Чăваш халăх артистие
Мефодий Денисова
Маннă пуль ăна, тен, эсĕ,
Юлнă пуль вăл манăçа?
Астусам, Михуть Денисов,
Хăрăм пек хура каçа.
Çулçӳрев инкеклĕ мар-и?
Ан шыра сăлтав-мĕне, —
Грузовик шуçа пуçларĕ
Çырмана, ахрат тĕпне.
Филармони харсăр йышĕ
Кĕтнĕ тейĕн инкеке —
Пуç çĕклерĕ йăшăл-яшăл,
Çăлăнать сике-сике.
Епле хамăр васкамастпăр?
Ан та кĕт, Паваркасси, —
Чăхăмларĕ пирĕн транспорт —
Пулĕ-ши тапранасси?
Çул çине тухсан, юратчĕ...
Калама кăна канас, —
Сас памасть хыçри Чурачăк,
Курăнмасть малта Канаш.
Эс, шофер, маттурччĕ. Туп ăс...
Ха! вăл пĕртте васкамасть:
— Положени — шăтăк купăс.
Хуть мĕнле турт — каламасть.
Параппанçă, концертмейстер,
Юрăç, ташлакан пике —
Мĕнлерех кăна тĕртместпĕр?
Чун кĕмест грузовике.
Кĕр сивви самай ĕретлĕ.
Шăлавар пĕр вĕçĕнчен
Вичкĕн çил чупса кĕрет те
Вашт тухать çеç тепринчен.
Çавăн чух, Михуть Денисов,
Шутлесе, те юриех,
Теплерен аса илтĕн эсĕ
Авалхи ĕç юррине.
Чĕресем каллех вăй пухнăн,
Аслати пек ăнсăртран
Кĕрлесе каять «Эй, ухнем!»
Чи хăватлă нотăран.
Самантрах — тĕнче йăлт урăх,
Ăшă çапрĕ кăкăра.
Васкаса саланчĕ юрă
Çырмари çич кукăра.
Кĕреçе те тупăнчĕ.
Çатрака та тупăнчĕ.
Эхлетсе тепре тĕртсен,
Машин кăртах туртăнчĕ.
Чăхăмçă! Канмасăр утмĕ.
Кăмăлĕ кăшт çаврăнсан.
Шыв ĕçсе тăраннă ут пек,
Вăл тапранчĕ вырăнтан.
Малалла вăраххăн шурĕ.
Хыçалта вара — ай-хай —
Чылайччен янрарĕ юрă,
Кукăра кумланă май.
Эй, çĕршыв, ани-çаранĕ!
Чĕререн сире тавсси.
Вăхăтра концерт пуçланчĕ,
Уç хапха, Паваркасси!