1
Шăнкрав сасси илтĕнменччĕ-ха. Марине ĕнтĕ сцена çине тухмалли çипуçне йăлтах типтерлесе çитерчĕ. Пысăк тĕкĕр умне пырса, хăрах урипе чĕвен тăчĕ те пĕр вырăнтах вăр та вăр çаврăнкаласа илчĕ.
— Хĕрсем, эпĕ хатĕр, — терĕ вăл, питĕнчи гримне тата кăшт тӳрлеткелесе.
— Эсĕ ĕнтĕ... Санпа ăçта! — кӳлешенçи пулчĕç хĕртусĕсем. — Тӳпенех вĕçсе кайăттăн та — чаршавне уçман. Акăш мар-и?..
— Эсир... Эсир — пусма ларнă кăвакал амисем, — чĕлхине пĕчĕк ачалла тăсса кăтартрĕ Марине. — Вĕçĕм мăраланатăр...
Хĕрсем кӳренмерĕç. Пĕр-пĕрне çивĕч сăмахпа йĕплесе илесси вĕсен тахçанах йăлана кĕнĕ. Тепĕр чухне вĕсем тата йӳçекрех сăмахсемпе те перкелешеççĕ. Паллă ара, сцена хыçĕнче — сцена çинчи мар, — проза ытларах.
Артистсен тумланмалли пӳлĕмĕнчен Марине коридора тухрĕ. Ташланă чухнехи пек, вĕттĕн-вĕттĕн пускаласа, сцена еннелле кайрĕ, унтан çав мехелпех каялла таврăнчĕ. Хăй темĕнле питĕ çепĕç кĕвĕ ĕнĕрлет.
Çук, балетри солистка Марина Авдеева нихçан та юлашки шăнкăравччен кĕтсе тăмасть. Вăл малтанах тумланать, малтанах гримне тирпейлет. Чаршав уçăлас умĕнхи самантра вара хăйĕн рольне, балетри пек каласан — хăйĕн партине, малтан пуçласа вĕçне çитиех аса илсе тухать. Шухăшĕпе ташланă май, балет кĕввине те шăппăн-шăппăн кăна ĕнĕрлесе пырать. Малтан пуçласа вĕçне çити... Çапла ташласа-уткаласа, Марине алли-урине, шăмшакне çемçетет...
Паян театрта балет спектаклĕ мар, концерт пулмалла. Темĕнле канашлăва килнисем валли. Кунашкал концертсенче Марине пайтах ташланă. Сцена çине тухас умĕн пăлханасси-шикленесси çук унăн. Çапах та вăл хăйĕн партине тĕплĕн аса илме тăрăшать. Паян тата — йывăр та кăткăс парти. Камиль Сен-Сансăн «Акăшĕ». Тепĕр чухне ăна урăхларах та калаççĕ — «Вилекен акăш», теççĕ. Анчах «вилĕм» сăмах Маринене кунта вырăнсăр пек туйăнать. Ара, акăшĕ хăй вилсен те, Сен-Санс музыки ĕмĕр-ĕмĕрех чĕрĕ. Трагедилле ташă. Ăна чаплăран та чаплă балеринăсем ташлаççĕ. Калăпăр, Майя Плисецкая...
Марине хăй ăссĕн йăл кулса илет. «Эпĕ — Акăш», — хăйĕнчен хăй тăрăхлать Марине. Тĕлĕнмелле çав. Майя Плисецкая — Пысăк Акăш. Чăваш хĕрĕ Марине — Пĕчĕк Акăш. Тепĕр тесен, тĕлĕнмелли те çук. Плисецкая Акăш сăнарне хăйне май кăтартать, Марина Авдеева — хăйне май. «Акăш кӳлли» оперăра Одетта рольне тăватă балерина вылянине те курнă Марине. Чăн та, Семеновăпа Улановăна кинора çеç курнă-ха. Плисецкаяпа Стручковăна вара сцена çинче куçăнах курса савăннă.
Тăватă артистка — тăватă тĕрле Одетта. Сцена çинчи сăнар кашни артистăн шалти шухăш-кăмăлĕнчен, чун-чĕринчен килет. Ӳт-пӳ еплерех пулнине те манмалла мар. Пĕри — çӳллĕрех те кĕрнеклĕрех, тепри — пĕчĕкрех те çăмăлрах. Апла пулин те, чăн-чăн артист яланах чăн-чăн чĕрĕ сăнар туса кăтартать.
Çапларах шухăшласа, çăмăллăн сиккелесе пынă май, Марине коридорта пĕр кĕтмен çĕртен Саша Тямукова тĕл пулчĕ. Çамрăк администратор час-часах çавăн пек «кĕтмен çĕртен» килсе тухать. Акă халĕ те...
— Разминка тăватпăр-и? — вырăсла-чăвашла ыйтрĕ Саша.
— Тринкки-тринкки шăрчăк тус пек сиккелетĕп-ха, — кула-кула хуравларĕ Марине.
— Эх, çакăн пек шăрчăксем нумайрах пулсанччĕ! — ассăн сывласа илчĕ администратор. — Ватăлас та килмĕ çав...
— У-у, ĕмĕтсĕр! Ытла нумая хапсăнатăн, — пĕчĕкçĕ чышкипе юнарĕ Шурă Акăш. — Арăмна калатăп ак...
— Тархасшăн, ан кала, — шикленшçи пулса, куçне-пуçне чармакларĕ Сашă. — Итле, Марине, пĕр хыпар пĕлтерем...
— Мĕнле хыпар? Кала хăвăртрах! — пĕрре вăрăммăн сиксе, Саша умнех пырса тăчĕ Марине. — Кала, кала!..
— Аçуна куртăм...
— Ăçта?..
— Театрта, ара. Паян районсенчен килнисем валли концерт паратпăр-çке...
Марине вырăнтах шăнса хытнă пек пулчĕ. Чĕри пăрлансах ларчĕ тейĕн. Малтан вăл сăмах та чĕнеймерĕ. Чылайран тин:
Эсĕ ман аттене ăçтан пĕлетĕн? — тесе ыйтрĕ.
Артистка кăмăлĕ сасартăк улшăннине Саша сисрĕ, «Вырăнсăр сăмах персе ямарăм-ши?» — шикленнĕн шухăшларĕ вăл. Çапах та калас сăмахне каларĕ.
— Драма театрĕпе гастроле кайсан курнăччĕ аçуна, — терĕ вăл урмăшрах сассипе. — Çавăн чух паллашнăччĕ...
Марине питне аллипе хупларĕ те коридорти тĕттĕм кĕтесселле чупсах кайрĕ. Саша нимĕн те ăнланаймарĕ.
— Мĕн пулчĕ, Марине? — хыттăн пăшăлтатса ыйтрĕ вăл.
Артистка хирĕç чĕнмерĕ...
2
Питĕ кĕске самантра, виç-тăватă минут хушшинче, Марине куçĕ умĕнчен унăн пĕтĕм пурнăçĕ кинори пек вĕлтлетсе иртрĕ. Çирĕм виçĕ çулхи петĕм пурнăçĕ... Мĕнпур çамрăк кунçулĕ...
— Ах, атте, атте! — ĕсĕклесех йĕрсе ячĕ Марине. — Мĕншĕн мана çав териех сивĕтрĕн эс хăвăнтан? Тăван килтен... Мĕншĕн?.. Мĕншĕн?.. .Мĕншĕн?.. Атте-çурри мар-çке эсĕ... Тăван атте... Аттеçĕм...
...Ун чухне Марине шкула çӳреме тытăнайманччĕ-ха. Унтан аслăраххисем кăна вĕренетчĕç. Нина — саккăрмĕш класра, Фая — пиллĕкмĕшĕнче, Натюш — иккĕмĕшĕнче. Анчах Марине, шкула çӳремесен те, вулама-çырма чип-чиперех пĕлетчĕ. Марине питĕ нумай сăвă пăхмасăр калама вĕреннĕччĕ.
Район центрĕнче вĕсен — хăйсен килĕ-çурчĕ. Выльăх-чĕрлĕх те усраççĕ вĕсем. Ытлашши темех мар-ха— пĕр ĕне те икĕ сысна, чăхсем те хурсем... Марине килти тĕрлĕ ĕçе ачаллах хăнăхнăччĕ. Урай шăлать вăл, савăт-сапа çăвать, асламăшне пӳрт-çурта тирпейлеме пулă-шать. Юрла-юрла, ташла-ташла çӳрет пĕчĕкçĕ хĕрача сĕтел-пукан хушшипе.
— Аннӳ пекех ташă ăсти пулатăн пуль, мăнукăм, — хаваслантарать асламăшĕ, Алтатти аппа, пĕчĕкçĕ Маринене хăй çумне пăчăртаса. — Эппин атя, иккĕн таш-лăпăр...
Алтатти аппа хайхи çавăнтах такмак калама тытăнать, икĕ урине йăкăш-йăкăш шутарса, хĕр ташши ташлать.
Вăлта хулли — пĕвĕм пур,
Авăнать те хуçăлмасть,
Марине мăнукăм пур,
Ташла-ташла ывăнмасть.
Асламăшĕ хыççăн мăнукĕ те пĕчĕкçĕ урипе йăпăр-йăпăр тутарать. Çинçе те уçă сассипе хăй такмак калать:
Çулçи çупать, улми ташлать,
Сарă кайăк савăнать...
Малалли такмакне Алтатти аппа хушать:
Пĕчек мăнук ташланă чух
Асламăшĕ савăнать.
Çапла кун иртни те сисĕнмест. Апатне те пĕçернĕ, савăт-сапине те çунă, пӳртне-çуртне те пуçтарса тирпейленĕ, картари выльăх-чĕрлĕхне те манса хăварман. Кĕçĕх Марине аппăшĕсем шкултан таврăнаççĕ. Пĕчĕкçĕ йăмăкĕ вĕсене тĕпчеме-тĕрĕслеме тытăнать:
— Паян мĕн вĕрентрĕç? Киле мĕнле урок пачĕç? Пĕррехинче çапла саккăрмĕш класра вĕренекен Нина, шкултан киле çитнĕ-çитмен, темĕнле питĕ «вăрăм сăвă» вулама пикенчĕ.
— Сăвă мар ку, роман... Сăвăлла роман, — терĕ Нина, йăмăкĕн йăнăшне тӳрлетсе. — «Евгений Онегин»… Пушкин çырнă. Чăвашла та пур вăл. Хусанкай куçарнă. Итле, Марине...
Нина сăвăлла романа малалла вулать, пĕчĕкçĕ Марине сывламасăр, çĕмĕрт пек хура куçне мăч хупмасăр итлет.
— Чим-ха, чим, — сааартăк пӳлет вăл аппăшне. — Çак вырăна тепре вула-ха!..
Нина вулать:
Театр тулнă; йăлтăр-ялтăр
Çиçет те ялкăшать, сĕрлет;
Алă çупаççĕ çăтăл-çатăл;
Чаршав хум-шавлăн сирĕлет.
Çап-çутă, çурма сывлăш, калăн,
Асамлă купăса тăнланăн,
Пĕр ушкăн нимфа варринче
Тăрать Истомина, чечен
Хăрах ури ун чĕрне вĕççĕн,
Тепри хуллен çеç çаврăнать;
Кĕç ялт сикет те ярăнать,
Вĕçет вăл, мамăк çилпе вĕçнĕн;
Пĕр явăнать, пĕр сӳтĕлет,
Ури кăлт-кăлт тапса илет...
Çавăнтанпа Истомина сăнарĕ, унăн йăрăс пĕвĕ-сийĕ, унăн ытарма çук ташши Марине асне ĕмĕрлĕхех кĕрсе юлать. Марине паян кун та тĕлĕнме пăрахмасть: «Епле-ха? — тет вара вăл. — Сăмахпа, çынсем куллен калаçакан сăмахпа, чаплă балерина сăнарне çав тери хитре ӳкерсе кăтартма пултарнă аслă поэт? Истомина ĕмĕр-ĕмĕрех чĕрĕ, ĕмĕр-ĕмĕрех ташлать...»
Чăваш хĕрĕ Марина Авдеева артистка пулнишĕн, тен, Марине хăй те мар, ытларах Истомина айăплă?! Пĕлет-ши çавна Марине ашшĕ — Иван Авдеевич Авдеев? Çук пуль- çав, пĕлмест пуль. Пĕлнĕ пулсан, апла тумĕчче, хĕрне килтен сивĕтмĕччĕ.
«Артистка?.. Кирлĕ мар мана артистка!» — тенĕ ун чухне Иван Авдеевич...
Ĕненме йывăр. Тепĕр чухне чип-чипер интеллигентла этемренех тискер кайăк сиксе тухать. Марине ашшĕ те хăйне çавнашкал кăтартрĕ. Феодал темелле-и ăна, эгоист темелле-и?..
Унăн аслă хĕрĕсем — пĕрин хыççăн тепри — ӳссе çитĕнчĕç те «çын пулчĕç». Нина — врач. Районти больницăрах ĕçлет. Фаина — учительница. Районти вăтам шкулта физикăпа математика вĕрентет. Натюш — юрист. Вăл та районтах ĕçлет. Прокуратурăра. Çапла, Иван Авдеевич шучĕпе, тăватă хĕртен виççĕшĕ ăслă пулчĕç, ашшĕ сăмахĕнчен тухмарĕç.
Кĕçĕнни вара... Ах, кĕçĕнни!..
Иван Авдеевич хăй — агроном. Районти ялхуçалăх управленийĕнче пысăк вырăнта ларать. Унăн мăшăрĕ, Марине амăшĕ ара, Анфиса Павловна, культпросвет шкулĕнче çеç вĕреннĕ. Анчах та вăл пĕчĕк çын мар, культура пайĕнчи инспектор. Çапла, пурте район центрĕнче ĕçлеççĕ. Пурте йĕркеллĕ. Кашнин хăйĕн çемйи пур. Ах, кĕçĕнни! Килйыш чăлахсăр пулмасть тесе ахаль каламан-тăр çав?!
Çапла шутлать иккен Иван Авдеевич. Кĕçĕн хĕрне вăл хăй пекех агронома вĕрентме ĕмĕтленнĕ. Анчах... Ун шучĕпе, кĕçĕн хĕрĕн пăрăнчăк та шуçлак çулĕшĕн хĕрĕ хăй кăна мар, амăшĕ те айăплă. Тен, хĕрĕнчен те ытларах. Районти мĕнпур юрлаканпа-ташлаканпа çавă, Анфиса Павловна, аппаланать. Халăх пултарулăхĕ имĕш... Халăх таланчĕсем...
Çав вăхăтрах Иван Авдеевич — темшĕн-çке? — пĕр япалана манмасть. Хăйĕн мăшăрĕ пулассине, чипер Хвиссана, вăл, Кăркка Авти Йăванĕ, чи малтан ытарайми юрри-тăшшишен юратнă-çке-ха! Мĕншĕн çавна манать вăл, Кăркка Авти Йăванĕ?
Йăван каять йĕтеме,
Кĕрĕк аркине тавăрнă;
Кĕпи кĕске, аçлăк пек,
Туни вăрăм, шалçа пек...
Çапла тăрăхласа ташлатчĕ Хвисса çуллахи вăйăсенче е хĕллехи улахсенче. Анчах тепле тăрăхласан та, Кăркка Авти Йăванĕ чипер Хвиссаран сивĕне пĕлмерĕ. Тăрăхланăçемен хытăран хытăрах юрата пуçларĕ: пурăна киле пурпĕрех хăй майлă çавăрчĕ. Качча илчĕ. Чаплă туй турĕ.
Хвиссапа çырăниччен Йăван, ял кулли тенĕ пеккĕн, Индюков хушаматпа çӳретчĕ.
— Кирлĕ мар сан кăркку! — терĕ ун чухне Хвисса. — Çырăнмастăп Индюкпа... Ан тив, Авдеев пултăр. Вара çырăнатăп.
Вăтăр çула яхăн пурăнчĕç вĕсем. Чип-чипер. Юлашкинчен — ме сана, Авти Йăванĕ! Кучченеç тутанса пăх!..
Пĕр çулхине Иван Авдеевич отпуск илчĕ те сипленме курорта тухса кайрĕ. Хура тинĕс хĕррине çитиех. Лăп та шăп çав вăхăтра Шупашкар хаçачĕсенче пĕлтерӳ пичетленсе тухнăччĕ. Ленинградри хореографи училищинче чăвашсен балет студийĕ уçăлмалла. Çавăнта вĕренме яма пултаруллă хĕрачасемпе арçын ачасене суйлаççĕ.
Хайхи Анфиса Павловнăн чĕри кăртах тăвать. Çамрăк чух Хвисса хăй артистка пулма тем пекех ĕмĕтленнĕ. Анчах вăл хăй ĕмĕтне çитеймерĕ... Ашшĕ-амăшĕ ăна театр студине вĕренме ямарĕ. Темĕнле йăла-çке çав хăшпĕр ял çыннисен — хăйсем театр курма юратаççĕ, анчах ачисем артист пулма шут тытсан, яхăнне те ямаççĕ. Театр ĕçне намăс ĕç вырăнне хураççĕ.
Çук, Анфиса Павловна ку йăлана пăхăнма шутламарĕ.
— Марине хĕрĕм, — терĕ вăл, хĕрачи урамран выляса таврăнсан, — ыран Шупашкара кайăпăр.
— Мăнаккасем патне-и? — савăннипе тăпăр-тăпăр ташласа илчĕ Марине.
— Мăнаккуна та кĕрсе курăпăр, — хĕрне пуçĕнчен шăлса ачашларĕ амăшĕ. — Эсĕ çак кĕркуннерен Ленинграда вĕренме каятăн... Артистка пулатăн...
— Артистка? — Маринен çĕмĕрт пек хура куçĕсем çап-çаврашка пулса ларчĕç. — Мĕнле артистка?
— Ташлаканни... Балерина эппин, — пĕр иккеленмесĕр, пат татса каларĕ амашĕ, хăй çавăнтах вăр та вăр ташласа çаврăнчĕ. — Аçу та савăнĕ, — терĕ вăл малалла. — Манăн хĕрĕм Марина Авдеева — чаплă балерина!.. Пăх та курăр пире, Кăркка Автисене!
Анчах Анфиса Павловна хăй ăссĕн пăшăрханса та илчĕ: «Авдеева... балерина хушамачĕ мар-ха та, — терĕ вăл. — Тепĕр тесен...»
Марине амăшĕ чаплă балеринăсен ячĕсемпе хушамачĕсене питĕ лайăх пĕлет. Калăпăр, Авдотья Истомина... Хушамачĕ янравлă ĕнтĕ. Анчах ячĕ — Авдотья, Алтатти. Марине асламăшĕн ячĕ. Ыттисем тата. Анна Павлова,
Марина Кондратьева, Людмила Алексеева, Ирина Косолапова... Ха, балерина хушамачĕ — Косолапова. Вырăссем упана çавăн пек витлеççĕ. Çук, ĕç-пуç ятра-хушаматра мар. Талант кирлĕ! Пултарулăх!..
Хĕрĕ пултарасси пирки иккĕленмерĕ пулин те, Шупашкара çитсен, Анфиса Павловна йăлтах шикленсе ӳкрĕ. Марине çулĕнчи хĕрачасемпе арçын ачасем театрта хĕвĕшеççĕ кăна. Пурте экзамен тытма пынă. Пурте шукăль тумланнă. Пурте хăюллă. Паллах, хула ачисем. Юрлаççĕ. Ташлаççĕ. Пăхсах курăнать: ача сачĕсенче вĕреннĕ. Марине вĕсен çумĕнче — ял ачи кăна. Çаплах пичĕпе амăшĕ çумне пăчăртанать.
Акă Маринене комисси сĕтелĕ патне чĕнтерчĕç. Ыйтаççĕ:
— Мĕн тума пĕлетĕн-ха эс, Авдеева Маринка?
— Юрлама, ташлама пĕлетĕп... Сăвă калама, — шăп-пăн çеç пăшăлтатать Марине.
— Пĕр-пĕр сăвă каласа пар-ха эппин…
Хăюсăр Маринен сасартăк сасси уçăлать. Театра ян та ян янратса, сăвă калать вăл:
Пĕр ушкăн нимфа варринче
Тăрать Истомина, чечен...
Ташлама хушсан, Марине ялти чăваш ташшине çавраçил пек çăмăллăн ташласа кăтартрĕ.
Анфиса Павловнăн шикленни кăлăхах пулчĕ, унăн хĕрне балет студине вĕренме илчĕç. Кĕçех вăл Маринене ытти тантăшĕсемпе пĕрле Ленинграда ăсатрĕ. «Ман ĕмĕте хĕрĕм çиттĕр эппин», — терĕ Анфиса Павловна.
Сентябрь уйăхĕн вĕçĕнче Иван Авдеевич курортран таврăнать хайхи. Ун-кун пăхкалать — кĕçĕн хĕрĕ килте çук.
— Ăçта?
— Ленинградра.
— Мĕн шырама кайна вăл, шкулта вĕренес хĕрача?
— Вĕренме.
— Мĕне вĕренме?
— Балета вĕренме.
— Мĕне, мĕне?
— Ташлакана вĕренме...
— Ташлакана?!
Иван Авдеевич сăн-питне сасартăк кĕл тĕсĕ çапать. Пӳлем варринчи çавра сĕтел çинче ларакан чечек вазине тытать те вăл пĕррех урайне кĕрслеттерет.
— Улталарăр иккен мана! Чĕр пуçанах сутрăр! — хаяррăн кăшкăрать вăл. — Ашшĕ килте çуккишĕн савăнтăр апла. Мотри-ка, ташласах пурнăç тăвасшăн. Çук, çук, çук! Кирлĕ мар мана ташлакан! Ташланипех пурнăç пулмасть. Мана ĕçлекен çын кирлĕ. Ха, артистка!.. Кирлĕ мар мана артистка!.. Ман хĕр мар вăл, кĕçĕнни! Килсен те киле кĕртместĕп. Ташлакан... Курнă эпĕ ташлакансене. Сцена çине кĕç кăна çарапакка тухмаççĕ! Аскăнчăксем! Намăссăрсем!..
Хытă кăшкăрашнипе Иван Авдеевичăн сывлăшĕ пӳлĕнет. Çав самантра Анфиса Павловна хуллен çеç сăмах хушать.
— Ашшĕ, — тет вăл, асăрханса, — унта вĕренме каяс текенсем питĕ нумай пулчĕç. Хытă суйларĕç унта... Пирĕн Маринене пĕр сăмахсăрах илчĕç. Савăн, ашшĕ, савăнмалла кăна... Эпир сан валли сюрприз тăвас тенĕччĕ...
— Ах, савăнмалла? Ах, сюрприз? — çĕнĕрен тилĕрсе кайрĕ Иван Авдеевич.
Çитменнине, кунта тата амăшĕ, Алтатти аппа, шăпах унăн куçĕ тĕлне пулчĕ.
— Эсĕ, ват тăмана, мĕн пăхса лартăн? — çиллессĕн ыйтрĕ Иван Авдеевич. — Пурте пĕр каварлă эсир! Аçта, ăçта кайса кĕмелле-ха манăн?
Районти аслă агроном, кӳтсе çитнĕ çиллине шăнараймасăр, пĕчĕк ача пекех ӳлесе макăрçа ячĕ.
— Ак халĕ чăн-чăн кăркка эс, ывăлăм, — терĕ Алтатти аппа.
Ĕç-пуç çакăн пек килсе тухнишĕн Алтатти аппа хăй ăшĕнче хытă пăшăрханать. «Хам та хирĕç тăмарăм-çке, — ӳпкелешет вăл. — Çамрăксем хăйсен ĕçне хăйсемех пĕлеççе, терĕм. Анчах ватисен сăмахне манмалла марччĕ çав. Ашшĕ-амăшĕ пиллесен — пин пулать, пиллемесен — кĕл пулать. Çавнашкал çаврăнса ан тухтăрах. Тур сыхлатăрах кĕçĕннине».
Анчах килти пăтăрмах çинчен, ашшĕ ăна киле кĕртместĕп тесе хăратни çинчен, кам çырса пелтернĕ-ши Маринене?
Паллах, амăшĕ тума пултарайман-ха ку ĕçе. Вăл çавнашкал ырă мар ĕç тунă пулсан, тăван хĕрĕн ĕмĕтне хуçмаллипех хуçатчĕ.
Натюш ĕçе ку. Вăл, ашшĕ пекех, ытла та «терĕслĕхе юратать». Саккунлăха. Килти мĕнпур хыпар-хăнара «юратнă йăмăкĕ» патне, Ленинграда, Натюш çитернĕ.
«Аттене хисеплетĕн пулсан, ташшу-качкуна пăрах та киле таврăн. Эсĕ, Маришка, кĕçĕнни. Кĕçĕннин атте-анне сăмахĕнчен тухма юрамасть», — тесе çырнă Натюш.
Анчах кĕçĕнни киле таврăнмарĕ. Ытла та йывăра илнĕ пулас вăл ашшĕн хаяр сăмахне.
Кĕçĕнни... Питĕ ĕçчен хĕрачаччĕ вăл. Аслăраххисем асламăшне сахал пулăшатчĕç. Вĕсен — яланах урок вĕренмелле. Марине шкула çӳреме тытăнсан та çав-çавахчĕ. Марине, вутă йăтса кĕр! Марине, сыснана апат пар! Марине, шыв кӳрсе кил! Марине, урай сĕрсе тух!..
Виççĕмĕш класра вĕренекен Марине пĕррехинче «Золушка» ятлă вырăсла юмах тупса вуланăччĕ. Кайрантарах тахăшĕ ăна чăвашла куçарнăччĕ. «Кĕлпике» тесе. Чăннипех ĕнтĕ Марине аппăшĕсем хушшинче хăйне Кĕлпике пек туятчĕ. Кĕлпике — унта, Кĕлпике — кунта. Пур çĕре те ĕлкĕр, Кĕлпике!
Чылай çул иртсен, Ленинградри хореографи училищинчен вĕренсе тухнă чӳхне, Маринесен класĕ «Золушка» спектакль кăтартрĕ. Марине унта тĕп роль вылярĕ. Юлташĕсем йăлт тĕлĕнчĕç.
— Чăн-чăн Кĕлпике эс, Маринка! — терĕç вĕсем.— Çуралассах Кĕлпике кĕпипе çуралнă-тăр...
«Мĕншĕн кĕçĕр «Золушка» спектакль мар-ши?—пăшăрханать халь акă Марине. — Куртăр пулатчĕ атте — мĕн тери Кĕлпике эпĕ! Анне темиçе хутчĕн те килсе курнă-ха. Шупашкара командировкăна килет те — тӳрех «Золушка» курма. Спектакль пĕтнĕ çĕре куçĕ хĕрелсе-шыçăнсах каять. Вĕçĕмех макăрать пулас анне...»
Кĕçĕр Маринен Сен-Санс «Акăшне» выляса кăтартмалла. «Ан тив эппин, атпе «вилекен акăша» куртăр.
Шухăшланă май, Маринен куççулĕ тата хытăрах шăпăртатма тытăнать. Ашшĕ-амăшĕ пур çинчех Марине çурма тăлăх пек ӳсрĕ.
Каникулсем вăхăтĕнче вăл Шупашкара килетчĕ те мăнаккăшĕ патĕнче пурăнатчĕ. Ырă чун — мăнакка. Вăл — Марине амăшĕн аппăшĕ. Марине халĕ те ун патĕнче выртса тăрать. Паянччен ашшĕне питех аса илменччĕ-ха вăл. Тĕрĕссипе, унăн вăхăчĕте пулман. Вĕреннĕ чух — кунĕн-çĕрĕн вĕреннĕ, ĕçлеме тытăннăранпа — кунĕн-çĕрĕн ĕçлет. Çулла — гастрольре. Хăй çамрăккине кура мар, Марина Авдеева ытти балет ăстисемпе пĕрле Болгарипе Венгри çĕршывĕсене те çитсе курчĕ. «Çуллахи Варна» фестивалĕнче ташласа медаль те илчĕ. Кĕлпике, Жизель, Асель, Акăш...
— Авдеева, сцена çине! — илтĕнчĕ сасă коридортан. Марине питне-куçне тутăр веçĕпе шăлкаларĕ те сцена еннелле ыткăнчĕ. Аçу килнĕ-и унта е аннӳ хытă чирлесе ӳкнĕ — артистăн пурпĕрех вылямалла, ташламалла.
3
Марине сцена çине тĕлĕкри пек тухрĕ. Алли-ури — мамăк, пĕвĕ-сийĕ — мамăк. Залри халăха та курмасть Марине, оркестр калакан музыкăна та илтмест. Тĕттĕм зал ăна темĕнле тĕпсĕр авăр пек туйăнать. Залран, нӳхреп сулхăнĕ евĕр, сивĕ сывлăш сăрхăнать. Çапах та артистка чĕринче, таçта питĕ шалта, тĕлĕнмелле илемлĕ кĕвĕ шăранать. Çав асамлă кĕвĕ илтĕннипе кăна Акăш-Марине икĕ аллине çунат пек сарчĕ те сцена тавра мăнаçлăн вĕçсе çаврăнчĕ. Ĕнтĕ артистка тĕлĕкрен чăн-чăн пурнăçа таврăнчĕ, оркестр калакан Сен-Санс музыкине те лайăхах илте пуçларĕ...
«Майя Плисецкая — Пысăк Акăш, эпĕ, чăваш хĕрĕ Марина Авдеева, — пĕчĕк Акăш», — хăй ăссĕн шухăшларĕ артистка, чунĕпе йăлтах ташă кĕввине парăнса. Халь ĕнтĕ Марине каллех тĕлĕкре... Çук, апла мар-ха. Вăл çутă та хурлăхлă юмах тыткăнĕнче. Марине — Шурă Акăш. Пӳ-сийĕпе те, чун-чĕрипе те вăл — пĕтĕмпех Акăш.
Залри халăх хушшинче ларакан Иван Авдеевич малтанах хăй хĕрне ниепле те палласа илеймерĕ. Ыттисемпе пĕрле кĕçĕр театра килме кăмăл тунă чухне вăл ĕç-пуç кунашкал çаврăнса тухасса пачах шутламан, кĕçĕрхи концерт программи еплерех пулассине те пĕлмен. Халĕ акă концерта ертсе пыраканĕ.
— Сирĕн умăрта — музыка театрĕн солистки Марина Авдеева, — тесе пĕлтерсен те, Иван Авдеевич хăй хĕрне курасса сунман. Тĕнчере пĕр пек ятлă-хушаматлă çынсем сахал-и вара?! Çапах та сцена çине йăрăс пӳ-силлĕ, шап-шурă çипуçлă пике варкăшса тухсан, Иван Авдеевич сасартăк вĕриленсе-тарласа кайрĕ. «Турăçăм, ман хĕрĕмех-ши ку?» — шикленсе те иккĕленсе шухăшларĕ вăл. Курманни нумай пулать çав. Чăн та, Иван Авдеевич кĕçĕн хĕрĕн сăнне хаçатсенче сахал мар тĕл пулнă, ун çинчен мĕн çырнине те вуланă. Вăрттăн-кĕрттĕн, çын сисиччен. Намăс-çке-ха.
Хаçатсем вĕçĕмех мухтаççĕ Маринене. Ара, унăн кĕçĕр ташлакан «Акăш» ташшине те ырласа çырнăччĕ.
«Франци композиторĕ кĕвĕленĕ печĕкçĕ балетăн хăйĕн сюжечĕ пур, — тенĕччĕ хаçатра. — Апла пулин те, чăваш хĕрĕ Марина Авдеева ăна хăй евĕрлĕ ташлать. Ун ташшинче тарăн шухăш-кăмăлпа пĕрлех чăваш хĕрĕн сăпайлăхĕ, именӳлĕхĕ сисĕнет...»
Анчах ăçтан килет-ха ку туйăм?..
...Акăшсем вĕсем — мĕн ĕмĕртенех мăшăрăн-мăшăрăн пурăнма хăнăхнă вĕçен кайăксем. Мăшăртан пĕри инкеке лексе пĕтет пулсан, тепри те çут тĕнчере тăлăххăн пурăнма пултараймасть. Çӳллĕ-çӳллĕ тӳпене вĕçсе хăпарать те, сарлака çуначĕсене хăй çумне пăчăртаса, çĕрелле чул пек вăркăнать. Вара сывлăшра шурă мамăк кăна варкăшса сапаланать.
Ку халапа Маринене никам та мар, асламăшĕ, Алтатти аппа, каласа кăтартнă. Çавăн пек кĕрсе юлнă хĕр-ача чĕрине Акăш сăнарĕ.
Вĕçет, вĕçет, вĕçет Шурă Акăш... Çӳле, çӳле, çӳле çĕкленет Шурă Акăш... Ирĕкре, ирĕкре, ирĕкре явăнать Шурă Акăш...
Анчах темшĕн аслă, ешĕл çĕр туртать, туртать Акăша хăй патне. Сарлакан сараймасть Шурă Акăш хăй çунатне. Ах, аманнă-ши унăн çуначĕ?.. Çук, çук, аманман ун çуначĕ, унăн чунĕ аманнă...
Аслă çĕр, ешĕл çĕр туртать хăй патне. Анчах чунĕ аманнă пулсан та, çӳлеллех туртăнать Шурă Акăш. Туртăнать ирĕке... Вĕçме çуралнăн вĕçмелле!..
Шурă Акăш пĕрре çӳлтен çӳлелле çĕкленет, тепре анать çĕрелле. Вĕçет, вĕçет, вĕçет Шурă Акăш. Пĕр анать — пĕр çĕкленет, пĕр анать — пĕр çĕкленет. Ĕнтĕ унăн чун хавалĕ пĕтет... Çĕрелле Шурă Акăш вăраххăн анать. Сарлака ик çуначĕпе аслă çĕре çупăрлать...
...Мĕн ку, аслати мар-и? Театрта тăвăл кĕрлет. Халăх ура çине тăрсах алă çупать.
Çук, Шурă Акăш пĕтмен! Акă вăл халăха пуç таять. Шурă Акăш ĕмĕр-ĕмĕр пурăнмалла...
Иван Авдеевич текех хăй вырăнĕнче тӳссе лараймарĕ. Тапса килнĕ куççульне алă тӳрчĕпе шăлкаларĕ те вăл, таврара мĕн пулса иртнине йăлтах манса, залран сцена çинелле ыткăнчĕ. Ку самантра чаршав хупăннăччĕ-ха. Иван Авдеевич сцена варринче тăракан Марине патне чупса пычĕ, ăна кăкăрĕ çумне пăчăртарĕ.
— Каçар, хĕрĕм, каçар, — терĕ вăл, çĕнĕрен тапса килнĕ куççульне чараймасăр.
Çав вăхăтра чаршав тепĕр хут уçăлчĕ...