Санюк умĕнче икĕ сăнӳкерчĕкĕ. Пĕрне тытать те вăл чылайччен шухăша кайса ларать. «Ман шăпамçăм, тен, сан аллунта?» — чунтан тĕмсĕлсе ыйтать Санюк ӳкерчĕкри каччăран. Каччи чĕнмест, йăл та кулмасть, çаврака пысăк куçĕсемпе сивĕреххĕн кăна пăхать. Çук, çăмăлттай йĕкĕт мар вăл, Мурсук Петĕрĕ. Шоферта ĕçлет, грузовикпа кĕрлеттерсе çӳрет. Машини унăн яланах юсавлă, таса. Петĕрĕн сăнĕ те пĕр вĕçĕм колхоз правленийĕ умĕнчи Хисеп хăми çинче. Çапла, Петĕр — пур ĕçе те тĕплĕ тума юратакан çын. Анчах мĕнле юлташ пулĕ-ши вăл пурнăçра? Эх, этем чунне кĕрсе курсанччĕ!..
Хĕр шухăша каять. Унăн ахаль те тĕксĕмрех сăнĕ тата ытларах тĕксĕмленет. Хăмăр куçĕсем те тарăнланаççĕ. Санюк тепĕр сăнӳкерчĕкне тытать. Ку вăл — Эриван Микулайĕ. Гимнастеркăпа, салтак пакунĕпе, çара пуçăн. Кăмăллă кулкаласа ларать хăй. Тăрăхларах куçĕсем кăшт хĕсĕннĕ, питçăмартийĕсем икĕ енчен путса кĕнĕ. Хĕрĕнни пек. Çак сăнӳкерчĕкне Микулай салтакранах ярса панăччĕ. Халь ĕнтĕ хăй те таврăнчĕ. Механикра ĕçлет, колхозри мĕнпур машинăсемпе электромоторсене пăхса тăрать. Шӳтлеме юратать пулсан та, ĕçре хăйне йĕркеллĕ тытать. Санюка урамра-мĕнре тĕл пулсан, яланах такмакласа саламлать:
Хыт чупса çӳрет Санюк, пĕр никам та çитес çук!
Вăтантарать, сăн-пите хĕретет. Ӳкерчĕкĕн тепĕр енне те вăл сăвăласах çырнă:
Çӳл тӳпери çăлтăрне
Ума илсе çакăттăм;
Санюк ятлă сар хĕрне
Савни тесе калăттăм.
Санюк çак сăвва тепĕр хут вулать те йăлл кулса илет, унăн тĕксĕмрех сăнĕ çуталать. «Тупнă сарă хĕр! — тет вăл хăй ăссĕн. — Хурамкка тесе каласан татах хăть».
Çапла, Санюка пĕр харăсах икĕ каччă кăмăллать. Кун пек чухне хĕрĕн савăнмалла кăна. Мухтанмалла, курнăçланмалла! Пăхăр та курăр темелле! Теприсем пур, ватăлса лараççĕ — пĕр каччă та тупаймаççĕ. Анчах Санюк пуçĕнче курнăçланас шухăш мар-ха. Унăн ăшĕ вăркать. Чĕри кам еннелле ытларах туртăннине вăл паян кунччен те лайăххăн пĕлеймест. Икĕ каччи те килĕшет ăна. Пурнăçра чăн-чăн юрату пĕрре кăна пулать, тесе çыраççĕ кĕнекесенче. Санюк, тен, халлĕхе хăйĕн чăн-чăн юратакан каччине тĕл пулайман. Ĕлĕк «турă çырни» тенĕ. Кам-ши вăл? Ăçта-ши вăл?
Николай Эриванов çартан таврăниччен Санюк çуллахи вăйăсенче час-часах Петр Мурзуковпа тĕл пулатчĕ. Лешĕ ăна каç-каç киле ăсатса яратчĕ. Калаçасса Петĕр ытларах хăйĕн машинипе кун каçа мĕн турттарни, мĕнле мыскара курни çинчен калаçать. Мӳм-мӳм-мӳм туса пырать вара хăйĕн хулăн сассипе хăлха патĕнче. Юрату сăмах-юмахне, шалти чĕре хĕлĕхне нихçан та пырса тĕкĕнмест. Çавăн пекех уйăхпа çăлтăрсене те асăрхамасть тейĕн. Пĕр шутласан, Петĕр çут-çанталăка юратнипе юратманнине калама та йывăр, анчах сунара çӳреме питĕ хастар вара хăй. Кăшт пушă вăхăт тупăнсанах, пăшал çакать те Атăл леш енчи йăлăмалла ярăна парать. Ырлăха тата вĕсен ялĕ шăпах Атăл хĕррине вырнаçнă.
Иртнĕ çулла Мурзуковсем пӳрт лартрĕç. Авалхилле йывăç пӳрт мар, çĕнĕлле, тем пысăкăш чул çурт. Халĕ ку япаларан тĕлĕнмелли çук ĕнтĕ. Ялта нумайăшĕ кирпĕче йывăçран маларах хура пуçларĕ.
— Мĕн йывăç çуртпа аппаланас? — терĕ пĕррехинче Петĕр, Санюка ăсатнă май. — Йывăç хăвăрт çĕрет. Чул — ĕмĕрлĕхе. — Унтан вăл хĕр хăлхи патнерех пĕшкĕнчĕ те хушса хучĕ: — Çĕнĕ çуртра виçĕ пӳлĕм пулать. Пĕри, чи пысăкки, пĕлетĕн-и, кам валли?
— Кам валли-ши? — куç хӳрипе чеен пăхса илчĕ Санюк.
— Çĕн кĕрӳпе çĕнĕ кин валли...
— Камсем-ши вĕсем, çĕн кĕрӳпе çĕнĕ кин?
— Хăвах чухламалла!..
Ялта ĕнтĕ пĕр вунпилĕк чул çурт. Кирпĕчне колхоз правленийĕ райплан урлă çыртарса илет, турттарма машина парать. Укçине тӳле çеç. Ыттисене пулăшнă пекех, Мурзуковсене те колхоз пулăшрĕ. Ырлăха тата Петĕр хăй шофер. Анчах килти ĕçе ытларах та парăнчĕ пулас çав вăл. Путевкăра кăтартнинчен ытлашши рейс тунисем те пулнă, терĕç. Машина хăй аллинче-çке-ха! Стена хаçатĕнче вара ӳкерчĕк йăтăнса тухрĕ. Йĕтем çинче тем çӳллĕш тырă купаланса выртать, Мурсук Петĕрĕ ăна асăрхамасть, тусан мăкăрлантарсах хăй валли кирпĕч турттарать. Хыçалтан путевкăсем варкăшса юлаççĕ.
Санюка ун чухне ку япала питĕ килĕшмерĕ. Çук, стена хаçатĕнчи ӳкерчĕк мар, Петĕр пуçтахланни.
— Эс ан кул, Санюк, — терĕ Петĕр, хĕр умĕнче тӳрре тухма хăтланса. — Стена хаçатне ăна ĕçсĕр аптранă çынсем ӳкерсе лараççĕ... Шалиш! Эпир пур çĕре те ĕлкĕретпĕр!..
Санюкăн амăшĕ кĕçĕр таçта кӳршĕсем патне халапланса ларма кайнă. Ашшĕ, колхоз бухгалтерĕ, ĕçрен таврăнайман-ха. Е унта пĕр-пĕр лару, е канашлу. Санюк килте пĕчченех. Каччисен сăнӳкерчĕкĕсене çавăнпа туртса кăларнă та вăл арчаран. Пĕччен чухне тата шухăшлама та ирĕк.
Тĕлĕнмелле: икĕ йывăç хушшинчех Санюк хăйне сĕм вăрманти пек туять. Николай Эриванов çартан таврăннăранпа хĕр чун канăçне йăлтах çухатрĕ. Ытла та кăмăллă каччă çав Микулай. Кирек мĕнле çынпа та хăвăрт паллашать, туслашать. Ваттипе вăл — ватă çын, çамрăккипе — çамрăк, ача-пăчапа — пĕчĕк ача.
Ялта ку яхăн телевизорсем чылай туяна пуçларĕç. Механикра ĕçленĕ май, Микулай çынсене вăр-варах телевизор лартса парать. Укçа та илмест. Черкке таврашĕ сĕнсен, аллине çеç сулать. Камăн радио пăсăлать-и унта е электричествăпа ĕçлекен утюг çунса каять, çынсем каллех Микулая чĕнеççĕ. Унăн аллинче кирек мĕнле япалана та, куçа мăч хупса иличчен тенĕ пек, «чун кĕрет».
Колхозра пурĕ çирĕм икĕ злектромотор. Шыв уçлаканни, авăн çапаканни, тырă сăвăраканни, арман авăртаканни, çăм таптараканни, кормокухньăра тымар-çимĕç тураканни, фермăра ĕне сăваканни... Вĕсем пурте сĕхет пек тикĕс ĕçлеççĕ. Николай Эриванов механик пур çĕре те ĕлкĕрет. Уй хĕрринче ларакан Çĕнкаса электричество пралукне карса çитерейменччĕ. Эриван Микулайĕ салтакран таврăннăранпа нумай та вăхăт иртмерĕ, Çĕнкасри кашни пӳртре, ял çыннисем калашле, «свет çути» ялкăшма тытăнчĕ.
Çук, кашни пӳрте çеç мар, кашни çын чунне вăл çапла ырă çутă кĕртет. Санюк ĕнтĕ ăна кунран-кун ытларах кăмăлла пуçларĕ. Микулая ăнсăртран та пулин тĕл пулма тăрăшать. Енчен унпала курнăçма тӳрĕ килмесен, çав куна вара вăл телейсĕр кун тесе шутлать.
Çуллахи вăхăтра Санюк хăмла ӳстерекен бригадăра ĕçлет-ха. Унта электромотор таврашĕ çук, Микулая курас тесен те часах кураймăн. Хĕлле вара Санюк — тĕрлĕ ĕçре. Кĕçех вĕсем акă çуртри вăрлăхĕсене тасатса сортлама тытăнаççĕ. Сортировкăна электромотор çавăрать. Ун чухне Санюк Микулайпа час-часах куçа-куçăн тăрса калаçĕччĕ.
Çапли çапла-ха та, анчах Санюкăн ашшĕпе амăшĕ Эриван Микулайĕ çинчен калаçнине хăлхана та чикесшĕн мар, «Кай, кай, кай!» — тесе алă сулаççĕ кăна. Вĕсен шучĕпе, Микулай пурнăç çине ытла та çăмăллăн пăхать. Çилхăван имĕш. Çемьере вăл — чи асли. Ун хыççăнхисем тата виçĕ ывăл пур. Аслин кĕçех уйрăлса тухмалла, хăйĕн кил-çурт çавăрмалла. Анчах мĕнле? Шăркапа тесен, шăрки те çук-тăр. Хăй тин çеç салтакран таврăннă. Çынсене «писплат» телевизорсем лартса çӳренипе нумаях малалла каяйман. Мул пухаймăн. Колхозра ĕçлесе илнĕ тырпулĕпе укçи-тенкине те пысăк çемьепе çийĕнчех пĕтерсе пыраççĕ.
— Эс, хĕрĕм, унталла-кунталла ан пăх, пире итле, — тет вара час-часах Санюк ашшĕ. — Мурзуковсене çитекенни таврара никам та çук. Ав, епле чул çурт хăпартса лартрĕç! Ун çумĕнче колхоз правленийĕ те мунча пек кăна. Петĕрĕ килте пĕртен-пĕр ывăл. Кĕçĕнни. Аслисем тахçанах уйрăлса тухнă, хăйсем тĕллĕн пурăнаççĕ. Мĕнрен япăх каччă Петĕр? Пĕвĕ-сийĕ, сăнĕ-пичĕ, çийĕ-пуçĕ... Хăш енчен катăк? Укçине те лайăх ĕçлесе илет. Килшĕн тăрăшать. Ашшĕ те тупăшлă вырăнта. Ферма пуçлăхĕ. Сумлă çынсем. Мĕн кирлĕ тата? Качча тухăн та,акă, патша майри пек пурăнăн. Ырă çынсемпе тăванлашма хамăра та ырă. Кирлĕ мар пире Эриван йышши çилхăвансем! Алкум вĕçне те ,ан килнĕ пулччăр!..
Тĕрĕссипе, Санюка ĕнтĕ ашшĕ-амăшĕ тахçанах Мурсук Петĕрĕпе çураçса хунă. Çук-ха, Петĕрĕпе хайĕнпе куçа-куçăнах калаçайман, унăн ашшĕ-амăшĕпе вара çирĕп сăмах татнă. Вĕсем пĕр-пĕрин патне хăнана та çӳреççĕ, пĕрне-пĕри хăта-тăхлач тесе чĕнесси кăна çитмест. Анчах хĕрĕн шухăшĕ епле-ха? Эсир, ашшĕпе амăшĕ, çавăн çинчен ыйтнă-и? Пĕлме тăрăшнă-и çавна?
— Йăлтах эп каланă пек пулать, — тет Санюк ашшĕ. — Аслисен сăмахĕнчен хамăр та ĕмĕрне иртмен, ачасене те иртме памăпăр!..
Шухăшпа пусăрăннă Санюк каллех Мурсук Петĕрĕн сăнӳкерчĕкне тытса пăхать. «Ниушлĕ эс чăнласах ман упăшка пулăн-ши?» Лешĕ чĕнмест, çаврака пысăк куçĕсемпе сивĕреххĕн кăна пăхать. Унтан тепĕр сăнӳкерчĕкне тытать Санюк. Ах, Микулай, Микулай, ытла та кăмăллă кулатăн-çке эсĕ! Тăрăхларах куçусем кăшт хĕсĕнеççĕ, питçăмартисем икĕ енчен путса кĕреççĕ. Эсĕ хăвăн сăнӳкерчĕкĕн тепĕр енчи сăввуна шăппăн пăшăлтатса каланă пек туйăнать:
Çӳл тӳпери çăлтăрне
Ума илсе çакăттăм...
Çав самантра çенĕкре алăк шашулкки чанклатнă сасă илтĕнчĕ. Санюк шартах сикрĕ, вара сĕтел çинчи сăнӳкерчĕксене йăпăр-япăр пуçтарчĕ те чăлан çуменче ларакан арчана чиксе хучĕ. Алăка яри уçса, пӳрте ашшĕ кĕрсе тăчĕ. Вăл тем йывăррăнрах сывлать. Тăвалла чупса улăхнă тейĕн. Сăмси çинчи çутă тыткаллă куçлăхĕ пĕр еннелле чалăшса кайнă. Пуç тăрринчи мулаххайĕн хăрах хăлхи усăк, тепри вара çӳлелле кăнтарăнса тăрать. Кĕрĕк пиншак тӳмийĕсем тултан кĕнĕ чухнех вĕçерĕнсе кайнă, е вĕсене малтанах тӳмелемен пулнă,
Санюк сисрĕ; ашшĕ хĕрĕнкĕ. Тен, ытлашширех те сыпнă. Лешĕ, çĕлĕкĕпе кĕрĕк пиншакне хывмасăрах, малалла иртрĕ.
— Ну, хĕрĕм, савăн! — терĕ вăл. — Çĕнĕ çулта туй тăватпăр... Чаплă туй!
— Эсĕ кĕçĕрех туй туса килнĕ пулас, атте! — пĕр хĕрелсе, пĕр шуралса хирĕç чĕнчĕ, Санюк.
Вăл ашшĕ ăçта пулнине каламасăрах ăнланчĕ. «Мансăрах мана качча параççĕ», — ниçта кайса кĕрейми тăвăнса килчĕ унăн чунĕ.
— Чим, Санюк хĕрĕм, — куçне-пуçне чалхăртрĕ ашшĕ, — килте тем çитмест пек? Аннӳ ăçта вара? Эпĕ пур, хăтасем патĕнче туй пирки сăмах тататăп... Вăл тата амакра лăкăштатса çӳрет...
— Хĕрне çураçман, туйне туман, мĕнле хăтасем вара вĕсем? — йĕрсе ярас пек ыйтрĕ Санюк. — Çынсем хĕре киле килсе çураçаççĕ, эсĕ ху кайса çураçрăн пулать?!
— Ытлашши ан калаç, хĕрĕм, ытлашши ан калаç, — шĕвĕр пӳрнипе юнарĕ ашшĕ. — Шăпăрт!.. Йăлтах эп каланă пек пулать. Мурзуковсем пек ырă çынсем тĕнчере те çук! Чуп, аннӳне чĕнсе кил!..
Санюкăн пĕтĕм ăшчикĕ вĕресе хăпарчĕ.. Чĕри тĕпĕнче вут çунать тейĕн. Тек ĕнтĕ самант та пӳртре ларастăрас килмест. Каймалла! Халех кама та пулин пĕр-пĕр çывăх юлташа тĕл пулмалла. Е клуба çитмелле. Тантăшсем хушшинче пулмалла. Вăхăт нумаях мар-ха.
Вăл питĕ хăвăрт тумланчĕ те пӳртрен çавраçил пекех вăркăнса тухрĕ.
Амăшĕ чăн та урам урлă кӳршĕре пулнă.
— Атте чĕнет, — тесе пĕлтерчĕ ăна Санюк. Хĕрĕн шуйханнă сассине илтсен, амăшĕ хыпăнса ӳкрĕ.
— Мĕн пулнă тата?
— Нимех те мар... Кикирикĕ хĕрнĕ...
— Ах, аçа çапман старикки, татах ӳсĕр таврăнчи-ха вăл!
Санюк текех тытăнса тăмарĕ, килĕ тĕлĕнчен тепĕр еннелле уттарчĕ.
— Эс, хĕрĕм, ăçта капла каç сĕмĕпе? — ыйтрĕ амăшĕ.
— Клуба, — терĕ Санюк. — Нумай тăмăп, кĕçех таврăнăп...
Санюк клуба пырса кĕнĕ чухне çамрăксем унта темĕнле çĕнĕ ташă кĕввипе мăшăррăн-мăшăррăн тытăнса ташлатчĕç. Ташлани йĕрки çук-ха, тĕпĕртетни кăна. Санюк хăй ун пек ташăсене килĕштермест. Уншăн ялти чăваш ташшисем темрен те хитререх. Халь телевизортан е киноран вĕренеççĕ мар-и? Хулапа тан пыратпăр имĕш...
Клубра табак тĕтĕмĕпе хуташ тусан йăсăрланать. Уçă сывлăшран кĕрсен уйрăмах сисĕнет ку. Санюк малалла иртме хăяймарĕ, алăк патĕнчи тĕттĕмрех кĕтессе пăрăнса тăчĕ. Анчах ăна пĕр каччă куçĕ хăвăрт асăрхарĕ. Залри тусанлă пăтăрмах ăшĕнче ун умне Эриван Микулайĕ пырса тухрĕ.
— Хăна хĕрĕ мар-и ку, тĕпелелле иртме те вăтанать? — терĕ вăл, кăмăллăн кулкаласа. — Э-э, ку Санюк-çке! Мĕнле пурăнатăн, Санюк?— Микулай хĕрĕн аллине шыраса тупрĕ те ăшшăн пăчăртарĕ. — Ташлăпăр-и?
— Ун пек ташăсене вĕренмен çав эп, — халь ĕнтĕ Санюкăн кăмăлĕ те сасартăках уçăлчĕ. — Такăнса ӳкесрен хăратăп, — терĕ вăл.
Çав вăхăтра тĕпĕрти ташă кĕвви шăпланчĕ. Каччăсемпе хĕрсем, шăкăл-шăкăл калаçкаласа, унталла та кунталла саланчĕç, стена çумнелле кая-кая тăчĕç, зал варри пушанчĕ.
Унччен те пулмарĕ, клуба Мурсук Петĕрĕ килсе кĕчĕ. Кĕрнеклĕ, хитре, яштака. Çийĕнче — хура бобрикран çĕлетнĕ çурма пальто, пуçĕнче — çăмламас хура çĕлĕк, : уринче — çап-çутă хром атă.
— Мĕншĕн шăп? —мăнаçлăн ыйтрĕ вăл хăйĕн хулăн сассипе. — Шăпчăк чĕпписем мар-и эсир? Шăппăн-шăп-пăн ларатăр...
Никам та хирĕç чĕнмерĕ. Петĕр йĕри-тавралла пăхса çаврăнчĕ — куçĕпе такама шырать. Унтан салтак уттипе купăсçă патнелле шарт-шарт утса пычĕ те:
— Çунтар хамăр ял çеммине! — терĕ. — Ташласа кăтартам пĕрре...
Санюк чери тем ырă мара сисрĕ: питех хăюллă пулсан та, Мурсук Петĕрĕ çын хушшинче кун пекех пуçтахланакан марччĕ. Апла вăл кĕçĕр клуба ĕçсе килнĕ. Халь ĕнтĕ кампа ĕçни те паллă. Чăнласах вĕсем Санюк ашшĕпе хĕр çураçнă иккен. Санюка Санюксăрах çураçнă. Хĕрĕн халех, çак самантрах клубран таçта тĕнче вĕçне тухса тарасси килчĕ.
— Эп киле каятăп, — терĕ вăл Микулая шăппăн. — Ман каймалла...
— Халех-и? - тĕлĕвчĕ Микулай. — Тин çеç килтĕн те вара... Мурсук Петĕрĕ ташланнне курар-ха, тен, хамăр та ăмăртмалла ташлăпăр…
Клубра ялти ташă çемми янраса кайрĕ. Петĕр тумтирĕпе çĕлĕкне сцена çине хывса хучĕ те зал варрине тухса тăчĕ. Хăйĕн кĕрнеклĕ пӳ-сине кура мар, унăн çутă хром атă тăхăннă урисем çăмăллăн вылянма тытăнчĕç. Зал варринчен пуçласа, вăл пĕр çаврăм, чĕрне вĕççĕн тенĕ пек, пĕр сассăр ташласа çаврăнчĕ, Унтаналăк патĕнчи кĕтесре Санюкпа юнашар тăракан Эриван Микулайĕ тĕлне çитсе, ун умĕнче атă кĕлисемпе хыттăн тăпăртаттарса илчĕ. Ку ĕнтĕ Микулая ташлама чĕнни пулчĕ.
Микулай нумай кĕттермерĕ. Çавăнтах, такмак каласа, Петĕре хирĕç тухрĕ.
Чуптармасăр пымашкăн
Кӳлнĕ лаши начар мар;
Ташламасăр тăмашкăн
Эпир хамăр начар мар!
Икĕ каччă пĕр-пĕринпе ăмăртса ташлама тытăнчĕç. Пĕр çаврăм Петĕр ташлать, тепĕр çаврăм — Микулай. Кашнинчех иккĕшĕнчен пĕри мĕн те пулин çĕнĕ çаврăм туса катартать. Ура пусăмĕ те урăхларах, хул-çурăм хусканăвĕ те. Эриван Микулайĕ, çинçе те йăрă пӳ-силлĕскер, ташă çеммипе шыври пулă пек выляса пырать, ури те çĕре тивмест. Ташланă май, пĕр вĕçĕм такмаксем шăрантарать.
Тăпăр-тăпăр тăпăртăк,
Пар ăшшине тепĕртак!
Ташша тухсан, хамăртан
Никама та култарман.
Мурсук Петĕрĕн ташши вара йăлтах урăхла. Петĕр çӳллĕ, яштак, хитре. Пӳ-сине тӳп-тӳрĕ тытса ташлать. Тăваткăлрах пуçне мăнаçлăн кăшт каялла каçăртать. Хăй кулать, анчах унăн питĕнчи кулă темĕнле яланлăхах шăнса хытнă пек туйăнать. Ăшă кулă мар, сивĕ кулă, тен, хаяр кулă тесен, тĕрĕсрех те пулĕ. Эриван Микулайĕ вара шав хăйĕн такмакĕсене хĕмлентерет.
Ярса тытрăм аллăма
Кукăр авăрлă турчка;
Чунтан савнă тусăма
Ан ăмсантăр ват хурчка!
Йĕри-тавра тăракан çамрăксем ахăлтатса кулаççĕ. Санюкăн тĕксĕмрех сăнĕ те сасартăк хĕвел шевли ӳкнĕ пек çуталать. Пурте сисеççĕ: Эриван Микулайĕ ахаль мар юптарать. Мурсук Петĕрĕ ĕнтĕ унран чылай аслăрах. Салтака та вăл Микулайран виç-тăватă çул маларах кайса килнĕ. Çук-ха, ташăра Мурсук Петĕрĕ Эриван Микулайне парăнасшăн мар. Вăл çĕнĕрен çĕнĕ ташă çаврăмĕсем тупать. Унăн сăн-питĕнчи хаяр кулă тата ытларах хаярланать. Питĕ тăрăшса, шăлне çыртса ташлать Петĕр. Темĕнле тĕнчере çук пысăк та йывăр ĕç тăвать тейĕн.
Эриван Микулайĕ вара — пулă та, кайăк та пĕрлех. Вăл ташланă май, ун хыççăн темĕнле хаваслă çил варкăшса пырать. Çав вăхăтрах хăй сисет: Мурсук Петĕрĕн тӳсĕмĕ вĕçне çитнĕ, вăл кĕç-вĕç парăнмалла! Тĕрес, тăкăлтармалла ăна, пĕтĕм яш-кĕрĕм умĕнче месерле çавăрса пăрахмалла!.. Пуçне ытла ан каçăрттăр!.. Вара Микулай тепĕр çаврăм ташласа çаврăнчĕ те, Санюк умне пырса, хăй тахçантан ĕмĕтре тытнă такмакне каларĕ.
Турикас тăвайккинчен
Тапса тăрать чашлама;
Ытти хĕрсем тухиччен,
Тусăм, тух-ха ташлама!
Санюк малтанах вăтанса ӳкрĕ. Анчах хăй чĕринчи хаваслăха та пытарăймарĕ. Микулай такмакĕсем реххетлентерчĕç ăна, савăнтарчĕç, çунат хушрĕç. Чĕкеç пек вĕçсе тухрĕ Санюк ташă картине, хăйĕн уçă сассипе Микулайран ирттермелле такмак калама тытăнчĕ.
Пӳрт умĕнче решетке,
Аллăрсенче перчетке;
Ан мухтанăр ытлашши,
Сирĕн пекки теçетке.
Халь ĕнтĕ Мурсук Петĕрĕпе Эриван Микулайĕ сасартăках ташлама чарăнчĕç, пĕри — пĕр енне, тепри тепĕр енне кайса тăчĕç. Халĕ Санюк пĕчченех ташлать. Пĕр çаврăм ташласа çаврăнать те тепĕр çаврăм такмак калать.
Сарă çӳçĕм пилĕкрен,
Çу сĕреттĕм ĕлĕкрен;
Хамăр касри каччине
Куç хываттăм ĕлĕкрен...
Клубри хĕрупраç, Санюка савса, ташă çеммипе алă çупать. Санюк малалла ташлать, малалла такмаклать.
Кĕрлесе вăрман çунать,
Кĕлĕ çĕре тăкăнать,
Сарă хĕрĕн ĕмĕрĕ
Чечек пулса тăкăнать.
Санюк ташланă хушăра Микулай патне Мурсук Петĕрĕн пĕр çывăх юлташĕ пычĕ те ăна хăлхинчен пăшăлтатса тем каларĕ. Микулай сăнĕ сасартăк шуралса кăйрĕ. Анчах Санюк ăна-кăна нимĕн те сисмест. Вăл, айăпсăр чун, чĕкеç чĕлхипе çаплах чĕвĕлтетет,
Чăнкă çырма хĕррипе
Утса пырап ерипен;
Эп ăçтан хавас çӳрем,
Уйрăлатăп савнирен.
Татах та ташлатчĕ пуль Санюк, такмакне те тупатчĕ-ха вăл, анчах çав вăхăтра Мурсук Петĕрĕ купăсçă патне пычĕ те тĕреклĕ аллине хуткупăс çине лап хучĕ.
— Çитет! — терĕ вăл, унтан вырăсла сăмах хушрĕ: — Хорошего помаленьку!..
Клуб сасартăках шăпланчĕ. Темĕнле ырă мар шăплăх пусарса лартрĕ çамрăксен чун-чĕрине. Канăçсăр шăплăх. Хĕрупраçпа яш-кĕрĕм тӳрех алăк патнелле кĕпĕрленсе туртăнчĕç.
Мурсук Петĕрĕ Санюка хулĕнчен пырса тытрĕ.
— Ан васка, Санюк, пĕрле кайăпăр, — терĕ вăл. Санюк хирĕç нимĕн те чĕнеймерĕ, алăк патĕнче кĕпĕрленекен çамрăксем хушшинче кăна куçĕпе Эриван Микулайне шырарĕ. Анчах мĕн пулчĕ-ха Микулая? Такмакри сăмах килĕшмерĕ-ши ăна? «Ăçтан эп хавас çӳрем, уйрăлатăп савнирен»... Е ӳсĕр Мурсук Петĕрĕнчен хăрарĕ-ши?.. Çук, çук, Микулай хăравçă йĕкĕт мар! Кунта тем урăххи... Анчах мĕн? Мĕншĕн Микулай Санюка кĕçĕр Мурсук Петĕрĕн аллине пăрахса хăварчĕ?.. Ташлама та питĕ хаваслă такмаксем каласа ташларĕçке-ха?...
Петĕр Санюка килне ăсатса ячĕ. Вăл ытлашши хĕрĕнкех те мар иккен. Чиперех сăмахлать. Анчах клубра мĕн пулса иртнине çул тăршшĕпе пĕрре те аса илмерĕ. Хăйĕн мăнаçлăхне кăтартать мар-и?!.
— Санюк, — терĕ Петĕр, чылай кайсан. — Çĕнĕ çулта пĕрле пулатпăр...
— Халь те пĕрле-çке, — кĕретĕнех тăрăхласа хуравларĕ Санюк.
— Кун пек мар, ак çапла... ак çанла, — Петĕр Санюка хăй çумне тытса пăчăртама хăтланчĕ, анчах хер вăрт-варт вĕçерĕнчĕ те аяккалла пăрăнчĕ.
— Аллу ытла вăрăм…
Каччă кӳренчĕ пулас, пĕр хушă чĕнмесĕр пычĕ. Кайсан-кайсан тин пусăрăнчăк сасăпа:
— Юрĕ, Санюк, — терĕ, — куратăп — эс мана пĕртте кăмăлламастăн. Эп сана...
— Эс мана... эп сана... ыраттартăн сăмсана, — каллех такмакланă пек тăрăхласа илчĕ Санюк.
Вĕсем çапла Санюксен хапхи умне çитрĕç.
— Асту, Санюк, — шăл витĕр сăрхăнтарчĕ Петĕр, — эп сана никама та памастăп... Аçупа сăмах татнă... Пăркаланма ан та шутла...
— Татнă пулсан, мĕн калаçмалли урăх? — кăмăлсăррăн хушса хучĕ Санюк. — Пĕр татнă япалана тепĕр хут сыпаймăн.
— Сыпатпăр! —Петĕр кулса илчĕ те хĕре ыталаса хăй çумнелле пăчăртама тăчĕ. Санюк ăна ик аллипех кăкăрĕнчен тĕртсе ячĕ.
Вĕсем каллех чылай вăхăт чĕнмесĕр тăчĕç. Ахаль чух хăйне мăнаçлă та хăюллă тытакан Мурсук Петĕрĕ хĕр умĕнче ытлашши хăюллах та мар иккен.
— Сывă пул, Санюк, — терĕ вăл, юлашкинчен аллине тăсса.
Хĕр ăна алă пачĕ.
— Чипер кай...
Санюк çав çĕр нумайччен çывăраймасăр шухăшласа выртрĕ. Анчах темле шухăшласан та, Микулай клубран мĕншĕн çав тери хăвăрт тухса кайнин тупсăмне тупаймарĕ. Мурсук Петĕрĕ ташлани вара ун куçĕ умне татах та татах пĕтĕм чунне эрлентерсе туха-туха тăчĕ. Чăн та, Петĕр çӳллĕ, яштака, хитре. Пӳ-сине тӳп-тӳрĕ тытса ташлать вăл. Пуçне мăнаçлăн кăшт каялла каçăртать. Хăй кулать, анчах унăн питĕнчи кулă яланлăхах шăнса хытнă пек туйăнать. Ăшă кулă мар, хаяр кулă...
Чим, кĕçĕрччен тата ăçта курнăччĕ-ха Петĕрĕн çавнашкал хаяр сăн-питне?
Хайхи Санюк сасартăк аса илчĕ. Иртнĕ кĕркунне вĕсем Шупашкара хăмла леçме кайнăччĕ. Петĕр — шофер, Санюк — хăмла бригадинче ĕçлекен хĕр. Хăмла леçме ăна Шупашкара правлени хушса янăччĕ. Хăмлине вĕсем чиперех пачĕç-ха. Пĕрремĕш сортпа. Унтан магазинсем тăрăх çурекелерĕç те килелле кайма тапранчĕç. Хуларан тухнă çĕрте машина кĕтекен çынсем чылайччĕ. Çула май ларса каяс текенсем. Вĕсем ала çĕклесе «сасăланине» кура, Мурсук Петĕрĕ машинине чарче.
Ну, камăн ăçта каймалла? — хаваслăнăх ыйтрă вăл малтан.
Çынсем «çавăнта та çавăнта» терĕç, харăссăн кĕпĕрленсе машина çине улăха-улăха ларчĕç. Санюк кабинăран тухнă та сăнаса тăрать. Акă Петĕр грузовикăн кăйри кустăрми çине хăпарса тăчĕ.
— Кашнинчен пĕрер тенкĕ, — терĕ вăл кулкаласа. — Хăвăртрах, хăвăртрах!.. Çул вăрăм, машинăна чарса тăрар мар.
Çынсем кĕсйисене хыпашла пуçларĕç: хăшĕ — хут укçа, хăшĕ кĕмĕл укçа кăларать. Чăн хыçалти кĕтессе пĕр кинемей вырнаçса ларнă. Вăл нимĕн те шарламасть, укçине те кăларма шутламасть..
— Кинемей, — чĕнчĕ ăна Петĕр, — эс мĕн, кĕрӳ урапи çине хăпарса лартăм терĕн-им? Укçа тавай, укçа! Пĕр тенкĕ!..
— Ах, ывăлăм, — пуçне çĕклерĕ кинемей, — укçн çукрах çав ман. Эс мана, ват çынна, укçасăрах илсе çитер ĕнтĕ...
— Хе-ей, сирĕн пек ват çынсем нумай тупăнĕç! Атя, ан!..
Шăпах çак самантра Мурсук Петĕрĕн питĕнче хайхи хаяр кулă шăнса хытнăччĕ. Кĕçĕрхи пекех... Петĕр хăй ташлать, питĕнче — хаяр кулă...
Халь акă Санюк мамăк утиял айĕнче выртать пулин те, унăн пĕтĕм шăмшакĕ çӳçенсе кайрĕ. Сивĕ ăна, сивĕ...
...Ял çине сас-хура питĕ хăвăрт сарăлчĕ: Мурсук Петĕрĕ авланать имĕш, Санюка тахçанах çураçса хунă, туйĕ Çĕнĕ çулта пулмалла. Тĕрĕссипе, çак сăмах вăл хайхи Мурсук Петĕрĕпе Эриван Микулайĕ клубра ăмăртса ташланă каçхинех яш-кĕрĕм хăлхине пырса кĕнĕ. Хĕрĕнкĕ. Петĕр малтан хăйĕн çывăх юлташĕсене каланă лешсем вара çĕн хыпара малалла çунатлантарса вĕçтернĕ. Пăрăлтатса кайнă çапла вăрăм хӳреллĕ чакак ял тăрăх...
...Пĕр ирхине Санюк вăрлăх тасатнă çĕре ĕçлеме тухрĕ. Пысăк сортировкăна электромотор çавăратчĕ. Анчах кăнтăрла тĕлнелле тем амакĕ пулчĕ — мотор чарăнса ларчĕ. Бригадир Николай Эриванова чĕнтерчĕ. Механик кăлтăк-сăлтăка хăвăрт тупса тӳрлетрĕ — мотор çĕнерен хута кайрĕ. Çавăн чухне ĕнтĕ Санюк, пĕрле ĕçлекен хĕр-тусĕсенчен вăтанмасăрах, Микулая кĕлет хыçне хăюллăн чĕнсе илчĕ те ыйтрĕ:
— Мĕншĕн?.. Мĕншĕй?.. — терĕ вăл, пăлханнă кăмăлне аран çеç пусарса. — Мĕн пирки эс манран пăрăнса çӳретĕн? Мĕншĕн мана клубра пĕччен пăрахса хăвартăн?
— Пĕччен мар-çке, — салхуллăн кулса илчĕ Микулай. — Эсĕ Мурсук Петĕрĕпе юлтăн... Малтан, эс сăвă каласа ташланă чух, Мурсукăн пĕр юлташĕ ман пата пычĕ те тӳрех каларĕ: «Халех тасал кунтан, — терĕ. — Санюк санăн мар... Санюка кĕçĕр çураçса хунă», —терĕ.
— Ав епле иккен! — ниçта кайса кĕрейми хыпăнса ӳкрĕ Санюк. — Эс ĕнентĕн пулать?
— Ĕнентĕм çав... Мĕн, тĕрĕс мар-им? Сирĕн туй пуласси çинчен пĕтĕм ял калаçать...
— Эх, Микулай, Микулай, — куççульне йывăррăн çăтрĕ Санюк, — эп сана урăхларах çын тенĕччĕ...
Микулай хирĕç нимĕн те чĕнеймерĕ. Вĕсем çапла уйрăлчĕç.
Кун хыççăн Сайюк кăмăлĕ арман чулĕпе пусарнă пекех пусăрăнчĕ. Хăй пуçĕ çине килсе тиеннĕ шăпана вăл пĕр хирĕçлемесĕрех парăнчĕ тейĕн. «Мĕнех вара, — шухăшларĕ çамрăк хĕр хăй ăссĕн, — Мурсук Петĕрĕ — Тăхтаман мар, Эриван Микулайĕ — Сетнер мар, эпĕ те Нарспи мар. Итлем, эппин, атте-анне сăмахне...»
Ĕнтĕ акă Çĕнĕ çулта Мурсук Петĕрĕн туйĕ пулать тенĕ сăмах халăх хушшинче çирĕпленсех пычĕ. Ĕнтĕ пурте кĕтеççĕ, хатĕрленеççĕ, Мурсуксен килĕнче те, Санюксен килĕнче те, туй кĕмелли ытти тăван-хурăнташ патĕнче те пички-пичкипе сăра тăваççĕ. Таврара çук чаплă туй пулмалла. Шăпах çак вăхăтра ял çине тепĕр сăмах сарăлать. Мурсук Петĕрĕ Атăл леш енчи йăлăмра пăши амине персе ӳкернĕ, теççĕ. Халиччен Петĕр кăвакал е ăсан тытса килкелетчĕ-ха. Халь, авă, ме сана, пăшинех персе ӳкернĕ иккен. Кун пирки ялта пурте сăмахлаççĕ, анчах никам та тĕрĕслеме хăяймасть...
Усал хыпар Санюк хăлхине те пырса кĕрет. Вăл тӳсеймест. Пĕррехинче Петĕре тĕл пулать те пăши пирки тӳрех ыйтать. Лешĕ тунмасть.
— Туй валли тутлă какай пултăр терĕм, — ахăлтатса кулса ярать вăл. — Тулĕкĕш шăпăрт...
Тĕрĕс, Санюк шăпăртах пулать, никама та пĕр сăмах шарламасть. Анчах... туй ыран тенĕ каçхине вăл тăван килĕнчен пуçĕпех тухса вĕçтерет. Хĕр шухăшĕ хĕрĕх хут улшăнать тенипе мар, чунĕ тăвăнса çитнипе... Мăнтарăн хĕрĕн пăши какайĕ çиес килмен ĕнтĕ...
Санюк халь ăçта пурăннине ял çыннисем пĕлеççĕ: вăл хулари куккăшĕсем патĕнче иккен. Эриван Микулайĕ унта ик-виçĕ хут та çитсе килнĕ, теççĕ. Малалла мĕн пулассине халлĕхе калама йывăр, çапах та Санюк хăйĕн чăн-чăн телейне тупасса шанас килет. Тем тесен те, вăл пурнăç çинчен шухăшлама пĕлекен хĕр...