Вырăнсăр сăмах чĕрене вирелле кĕрсе вырнаçать. Аваккай Якурĕ пĕррехинче çавнашкал шăрпăклă сăмаха шӳтле-шӳтле тенĕ пекех персе ячĕ. «Çутçанталăкра виçĕ япала çук, — терĕ вăл: —пĕлĕтĕн пусми çук, шывăн турачĕ çук, Мултиер Элекçейĕн ывăл ача çук».
Тимĕрç лаççи умĕнче чĕлĕм туртса тăракан çынсем пурте ахăлтатса кулса ячĕç. Алексей Иванович Мулдиеров, колхозри хисеплĕ комбайнер, кӳренчĕ, анчах хирĕç шăпăрт та шарламарĕ. Туртса пĕтереймен чикарккине атă кĕлипе таптаса сӳнтерчĕ те тимĕрç лаççине кĕрсе кайрĕ.
Ун чухне колхоз тин кăна-ха çураки туса пĕтернĕччĕ. Механизаторсем тырă вырса çапмалли машинăсене юсама тытăннăччĕ.
Тимĕрç лаççи тенĕрен, ăна ял çыннисем тахçан хăнăхнипе кăна çапла калаççĕ. Чăннипе вăл — самаях пысăк мастерской. Унта нумай тĕрлĕ агрегатсене сиплеççĕ. Хăшпĕр трактористпа комбайнера çав ĕçре ывăлĕсем пулăшаççĕ. Мастерскойне вĕсем ашшĕсемпе пĕрле ирех пыраççĕ те унтан каçсăр тухма пĕлмеççĕ. Мултиер Элекçейĕн килĕнче вара ывăл чунĕ çук, ун вырăнне — пӳрт тулли хĕр. Пуслăхĕ-пуслăхĕпе темелле. Вăрçăчченхи пуслăхран иккĕшĕ тахçанах качча кайнă. Çитменнине, тăван яла мар, таçти çичĕ юта. Вăрçă хыççăнхи пуслăх та çитĕнсе пырать ĕнтĕ. Çав пуслăхран чăн асли, Веруç ятли, хуланалла туртăнчĕ — халĕ пир-авăр комбинатĕнче ĕçлет. Танюк кăçал вăтам шкултан вĕренсе тухрĕ... Тепĕр виççĕшĕ кĕçĕнрех классенче вĕренеççĕ.
Çапла çичĕ хĕр хушшинче пĕр ывăл хунавĕ те курăнмарĕ Мултиер Элекçейĕн. Ĕлĕк-авал чăваш çынни турра кĕлтунă: «Хĕр тесĕ пĕрре çуралсан, ывăл иккĕ çуралтăр», — тенĕ. Элекçей пĕлет: кĕлтунинчен усси çук. Çапах та çын мăшкăлне те тӳсес килмест. Аваккай Якурĕ пек шăлйĕренсем кулаççĕ, авă. «Пĕлĕтĕн пусми çук имĕш...» Кулăрах, кулăр!.. Тепĕр тесен, пĕлĕт çине халĕ пусмасăрах улăхаççĕ. Ракетăпа! Мултиер Элекçейĕн хĕрĕсем те чиперех ӳссе çитĕнĕç, çын пулĕç, ыттисен ывăлĕсенчен каях тăрса юлмĕç. Курăпăр-ха ӳлĕм, курăпăр!.. Çак шухăшпа Мулдиеров комбайнер тата пикенерех ĕçе парăнать. Хĕрӳ ĕçре мĕнпур хуйхи-суйхине манать.
Вĕсем виççĕн виçĕ комбайнпа пĕр ушкăнра ĕçлеççĕ: Мултиер Элекçейĕ, Аваккай Якурĕ, Пайтул Çеменĕ. Анчах капла калани тĕрĕсех пулмасть-ха. Кăçалччен пĕрле ĕçленĕ вĕсем, кăçалтан вара икĕ комбайн штурвалне Якурпа Çемен ывăлĕсем - Геннадий Авакаевпа Андрей Байдулов тытса пыраççĕ. Вĕсем, хальхи пек, каласан, — комбайнер помощникĕсем. Тĕрĕссипе, кунта кам кама пулăшнине пĕлме те йывăр — ывăлĕсем ашшĕсене-и е ашшĕсем ывăлĕсене? Аваккай Якурĕпе Пайтул Çеменĕ иртен пуçласа каçченех хирте, анчах вĕсем ывлĕсен ĕçне ытларах аякран сăнаса тăраççĕ.
Çанталăкĕ кăçал латлă пулмарĕ. Ырашпа пăрçана комбайнерсем çумăр витĕр тенĕ пекех вырса-çапса пуçтарчĕç. Ун чухне, паллах, Якурпа Çеменĕн ывăлĕсене шанса ларнипех ĕç тухмарĕ, хăйсен самай ăшталанма лекрĕ. Халь акă кун тикĕсленчĕ, хĕвел ăшшăнрах кулкала пуçларĕ, хайхи Якурпа Çемен йăлтах çутçанталăк ытамĕнчи ырлăха парăнчĕç — комбайнсем хыççăн купаланса юлакан çемçе улăм çинче ыйха ярăнтараççĕ кăна. Мĕн шухăшĕ вĕсен? Ывăлĕсем маттур! Пĕри, Геннадий Авакаев текенни, çарта бронетранспортерпа та кĕрлеттерсе çӳренĕ. Пайтул Çеменĕн ывăлĕ Энтри кăшт çамрăкрах-ха. Анчах вăл та питĕ пултак йĕкĕт. Шывра та путмĕ, вутра та çунмĕ. Кĕркунне Энтрин салтака каймалла. Пайтул ятне унта та çĕртмĕха вăл!..
Хашш сывласа илет Мултиер Элекçейĕ — ăна çеç ĕçре пулăшакан никам та çук. Ĕшенет те пуль вăл, ватăлать те пуль... Вăрçăччен, МТС чухнех, Алексей Мулдиеров комбайнпа тăватă çул ĕçленĕ. Вăрçăран таврăнсан, каллех штурвал умне тăнă. Нумаях пулмасть пĕри, Шупашкартан килнĕскер, ун çинчен хаçата çырса кăларчĕ — «Улшăнми вахтăра»... Ырă сăмахшăн тавах та ĕнтĕ, анчах аллăран иртнĕ çынна çав «улшăнми вахтăра» тăма çăмăл мар. Ах, çăмăл мар!
Вĕсем паян çурхи тулă выраççĕ. Ушкăнпа. Виççĕн. Тулă ыраш пекех çӳллĕ мар. Пиçессе те лайăх пиçсе çитнĕ. Ăна малтан çулса кушăхтармасăр, тӳрех вырса çапма пулать.
Çулĕпе ыттисенчен аслăраххине кура, малти комбайна Алексей Иванович Мулдиеров тытса пырать. Ун хыççăн — Геннадий Авакаевпа Андрей Байдулов. Кашни хăйĕн хир карапĕпе малтан малалла ыткăнать. Юрать-ха, кунĕ паян хĕвеллĕ пулчĕ. Кăçал çанталăкĕ çавнашкал. Кĕç-вĕç пăсăласса кĕтсех тăр. Халичченхи сенкер тӳпе, çĕршениипе шăтса пĕтсе, кивĕ ала пек пулса кайнă тейĕн. Е сасартăк шалкăм çумăр капланса килет те витререн сапнă пек чашлаттарать, е кунĕ-кунĕпе йĕпхӳ вĕтĕртетсе пĕрĕхет, е тата кассăн-кассăн кĕркуннехи майлă сивĕ çил кастарма тытăнать. Паян вара, тачка пĕлĕтсем хушшинчен хĕвел йăл кулса пăхсан, комбайнерсене чун кĕчĕ. Сарă тулă ятнех кăшт тамаллачĕ-ши çанталăк?!.
Анчах ырашпа пăрçана йĕпе-сапалла çулса пуçтарнă пирки машинăсем хытах лăсканчĕç, моторĕсем хавшарĕç. Мултиер Элекçейĕ иртнĕ каç акă хăйĕн комбайнне çĕрĕпех юсарĕ. Самантлăх куç хупса илме те вăхăт пулмарĕ ӳнăн. Çамрăксене мĕскер!.. Вĕсем хăйсен агрегачĕсене ашшĕсемпе пĕрле сиплесе майлаштарчĕç. Халь, авă, Генăпа Энтри юрла-юрла тулă выраççĕ. Çав хушăра ашшĕсем, Аваккай Якурĕпе Пайтул Çеменĕ, килте çемçе вырăн çинче канаççĕ. Пĕр Мултиер Элекçейĕн кăна тӳсмелле. Тăхлан тултарнă пек йывăр пуçĕ штурвал тытса пынă çĕртех лăнк та лăнк усăнать. Аллăран иртсен — анаталла, теççĕ. Тĕрĕсех пуль çав...
Мултиер, ыйхине сирес тесе, карттусне хывать те çӳçне-пуçне аллипе хытах тăрмалать, тăнлавĕсене сăтăркалать. Çук, парăнма юрамасть!..
Тулă хăмăлĕ ытла типех мар, апла пулин те авăн çапакан барабанран арпи-тусанĕ вĕçетех. Мултиерĕн эрне хырăнман питне тарпа хутăш темĕнле эрешмен карти пек лĕкĕ çыпçăннă. Вĕтĕ хăлчăк ларнипе тăкăсланнă куç хăрпăкĕ айĕн Мултиер хĕвел çинелле пăхса илет. Кăнтăрла çитесси нумаях та юлман — кĕçех Танюк апатпа килмелле. Танюк, Танюк... Япăх хĕрача мар-ха вăл. Комбайнер ĕçне вĕренме чунтан тăрăшать. Магнит тимĕр çумне туртăннă пекех çыпçăнать машина çумне. Кăшт пушă вăхат тупăнсанах, хире ашшĕ патне чупса тухать, ашшĕпе юнашар штурвал умне тăрать. Анчах хĕрача-çке... Эх, ун вырăнне ывăл пулсанччĕ! Ашшĕне те ватлăхра пулăшĕччĕ, таврари паллă комбайнер ячĕ те пĕр йĕрсĕрех çухалмĕччĕ. Ăруран ăрăва пырĕччĕ авалхи Мултиер йăхĕ... Хĕрсенчен мĕн кĕтмелли? Качча тухаççĕ те урăх хушамат йышăнаççĕ: Петрова, Иванова, Сидорова... Аваккай, Пайтул тесен, татахчĕ хуть! Кусем — авалхи хушаматсем...
Ха, Аваккай!.. Ăçтан чĕлхе çине килсе çакланчĕ ку ят?.. Чăн та, ывăлĕ, Гена, йĕркеллĕ çынах-ха. Кăшт шухăрах пулсан та сăпайлă. Хăйĕнчен аслăраххисене хисеплеме пĕлет. Ашшĕ вара!.. Ашшĕ — Аваккай Якурĕ — йĕкĕлти этем. Сӳсленчĕк чĕлхе. Ним уямасăр урлă-пирлĕ çаптарать кăна. Вăл пĕркун мастерской умĕнче персе янă сăмах Мултиер Элекçейĕн чĕрине паян кун та вĕчĕхтерсе тăрать. Çутçанталăкра виçĕ япала çук имĕш... Тупнă кулмалли!..
Аваккай Якурĕпе çапла хăй ăссĕн тавлашса пынă май, Мултиер Элекçейĕн тĕксĕм пĕлĕт пек ыйхи сирĕлчĕ, шăмшакĕ те çăмăлланчĕ. Вăл ĕнтĕ комбайн моторĕ епле ĕçленине витĕрех илтет. Хиртен йĕтем çине тырă турттаракан грузовиксем те унăн куçĕ умĕнче текех тĕлĕкри пек тĕтреллĕн вĕлтлетмеççĕ. Чăн-чăн пурнăçри чăн-чăн машинăсем, чăн-чăн шоферсем. Акă, Иван Харитонов шофер хăйĕн машинипе Мултиер Элекçейĕн агрегачĕ патне пырса çитрĕ те, кузовне бункер айне майлаштарса, комбайнпа юнашар малалла шăва пуçларĕ.
— Сарă тулă тавай, Алексей Иванч! — хавассăн кăшкăрчĕ шофер. — Ылтăн тавай! Кĕрлеттер!..
— Атя, йышăн! — хирĕç сасă пачĕ комбайнер, бункера уçса. — Асту, ылтăна çул çинче ан тăккала!..
— Ăна чухлатпăр-çке, Мулдиеров юлташ, — кӳрененçи пулчĕ шофер. — Малтанхи кун мар...
— Тăттă! — кула-кула шĕвĕр пӳрнипе юнарĕ комбайнер. — Гайкăна хытарсах тăмалла çав.
Харитонов машинипе ылмашăнса, хиртен йĕтем, çине Можаров шофер тытса пыракан тепĕр грузовик тырă турттарать. Сехет графикĕ кăтартнă пек, кал-каллăн ĕçлеççĕ вутлă урхамах хуçисем. Вĕсем тăрăшнипе хир карапĕсем те тулли бункерпа çурма çулта чарăна-чарăна лармаççĕ. Енчен камăн та пулин урхамахĕ чăхăмла пуçласан, комбайнерсем пĕр-пĕрне çавăнтах пырса пулăшаççĕ. Ватти çамрăккисене ăс парать, çамрăккисем те ватти умĕнче парăмра юлмаççĕ.
Васнар пуссинче çапла çил-тăвăл арпаштарнă ыраша вырнă чухне Аваккай Геннадийĕ жатка çине пучах çĕклемелли хатĕр вырнаçтарса лартма питĕ ансат мел шыраса тупнăччĕ. Пайтул Энтрийĕ вара комбайн ăшĕнчен тырă тăкăнма пултаракан шăтăк-хушăка питĕрмелли майсене кăтартса панăччĕ. Ку ĕнтĕ леш герметизаци текенни пулать-ха. Ан та кала, хальхи çамрăксен ăсĕ-тăнĕ питĕ çивĕч. Шкулта та нумай вĕренеççĕ вĕсем, кĕнеке те сахал мар вулаççĕ. Çураласса та тӳрех çунатлă çуралаççĕ çав...
Хăйпе пĕрле ĕçлекен маттур йĕкĕтсемшĕн чунтан савăнать вара комбайнер, унччен те пулмасть, унăн чĕрине салхуллă кăмăл килсе пăчăртать.
«Çын аллинчи кукăле ăмсанатăн, Мултиер тусăм, — тет вăл, хăйне хăй тăрăхласа. — Çынсене ывăлĕсем пулăшаççĕ. Ашшĕсем çав вăхăтра ыйхă чăптине чыхаççĕ... Пĕр санăн кăна ывăл çук, мăнтарăн Мултиер!.. Çĕрле çĕрĕпе комбайн юса, кăнтăрлă каллех кунĕпе тырă выр!»
— Атте, апат илсе килтĕм! — мотор кĕрлевĕ витĕрех илтĕнсе кайрĕ çинçе те уçă сасă.
Мултиер хăйне сасартăк ыйхăран вăраннă пек туйрĕ. Пăшăрханчăк шухăш-кăмăлĕ те унăн тĕр-парах сирĕлчĕ. Вăл моторăн газне пусарчĕ, комбайна чарчĕ. Машина тавра йăсăрланакан сарă тусан витĕр хĕрĕ çинелле тĕмсĕлсе пăхрĕ. Танюк, куçне хĕвелтен ал тупанĕпе хупăрласа, питне ашшĕ еннелле çĕклесе тăрать. Хĕрлĕ чечеклĕ шурă тутăрне каялла çавăрса çыхнă вăл. Сăнĕ ирхи сывлăмпа çăвăннă чие çырли пек таса та хитре. Хура пысăк куçĕсенче пĕтĕм çут тĕнче сăнĕ — сенкер тӳпери кăпăшка шурă пĕлĕтсем, кăнтăрлахи хĕвел хĕлхемĕ, комбайн штурвалĕ умĕнче тăракан ашшĕн кĕрнеклĕ кĕлетки...
Кăлăхах пăшăрханать Мултиер, ывăллă çынсене те кăлăхах ăмсанать. Пуç тавра лайăхрах шухăшласан, çутçанталăк ăна пачах кӳрентермен. Пăхăр-ха, мĕн тери илемлĕ унăн херĕ, мĕн тери маттур!..
Ашшĕ кбмбайн çинчен анчĕ те хĕрĕ аллинчен яшка чĕрессипе апат çыххине илме тăчĕ.
— Чим, Танюк, — терĕ вăл, хăйне хăй пӳлсе, — малтан çăвăнмалла. Авă, унта пирĕн шывĕ те пичкипех, ларса апатланма хӳтлĕхĕ те пур.
— Эсир тата мĕскер? Гена, Энтри! — хăюллăнах чĕнчĕ йĕкĕтсене Танюк. — Килĕр апата!..
— Спаççипă ырă сăмахшăн, апачĕ тутлă пултăр! — сăпайлăн хирĕç сасă пачĕ хăйĕн комбайнĕ патĕнчен Геннадий Авакаев. — Пирĕн те кĕçех килмелле...
Малтан — пирĕнне, унтан — сирĕнне, — хаваслăн кулса илчĕ Танюк. — Е эсир тутлăраххине кĕтетĕр-и?
— Тепле пулть ĕнтĕ, — сăмах хушрĕ Андрей Байдулов, ассăн сывласа. — Тутлине кĕтекене йӳççи лекет, теççĕ. Тем каласан та, чипер хĕр аллинчи апат тутлăрах пулаканччĕ...
— И-их, юптарать те Энтри! — хĕрĕн илĕртӳллĕ кулли хир тăрăх кĕмĕл шăнкăрав сасси пек шăнкăртатса кайрĕ.
Хирте пур апат та тутлă. Уйрăмах тин вырса çапнă улăм купи хӳттинче. Ара, тулă улăмĕнчен хăйĕнчен те тин пиçсе тухнă хăпарту шăрши кĕрет-çке-ха.
Танюк ашшĕне апат лартса пама ĕлкĕреймерĕ, ялтан Аваккай Якурĕпе Пайтул Çеменĕ килсе çитрĕç. Вĕсем ывăлĕсем валли пĕрер кастрюль вĕри яшка, пĕрер çыхă çăкăр йăтнă.
— Вăт, комбайнерсем! — хăй тĕллĕн мăкăртатса илчĕ Мултиер. — Чаплă механизаторсем!.. Ним каласси те çук — пултаратăр! Хире ывăлăрсем патне апатпа çӳретĕр... чăн-чăн чипер инкесенчен те ирттеретĕр!..
— Атте, мĕн эсĕ? — тĕлĕнчĕ Танюк. — Кама вăрçатăн?
— Никама та вăрçмастăп, хĕрĕм, — сăмаха урăх çĕрелле пăрма тăрăшрĕ ашшĕ. — Хамăр председателе чăнах пĕр тустарас килет. Ĕççи вăхăтĕнче столовăй уçмалла тесе ĕрлерĕмĕр-ĕрлерĕмĕр, председатель хăнк та тумарĕ. Хăлхи мăкланнă. Пуçĕ хытă!.. Халь акă хирте ĕçлекен кашни комбайнер патне, кашни тракторист патне куллен пĕрер çын апатпа çӳрет. Мĕн чухлĕ ĕç вăйĕ, мĕн чухлĕ вăхăт харама каять. Чи лайăх механизаторсем инке-арăмсем вырăнне тăрса юлчĕç те — мĕн унта!..
— Юрĕ-çке, атте, — лăплантарма пăхрĕ ăна хĕрĕ. — Пĕр эсĕ çеç темшĕн те хыпăнса çунатăн... Çи-ха апатна, çи!..
Ашшĕ хирĕç ченмест. Йывăррăн кăна сывласа илет. Хĕрĕ илсе килнĕ аш яшкине ӳркевлĕн хĕрĕплеттерсе сыпать. Апачĕ тутлă-ха, этем ĕшеннипе çеç вăл ирĕксĕртереххĕн анать. Унтан Мултиер чĕрçинчи çăкăр тĕпренчĕкĕсене хăрах ывçипе пуçтарчĕ те кĕленче тутинчен уйран ĕçрĕ. Танюк ашшĕ çнне хĕрхенсе пăхать: ашшĕ хытах ывăннă, унăн шупкалнă хура куçĕсем шалалла путса кĕнĕ, пичĕпе янах шăммисем тулалла тухса ларнă. Йывăр ăна.
— Хĕрĕм, — терĕ ашшĕ, анаслакаласа, — лешсем апатланнă хушăра эпĕ кăтăш пулса илем-ха.
— Выртса кан, атте, выртса кан, — ашшĕне ăшшăн йăпатса каларĕ Танюк. — Лешсем вĕсем апат хыççăн чĕлĕм туртма ларакан-ха. Вăхăт çитсен, эп сана вăратăп.
Мултиер Элекçейĕ çемçе тулă улăмĕ çине епле пуçне хучĕ, çавăнтах тарăн ыйха путрĕ. Пĕвене чул путнă пек. Танюк вара ашшĕ комбайнĕ патне тăрса утрĕ. Çипуç вараланасран хăрамасть вăл — паян юри кивĕрех çитсă кĕпе тăхăнса тухнă. Комбайн та уншăн — çĕнĕ япала мар. Мĕн пĕчĕкренех Танюк штурвал умне ашшĕпе юнашар тăрса çӳреме юратать. Хăш чухне штурвалне те хăй тытса пырать. Тырă вырса çапмалли ăслă машинăна çакă хура пысăк куçлă хĕр пĕр деталь юлмиччен вĕренсе çитнĕ ĕнтĕ. Аваккай Генипе Пайтул Энтрийĕ пекех, Танюк комбайнпа хăй тĕллĕн ĕçлеме те хатĕр. Анчах ашшĕ темшĕн килĕшмест.
— Хĕр ĕçĕ мар, — тет вăл. — Йывăр ĕç... Пĕр-пĕр шăлтăрми çĕмрĕлсен, ларса та макăрăн. — Çавăнтах ашшĕ шӳт туса илет: —Кăлăхах çумăр çутарас мар, тырри ахаль те нӳрĕ...
Танюк комбайн уратисемпе каштисем çине пухăнса ларнă тусана шăпăрпа шăлкаласа тасатрĕ. Çу сирпĕнсе вараланнă мотор хуплачине тутăр таткипе сăтăрчĕ. Машинăн хатĕрĕпе хаччине, шăлтăрмисемпе сăнчăрĕсене, моторĕпе барабанне, транспортерĕсене тĕрĕслерĕ. Пурте йĕркеллех. Çав вăхăтра Танюк патне Геннадий Авакаев пырса тухрĕ. Вăл кăвак комбинезонпа, мотористсен пысăк куçлăхĕпе (ăна çартанах илсе, килнĕ пулас), кирза атăпа. Пуçĕнче — сарлака улăм шлепке.
— Ну, мĕнле, Танюша, комбайна кĕрлеттерĕпĕр-и? — кулкаласа ыйтрĕ каччă. — Аçу кăшт кантăр, аттуш вăл çĕрĕпех çывăрман.
— Тытăнса пăхма юрать, — килĕшрĕ хĕр.
— Тавай, моторне хута яма пулăшам, — терĕ Гена.
— Хамах пĕлетĕп...
— Яра пар эппин! Малтанлăха эпĕ санпа пĕр çаврăм кайса килĕп.
— Апла та юрать, — Танюк мотора хăпăл-хапăл хута ячĕ те, тепрер самантра комбайн вырăнтан хускалса та кайрĕ. Кăрт турĕ хĕр чĕри. Ун çумĕнче Геннадий Авакаев тăрать — Танюк кăмăлланă каччă. Акă вăл пичĕпе хĕр хăлхи патнелле тайăлчĕ те:
— Эх, хам поэт мар — терĕ, — поэт пулнă пулсан, сăвă шăрантарăттăм кăна!
Савнă тусăм Мултиер,
Бункер тулли, мул тиер!..
Танюк тӳсеймесĕр кулса ячĕ. Хирте кĕмĕл шăнкрав сасси шăнкăртатса кайрĕ.
— Тепле сăвăçран та ирттеретĕн эс, Гена! — терĕ хĕр. - Анчах Мултиер вăл — ман атте. Эпĕ — Татьяна, Таня, Танюк...
— Савнă тусăмçăм Танюк, комбайн çинчен ан ӳк, — самантрах çĕнĕ сăвă тупрĕ Геннадий Авакаев.
Вĕсем çапла чиперех пĕр çаврăм вырса çаврăнчĕç. Халь ĕнтĕ Геннадий хăйĕн комбайнĕ çине куçрĕ. Вăл — чи малта. Ун хыççăн Пайтул Энтрийĕ пырать. Виççĕмĕшĕ вара — Танюк. Ун ашшĕ малта пулнă-ха, Танюк, авă, — чи хыçалти. Эй, нимех те мар-çке! — Вĕренмелле вăл çиччĕмĕш комбайн хыççăн та пыма хатĕр. Каччăсем пăрахса хăвармĕç-ха ăна, пулăшĕç. Вĕсен ашшĕсем те, ывăлĕсене апат çитерсенех, улăм купи çине канма выртрĕç. Сывă çыннăн çĕрле те, кăнтăрла та пĕр пекех ыйхи тутлă.
Танюк чĕринче вара паян йăлтах çĕнĕ туйăм хăпартланса çĕкленчĕ. Вăл комбайн штурвалне пуçласа хăй тĕллĕн, хăй ирĕккĕн тытса пырать. Ун аллинче - поэтсем тахçанах сăвă-юрăра мухтаса чапа кăларнă хир карапĕ! Вăл хăйсен колхозĕнчи маттур каччăсемпе пĕрле ĕçлет. Вĕсенчен кая юлмасть. Чи малта — Геннадий... Ах, Гена, Гена, эсĕ пур сăмаха та шӳтелле çавăратăн, кула-кула ирттерсе яратăн! Танюк чĕри мĕншĕн çуннине кăшт та туймастăн-шим вара? Е, ахаль чух питĕ хăюллăскер, эсĕ хĕр умĕнче именетĕн-и? Пĕр сăмах çеç каласчĕ санăн! Пĕр сăмах çеç...
Шкулта вĕреннĕ чухнех, Геннадий, эсĕ хире, тракторпа е комбайнпа ĕçлекен аçу патне, чупаттăнччĕ... Эсĕ манран тăватă çул аслăрах... Анчах манăн та санран юлас килместчĕ. Халĕ те юласшăн мар эпĕ. Юлмастăп та!.. Манăн хам аттене пулăшмалла. Ывăл çуккишĕн ытлашши ан пăшăрхантăр вăл. Эпĕ ывăл ачаран юлмăп!.. Çук, çук, Гена, нихçан та кая тăрса юлмăп эп санран!.
Паян çанталăк уярриие кура, комбайнсем виççĕшĕ те тикĕс ĕçлеççĕ. Шоферсем бункерсенчен йĕтем çине сарă тулă турттарма аран çеç ĕлкĕрсе пыраççĕ. Çав хушăра Мултиер Элекçейĕ çемçе улăм çинче тĕлĕк курсах çывăрать. Питĕ ырă тĕлĕк курать вăл, çутă тĕлĕк... Унăн пысăк хура куçлă ĕçчен хĕрĕ, Валентина Терешкова майлах, космонавт пулнă пек. Танюк — космонавт. Вăл уйăх çине чиперех вĕçсе çитнĕ. Унта хайхи комбайнпа тырă вырма тытăннă... Ха, уйăх çинче тырă акса тăваççĕ иккен. Анчах вырса пуçтарма комбайнерсем çитмеççĕ. Танюк уйăх çинчи комбайнерсене пулăшма шут тытнă.
«Пултарать çав ман хĕр! Питĕ маттур!» — савăнать ашшĕ. Çав вăхăтра вăл сасартăк ыйхăран вăранса кайрĕ. Пуçне çĕклерĕ те тĕлĕнмеллипех тĕлĕнчĕ: хĕвел чылай каçалла сулăннă. Тулă пуссинче комбайнсем те, комбайнерсем те çук! Тепĕр тесен, тулă пусси те çук, иçмасса... Мултиер Элекçейĕн Танюкĕ те çук. Ăçта вĕсем?.. Мултиер ура çине сиксе тăчĕ. Курать хайхи: комбайнсем урăх пусса куçнă-мĕн. Ку пусăра çамрăк йĕкĕт «Беларусь» трактор кӳлнĕ волокушăпа хирти улăм куписене пĕр çĕре — пĕр пысăк урана турттарса пуçтарать.
— Ак, ачам, çывăрнă-ă-ă! — хăйĕнчен хăй тăрăхласа Кулать Мултиер. — Ыйхă чăпти!.. Намăссăр!..
Вăл вара, ыйхă тĕлĕшпе хăйне питех пăхăнман урисемпе кăнттамăн танкăлтаттарса, тепĕр пуссалла васкарĕ. Çитрĕ те курчĕ Мултиер: унăн хĕрĕ Танюк — штурвал умĕнче! Унăн хĕрĕ Танюк хир карапне тытса пырать!.. Пĕр хăрамасăр, хăюллăн, шанчăклăн...
— Эх, юратнă хĕрĕм Танюк, эсĕ те тупрăн иккен хăвăн каçалăкна! — терĕ ватă комбайнер Мултиер Элекçейĕ, шывланнă куçне алă тӳрчĕпе шăлкаласа. — Манăн шанчăкăм, пулăшаканăм...
Çавăнтах ун çумне Аваккай Якурĕпе Пайтул Çеменĕ пырса тăраççĕ.
— Куратăн-и, Аваккай тусăм, — лешне аяккинчен чавсипе кăлт тĕртет Мултиер, — пĕлĕт çине улăхма та пусма пур, манăн та ывăл вырăнне ĕçлекен хĕрĕм пур!..
— Куратăп-ха, — килĕшет Аваккай Якурĕ, — капла пирĕн яланлăхах кăмака çине улăхса выртма вăхăт çитет пуль?!
— Пăх-ха эсĕ, пăх-ха! —çаплах лăпланаймасть Мултиер. — Еплерех тытса пырать вăл хăйĕн каçалăкне!..
Чăн та, ватă комбайнер калакан «кăçалăк» сăмах кивелнĕ ĕнтĕ. Вăл тахçан анана урлă е тăрăх вырса каçассине пĕлтернĕ. Тырра халĕ каçалăкпа вырмаççĕ. Анчах аслă пурнăç уй-хирĕнче кашни çыннăн хăйĕн каçалăкĕ пур. Çавăн пекех пирĕн Танюк та, ашшĕ калашле, хăй каçалăкне тупрĕ. Хир карапĕ умĕнче хумханса выртакан ылтăн тулă тинĕсĕ — унăн чăн-чăн каçалăкĕ... Пурнăç каçалăкĕ...