Килсем, тăван, килсемччĕ ман пата,
Харăс тăрса юрлар çĕнĕ юрра:
Хамăр пурнан хисеплĕ вăхăта
Ĕмĕр тăрăх яратпăр пурнăçра!
Эпĕр яшăланнă вăхăт пит те паллă,
Эпĕр пурнан кун-çул нимрен паха.
Чăваш, тутар е вырăс пĕртăванлă,
Пурте таптарĕç вĕт чуралăха.
Мучей калать: хальхи кун-çулăрсемшĕн
Ик ĕмĕрех паратчĕç пуль авал,
Ĕç çыннине этем шутне кĕмешкĕн
Тĕнпе саккун куçне уçма паман.
Çапла ĕнтĕ ку чух, хисеплĕ тусăм,
Пурте пĕрне-пĕри тăван шутлать.
Кунран-кунах пусатпăр çĕнĕ пусăм,
Çултан-çулах çĕнни аталанать.
Ĕнтĕ пире те вăхăт юрламашкăн,
Юрла, поэт, чĕрӳ шăраннă чух:
Çак çĕр çинче пурнăç умне тухмашкăн
Кĕрешӳсĕр пултараяс çук!..