кунти çула.
Çĕрлехи çак ăмăрткайăк
Кунта вĕçнĕ-çке çуллах.
— Эх, декабрь питĕ капăр,
Штурман, пăх-ха çĕрелле.
— Капитанăм, çывхаратпăр,
Ял çине халь кĕмелле.
Моторсем те, ав, шăпраххăн
Тытанаççĕ кĕрлеме.
Самолет хайхи вăраххăн
Шăвать лăпкă ял тĕлне.
Çĕр шăпах. Пĕр чĕрĕ чун та
Çук пек петĕм тĕнчере.
Вилĕм тĕсĕ çапнă чăн та
Хурах пуснă çак çĕре.
Кăн-кăвак тăрать çанталăк,
Кăн-кăвак тăрать тӳпе.
Ăсатать Орлов малтанлăх
Пилĕк бомба йĕркипе.
Ответ çук-ха. Бомбăсем çеç
Çурăлаççĕ кĕрлесе.
Вулкан тапнăн çĕр кисренчĕ,
Тăр! чĕтренчĕç çăлтăрсем.
Çĕр çинчен ответ памаççĕ,
— Çап-ха, тусăм, вăйлăрах!
Летчиксем хайхи анаççĕ
Кăшт тата аяларах.
— Ăшала, Милостивенко!
«Кавăн» пултăр тутлăрах.
Чăн-чăн «кавăн» астивмен-ха
Çавă пыйтлă вăр-хурах.
Капитан Орлов ял çийĕн
Явăнать те явăнать.
— Курăр, ак сире Россия,
Çийĕр пирĕн «кавăна».
Тутă пулăр, лăк тăранăр,
Улĕм ан ыйтăр вара! —
Йĕксĕксем хайхи вăраннă,
Чупкалаççĕ çулăмра.
Ялкăшать ялта вут-çулам.
Хайхи пыйтлă йытăсем
Хӳрисем айне вут хунăн
Вăркăнаççĕ ĕрĕхсе.
Орлова кино пек ĕнтĕ
Курăнать çак тамаша.
— Пулеметсемпе халь ĕнтĕр!
Вăл хушать экипажа.
Акă харăс юрра ячĕç,
Халь вĕсен пĕрле пĕр сас:
— Акă вăл чăваш апачĕ —
Ăшаланă тип пăрçа!
Орлов чĕринче вăранчĕ
Авалхи мунча юрри:
— Пыйтисем йăлт ăшаланччăр,
Мунчи пултăр-и вĕри!
Çат-çат-çат, çат-çат-çат!
Милĕк селĕм çыпăçать.
Çат-çат-çат, хытăрах,
Чĕре патне пытăрах!
Çат-çат-çат çурăмне,
Пыйти-шăрки — лапка айне!
Фрицсене, хурахсене —
Пуçхĕрлĕ леш тĕнчене!
Нумайччен Орлов çӳрерĕ
Кĕрлесе ял тĕлĕнче.
Яланхи пекех ĕçлерĕ
Çамкине тар тухиччен.
— Ну, менле, юлташăн штурман,
Каймалла пуль килелле?!.
Леш кулать: — Пĕр бомба пур ман,
Çавна таçта чикмелле?
Ун валли юлмарĕ вырăн
Çулăм хыпнă çĕр çинче.
— Вырăн тин ăçтан-ха шырăн,
Вăркăт, ан тар хĕрхенсе!
Ялкăшать декабрь каçĕ,
Таврара кăвар кăна.
Ирхине кĕрсе каяççĕ
Боецсем атакăна.
Чĕререн вĕсем ырлаççĕ
Кĕçĕрхи вĕçевçĕне.
Ял патне çитсен кураççĕ
Унăн витĕмлĕ ĕçне.
Килсе çапнă та хаяррăн
Кисрентернĕ вăл çĕре.
Сехри хăпнă йытă çарĕ
Тухса чупнă йĕмсĕрех.
Хыпаланнă. Хăшĕ путлĕн
Ыйхăран та вăранман.
Хăшĕ пирĕн пата чупнă,
Хăшĕ чупнă вăрмана.
Вăрçăра пĕртен-пĕр юрă —
Пĕт, тăшман, эс пĕтĕмпех!
Кăн-кăвак декабрь юрĕ,
Кăн-кăвак ирхи тӳпе.
Салтака салтак каларĕ:
— Ак ĕнтĕ куран хăвах,
Фашистсен леш «кăвак çарĕ»
Шăнса хытнă кăн-кăвак.
Кăвак юр çинче выртаççĕ
Кăвакарнă йĕксĕксем.
Халь «кăвак» ята тытаççĕ
Чăн-чăн тивĕçпех вĕсем.
Тăшман пĕттĕр те çухалтăр.
Ĕçе Орлов пек тăвар.
Пирĕн пысăк генерал та
Пит ырларĕ Орлова.
— Пит аван Орловăн ĕçĕ, —
Терĕ вăл кулкаласа, —
Кăвак марччĕ çав дивизи,
Халь кăвак та... тап-таса!..
15. Вырăс «хăярĕ»
Хирĕ пирĕн пин-пин куçлă,
Пин хăлхаллă сĕм вăрман.
Тăшман утăм ярса пуснă —
Ăна сиснĕ партизан.
Каç пулсассăн хыпар çитрĕ
Хамăр партизансенчен:
— Ĕç пур кĕçĕр, хӳхĕм пит те
Авалхи Н. хулинче.
Самант меллĕ-çке ытла та,
Ун пекки часах ан кĕт:
Нимĕçсем тума шутланă
Раштав ячĕпе банкет.
Авалхи керменĕн залĕ
Ӳсĕр кĕвĕпе кĕрлет.
Пĕтĕм ирсĕрĕ-усалĕ
Кĕçĕр пухăннă пĕрле.
Варрине çут чăрăш лартнă,
Çимĕçсем сĕтел тулли.
Сахал мар вĕсем çаратнă, —
Çавнашкал вĕсен йăли.
Савăнать, çиет мур-нимĕç,
Анчах чаплă елкăна
Çитеймест иккен пĕр çимĕç,
Çитеймест «хăяр» кăна.
Вырăссен шултра «хăярĕ»
Кирлĕ ӳсĕр нимĕçе.
Вĕçсе кай, Орлов, вăр-варрăн
«Хăяр-çимĕç» тиесе.
Кĕттермерĕ пирĕн паттăр,
Тухрĕ хăвăрт кĕрлесе.
«Хăяр» кăшт тăварлăрах та,
Ан ӳпкелĕр, хăнасем.
Сывлăша çурса, вĕçевçĕ
Сĕм каç витĕр çул хывать.
Тăван çĕрĕн çак кĕтесĕ
Питĕ паллă Орлова.
Кунта ĕлĕк Невский пухнă
Хăйĕн аслăях çарне.
Çакăнта вăрçа вăл тухнă
Сыхлама тăван çĕрне.
Йытă-рыцарьсене хирĕç
Тăнă пирĕн паттăрсем.
Вилĕм тупнă сĕмсĕр нимĕç,
Чĕррĕн пăр айне кĕрсе.
Халь вара çав ирсĕр, сăхă
Тăшман пулĕ вут айне.
Александр Невский йăхĕ
Йăлт тĕп тăвĕ ун çарне.
Сывлăша çурса вĕçевçĕ
Сĕм каç витĕр çул хывать.
Тăван çĕрĕн çак кĕтесе
Чун пек паллă Орлова.
Хăй çул тытнă хулара та
Вăл паллать кашни çурта.
Штурмана калать: — Куратăн,
Ав ăçта тĕллев выртать!
Ĕлĕк ларнă вăл мăнаçлăн —
Авалхи кервен дворец.
Халь унта тăшман вырнаçнă,
Ăна шелсĕр пĕтерес!
Вĕçсе пычĕ ăмăрткайăк
Çывхарах, аяларах.
Халь ĕнтĕ «сĕнме» те лайăх
Шар-тăварлă «хăяра».
Авалхи çурт çийĕ витĕр,
Ташлатса эсрелсене,
«Хăярсем» тĕл ӳкрĕç питĕ —
Шăп кăна сĕтел çине.
— Мейĕр çийĕр те çырлахăр! —
Акă «çимĕç» вăркăнать —
Ытлашши тиркемĕр, ахăр,
Кучченеçĕ çав кăна!
Нумайччен Орлов ĕçлерĕ,
«Ханаларĕ» нимĕçе.
Вăл пĕрре те шеллемерĕ
Çакă сиплĕ «çимĕçе».
Çав тери аван ĕç пулчĕ,
Çыпăçуллă темелле.
Керментен тусан çеç юлчĕ,
Йăлт танлашрĕ çĕрпеле.
Орлов туйрĕ çăмăлраххăн,
Халь юрать киле кайма.
Анчах çакă вăл çапах та
Тавăру сехмечĕ мар.
Вĕресе тăран хаярлăх
Ĕмĕрне ан сивĕнтĕр.
Саншăн, капитан Гастелло,
Саншăн, аслă тăван çĕр!
Моторсем юрланă юрă
Саланать каç сĕмĕнче.
Тепĕр кун хыпар фронт урлă
Çитрĕ партизансенчен:
— Кирлине туянчĕ нимĕç,
Летчик килнĕ каçхине
Кунта çĕрте вăтăр иккĕш
Куçрĕç урăх тĕнчене.
Тата вĕтĕр-шакăр мар çав,
Пурте пулнă офицер.
Летчик вĕсенне хăварчĕ
Мухмарĕсене чĕртсех.
16. Уйрăм маршрут
Çапăçура хĕл иртрĕ,
Хĕрӳ çу кунĕ çитрĕ.
Тăванăм, эсĕ пултăн
Çĕр çирĕм вĕçевре.
Тĕтре те çумăр витĕр,
Декабрь пăре витĕр
Çĕр çирĕм хут эс тухрăн
Çĕр çирĕм вилемрен.
Вилĕмпеле эс тăнă
Ялан та куçа-куçăн;
Анчах ялан та пурнăç
Çĕнтернĕ вилĕме.
Хăюллă ăмăрткайăк,
Çунатлă çĕнтерӳçĕ,
Вутра та эс, шывра та
Çунма, путма пĕлмен.
Самолету пăрланнă,
Ал-уруна тăм илнĕ,
Винтсем пăра тĕпретнĕ,
Пăр çапăннă пите.
Ик куç тулли юн тулнă,
Снаряд та пуля пинĕн
Сан чĕрӳне шыранă,
Шыранă чĕр ӳте.
Анчах та вăрçă çулĕ
Тамăкри пек пулсан та,
Самолета, тăванăм,
Аллу сан вĕçертмен.
Тӳпе йăлтах кисреннĕ,
Тĕнче вутпа пăтраннă,
Çапах та эс нихçан та
Çурма çула пĕлмен.
Тăван çĕршывшăн эсĕ
Хавас чунна пама та,
Сана çӳле çĕкленĕ
Хăватлă юрату.
Ак эсĕ Атăл çийĕн
Çӳлте вĕçсе пыратăн,
Çĕршывăн юратăвĕ —
вăл санăн çунату.
Сана задани панă.
Хĕвеллĕ трасса тăрăх
Н. хулинчен вĕçетĕн
Тăван Мускавалла.
Маршрут выртать çап-çутă.
Çу кунĕ тăрă-тăрă.
Çуралнă Ямаш урлă
Паян сан каçмалла.
Мухтавлă Аслă Атăл!
Тӳлеккĕн те ачашшăн
Çĕршыв кăкри çинче вăл
Йăлтăртатса выртать.
Тискер тăшман, ав, халĕ
Атăл çине тухасшăн,
Вăл çĕршыва пăвасшăн
Выç кашкăр пек пыртан.
Юратнă аслă Атăл,
Ытарайми аннемĕр,
Эс пирĕнне упратăн
Чыса та тивĕçе.
Вилсен те, чĕрĕлсен те,
Эс пирĕн ĕмĕр-ĕмĕр,
Вилсен те, чĕрĕлсен те,
Памастпăр нимеçе!
Орлов паян хаваслă.
— Атсемĕр, атьăр, юрлăр.
Экипажне калать вăл:
— Паяп юрламалла!
Гастелло самолечĕ
Чăваш çĕршывĕ урлă,
Чи хаклă тус-тăван пек,
Вĕçет Мускавалла.
Тăват мотор кĕрлевĕ
Мухтавлă Атăл çийĕн,
Юратнă çĕршыв çийĕн
Мăнаçлăн янăрать.
Тăван Чăваш çĕршывĕ,
Тăванăмăр Россия,
Кунçулăмăр, хăватăмăр,
Телейĕмĕр санра!
Телейшĕн, çутă куншăн
Çĕкленнĕ Стенька Разин,
Атăл çинче çуралнă
Хăюллă юрăсем.
Çава та сенĕк йăтнă
Чăваш çынни — пăлхавçă,
Атăлпала хăпарпă
Çил-тăвăл кĕрлесе.
Телейшĕн, çутă куншăн
Хумханнă аслă Атăл.
Пугачевпа çĕкленнĕ
Хăватлăрах хумсем.
Телейшĕн, çутă куншăн
Вĕçеççĕ халь, куратăн,
Пур Разин-Пугачевăн
Çунатлă йăхĕсем.
Ак Атăлăн вăрманлă
Çыранĕсем пуçланчĕç
Ешеллĕхре çут Атăл
Кулат, йăлтартатать.
— Пăхсам, Милостивенко,
Эс çĕрелле пăхсамччĕ,
Тăван Чăваш çĕршывĕ
Епле тӳлек выртать!
Пăхать Милостивенко —
Вутри Украйна ывăлĕ,
Пĕр савăнăç, пĕр хуйăх
Ун куçĕнче çиçет.
— Тăван Чăваш çĕршывĕ,
Вăл ĕмĕр лăпкă сывлĕ,
Эпир кунта нихçан та
Кĕртместпĕр нимĕçе!
Çапла калать вăл çирĕп.
Сăмах янрать тупа пек.
Куç сиктермесĕр штурман
Пăхать шав çĕрелле.
Хăватлăн та мăнаçлăн
Пырать вĕсен карапĕ,
Тӳлек Чăваш çĕрне вăл
Ырă сунса кĕрлет.
Çĕрех пăхать Орлов та,
Куçне хуплать куççулĕ.
Хăй тусĕн ăш сăмахĕ
Чĕрере вут чĕртет.
— Çапла, Милостивенко,
Çапла кăна вăл пулĕ,
Кунта фашист урийĕ
Пусаймĕ ĕмĕрте!
Çапла вĕсеп карапĕ
Мăнаçлăн шунăçемĕн
Республика илемĕ
Капăрлансах пырать.
Ăçта авал салхуллăн
Упасем çеç ӳленĕ,
Унта халь çĕнĕ фабрика,
Çенĕ завод ларать.
Ăçта вăл асат хуçнăн
Ахлатнă сухапуçĕ,
Унта халь тырă тинĕсĕ
Тӳлеккĕн хумханать.
Унта халь илĕртӳллĕн
Тапать телей çăлкуçĕ.
Унта этем хăватлă,
Хуçа вăл хăй кăна.
Çут кӳлĕсем çине, ав,
Ялсем пăхса лараççĕ
Хăйсен вĕри мал ĕмĕтлĕ
Таса куçĕсемпе.
Улăхсенче хĕрӳллĕн
Хĕрсем утă çулаççĕ,
Пыраççĕ ретĕн-ретĕн
Шап-шур акăшсем пек.
Мотор шавне илтсессĕн,
Хĕрсем пурте пĕр харăс
Пуçĕсене çĕклеççĕ,
Сĕлтеççĕ тутăрсем.
Çакна вĕçевçĕсем те
Пит лайăх асăрхарĕç,
Çыру ярса хăварчĕс
— Салам сире, хĕрсем!
Умра кĕçĕн столица —
Чăвашăн тĕп хулийĕ,
Атăл хĕрне мăнаçлăн
Вырнаçнă Шупашкар.
Чавашăн паттăр ывăлĕ
Вĕçет паян ун çийĕн,
Ун кăмăлĕ пăлханнă,
Ун чунĕ лăпкă мар.
Кунта тăван республикăн
Чĕри те ăсĕ-пуçĕ,
Кунта ĕçлеççĕ фронтшăн
Тин ӳснĕ заводсем.
Кунта тин çеç çĕкленнĕччĕ
Çĕн пурнăç шурăмпуçĕ,
Çавăн çинчен хавассăн
Юрлатчĕç поэтсем.
Хула паян та лăпкă,
Анчах вĕри хаярлăх
Хăватлă Атăл евĕр
Тапать пĕр тинĕсех.
Орлов калать: — Туятăп,
Куратăп, тăван халăх,
Эс шанчăклă тăватăн
Хăв умăнти ĕçе.
Çынсем çĕртен пăхаççĕ,
Ик çăлтăра кураççĕ,
Çав çăлтăрсем çĕн шанчăк
Кӳреççĕ вĕсене.
— Васка, тăванăм! — теççĕ,
Çынсем ыр çул сунаççĕ,
Вĕçевçĕ, эс туятăн
Вĕсен чĕрисене.
Васкатăн эс, васкатăн,
Çунаттусем сан вăйлă,
Сана сăпайлă штурман
Çул тĕрĕс кăтартать.
Анчах умра куратăн:
Хаю пек çута Выла
Ем-ешĕл улăх тăрăх
Йăлтăртатса выртать.
Çуралнă ыр кĕтесĕн
Асамлă вăйĕ пур-тăр,
Хăй патнеллех чĕнет вăл,
Йыхравĕ ун ачаш.
Ав, Омашне вăрманĕ
Сулать сип-симĕс тутăр,
Ача чухнехи тĕлĕк пек
Выртать тăван Ямаш.
Орлов чĕри тапать халь
Сиксе тухас пек хăвăрт, —
Епле анмасăр тӳсĕн
Çуралнă çĕр çине!
Экипажне калать вăл:
— Туссем, чухлатăр хăвăр,
Кун пек чухне çын чунĕ
Епле çунассине.
Хăватлă кайăка вăл
Аяларах антарчĕ,
Унтан вĕçсе вăл çаврăнчĕ
Ял çийĕн виç хутчен
Çав хушăра çĕре вăл
Пĕр пĕчĕк вымпел ячĕ:
— Салам сана, ялйышăм,
Ямаш ывăлĕнчен!
Шасси çĕре лексессĕн,
Кабинăран тухсассăн,
Орловăн тулса çитрĕ
Пăлханакан чĕри.
Хăй тĕллĕнех пит тăрăх
Пĕр хурлăн, пĕр хавассăн
Куççулĕ юхса анчĕ,
Ачалăх пек вĕри.
Йĕри-тавра вăл пăхрĕ:
— Асран кайми уй-хирĕм,
Ытарайми Ямашăм,
Тӳлек ана-çаран!
Кунта пĕчĕк кĕтӳçĕ,
Пушă туртса ир-ирĕн,
Уç сывлăм тăрăх утнă,
Шăла çыртса, çарран.
Кунта халь тинĕс евĕр
Хумсем ярать тырпулă,
Вĕçĕ-хĕррисĕр ирĕк,
Ниçта çук пĕр çыран.
Самолета курсассăи,
Таçтан-таçтан хир урлă
Кĕçех чупа пуçларĕç
Çынсем пур тавраран.
Кĕçех вĕсем паллаççĕ
Кĕретĕнех кураççĕ:
Юмахри мар, чăн улăп —
Хветут тăра парать.
Именнĕн пăхкалать вăл,
Куçсем йăл-йăл кулаççĕ,
Кăкри çинче ун орден
Çунсах йăлтăртатать.
— Сывах-и, тăван халăх?
— Сывах-ха, паттăр ывăл.
Анчах вăл паллаймасть-ха
Пĕрне те çийĕнчех.
Ялта тăванĕ çук ун,
Кашни тăван пек çывăх
Вăл чăн та халăх ывăлĕ
Çак аслă çĕр çинче.
Унтан Хветут сасартăк
Кăрт сикрĕ, асăрхарĕ:
Инçе те мар палланă,
Нихçан манми куçсем...
Асра — чечеклĕ çимĕк.
Çав çĕмĕрт куçсем мар-и
Çăл шывĕнче вылятчĕç
Çут çăлтăр пек çиçсе?!.
Ун чух Хветутăн куçĕ
Именнĕ те пытаннă.
Халь акă вăл хăюллăн
Пике патне пырать.
Анчах пике чĕнмесĕр
Пуçне пĕкет вăтаннăн,
Икĕ енче халь унăн
Икĕ ача тăрать.
Хветут ик ачине те
Куçран пăхсах палларĕ...
«Мен тăвăн-ха, телейĕм
Тухмарĕ ман тĕле...»
Унтан ик ачине те
Пĕрле йăтса каларĕ:
— Пĕчĕк туссем, сунатăп
Сире пысăк телей!..
Ун чунĕ кăшт хурланчĕ,
Çапах хăй палăртмарĕ:
«Кĕç пирĕн урама та
Çитсе килет уяв!»
Ялйышĕпе пĕрле вăл
Уй-хир пăхмашкăн кайрĕ,
Мĕн пĕчĕкрен çарран вăл
Хăй виçнĕ çак уя.
— Тăван анне тăпри те
Якур мучи ыр ячĕ,
Тăван Ямаш та ĕмĕр
Упранĕç чĕрере! —
Çапла тупа вăл турĕ,
Яланлăх сăмах пачĕ,
Тепĕр кунне çул тытрĕ
Фронта вăл ир-ирех.
17. Паттăр ят
Вăл ларнă лăпкă çĕрпӳртре,
Кĕскен хăй шухăшне тĕрленĕ.
Пĕр чарăнмасăр, инçетре
Хаяр вăрçă сасси кĕрленĕ.
Каçхи хĕрӳллĕ ĕçсене
Дневникĕнче вăл пĕтĕçтернĕ.
Çапла хăйне тĕрĕслеме
Пулни-иртнисене тĕпченĕ.
Кунта хăйне вăл хĕрхенмен,
Кăлтăк пулсан, хытах ятланă.
Çапăçура чи кирлине
Чĕрипеле çунса шыранă.
Çурма ĕçе вăл юратман, —
Ăçта мĕскер тумасăр юлнă,
Дневникĕнче вăл пытарман,
Çавна паян вăл тума пулнă.
Тăват моторăн хăватне,
Йăлтах хаярлăха кĕртесчĕ.
Тискер тăшманăн эшкерне
Ялан Гастелло пек хĕртесчĕ.
Çапла Орлов хăйне валли
Задани тĕплен хатĕрленĕ,
Черетри каç аркатмалли
Чи йывăр объекта тĕлленĕ.
Çапла паян та йĕркерен
Хăй шухăшне çырса хурсассăн,
Вăл тухрĕ лăпкă çĕрпӳртрен, —
Кăштах вăл кун çути курасшăн..
Çĕрле — пĕрмай çапăçура, —
Ун хыççăн тӳлек кун пит ырă.
Хĕрсех халь ĕнтĕ колхозра
Тăван ялйыш вырать пуль тырă.
Анчах кунта пĕр вĕçĕмрен
Кĕрлет хаяр та юнлă вăрçă.
Тăшман йăлт тухрĕ этемрен,
Хăй вилĕмне кура йăлт урчĕ.
Орлов шутлать: — Эй, çут тĕнче,
Сан кăткăс тупсăмна тупасчĕ!
Унтан курать вăл: пур енчен
Ун патнелле çынсем чупаççĕ.
Тăнах вăл тăчĕ чарăнса,-
Таçта тем мыскара пулман-и?
Субординацие мансах
Чунать майорĕ, капитанĕ.
Малта, ав, Сушин капитан,
Унтан иртет Милостивенко
Орлов пĕр нимĕн ăнланман,
Мĕн пулнине пачах пĕлмен-ха.
Тен, пулнă-тăр пĕр-пĕр инкек?!.
Анчах çынсем хавас кулаççĕ,
Хăватлă тинĕс хумĕ пек,
Ăна тытаççĕ те йăтаççĕ.
Янрать уçланкăра урра, —
Фронтри юлташлăх пит хĕрӳллĕ.
— Мухтав — çунатлă паттăра!
Мухтав сана, çĕршыв геройĕ!
Вăркăнтараççĕ хытăрах,
Ăна çӳлтен çӳле çĕклеççĕ.
Пĕр нимĕнле болтанкăра
Хальччен ку евĕр силленменччĕ.
Пуçланчĕ митинг ăнсăртран:
— Кашни Орлов пек паттăр пултăр!
...Çак вăрмантах пĕр-ик кунтан
Ăна параççĕ Ылтăн Çăлтăр.
Çав парнене алла парсан,
ронт Çар Совечĕн членĕ ыйтрĕ:
— Епле пек Çăлтăр, капитан? —
Ытакласа ăна вăл тытрĕ.
Орлов ача пек пăлханса,
Кĕскен: — Ан тăвăр, — терĕ, — айăп,
Сăмахăм тухас çук ансат,
Калассине ĕçпе эп калăп.
Фронтра çапла кăна сăмах,
Сăмах ахаль сая ан кайтăр.
Вăл ак каллех, каç пулсанах
Тăшман çине тухмашкăн хатĕр.
Ăна чĕнет Тăван çĕршыв,
Ăна çĕклет Герой çуначĕ.
Йери-тавра тĕтĕм шăрши,
Ку пирĕн хуласем çунаççĕ.
Тăван çĕршыв аманнă чух
Ăçтан-ха чĕресем лапланĕç!
Тăшман пĕтмесĕр канăç çук,
Çапăçура кăна халь канăç.
Çак шухăшпа вăл кĕçĕрех
Çапăçăва тухма шутларĕ.
Вăл кĕçĕр çапĕ вирлĕрех,
Герой ятне тӳрре кăларĕ.
Анчах паян городокра
Ун ячĕпе — хаваслă вечер.
Унта хăй пулаймасть вара,
Туссем каçарччăр, ан кӳренччĕр.
Ан пăшăрханччăр юлташсем...
— Çапăçăва! — тет Ылтăн Çăлтăр
Тĕл пулăпăр ĕçрен килсен,
Ĕçĕ кăна йĕркеллĕ пултăр.
Яланхинчен вăл хăвăртрах
Моторсене тĕрĕслеттерчĕ
...Городокра çак вăхăтра
Пуçтарăннă уяв концерчĕ.
Клубра чечек ытамĕнче
Ун пысăк çеç портречĕ ларнă.
Фронтри поэт герой çинчен
Хĕрӳллĕ сăввине вуланă.
Унтан уяв сцени çине
Артистка тухнă кăшт вăтаннăн.
Вăл вырăс халăх юррине
Чăваш-герой ятнех юрланă.
Анчах пĕр сасă халăхран:
— Орлов ăçта хăй? — тесе ыйтнă
Мотор сасси çак самантра
Кĕрлесе кайнă питĕ хыттăн.
Палланă пурте çав сасса,
Кашнин чĕри патнех вăл çитнĕ.
Мĕнпур заслонкăна уçса,
Орлов юри клуб çийĕн иртнĕ.
Артисткăн çепĕç юррине
Хупларĕ халь мотор кĕрлевĕ.
Чипер хĕр тытрĕ чĕрине,
Ниçта кайса кĕре пĕлмерĕ.
— Орлов ку! — терĕç летчиксем, —
Орлов ĕçе каять — куратри! —
Хăватлăн ал çупса, вĕсем
Ăна каçхи çула ăсатрĕç.
Вара артистка малалла
Чуна витермеллех юрларĕ.
Çав юрă сĕм вăрманалла
Инçе-инçе янраса кайрĕ.
Çав ытарма çук юрăра
Тăван Россия вăй-хăвачĕ.
Çав юрă пирĕн паттăра
Йывăр ĕçре уç сывлăш пачĕ.
Ан тив, вăл юррине хăйле
Илтмен те тейĕпĕр, çапах та
Орлов çав каç герой ятне
Татах та çӳлерех хапартрĕ.
Кĕç таврăнчĕ вăл базăна.
— Ĕç пулчĕ, — терĕ, — пите лайăх.
Чăваш ачи, мухтав сана!
Мухтав, хăюллă ăмăрткайăк!
18. Америка хĕрен çырăвĕ
Хум хыççăн хум çĕклерĕ тинĕс,
Хум хыççăн хум чăн тĕпĕнчен.
Хум хыççăн хум — кăвак та симĕс —
Хум хыççăн хум чупать инçе.
Шавлать, кĕрлет хумсен хăвачĕ, —
Лăплантараймăн эс ăна!
Чăваш ачин мухтавлă ячĕ
Океан урлă асăнать.
Вут-çулăмра çуралнă чапăн
Çуначĕ çил пек сарлака.
Ăçтан çӳлте вĕçме чарайăн
Хăюллă ăмăрткайăка?
Çапла чăваш çӳле çĕкленчĕ,
Ун ячĕ юрă пек янрать.
Пичетленет Орлов портречĕ
Ныо-Йоркра та Лондонра.
Кăтра та йĕпкĕн хура çӳçĕ
Инçе тинкернĕ кусĕсем,
Нимле ултавлă илĕртусĕр
Чуна туртаççĕ пăхнăçем
Кунта вара тӳрех калатăн:
Ку çыннан чĕринче чăнах
Никам çĕнтерейми хăватăн
Асамлă çулăмĕ çунать.
Çапла тĕнче хальччен курман ĕç
Курать. Нимрен те тĕлĕнмен
Мăн кăмăллă американец
Уçать ак çĕнĕ кăмăлне.
Хальччен вăл хăй тĕлĕнтеретчĕ, —
О янки! — тетчĕç тĕнчере.
Халь ак совет çыннин портречĕ
Ăна шалтах тĕлĕнтерет.
Çитменнине — чăваш, кĕтӳçĕ...
Вĕçевçĕ те герой... Ол-райт!
Аван! — тет аякри союзник,
Вăл пирĕн ĕçсене ырлать.
— Ку çынсемпе сăмахлама та
Юрать, — тет вăл. — О, кей! О, кей
Кунта хай чăвашла калатăн:
— Пире те курчĕç-мĕн, эккей!
Вара шавлан океан урлă
Тем ăпăр-тапăр хушшинче
Çыру килет. Пайтах вăл хурлăх
Тӳсет çав вăрăм çул çинче.
Шыв айĕнчен — хурах пек кимĕ,
Çӳлтен çăханĕ тапăнать.
Анчах нимле яппун та нимĕç
Тытса халь чараймасть ăна.
Ан тив, кĕрлетĕр хура тăвăл
Тăшман кăтарттăр ăншăртне!
Америк хĕрĕн юратăвĕ
Пĕрех çитет герой патне.
...Пĕр каç çапла ĕçрен килсессĕн,
Орлов çав çырăва илет.
Ăна кам çырнине пĕлсессĕн,
Вăл чăннипех те тĕлĕнет.
Фотоӳкерчĕк. Пĕчĕк татăк —
Ют чĕлхепе çырнă çыру...
(Çак вăрттăн-карттăншăн ыйтатăп
Геройăмран эп каçару.)
Сăпайлă хĕр. Кăлкан пек шурă,
Укаллă, хумлă-хумлă çӳç...
Тепĕр енче открытка урлă
Икĕ сăмах: Совьет Союз!
Ку вырăсла. Анчах çырăвĕ
Акăлчанла. Тепĕр кунне
Орлов чупсах тăлмач шырарĕ
Пĕлмешкĕн хĕрĕн кăмăлне.
Мĕнех-ха калăн, çăмăл мар ĕç, —
Çапах та халь пирĕннисем
Акăлчанла чухла пуçларĕç
Юлташлăх-туслăх ӳснĕçем.
Орлов журналиста тĕл пулчĕ.
Леш савăнса та хăвăртах
Куçарса пачĕ. Кăкăрта
Орловăн ăшă кăмăл тулчĕ.
«Çунмастăп, — тет пике, — пĕлесшĕн
Çемьеллĕ е хусах,
Анчах эпир паян пĕрлешнĕ,
Пĕр ĕçшĕн пĕр çемье пулса.
Юмах пек сирĕн пурнăç çулĕ,
Çав çул пур кайăк çулĕнчен,
Пур çӳллĕ тусенчен те çӳллĕ,
Çав çул каять инçе-инçе...
Эсир — чăваш. Çав ятлă халăх
Пурри çинчен эп пĕлтĕм тин.
Малтанлăха кăшт паллашмалăх
Çыру ман вĕçтĕр-и эппин.
Океан урлă эп хăям-и
Сире тăван пек ал пама!
Хумхан, çырансăр океанăм,
Илсе çитер çак салама!
Салам çуначĕ пултăр çăмăл,
Кĕскелччĕр хушăри çулсĕм.
Хум урлă çиттĕр ăшă кăмăл, —
Тĕл пулăпăр, тен, май килсен?!
Тĕл пулăпăр. Чунтан çунатăп.
Тĕл пулăпăр, тен, кăçалах.
О, сирĕн сарлака çунатăр
Пире те тамăкран çăлать.
Хумхан, çырансăр океанăм,
Чăн туслăх чысĕшĕн кĕрле!
Эпир халь пурте пĕртăванăн
Утатпăр сирĕнпе пĕрле!»
Çыру вĕçленчĕ... Ăшă çил-ши
Хускатрĕ летчик кăмăлне?
Орлов сасартăк аса илчĕ
Çĕршыв-аннемĕр халалне.
Вара пĕр чăнлăх тухса тăчĕ
Чи çутă шурăмпуçĕ пек:
«Пĕрлешĕ пирĕн тĕрĕс вăрçă
Паян пур халăх вăрçипе!»
19. Сарсков колхозник самолет илет
Кăнтăрти çеçенхир
çулăмпа ĕнсе кайнă.
Вутпала пăтранса
вĕрет тĕпсĕр хуран.
Тусан витĕр хĕвел
курăнать суран майлă,
Пăхма хĕн ун çине,
тен, вăл чăн та суран?!
Канăç çук, сывлăш çук,
шыв та çук çеçенхирĕн.
Пур кашнин чĕринче
пĕр хаярлăх анчах.
Тăшмана чармалла,
çапмалла ăна вирлĕн.
Тăр, салтак, виличчен,
тăр, пĕр утăм ан чак!
Фашиста илĕртет
Кавказ нефчĕн шăршийĕ,
Ăна Дон кулачи
йĕкĕлтет, уртарать.
Тăшман танкĕ умне
хӳме пек тăр, çĕршывăм,
Хăв аваллăхунтан
пул эс паттăртарах!
Кантăк куç эсрелсен
выçă антăхнă çарĕ,
Йытăлла хашкаса,
малаллах ăнтăлать.
Халăх ывăлĕсем,
тăшмана тытса чарăр,
Ĕмĕр ан куртăр вăл
ĕмĕрхи Атăла.
Лăпкă Дон хĕрринче
сарăлать йывăр шăршă,
Ку вăл нимĕç çĕрет,
сывлăша варалать.
Хăй çапах хирĕнет,
хăй çапах пирĕн çĕршĕн
Вилесен купи урлă
кĕрет шалаллах.
Юнлă йĕр хăварса,
танкĕсем ун шăваççĕ.
Фашистсен купипе
пӳлĕнеççĕ шывсем.
Фашистсен купипе
кĕперсем хывăнаççĕ,
Çавсем урлă килеççĕ
каллех çĕннисем.
Мускав айлăмĕнчи
вутлă «çăкар-тăваршăн»
Тăшман тытнă кăçал
урăх çул, урăх план.
Аслă Атăл çине
çĕмĕрсе вăл тухасшăн,
Мускава хупăрласшăн
таçтан тавраран.
Унăн сĕмсĕр планне
Чăваш çĕрĕ те кĕнĕ.
Атăлпа тăвалла вăл
шутланă килме.
Вăрăм «хĕскĕчпеле»
хĕстерме ĕмĕтленнĕ
Мускава,
Мускава вăл сĕмленнĕ илме.
Картнă çирĕп кунсем
ăсран кайнă ефрейтор.
Юмăç пăхнă картпа,
тухнă вырăнлă карт.
Анчах çав упăте
тĕлĕкре те кĕтмен-тĕр
Ун умне тăрасса
Сталинград.
Улăпла пĕвĕпе
Сталинград тăчĕ хирĕç,
Нихăçан парăнми
çĕршыв крепоçĕ пек.
Сталинград хӳмине
пырса тăрăнчĕ нимĕç
Юнпала вараланнă
чугун сăмсипе.
Тăват уйăх кунта
юн хăсса тĕпĕртетрĕ,
Тăкрĕ вут, тăкрĕ бомба
ылханлă çăхан.
Ун чул çумăр çуман
хулара ĕмĕрте те,
Ун чул пăр та çуман
нихăçан.
Хĕвел тулнă садсем
вутра çунчĕç, кĕлленчĕç,
Ӳкрĕç, ишĕлчĕç, пĕтрĕç
цехсем, корпуссем.
Анчах çак тамăка
пирĕн паттăр çынсем çеç,
Юмахри улăпсем пек,
ирттерчĕç тӳссе.
Тăшмана чаракан
пулчĕ пирĕн этем вăл,
Унăн харсăр чĕри,
унăн хурçă алли.
Сталинград! Çак сăмах
пулчĕ пирĕншĕн символ,
Пулчĕ паттăрлăх, чăтăмлăх,
туслăх палли.
Тĕнче куçĕ ялан
Сталинград çинче пулчĕ.
Тĕнчери çĕршывсем
сводкăсем мĕнлине
Куллен-кун сăнаса,
тĕпчесе тытса пычĕç
Дипломатин чее
сикекен кӳмине.
Туссем, тус пек пулса,
ире пулăшрĕç ыррăн,
Вĕсем панă танксем
пулчĕç вырăнсăр мар.
Репродуктор умне
Тăрса пурте ир-ирĕн
Эпир пĕтĕм чунтан
кĕтнĕ ырă хыпар.
Хыпарсем... Çук, вĕсем
çăмăл марччĕ чăрешĕн.
Пирĕн шанчăк хурçи
пурпĕрех тутăхман.
Сталинград
тăшманпа чăн Антей яек кĕрешнĕ
Урисем ун самант та
çĕртен татăлман.
Вырăс çĕрĕ çинче
çирĕп тăнă çав Улăп,
Пĕтĕм халăх ăна
кӳнĕ аслă вăй-хал.
Çĕпĕртен, тайгаран,
Урал тăвĕсем урлă
Килнĕ вĕçĕмсĕр çар,
хĕçпăшал.
Сталинградшăн кашни
чĕринче пухнă çилĕ.
Орлов хăй фронтĕнче
тăкнă вут та кăвар.
Габайдуллин та Лаптев,
Винокуров, Ефимов, Васильев...
Пурте тытнă пĕр шут:
— Тăшмана аркатар!
Аркатар тăшмана!
Аркатар тăшмана!
Пурнăçпа сĕмсĕр вилĕм
Хĕрхенмен пĕр-пĕрне
юнлă тытăçура.
Анчах кĕтнĕ хыпар
тем пулсассăн та килĕ,
Пурнăç вилĕмшĕн
пулмĕ чура.
Каçсерен, ирсерен
эпир кĕтнĕ те çуннă,
Пĕтĕм сулăмĕпе
тапнă пирĕн чĕре.
Сталинград халăхсен
çутă шанчăкĕ пулнă,
Янăранă çак ят
пĕтĕм çут тĕнчере.
Кĕрхи пĕр каçхине
вара пурте сасартăк
Илтрĕç ĕмĕр манми —
наступлени — сăмах.
Юлашки сехетре...
Укнĕ кăмăл хăпартăр!
Паттăр кăмăл, кĕрле
тата сулăмлăрах!
Ирпе пирĕн çынсем
пĕр-пĕрне саламлаççĕ.
— Сталинград! — тет пĕри.
— Сталинград! — тет тепри.
Ĕнтĕ пирĕн çынсем
çăмăлраххăн сывлаççĕ,
Çăмăлраххăн тапать
ĕнтĕ халăх чĕри.
Станоксем хăвăртрах
çаврăнма тытăнаççĕ,
Хулана туртăнаççĕ
ялтан обозсем.
Тĕнче ĕмĕр курман
туйăмсем вăранаççĕ,
Чи шалти, чи вĕри,
чи тулли туйăмсем.
Кузьма Минин ĕçне
тăван çĕрĕмĕр курнă,
Анчах ку — урăххи,
урăх ĕмĕр кунта.
Мĕнпур пек кĕтесрен
вăрмансем, тусем урла
Халăх вăйĕ тапать
çĕнтерӳллĕ фронта.
Кузьма Мининăн ĕçĕ
пулнă аслă, хăватлă,
Анчах çĕр çакăн пек
тĕпренех хускални
Ĕмĕрне те пулман...
Ферапонт Головатый
Самолет туянать
паттăр лётчик валли.
Чи усал ĕмĕт тытнă
тăшман çарне хирĕç
Вырăс çĕрĕ тăрать
пĕтĕм сулăмĕпе.
Вăрмансем вăранаççĕ,
çĕкленет уйĕ-хирĕ,
Халăх вăйĕ кĕрлет
океан хумĕ пек.
Тулса пухăннă вăл,
тăван çĕрĕн хăвачĕ,
Ленин çутнă хĕвелĕн
хавас ăшшипе.
Орлов паттăр валли
самолет заказ пачĕ
Ват колхозник Сарсков,
ун тăван ашшĕ пек.
Самолетсем, танксем,
эскадрильйăн, колоннăн
Хушăнаççĕ, ӳсеççĕ
унта та кунта.
Çурхи Атăл çинче
талккăшпе пăр тапраннăн
Колхоз вăйĕ куçать
çĕнтерӳллĕ фронта.
Халăх вăйĕ çӳлтен
çӳлелле ак хăпарчĕ,
Наступлени пырать
Пур енчен малалла.
Кремльтен халăха
çулпуçăмăр — парти
Хĕрлĕ Çар ячĕпе
ыр сунса саламлать.
Пирĕн çар çĕнĕ кун,
çĕнĕ ĕмĕр пуçларĕ.
Хурçăран çирĕпрех
улăпла ункăра
Пĕтрĕ, çунчĕ, кĕлленчĕ
фон Паулюс çарĕ,
Ĕмĕр палăкĕ пулчĕ
тăван Сталинград.
Сталинград! Вăл пире
ĕçре çĕнĕ вăй пачĕ,
Вăл çывхартрĕ
пулас çĕнтерӳ уявне.
Станоксем хыттăнрах,
хăвăртрах çаврăнаççĕ
Вăхăтра ĕлкĕртесшĕн
Сарсков заказне.
Çĕршыв хăй-çке çапла
Сарскова сăмах панă.
Эпир акă завод
аэродромĕнче.
Мĕн чул «кайăк» кунта
тин кăна çунат сарнă,
Иртет ватă колхозник
вĕсен умĕнчен.
Вăл сăнать, тĕрĕслет,
чăн-чăн аслă хуçа пек,
Ак Орлов та утать
унпала юнашар.
— Начар мар, — тет колхозник, —
геройăмăр чапĕ,
Самолечĕ те унăн
ан пултăр начар!
Анчах самолетсем
пурте çĕнĕ те лайăх.
Орлов ултă йышши
самолетпа вĕçет.
— Акă, — терĕ Сарсков, —
ак сана ăмăрткайăк,
Вĕç эс çиçĕм пулса,
вĕç çӳлте, вĕç инçе!
Ку вăл — çĕнĕ йышши,
кунпала халĕ çеç-ха
Паллашсаччĕ Орлов
кану вăхăтĕнче.
Ĕнтĕ пирĕн вĕсем
чылай йышлă вĕçеççĕ
Аслă халăх вăрçин
аслă фрончĕсенче.
Акă вăл! Кĕр те лар,
алăкне яри уçнă.
Кĕрсе лар та вĕçтер
фронталла, малалла.
Чаплă самолета
ватă, тимле колхозник
Куçпа мар,
тĕрĕслерĕ тытса алпала.
Ак унтан Орлова
ашшĕ пек ыталарĕ:
— Тур сыхлатăр, Хветут...
— терĕ ĕмĕрхилле. —
Тăшмана çĕршывран
çапса хăвăрт кăларăр,
Сывă пул,
çĕнтерсе тĕрĕс таврăн киле.
Героя ăшă хум
килсе саврĕ ачашшăн.
Чĕрене паян кун
мĕн пек ырă, аван!
Унăн пур тăван çĕр,
унăн пур тăван ашшĕ,
Тен, вăл уншăн паян
тăванран та тăван.
Чĕркуçленчĕ Орлов,
тупа турĕ яланлăх:
— Халăх чысĕ çĕре
ĕмĕрне ӳкес çук.
Саншăн таптăр чĕре,
асăмри аслă халăх,
Саншăн эп тĕнчере
тытăп чи терĕс çул!
Унтан тачĕ Орлов,
кабинăна кĕчĕ.
Кĕрлесе юрра ячĕç
кĕçех моторсем.
Акă вăл — ăмăрткайăк,
хăлаçланчĕ, çĕкленчĕ,
Уйрăлу кăмăлне
çилпеле вĕçтерсе.
— Ырă çул! Сывă пул!
Кунĕ кĕтнĕ пек лайăх
Çу хĕвелĕ кулать.
Вăхăт шăп кăнтăрла.
Ĕнтĕ çĕн çунатпа
ывăнми ăмăрткайăк
Вĕçсе кайрĕ татах
фронталла.