1
Тимĕр тин кăна тĕлĕрсе кайнăччĕ. Унăн хăлхине темĕнле хуллен çеç тăкăртаттарнă сасă сăрхăнса кĕре пуçларĕ. Вăрманта улатакка юман хуппине кишĕклет тейĕн. Çав сасăпа Тимĕр кĕçех тĕлĕк курма та тытăнатчĕ пуль ĕнтĕ, — ун пек чухне тĕлĕкрипе чăнни сисĕнмесĕрех пĕрлешсе каять, — анчах ăна арăмĕ, Çинук, аяккинчен кăлт тĕртрĕ те:
Ашшĕ, вăран-ха, кантăка шаккаççĕ, — терĕ.
Упăшки вăрт-вартах вырăн çине тăрса ларчĕ. Ыйхă тĕлĕшĕпе хăй нимĕн те тавçăрса илеймерĕ-ха.
— Мĕн пулнă? —тесе çеç ыйтрĕ вăл урмăшрах сассипе.
Çав вăхăтра каллех шакканă сасă илтĕнчĕ. Тахăшĕ пӳрне вĕçĕпе кантăка асăрханса та çине тăрса тăкăртаттарать.
— Калинккене питĕрмен-çке, кам амакĕ çӳрет унта? — мăкăртатса илчĕ Тимĕр.
Çу варринче çанталăк шăрăха кайнипе вĕсен пĕчĕк килйышĕ каç-каç çенĕкре выртса тăрать. Пӳртне иртнĕ кĕркунне çеç лартнă та, унта çаплах-ха çĕнĕ пĕренесемпе хăмасенчен техĕмлĕ сухăр шăрши кĕрет. Сывлăш уçă, çĕрле кăна мар, кăнтăрла та сулхăн, шăна та аптратмасть. Мĕн каласси, çĕнĕ пӳрт-çуртăн ырă хĕрт-сурт ун.
Çутă пуçлă сарлака кравать çинче вĕсем виççĕн çывăраççĕ; шалта, стена çумĕнче — ашшĕ, хĕрринче — амăшĕ, вĕсен хушшинче — виçĕ çулхи ывăлĕ Леонид, килти пек каларăш, Линит. Эпир те малашне ăна çав ятпах чĕнĕпĕр. Чи пĕчĕкки вара, çичĕ уйăхри Елинкки, кравать çумĕнчи сăпкара ăшă йăва тупнă.
Вырăн çинчен сиксе аннă Тимĕр çара урипе чăн малтан кушака пырса таптарĕ. Лешĕ, ăнманскер, шăрăхпа урай варринех тăсăлса выртнă иккен. Ури айне çемçе япала лекнипе, çитменнине, çав мамăк чăмакки хытă çухăрса янипе шарт сикнĕ Тимĕр сасартăк аяккалла сулăнса кайрĕ те сăпкана пырса çапăнчĕ. Юрать-ха, ачи вăранмарĕ.
Тĕттĕмре вăл тата тем çине пырса тăрăннă пулĕччĕ. Çенĕкрен пӳртелле кĕмелли алăк яриех уçă тăрать те, ун витĕр урам енчи кантăксем тĕксĕммĕн те пулин палăраççĕ. Тимĕр шăпах варринчи чӳрече патнелле пычĕ, тĕттĕме çĕнтерес пек, куçне-пуçне хытă чармакласа, тулалла тинкерчĕ. Унăн сăмси умĕнченех вăхăтсăр хускалнă шăнасем сĕрлете-сĕрлете иртрĕç, хăшĕ-пĕрисем питне те пыра-пыра çапăнчĕç. Пĕри вара, Тимĕрĕн сапаланчăк çӳçĕнчен çакланса ларса, эрешмен картине лекнĕ пекех нăйăлтатма тытăнчĕ. Тимĕр мĕскĕн шăнана йĕрĕннĕн шăлса ывăтрĕ те кантăкран ӳпĕнерех пăхрĕ.
Çавă!.. Куçĕ лайăххăн уйăрса илнипе мар, чунĕ сиснипе çеç палларĕ ăна Тимĕр. Çапла, иртнĕ эрнере çыру та килнĕччĕ, тăван яла пырса курма шутлатăп тесе çырнăччĕ вăл. Çитрĕ иккен... Тек шухăшласа тăмасăр, Тимĕр хăюллăнах кантăк уçрĕ.
— Хапхана питĕрмен, атя, кĕр, — терĕ вăл питех вашават та мар сасăпа.
Урамри çын хирĕç чĕнмерĕ, тӳрех калинкке еннелле сулăнчĕ.
Тимĕр, çутă çутас тесе, выключателе пăрса пăхрĕ. Çурçĕр иртнĕ пулас, электростанци ĕçлеме чарăннă. Вăл вара тĕпел кукринче маччаран çакăнса тăракан краççын лампи патне пычĕ. Кăмака умĕнчен шăрпăк илсе лампăна тивертсен, тăрпине хăвăртах вырнаçтарса лартаймарĕ. Унăн алли чĕтрет иккен. Лампăран çăра тĕтĕм маччаналла хура хăю пек йăрлаттарса тăсăлса хăпарчĕ. Пӳртре тăкăслă хăрăм шăрши сарăлчĕ.
Тимĕр çапла аппаланнă вăхăтра урамри çын пӳрте кĕрсе тăчĕ.
— Епле-ха эсир хапхана сăлăп ямасăрах çывăратăр? Çенĕк алăкне те питĕрмен, — терĕ тин кĕнĕ этем. Унăн сасси тĕлĕннĕн кăна мар, асли кĕçĕннине кăшт ăс панă пекрех те илтĕнчĕ.
— Усал çынсемех çӳренине курман-ха та, — пусăрăнчăк сасăпа хуравларĕ Тимĕр. — Кил, маларах иртсе лар.
Вăл лампăна пӳлĕм урлă карнă пралук тăрăх тĕпелтен сĕтел умнерех шутарса пычĕ. Тин кĕнĕ çын вара çийĕнчи хăмăр плащĕпе карттусне хывса алăк патĕнчи пăтана çакрĕ, чăматанне çавăнтах тенкел айне лартрĕ те, пĕр-икĕ утăм маларах иртсе, Тимĕре алă пачĕ.
— Чиперех-и?
— Чиперех-ха.
Вĕсен урăх сăмах тупăнмарĕ. Краççын çутинче шăнасем çеç сĕмсĕррĕн сĕрлеме тытăнчĕç.
Тимĕр ним тума аптранипе урам енчи тенкел çине кайса ларчĕ, сулахай чавсипе сĕтел кĕтессине тĕренчĕ.
Тин кĕнĕ çын картиш енчи сарлака сак çине вырнаçрĕ. Вĕсем пĕр-пĕрне куç айĕн пăха-пăха илчĕç.
— Володь, эсĕ ман писмене илнĕ-и çав? — ыйтрĕ хайхи çĕрлехи хăна.
— Илнĕ-çке, — лăпкăн çеç тавăрчĕ Тимĕр. Хăй ăшĕнче вара тăрăхласа куланçи пулчĕ: «Хулари пек чĕнет имĕш — Тимĕр мар, Володь, çыру вырăнне — писме...»
Тимĕрĕн кăкăрĕнче пĕр вăхăтрах икĕ тĕрлĕ туйăм вĕриленсе хăпарать. Пĕрре хаяррăн кăшкăрса пăрахас килет унăн çак çынна, тепре хĕрхенес те килет. Çапах та...
Тимĕр тăчĕ те çенĕкелле тухрĕ.
— Çинук, уралан-ха, апат хатĕрлесе пар, — терĕ вăл арăмне.
— Кам килнĕ ара унта? — ыйтрĕ арăмĕ ыйхăллă сасăпа.
— Тăрсан — куратăн, атя, хăвăртрах çаврăнкала. Тимĕр хăйĕн малтанхи вырăннех пырса ларчĕ. Кăкăрĕнче унăн тăвăр, вăл хăйне мĕнле тытмаллине те пĕлмест, вĕчĕрхенет.
— Çĕр хута чăрманма кирлĕ марччĕ, — сăмах хушма сăлтав тупăннишĕн савăннă пек пулчĕ çĕрлехи хăна. — Кĕçех тул çутăлать. Халь ĕнтĕ выртса çывăрасси çеç. Сирĕн ирех ĕçе каймалла-тăр. Хам та, мĕн çав, ыйхăран вăратса çӳретĕп.
— Юрĕ-çке, ют çын мар, — терĕ Тимĕр.
— Ют çын мар-ха та, — сасартăк именсе ӳкнĕн шăпланчĕ хăна.
Çенĕкрен Тимĕр арăмĕ Çинук кĕчĕ. Вăл çĕрлехи хăнана тӳрех палласа илчĕ те, унăн хура пысăк куçĕ тата ытларах пысăкланчĕ, тарăнланчĕ. Пĕр самант вăл алăк патĕнче тăпах чарăнса тăчĕ, унтан хăнана алă пама шутларĕ пулас, пĕр-икĕ утăм малалла ярса пусрĕ, каллех чарăнчĕ. Çапах та нумай тытăнса тăмарĕ, пуçне именчĕклĕн пĕксе, хăна патне пычĕ-пычех, ним шарламасăр аллине тăсрĕ. Лешĕ хирĕç ура çине тăрса алă тытсан, Çинук ним шарламасăрах тĕпелелле пăрăнса кайрĕ.
— Эсĕ пултăн-и-ха манăн чипер кинĕм? — шӳт тунă пекрех ыйтрĕ хăна.
— Çавă пуль ĕнтĕ, — кăшт çеç илтĕнмелле сасă пачĕ Çинук тĕпелтен.
Унăн, ахаль чухне питĕ халапланма юратаканскерĕн, чĕлхи пăрланса ларчĕ тейĕн. Вăл урăх пĕр сăмах та чĕнмерĕ. Хăй тĕллĕн кăштăртаткаласа, сăмавар лартса ячĕ, унтан тĕпелти çӳлĕкрен турилкке илчĕ те тулалла тухрĕ.
Чăлханса-тӳленсе ларнă сăмах тĕвви ниепле те салтăнаймасть-ха. Çĕрлехи хăна çав тĕвве çине тăрсах салтасшăн. Кил хуçи ыйтмарĕ пулин те, вăл хăй яла мĕнле çитни çинчен калама тытăнчĕ.
— Пуйăс çинчен ансан, тӳрех элеватора чупрăм, — терĕ вăл. — Хамăр ялсем тырă пама килнех тесе шутлатăп. Анчах манăн элеватор патне çитме кирлех те пулмарĕ. Иккĕмĕш Канаш çывăхĕнчи складсем умĕнче сӳс пама пынă колхозниксене тĕл пултăм. Ларса килтĕм вара çавсемпе. Шоферĕ, Нĕкĕт Ваççи терĕ хăй, лайăх ача пулчĕ. Хам палласах та илеймерĕм. Çамрăксем, ара, ăçта унта! — питĕ ӳссе кайнă. Яла çĕрле çитрĕмĕр. Эсĕ тĕп килтен уйрăлса тухнине пĕлетĕп, ара, хыпарне илнĕччĕ; хăш урамра пурăннине çеç пĕлместĕп. Леш Нĕкĕт Ваççи ăсатсах ячĕ вара.
— Тĕп киле кĕрсе пăхас темерĕн иккен? — сасартăк ыйтрĕ Тимĕр.
Ку сăмах тунката çине пуртă лартнă пекех илтĕнчĕ. Хăнан уçăлса кайнă чĕлхи-çăварĕ каллех тăкăсланчĕ.
— Тĕп киле... — терĕ вăл вăраххăн, — унта кĕме шутламарăм ĕнтĕ. Санах курас килчĕ... Килмен те пулăттăм-и, тен, çуралнă çĕршыв, тăван кĕтес хăй патнеллех туртать-çке, чĕрене ыраттарсах туртать... Мĕн тăвăн?..
Хăна майĕпен хăй пурнăçĕ çинчен каласа кăтарта пуçларĕ. Çав вăхăтра Çинук пăлтăртан турилккепе те чĕреспе тем-тем апат-çимĕç илсе кĕчĕ, тĕпелте вучах чĕртрĕ. Кĕçех унта çатма чашăлтатни илтĕнчĕ.
Тимĕр, ытлашши сăмах хушмасăр, сĕтел кĕтессинче ларать, çĕрлехи хăнана хăюллăнрах сăнама пикенет.
Çук, вăл пачах та ĕлĕкхи мар, çак çĕрлехи хăна. Мĕн тери çирĕп этемччĕ вăл пĕр 14—15 çул каярах. Унашкал çынсене ялта вырăс пек таса сăнлă, теççĕ. Яка та хĕрлĕ сăн-пит, тăп-тăрă çăл шывĕ пек кăн-кăвак куç. Халĕ?.. Халĕ çав куçсенче темĕнле пăтранчăк шыв кăна тăрса юлнă. Кăтрашка сарă мăйăх вĕçĕсем унăн ĕлĕк çӳлелле каçăрăлса тăратчĕç, халĕ аялалла усăннă. Ансăр лĕпке урлă тураса хунă сайра çӳçĕ айĕнчен кĕрен тĕслĕ кукши йăрăм-йăрăм çутăлкалать.
Чăн та, тумланасса вăл самаях яка тумланнă. Çийне йĕтĕн пиртен çĕлетнĕ шурă пиншакпа тем-хура сукна брюки тăхăннă, пиншак çухи айĕнчен кăвак пурçăн кĕпе курăнать. Уринче — сарă пушмак. Анчах вăл хăй лайăх пурăнни çинчен тепле хăпартланса каласа кăтартать пулин те, унăн сăнĕнче мĕскĕнлĕх, — çапла, урăх сăмах та тупса калаймăн, — кичем те салху мĕскенлĕх палăрса тăрать. Тен, кам пĕлет, вăл вăрăм çул килсе ĕшеннĕ-тĕр?! Пуйăс çинче талăка яхăн тусанпа шăрăхра пăчăхнă хыççăн Канашран яла çитме каллех çитмĕл пилĕк çухрăм грузовикпа силленсе килнĕ. Тата çулĕпе те вăл текех çамрăк мар, аллăран иртнĕ ĕнтĕ.
Пӳртре шăнасем лăплана пĕлмеççĕ. Темшĕн-çке уйрăмах вĕсем çак çĕрлехи хăна тавра явăнаççĕ, унăн сайра çӳçĕ витĕр йăрăм-йăрăм кĕренленсе курăнакан кукши çине, салхуллăн аялалла усăннă чылай тачка сăмси çине пыра-пыра лараççĕ.
«Тем, ырă мар шăршă кĕрет пулас этемрен, — хăй ăссĕн шухăшларĕ Тимĕр. — Шăна тени çавнашкал çĕре сăрăнать — çĕршĕннĕ çĕре».
Лешĕ варă, мăкăль-мăкăль шултра пӳрнеллĕ аллипе хăлаçланса, çаплах шăна хăвалать, сăмах урапине çаплах малалла хăлтăртаттарса чуптарать.
Çенĕкрен çутталла кĕнĕ хура кушак та, палламан çын умне пырса ларса, хăйĕн сип-симĕс куçĕпе ăна питрен тинкерчĕ. Анчах вăл тĕлĕнмелли нимех те тупаймарĕ, вара мăнкăмăллăн пăрăнчĕ те сĕтел айнелле кĕчĕ.
— Кăçал канма курорта-мĕне каяс темерĕм-ха, — хушса хучĕ хăна кăшт мухтаннă пекрех. — Профсоюз çулсеренех путевка параканччĕ, кăçал хамах илмерĕм.
Калаçнă май хăна час-часах Тимĕр çине куç айĕн пăха-пăха илет, сăнать.
Тимĕр, вырăн çинчен васкавар сиксе тăнăскер, куллен ĕçе çӳрекен шăлаварне çеç тупса тăхăнма ĕлкĕрнĕ те майка вĕççĕнех ларать. Унăн патвар хул-çурăмĕ хĕвелпе пиçĕхсе хуралнă. Çаврака сăнĕ-пичĕ те тĕксĕммĕн çуталать. Çавăнпа тĕксĕм кăвак куçĕн шуррисем тата сĕтеклĕреххĕн курăнаççĕ. Хăй енчен вăл калаçăва ытлашши чĕртсех пымасть, хăна мĕн ыйтнине çеç хуравлакалать, итлеме вара тимлесех итлет.
Лешĕ, çĕрлехи хăна, тĕпел кукринче çаврăнкалакан, Çинука та куçран вĕçертмест. Сăнанă май, Çинук кам хĕрĕ пулнине тавçăрса илме тăрăшать. «Эпĕ ялтан кайнă чухне ку хĕр пĕчĕк ача çеç пулнă-тăр çав, — тет вăл хăй ăшĕнче. — Халь, авă, арăм пулсан та, тепрер хĕртен хӳхĕмрех...»
Çинук тĕпелтен хăна çине вăрттăн пăха-пăха илет, хăйĕн хура та пысăк куçĕсем кăшт шиклĕреххĕн çуталаççĕ. Акă вăл апат хатĕрлесе çитерчĕ, сĕтел çине çупа та çăмартапа ăшаланă чăкăт, уйрăм турилккепе услам çу пырса лартрĕ, упăшки умне пуçламан хăпартупа çĕçĕ хучĕ.
— Ларăр-ха, апатланăр, — терĕ вăл, никам çине пăхмасăр. — Хăналамалли нимех те пулмарĕ, ĕнтĕ.
Тимĕр пĕрер чĕлĕ хăпарту касрĕ те чашкăрса вĕрекен сăмавара тĕпелтен сĕтел çине илсе килсе лартрĕ, Çинук чей тултара пуçларĕ.
— Çул çинчен кăшт сыпмалли кирлĕччĕ те çав, — терĕ Тимĕр. — Эрех таврашне килте тытмастпăр, «аншарлипе» аппаланас килмест. Шăршлă...
— Юрĕ-çке, ара, темех мар, — хăна ура çине тăчĕ, унтан аллисене сăтăркаларĕ те: — Кăшт пит-куçа чӳхесе илсен аванччĕ, — терĕ. — Шăл айĕнче те тусан çеç кăчăртатать.
— Çăвăнма пулать, — Тимĕр те ура çине тăчĕ. — Крыльцана тухăпăр.
Çĕрлехи хăна алăк патнелле кайрĕ. Тимĕр тĕлĕнчĕ: лешĕ, икĕ ури те йывăç тейĕн, темĕнле кăнттамăн тăкăлтаттарса утать. Ара, ĕлĕк мĕнлерех мăнаçлăн ярăнтарса пусатчĕ вăл тăн-тăн урисене — пăхăр та курăр! Халь, авă, этем мĕлки çеç юлнă.
Хăна хăй чăматанĕ патнелле пĕшкĕнчĕ, уçса, алшăллипе супăнь илчĕ. «Хăйне кура мар, мĕлке те çăвăнасшăн, таса пуласшăн», — шухăшларĕ Тимĕр.
Çăвăнса кĕрсен, çак этем мĕлки чăматанĕнчен сĕтел çине кăлпасси, сардин консерви, шурă булкăпа сушка кăларса хучĕ.
— Мускав кучченеçне тутанса пăхăпăр, — терĕ вăл, унăн чылай пĕркеленнĕ питĕнче кулă пекки палăрчĕ. — Кил-ха, кин, эс те пирĕнпе лар.
Çинук сĕтел çине çĕнĕ пыл тирĕкĕ пырса лартрĕ, хăнапа упăшки умне чей кашăкĕсем хучĕ. Шăп çав вăхăтра уçă алăк патĕнчен çинçе те янравлă сасă илтĕнсе кайрĕ.
— Атте, кам у?..
Темĕнле туртса карăнтарнă хурçă пружина вĕçерĕнсе вăркăнчĕ тейĕн. Пурте харăсăх сасă илтĕннĕ çĕрелле çаврăнса пăхрĕç. Унта, алăк янаххи урлă каçма пуçтарăнса, пĕчĕкçеç ача тăра парать. Тĕлĕннипе пысăкланса кайнă куçĕсем хăйĕн хуп-хура та çап-çутă. Сăнĕ, ăшăнса çывăрнипе, пĕрлĕхен пек хĕрелнĕ. Хăрах урипе вăл алăк янаххи урлă каçма ĕлкĕрнĕ-ха, анчах пӳртре ют çын пуррине асăрхасан, чарăнса тăнă.
Тимĕрĕн виçĕ çулхи ывăлĕ пӳртрен çенĕкелле çутă ӳкнипе тата сасăсем илтĕннипе вăраннă иккен. Вăранать те хайхи — ашшĕпе амăшĕ çумра çук. Вара, лĕпĕш çутă çĕрелле туртăннă пек, тӳрех уçă алăк патнелле ыткăнать. Анчах кунта... Вăл алăк патĕче тăнине курсан, ашшĕ кулса ярать, çĕрлехи хăна тарласа каять. Ара, пĕр кĕтмен çĕртен сасартăк сасă: «Кам у?..»
Çинук вăтаннипе алăк патнелле чупса пырать те, ывăлне хăй çумне пăчăртаса, çенĕкелле тухать.
— Ах, ывăлăм, çывăрмалла санăн!..
2
«Кам у?..» Мĕн тупса калăн-ха, епле хуравлăн пĕчĕк ывăл çакнашкал пат тӳррĕн ыйтнине хирĕç?..
Çĕрлехи хăнана Тимĕр, сарлака сак çумне ансăр тенкел лартса, пӳртех вырăн сарса пачĕ. Тул çутăлнă май шăна аптратасран чӳрече хупписене пурне те тухса хупрĕ. Капла ĕнтĕ тулта хĕвел хĕртсе пăхнă чух та пӳртре сулхăн пулать. Хăй вăл çенĕкри кравать çине, яланхи пекех, стена çумне кĕрсе выртрĕ, анчах унăн куç хупанкине ыйхă тени çунат вĕçĕпе те пырса сĕртĕнмерĕ. Вăл ывăлне хăй çумне пăчăртаса выртакан Çинук çывăрнипе çывăрманнине те асăрхаймарĕ.
Унăн пуç мимине çаплах пĕр сăмах — пĕчĕк ывăлĕ ăнсăртран персе янă ыйту витĕр шăтарса кăларас пек пăралать те пăралать: «Кам у?..»
Чăн та, кам-ха вăл кĕçĕр килсе кĕнĕ этем? Мĕн кирлĕ ăна? Мĕншĕн вăл çĕр хута çын канăçне татса çӳрет?
Тимĕр çав этеме халĕ куçăн мар, хăй ăшĕнче те атте теме хăяймасть. Атте сăмаха аса илнипех унăн пĕтĕм чунĕ тăвăнса ларать, чĕри пăрланать. Çук, юратмасть, чунтанах кураймасть вăл кĕçĕрхи хăнана, çав вăхăтрах... çав вăхăтрах таçта шалта, чĕрере те мар, чĕре айĕнче тенĕ пек, хĕрхенес кăмăл та пăчăртанса тăнăн туйăнать.
Вăрçă хыççăнхи пĕрремĕш çулах колхозăн тырă питĕ начар пулчĕ. Вăрлăхĕ те аран çеç пухăнчĕ темелле. Салтакран тинтерех таврăннă вăйпитти арçынсем чылайăшĕ, ĕç шыраса, хула таврашнелле туртăнчĕç. Тимĕрсен ашшĕ те, ялта Платник Çтаппанĕ тенĕскер, çуранах Канаша тухса утрĕ. Ахальтен мар панăччĕ-ха ăна Платник хушамат. Унăн аллинче пуртă-сава тени выляса çеç тăраканччĕ. Хăй ĕмĕрĕнче вăл ялта та, таврара та пайах çынна пӳрт лартса панă. Çав пӳртсене çума-çумăн лартса тухас пулсан, хăйсенченех темиçе урамлă пĕр пысăк ял пулса тăмалла. Нумай çын Платник Çтаппанне, тен, паян кун та ырăпа асăнать. Кашни çĕнĕпӳртĕн чӳрече сурпанĕсене вăл хăйне евĕр чĕнтĕрлесе эрешлет, пӳрт çамкине вара (пуринне те пĕр пек) чĕре хурми е, урăхла каласан, червă туз хурми шăтăк касса хăварать. Тимĕр-шăвăç ĕçне те вăл хăех пултараканччĕ. Пӳрт çийне калай витмелле пулсан, хăй аллипех листа çумне листа шăратса çыпăçтарнă пек çапса парать. Чăн тăррине, хуçи кăмăлне кура, тутăхман çутă шăвăçран е автан, е тиха касса лартать. Таçтан аякран ялкăшса-çуталса тăрать вара çак япала. Пăхăр та курăр пирĕннисене! Чăннипех çунатлăччĕ çав Платник Çтаппанĕн чапĕ.
Анчах йывăр вăрçă хыççăн тăван ялта та, таврара та пӳрт-çурт лартас текенсем алхапăлах тупăнса кăймарĕç. Ăçта унта хуралтă шухăшĕ, хырăма теплерех тăрантармалла-ха... Çавăнпа Платник Çтаппанĕ те тăван кĕтесрен инçетерех çул тытрĕ.
Вăрçă вăхăтĕнче вăл чăн-чăн окопнех лекеймен, чугун çул çарĕнче пулнă. Тăшман бомбисен сехре хăпартмăшне самай тӳссе курнă пулин те, пурпĕрех вут ăшĕнчи марччĕ. Ĕçме-çиме тесен те сухарипе шывпах пурăнман. Час-часах тĕрлĕ çимĕç склачĕсене пушатнă çĕрте ĕçлеме тиветчĕ. Армана кайсан, çăнăх çыпçăнмасăр пулмасть, теççĕ. Тăранмалăх çеç мар, кăшт-кашт укçалăх та вăл-ку тупăнкалатчĕ.
Çапла хайхи Платник Çтаппанĕ чугун çул çине ĕçе кайса кĕме вăрçă хыççăнхи çак йывăр çул та тӳрех картса хӳчĕ. Инçете çӳрекен пассажир пуйăсĕ çине кондуктора кĕрсен — пурнăç аптрамаллах та мар. Тен, çар службинче пĕрле пулнă юлташĕсем тупăнĕç. Канашра ĕç тухмасан, Мускав еннелле кайма пулать. Унта унăн пĕр тĕллесе хунă выран та пурччĕ-ха...
Платник Çтаппанĕ çапла «настранана» (юта ĕнтĕ!) тухса кайнă чухне килте унăн арăмĕ, ялти пек каласан, Елина аппа, ултă ачапа пĕччен тăрса юлчĕ. Салтака ăсатнинчен те хытăрах татăлса макăрчĕ вăл çав кун. Куçĕ те курми пулчĕ. Ултă ача — пĕри тепринчен пĕчĕкрех те айванрах. Чăн аслă ывăлĕ Тимĕр те вуниккĕрен кăшт çеç маларах ярса пуснă. Ыттисем, умлă-хыçлах икшер çултан çуралса пынăскерсем, чĕпĕсем пек кăна мĕкĕлтететчĕç. Чăн кĕçĕнни, Верук текенни, виçĕ уйăхриччĕ.
— Мĕн ӳлетĕн вара, вилме каймастăп-çке! — терĕ ун чухне ашшĕ.
Малтанхи çулсенче вăл таçтан Мускав çывăхĕнчен посылкăсем яратчĕ. Пĕчĕк-пĕчĕк фанер ĕщĕке уçсан, унтан сахăр, хĕрлĕ пиçиххиллĕ премĕк, хитре хутлă канфет е шурă сухари курăнса каятчĕ, ачасем вара ещĕк тавра тăпăртатсах ташлама тытăнатчĕç. Вĕсемшĕн темрен те пысăк уяв. Сайра хутра почтăпа укçа килсе çитетчĕ. Нумаях мар, çĕр е çĕр аллă тенкĕ. Вăл та тем пекех паха! Пĕрер пăт çăнăх е çуркунне лартмалăх кăштах çĕрулми вăрлăхĕ илме пулать.
Ашшĕ Мускавран Владивостока çӳрекен пуйăс çинче ĕçлетчĕ. Проводник! Ачасем, сăмахне пĕлмеççĕ пулин те, савăнаççĕ. Вăл — пин-пин çухрăма чупакан чаплă пуйăс çинче хăйне май пуçлăх. Кашнине тĕрĕслет — пуйăс çине ларма билет пур-и е çук-и? Кăна ĕнтĕ ачисем ашшĕ çырăвĕнчен е амăшĕ кала-кала кăтартнинчен пĕлеççĕ.
Çуллахи вăхăтсенче ашшĕ курма яла килетчĕ. Каллех — тĕрлĕрен тутлă кучченеç, кашни ачи валли пĕрер парне — атă е пушмак, кĕпе те шалавар, карттус та çĕлĕк, пальто та пиншак е ытти вылямалли шакăркка. Каллех килте уяв.
Ялта та ырă хыпар çуретчĕ.
— Авă, Платник Çтаппанĕ килшĕн епле тăрăшать! — тетчĕç çынсем. — Сăвăр пек, йăлтах хăй шăтăкне туртать.
Анчах Елина аппана хăйĕн вĕт-шакăр ачисемпе мĕн тери йывăррине никам та туйсах каймастчĕ çав. Колхоз ерипен ура çине тăнă май, çулсеренех ĕçкунĕп, пăртаккăн та пулин тырă, çĕрулми, пахчаçимĕç валеçе пуçларĕç. Кăштах укçи те тивет. Ку питĕ аван-ха ĕнтĕ. Ял-йыш савăнать. Çав вăхăтрах Елина аппан куççулĕ пăчăртанса килет. Вĕсен килйышĕнче хăйсĕр пуçне ĕçкунĕ тăвакан вăйпитти çын çук-çке-ха. Ачисем виççĕшĕ шкулта вĕренеççĕ. Тимĕрĕ ĕнтĕ, ашшĕ кайнă чухне пиллĕкмĕш класа куçнăскер, каникул вăхăтĕнче колхоз ĕçне самаях тухкалать. Анчах ача-çке, ача... Ытлашши выляма чупасси те çук-ха унăн. Машин тесен вара — çăкăр та кирлĕ мар. Кăшт пушă вăхăт пекки тупăнсанах — трактор е комбайн юсанă çĕре чупать. Уйрăмах вăл тимĕрç лаççи умĕнче çаврăнса çӳреме юратать. Ватă тимерçĕ, Каврук мучи, пысăк вĕркĕче ура тапса вĕртернине, вучахри кăмрăк арасланса çунма тытăннине, унтан шуралса кайиччен хĕрнĕ тимĕре вăрăм хĕскĕчпе вучăхран туртса кăларнине, çавăнтах ăна сунтал çине хурса, сулмак мăлатукпа такмак каласа шаккама тытăннине Тимĕр кунĕ-кунĕпе пăхса тăма хатĕр. Каврук мучие ĕçре Кулюк ятлă çамрăк йĕкĕт пулăшать. Вăл пĕвĕпе Тимĕртен кăшт çеç пысăкрах. Ĕçлессе те вăл тимĕрç лаççинче ытлашши нимĕнех те ĕçлемест. Каврук мучие кăмрăк йăтса кĕрсе парать, хăш чух вĕркĕч вĕртерет. Анчах вучахри тимĕре лайăхрах хĕртме сывлăшĕ çитсех каймасть пулас, Каврук мучи вара вĕркĕче хăй хашлаттарма тытăнать. Тимĕр пурпĕрех ăмсанать Кулюка. Çитĕнсен вăл ниçта та мар, тимĕрçе ĕçлеме килет е мĕнпур машинăсене пăхса тăракан механик пулать. Районтан килекен механиксене вăл пайтах курнă, вĕсем хыççăн мĕлке пек çӳренĕ...
Çитĕнсен... Анчах халлĕхе ăна пĕр ватă ула лаша пачĕç. Лаши йăваш, шăпах ача-пăча çӳремелли. Тимĕр, хăй ăшĕнче кăштах кӳренчĕ пулин те, çапах никама та ним те каламарĕ. Тепĕр тесен, кунта малтанлăха ăна лайăхрах та. Унăн тракторсем патне пичкепе шыв турттармалла пулать. Трактор хыççăн ĕçсĕр аптраса чупни мар, хире шыв турттарса тух та пĕр хушă трактористсем мĕн тунине сăнакаласа çӳре. Ĕçне те тăватăн, курмаллине те куратăн.
Тĕлĕнмелле, Тимĕр лаша кӳлме чиперех вĕренчĕ, чӳлĕкне те хăех туртса çыхать. Май килнĕ чух — вăйпа, май килмен чух — шăлпа. Анчах ăна, тракторсем патне шыв турттарассинчен пăрса, час-часах урăх ĕç хушаççĕ. Фермăран, ак, тислĕк турттар, тулли бидонсене сĕт заводне кайса леç — йăлтах хĕрача-пăча ĕçĕ. Авăн çапнă çĕрте пысăк молотилка патне кĕлте йăтмалла тесен — ку вара урăх ĕç. Кунта пĕрмаях машин сассине илтсе тăратăн.
Çапах та каникул вăхăтĕнче çеç ĕçленипе ĕçкунĕ нумаях тума çук çав. Амăшĕ те час-часах чирлекелет. Тимĕрĕн шăллĕсемпе йăмăкĕсем хăи пек мар, ытла та вăраххăн ӳсеççĕ. Кăмпа-тăк кăмпа ĕнтĕ, ниепле те çĕр çумĕнчен хăпаймаççĕ.
Кĕçех ашшĕ те тата темĕнле ырă мар путишсем кăтарта пуçларĕ. Пиллĕкмĕш çӳленче курма килсенччĕ пулас, çапла Тимуш куккисем патĕнче ытлашширех сыпса лартнă та хăй пĕчченех сулăна-сулăна юрлать:
Тимĕр кăвак лаша, ай, кӳлер-и,
Хӳрине çавăрса, ай, тӳлер-и...
Тимĕр ун чухне Тимуш куккăшĕсем патне амăшне чĕнме пынăччĕ — килте ĕне сăвакан çук, çилли карăннипе ĕни питĕ макăрать. Ашшĕ юррине ăнсăртран çеç илтрĕ вăл. Тем шахвăртса юрлать тесе ун чух ăна никам та шутламан-ха. Тимуш куккăшĕ те, амăшĕ те кулкаласа çеç ирттерсе ячĕç. Анчах лешĕ ахальтен юрламан иккен. Вăл «хӳрене çавăрса тӳлени» шăпах тепрер çултан паллă пулчĕ.
Каллех çавăн пек курма килсен, вăл, тăванран тăван патне çитсе, пилĕк-ултă кун хăналанса çӳрерĕ те ӳсĕр пуçĕпе халиччен илтмен мăшкăлтăк юрă сĕтĕрме тытăнчĕ. Ачисенчен те вăтанма пĕлмест хăй, сĕрме урапа пек, хăйăлтатать çеç. Аса илме те лайăх мар.
Ыр тăванăм, ыр тăван,
Икçĕр тенкĕ пар, тăван.
— Икçĕр тенкĕпе мĕн тăван?
— Икĕ арăм илетĕп!
— Икĕ арăмпа мĕн тăван?
— Пĕрне вырăн сартарăп,
Тепĕрне ура салттарăп...
Çакăн хыççăн вăл яла урăх килсе курăнмарĕ. Хальхинче чăнласах «хӳрине çавăрса тӳлерĕ» пулас.
Ашшĕ юлашки хут килсе кайнă çулхине Тимĕр ĕнтĕ вуннăмĕш класа куçнăччĕ, унăн йышлă йăмăкĕсемпе шăллĕсем те шкул пусмипе çӳлтен çӳлеллех улăхма тытăннăччĕ. Анна 8-мĕш класа, Павăл — 6-мĕшне, Хвекла — 4-мĕшне, Толя — 3-мĕшне çитнĕччĕ. Чи кĕçĕнни Верук çеç «мана шкула ямаççĕ» тесе пăшăрханса çӳретчĕ. Вăл тăватă çулта кăначчĕ-ха. Çапах та аппăшĕсемпе пиччĕшĕсем хыççăн А тата У саспаллисене чиперех уйăрса илетчĕ. «Пуш уйăхĕн вĕçĕнче хĕвел пăхрĕ ăшăтса» сăвă вара кунĕ-кунĕпех унăн пĕчĕкçĕ çепĕç чĕлхи çинчен каймастчĕ. Чăн та, сăвви унăн кăшт хăйне майлăрах тухатчĕ: «Пуç уйăхĕн вĕçĕнче хĕвел пăхйĕ ăçăтса», — тетчĕ вăл.
Елина аппашăн, Тимĕр амăшĕшĕн ара, çав çулхине пачахта çулла пулман пек туйăнчĕ. Ытти çулсенче чи ырă вăхăтра, шăпах çимĕк тĕлнелле, упăшки килсе çитекенччĕ.
Ĕнтĕ кăçал урамри ăвăс çулçи те саралчĕ, кĕçех тăкăнма тытăнать, юр та çуса лартать. Хĕле кĕриччен Елина аппа ачисем валли алсиш-чăлха çыхса ĕлкĕртесшĕн. Урайĕнче пĕчĕкçĕ Верук пуканелле вылять, хăй, сăмахсене юрланă пек тăстарса, çаплах сăвă калать:
«Пуç уйăхĕн вĕçĕнче хĕвел пăхйĕ ăçăтса...» Амăшĕ ăна куççулĕ витĕр сăнаса ларать.
«Хĕвел пăхмарĕ çав пирĕншĕн, пăхмарĕ... — тет вăл хăй ăшĕнче. — Хĕлле хутма та, авă, вутă çук». Тытса чарайми куççульне ачинчен пытарас тесе, амăшĕ йӳçек те тăварлă япаланă çине-çинех, сывлăшĕ пӳлĕничченех çăтать, анчах çăтса çитереймест. Пĕчĕкçĕ хĕрача пурпĕрех асăрхать:
— Анне, ма макăятăн? — тет вăл, хăйĕн тин çеç йăл-йăл кулса тăнă сăнĕ самантрах салхуланать, тĕксĕмленет. Çапла хуйхă тени ачан таса пичĕ çине пĕчĕккĕллех хура пĕлĕт мĕлки евĕр килсе ӳкет.
«Ашшĕ пур çĕртенех çурма тăлăх ӳстеретĕп-çке ачасене, — ниепле те лăпланаймасть амăшĕ. — Мĕншĕн çав териĕх айăпа кĕтĕм-ши эпĕ? Ачасен тата мĕн айăп пур? Вĕсен, хĕвел шевли пек, выляса-кулса кăна çӳремелле-çке...»
Кĕрхи пĕр вырсарникун ачасем пурте килтеччĕ. Акă вĕсем сĕтел хушшине кĕрсе лараççĕ. Тимĕр, пуринчен аслăраххи пулнă май, ашшĕ вырăнне йышăнать. Амăшĕ вĕсене хĕвелçаврăнăш çăвĕпе пĕçернĕ купăста яшки ан-тарса парать. Халлĕхе юрĕ. Пусмалли вĕсен пĕр çамрăк сысна пур-ха, ун чухне аш апачĕ те пулĕ — юр çăвиччен тăхтамалла. Хĕл хырăмĕ вăрăм. Ашĕ вăл хĕлле техĕмлĕрех.
Урампа колхоз грузовикĕ иртсе пырать. Çĕр шăннă та, хытă кĕмсĕртетет. Тата шоферĕ те, Тимĕрсен тĕлне çитсен, машинине, юри тенĕ пекех, хытă кăшкăртать. Сĕтел хушшинчи ачасем пурте урамалла çаврăнса пăхаççĕ. Кăвар пек çунакан ултă мăшăр куç. Тахăшĕ кашăкĕнчи яшкине те чĕрçине сапăнтарать. Амăшĕ çавăнтах хăтăрса илет:
— Эх, çав ача-пăчана!.. Чипер ларасчĕ!..
— Паян колхоз тырă валеçет, — çитĕннĕ çын пек, хулăн сасăпа сăмах хушать Тимĕр. — Машинпах леçсе параççĕ, авă.
— Пирĕн машинпа илсе килмелĕх пулас çук çа-ав, — ассăн сывласа илет амăшĕ.
— Пулмалла-ха, — лăпкăн çеç хуравлать ывăлĕ. Чăн та, тыррине вĕсене те машинăпах леçсе пачĕç.
Нумаях мар пулин те — хисепĕ паха. Анчах çакăн чухлĕ йышпа вĕсем хĕсĕнкелесе çеç хĕл каçрĕç, — çĕнĕ тырра çитеймерĕç. Юрать-ха, ĕлĕкхи самана мар. Ĕлĕкхине Тимĕр шкулта вĕреннинчен, кĕнекесем вуланинчен пĕлет «Хĕвел ансан Хĕветĕр (эсир ăна пĕлетĕр)...» Тимĕре ĕлĕкхи пурнăç сăнĕсенчен тӳрех çав мĕскĕн Хĕветĕр аса килет. Хирти йывăç тĕми те Хĕветĕре арçури пек курăннă. Ку сăвăсене Тимĕр ĕмĕрне те манас çук, вĕсем юлашки вăхăтра — темшĕн-çке? — тек-текех аса киле пуçларĕç:
Çитмен пурнăç пирки-çке
Çын куçĕнчен пăхатпăр,
Çиме çăкăр çитмесен,
Пăтавкка йăтса каятпăр.
Хырăç-марăç памашкăн
Хушпу саклат хыватпăр,
Ăна тара паратпăр,
Ыраш калчи сутатпăр,
Кайран юра еретпĕр,
Хутаç çакса каятпăр,
Ыйткаласа çӳретпĕр.
Çук, Тимĕр парăнма шутламасть. Унăн хул-çурăмĕ çултан-çул, кунран-кун тĕрекленсе пынине вăл лайăх туять. Кĕçех, акă, вăтам шкултан вĕренсе тухать те колхоз ĕçне каять. Вăл кăтартĕ-ха мĕнлерех ĕçлемеллине!..
Анчах шăп çуркунне, Тимĕр вуннăмĕш класра экзамен тытнă вăхăтра, малтанах шикленсе кĕтнĕ кун çитсе тăчĕ-тăчех иккен. Амăшĕ пӳлме тĕпĕнчен юлашки пăрçа çăнăхне шăпăрпах шăлса кĕчĕ, — салма тума. Тимĕр сĕтел хушшинче физика задачисемпе тăрмашса ларатчĕ. Вăл пуçне çĕклерĕ те, амăшĕн салху куçĕнчен пĕрре пăхса илсенех, хăйсен килне мĕнле инкек килсе кĕнине ăнланчĕ. Пĕр сăмах та чĕнмерĕ вăл. Лăпкăн çеç сĕтел хушшинчен тухрĕ, майка çийĕнчен хăйĕн йăрăм-йăрăм кăвак кĕпине тăхăнчĕ, çӳçне-пуçне тураса тирпейлерĕ, вара тӳрех колхоз правленине тухса утрĕ. Унта пĕр Райка ятлă учетчицăран пуçне никам та çукчĕ. Колхоз председателĕ арман пĕви пĕвеленĕ çĕре кайнă иккен. Тимĕр унтах çитме шут турĕ.
— Иван Данилович, — терĕ вăл, председателе çынсен ушкăнĕнчен кăшт аяккарах чĕнсе илсе, — эпĕ шкултан вĕренсе тухсан, колхозрах юласшăн...
— Питĕ аван, эпĕ сан йышши паттăра ĕç тупса пама яланах хатĕр, — шӳтлеме хăтланчĕ председатель. - Пионер пек!..
Тимĕре ку сăмах кӳрентерчĕ. Халь унăн пачах шут тăвас шухăш мар. Чунĕ тăвăнса килнипе ачан челхи çыхланчĕ. Иван Данилович та, хайхи, хăй вырăнсар сăмах персе янине сисрĕ. Тимĕре вăл яланах ăслă ача тесе шутланă.
— Чим-ха, сана тем инкек пулман-и? — çавăнтах хыпăнса ӳкрĕ председатель. —Эпĕ кӳрентерес теменччĕ сана.
Тимĕрĕн кунта кĕçех куççулĕ сирпĕнсе тухатчĕ. Вăл вара, чăнкă çырантан пуçхĕрлĕ сикнĕ пек, мĕн калас тенине тӳрех каларĕ.
— Экзамен вăхăчĕ... Халлĕхе ĕçе тухаймастăп... Анчах эп пĕтĕмпех ĕçлесе тататăп... Пĕр уйăхра, ик уйăхра... Тупата!..
Председатель ăнланчĕ. Тимĕрсен çемйине пулăшмалла. Ашшĕ те таçта тĕнче касса çӳрет... Ачисен мĕншĕн асап курмалла?
Çук, унтанпа Тимĕр колхозран пулăшу ыйтса курман. Ун чухнехишĕн вара ăна паян кун та намăс пек туйăнать.
— Анчах мĕн намăсĕ пултăр-ха тăван колхозран пулăшу ыйтнăшăн? —терĕ ăна пĕринче шкулта хăйпе пĕрле вĕреннĕ, кайрантарах ĕмĕрлĕхе çывăх мăшăр пулса тăнă Çинук. Лăплантарма пĕлетчĕ çав, тӳлек чун...
Кивçен ыйтасси, тем тесен те, çăмăл япала мар. Кивçен илсессĕн те, шухăшĕ вара чĕре çинче чул пек çакăнса çӳрет. «Аттене пула çавăн пек намăс курмалла пулчĕ, йăлтах аттене пула, — хăй ăссĕн нумай хутчен питленĕ Тимĕр таçта аякра çӳрекен ашшĕне. — Мĕншĕн нимĕн те чĕнмест-ха вăл?.. Пĕр çыру çине те хыпар памасть. Паллакан çынсем курнă ăна, вăл çав пуйăс çинчех ĕçлет иккен... Мускав — Владивосток...»
Шкулти экзаменсем пĕтсен, Тимĕр ашшĕ патне малтанхи адреспах кайса пăхма шут тытрĕ. Тата амăшĕ те питĕ хистерĕ: — Кайса кил, ывăлăм, кайса кил. Чĕре тем ырă мара сисет, — тетчĕ вăл тек-текех.
Килтен инçе çула паттăрланса тухнă Тимĕр каялла пуçа чиксе таврăнчĕ. Мăшкăл!.. Çĕр çинче вунçичĕ çул пурăнса малтанхи хут тӳссе курнă ирсĕр мăшкăл!..
Ашшĕ Мускав çывăхĕнчи пĕр поселокра пурăнать иккен. Тимĕр çав поселока та, унти кирлĕ урампа кирлĕ çурта та хут тăрăх чиперех шыраса тупрĕ. Вăл хайхи хăйне кирлĕ çуртăн крыльцине улăхнăччĕ кăна, ун умне кашкăр пек пысăк йытă, — таçтан çĕр айĕнчен-и, тен, — шăппăн çеç тухрĕ тăчĕ. Кӳлепипе те, тĕсĕпе те йăлтах кашкăр. Тимĕрĕн пĕр самантрах çурăм шăмми пăрланса ларнăн туйăнчĕ. Ни малалла, ни каялла. Юрать-ха, çав вăхăтра çурт умĕнчи пахча калинккинчен чечеклĕ шурă тутăр çыхнă хĕрарăм пуçĕ курăнса кайрĕ.
— Сана мĕн кирлĕ, йĕкĕт? — ыйтрĕ вăл арçынларах хулăн сасăпа.
— Плотников Степан Ефремович кунта пурăнать-и? —пĕр сывлăш çавăрмасăрах персе ячĕ Тимĕр. Сасси хăйĕн кăшт чĕтренчĕ пулин те, вырăсла аванах тухрĕ пулас.
— Эс кам пулатăн вара? — малалла тĕпчеме пикенчĕ майра, çаврашка куçĕсемпе Тимĕре шăтарас пек тĕллесе.
— Эпĕ... Эп — ывăлĕ. Владимир Степанович Плотников, — хальхинче хăюллăнах тавăрса каларĕ Тимĕр.
— Ывăлĕ... Миçе çулта-ха эс?
— Вунсаккăра кайрăм.
— Э-э, санăн хăвăн атте пулма вăхăт, эсĕ пур — çаплах аçуна шыраса çӳретĕн. Намăс, намăс! — хăтăрсах тăкрĕ майра.
— Мана атте кирлĕччĕ, — пусăрăннă сасăпа, анчах çирĕппĕн каларĕ Тимĕр.
— Ĕмкĕч кирлĕ мар-и тата? Атя, ан сулланса çӳре çакнашкал мăнттай пӳпе, колхоза кай та ĕçле, ĕçкунĕ ту!
Халь пулсан... Халь пулсан, Тимĕр çав тултармăш пек мăнтăр майрана лайăхах тытса силленĕ пулĕччĕ. Тултармăшран кĕрпи тĕр-парах сирпĕнсе тухĕччĕ.
Барак евĕрлĕ лапчăк çурт умĕнчен Тимĕр пуçĕ çинĕ мăшкăлтăк шыв сапнă пек çаврăнса утрĕ. Хыçалтан кашкăр майлă йытă çеç, юлхавлăн анасласа, тем нăйкăшкаласа юлчĕ. Ку йĕкĕтĕнне сехрине хытăрах хăпартмаллаччĕ терĕ-и е мĕн-и хăйĕн йытă ăсĕпе?!.
Станцие лутра чăрăшлăх витĕр каймаллаччĕ. Çул çинче Тимĕре пĕр ватăрах хĕрарăм хуса çитрĕ те хуллен сасă парса чарчĕ. Ку леш «тултармăшăн» кӳрши пулчĕ иккен. Вăл Тимĕрпе «тултармăш» калаçнине хăйсен пахчинчен йăлтах итлесе тăнă, йăваш йĕкĕте питĕ хĕрхенсе пăрахнă, вара тӳсеймесĕр хыçран тухса чупнă.
— Аçу сан çула кайнă, ачам, — терĕ вăл, такам илтесрен сыхланнă пек пăшăлтатса. — Çулĕ инçе-ха та, анчах кĕçĕх таврăнмалла. Унччен, тен, хамăр патра выртса тăрăн. Аçуна кĕтсех илĕн. Лешĕ вăл, аçа çапманскер!.
Анчах Тимĕр юлма шутламарĕ. Ватă кинемие хăй пĕлнĕ пек тав турĕ те малалла утрĕ.
Унăн кăкăрĕнче ниçта шăнăçайми çилĕ вĕресе тăрать.
Этем ирсĕрлĕхĕпе çапларах паллашма лекрĕ мĕн-ха ăна. Питĕ çамрăкла тутантарчĕç ăна çак «ырлăха». Ют çын мар, ашшĕ, тăван ашшĕ! Сысна пылчăк ăшне кĕрсе выртни — мĕн вăл! Сысна сывлăхĕшĕн ку усăллă çеç. Ырлăх... Анчах этем?.. Мĕн тери ирсĕр пылчăкра çăрăнма пултарать иккен хăш чухне этем тени! Çук, ун пек этеме этем теме юрамасть! Тивĕçлĕ мар вăл çак таса ята!..
Шкулта вырăс литературипе экзамен тытнă чухне Тимĕр «Çамрăк гварди» паттăрĕсем çинчен сочинени çырнăччĕ. Олег Кошевой, Сережа Тюленин, Уля Громова, вĕсен юлташĕсем — акă вĕсем чăн-чăн этемсем! Тимĕр хăй вĕсенчен кĕçĕнрех.Вăрçă хыççăн çитеннĕ ăру. Тимĕр куншăн ытлашши пăшăрханмасть. Хăй те вăл пурнăçра темĕнле паттăр ĕç тăвас пек туять. Хул-çурăмĕ унăн патвар, чĕри çирĕп, ирсеренех вăл, икĕ пăтлă кире пуканне ывăткаласа, гимнастика тăвать.
Ашшĕ?.. Ашшĕ вара тӳсме çук кӳрентерчĕ ăна. Таçта шала тутăхнă тимĕр пăта ĕмĕрлĕхе кĕрсе ларчĕ тейĕн. Нумайччен, питĕ нумайччен ыратса çӳрерĕ çамрăк чĕре! «Вĕт-шакăр ачи-пăчине пăрахакан ашшĕсене тĕнчере мĕнле судпа суд тумалла-ши?» — тетчĕ Тимĕр малтанхи вăхăтра.
Çапах та çамрăк чĕрери суран майĕпе тӳрленчĕ. Ан тив, суран çĕвĕкĕ юлнă пултăр. Килĕнче вăл пĕтĕмпех ашшĕ вырăнне йышăнчĕ, килйыш пуçĕ пулса тăчĕ.
Пурăна киле вĕсен, йывăр пулин те, апат-çимĕç майĕпен сыпăна пуçларĕ. Колхозĕ те вăйланчĕ, çемьере те ĕçкунĕ тăвакансем хушăнчĕç. Пĕр асап — пысăк йыша ниепле те тумтир илсе çитерме çукчĕ. Укçине те тупма хĕнтерехчĕ. Ачасем шкула икĕ сменăпа çӳренĕ май, сахманĕсене ылмашăнса тăхăнатчĕç. Пĕри шкула кайсан, тепри вара тăхăнмалли çуккипе ниçта тухаймасăр ларать. Выляма та çавăн пекех ылмашăнса тухаççĕ.
Урана тăхăнмалли пирки татах та хĕнтерехчĕ. Çăпата тăвас — пушăт çук; сутăн илес — çăпата тени атă-пушмакран та хакла ларать. Мăшăрĕ вăтăр-хĕрĕх тенкĕ, сырма тытăнатăн — икĕ эрне те тӳсеймест. Ача-пăча çăпатана тата хытăрах тăпăлтарать. Тимĕр вара, колхоз ĕçĕпе Канаша кайсан, пур пек-çук пек укçипе пĕр мăшăр пушмак илсе килет те ăна каллех иккĕн-виççĕн ылмашăнса тăхăнаççĕ. Пурне те юраллă пултăр тесе, пушмакне пысăкраххине илме лекет.
Тимĕр — кил пуçĕ. Йăмăкĕсемпе шăллĕсене пурне те хут вĕрентмелле. Вĕреннĕ çынсем, ăслă çынсем тумалла. Ку вăл — ĕмĕт. Çак ĕмĕте çитме çапах та чи малтан çакăр кирлĕ. Ача-пăча сĕтел хушшине виççĕ ларнипех çырлахмасть, шкула кайнă чух та, урама тухнă чух та кĕсйине пĕрер татăк чикетех. Çăкăртан мала иртме çук, тенĕ ваттисем. Иртме çук пулсан та, çитме тăрăшмалла.
Апла колхозра сывлăш çавăрмасăр ĕçлемелле, ĕçкунĕ ытларах тумалла. Мĕн пĕчĕкренех Тимĕре машина илĕртетчĕ. Анчах шкул хыççăнхи малтанхи хĕл унăн колхоз лашисене пăхма тиврĕ, — машина таврашĕнче вырăн çукчĕ, тата машина ĕçне тĕплĕрех пĕлмелле, шкулта вĕренни çеç çителĕксĕр.
Çавăн пек çын ĕнтĕ Тимĕр — пĕр тытăннă ĕçе вăл лайăх, тĕплĕ тăвать. Пултаракăн йĕкĕт. Часах ăна, хăй ĕçне чунтан тунине кура, «лаша чунĕ» тесе ят пачĕç. Анчах унăн чĕри пуринчен ытла машинăшăн çуннине те кирлĕ çынсем çийĕнчех асăрхарĕç: ăна Канашри ялхуçалăх механизаци шкулне вĕренме ячĕç.
Колхоз Пăла шывĕ çинче пысăк гидростанци тума тытăннăччĕ. Бетонпа тимĕртенех. Электротехникăна пĕлекен ăстасем кирлĕ. Пĕр çултан Тимĕр хăйĕн тăван колхозне электромонтер пулса таврăнчĕ.
Акă ĕнтĕ ашшĕ килтен пăрахса кайнăранпа вунвиçĕ çул, Тимĕр колхозра ĕçлеме тытăннăранпа сакăр çул иртрĕ. Тимĕрĕн йăмăкĕсемпе шăллĕсем пурте тенĕ пекех ӳссе çитĕнсе çын пулчĕç. Чи кĕçĕнни Верук та ĕнтĕ улттăмĕш класра вĕренет. Ыттисем?.. Тимĕр хыççăнхи хĕр, Анна, кӳршĕ яла качча кайрĕ, ун хыççăнхи — Павăл авланчĕ. Вĕсем иккĕшĕ те, Аннапа Павăл, вăтам шкул вĕренсе пĕтернĕ, пурпĕрех колхозра ĕçлеççĕ.
Йыш ӳснĕ май, йăва тăвăрланчĕ. Тимĕрĕн — хăйĕн çемье, Павăлăн — хăйĕн. Тĕп килтен уйрăлса тухма Тимĕр акă пĕлтĕр Çĕнĕ урамра пӳрт лартрĕ, хăйĕн çемйипе пурăнма тытăнчĕ. Пиччĕшĕсен хӳттипе кĕçĕнреххисене шкулта лайăхрах вĕренме май килчĕ: Хвекла ятли — Шупашкарти педагогика институтне, Толи вара ялхуçалăх институтне кĕчĕç.
Анчах пурнăçра çак утăмсене тума мĕн тери вăй, мен тери чăтăм кирлĕ пулнине пĕтĕмпе каласа та кăтартаймăн. Чи йывăрри вара Тимĕр çине тиенчĕ. Тимĕр пурпĕрех авăнмарĕ, хуçăлмарĕ. Тĕрĕссипе, Тимĕртен хурçă пулса тăчĕ.
«Кам у?» Кам-ха ĕнтĕ вăл кĕçĕр кĕтмен çертен килсе кĕнĕ этем? Мĕн кирлĕ ăна? Мĕн шырать вăл? Çын куçне курăнма вăтаннă пек, çĕрле килсе кĕрĕт тата. Анчах хăй ĕлĕкхи мар, сисĕнмеллех хавшанă, йăшнă...
Çак шухăшсемпе пăтрашăнса выртса, Тимĕр кăтăш та пулаймарĕ. Çенĕкри пĕчĕк чӳречерен çутă кравать пуçĕ çине хĕрлĕ шуçăм хĕлхемĕ ӳксен, вăл ура çине тăчĕ.
3
Пӳртре тин çеç тĕттĕмччĕ-ха. Анчах тепрер самантранах «хĕртсурт» улшăнчĕ. Чӳрече хупписене тачă хупнă пулин те, ирхи вăйлă хĕвел, хăй валли пурпĕрех хушăксем тупса, сăнă пек çивĕч пайăркисене пӳртелле пĕр харăсах нумай тĕлтен вăрăнтара-вăрăнтара кĕртрĕ. Çутă шăнасем хăшĕ — урайне, хăшĕ — сак çине, хăшĕ сĕтел çине пыра-пыра тăрăнчĕç. Пĕри, авă, чи çинçереххи, сĕтел çинчи сардин банкине витĕр кăларас пекех пăталаса хунă. Тепри вара, вăрăм та сарлакаскер, каçхи хăна çывăракан сак çине хĕç пек тирĕннĕ. Хăна пуçне кăшт çеç лекеймен.
Хĕвел сăннисем пурĕ пĕрле пӳртри сĕмлĕх витĕр темĕнле решетке пек курăнса тăраççĕ. Ир хускалнă шăнасем, çав решетке çумне пыра-пыра çапăнса, çамкисене ыраттараççĕ тейĕн — нăй та нăй, çăй та çăй тăваççĕ.
Тимĕр ашшĕ, — çак кил-çурта килсе кĕнĕренпе ăна никам та атте тесе чĕнмерĕ-ха, анчах вăл пурпĕрех ашшĕ, — çапла, Тимĕр ашшĕ пӳрте хĕвел сăрхăнса кĕнипе мар, çавăн пекех шăнасем сĕрлеме тытăннипе те мар, урайне хуллен чăштăртаттарса çын утнипе вăранса кайрĕ. Вунвиçĕ çул хушши пуйăс çинче проводникре çӳренĕ май, вăл ĕнтĕ темле çĕрте те çывăрма хăнăхнă.
Уншăн пулсан, хĕвел те, шăна та — нимĕн те мар, вăл пĕр вĕçĕмех «хуп туртатрма» пултарать, анчах ура сассипе вара темле йывăр ыйхăран та самантрах вăранать. Вакуна пĕр-пĕр ют çын килсе кĕмен-и тенĕ пек...
Пӳртре тĕпелпе сĕтел хушшинче такам, питĕ асăрханса, темиçе хутчен те каллĕ-маллĕ иртрĕ. Пĕрре сĕтел питнĕ пырать те, турилккене ăнсăртран кашăкпа лектерсе, ирĕксĕрех сасă тăвать. Тепре, кăмака умне пырса, тем кăштăртаттарать.
Хăна, ыйхăран вăранчĕ пулин те, хăй вăраннине çийĕнчех палăртасшăн марччĕ. Пӳртре кам çӳренине пĕлес тенипе кăна вăл майĕпен куçне уçса пăхрĕ — кинĕ пулчĕ иккен. Çинук та, хăйне тĕттĕмрен ют куç сăнанине сиснĕ пекех, çаврăнса пăхрĕ. Пӳртре ытлашши тĕттĕмех те мар çав. Çын сăнне, уйрăмах куçне, лайăх асăрхаса илме пулать. Кунта куçпа куç çути хире-хирĕç çапăнчĕç те, вутчулне çулупа çапнă пекех, хĕм сирпĕнчĕ тейĕн. Çинук шартах сикрĕ, унтан хăвăрт тухса кайма тăчĕ, анчах алăк патĕнче самантлăха чарăнчĕ.
— Эпĕ унта сĕтел çине апат хатĕрлесе лартрăм, — терĕ вăл шикленнĕрех сасăпа. — Хам эпĕ ачасене яслине леçетĕп те ĕçе каятăп... Эсĕ... тăрса çи вара. Кĕçех ирхи апата Тимĕр те килмелле.
— Юрĕ-çке, маншăн ан чăрман, эпĕ... ман ниçта та васкасси çук, — епле те пулин кăмăллăрах сăмах хушма тăрăшрĕ каçхи хăна.
Çинук ачисене вăратрĕ те, пичĕсене васкаваррăн çуса, таса кĕпесем тăхăнтарса, урăх пĕр сăмах та чĕнмесĕр, хăй каланă пек, яслине тухса кайрĕ. Ывăлĕн килĕнче ашшĕ пĕр-пĕчченех юлчĕ. Сулхăн та тĕксĕм пӳртре, тăрăхла сак çине сарнă вырăн çинче...
Хăвăртах тăраймарĕ-ха вăл. Ирсерен ыйхăран вăрансассăн вăл час-часах ури-аллине хускатма та шикленсе выртать. Ревматизм. Иккĕмĕш çул ĕнтĕ пĕр канăç та памасть. Вăрçă вăхăтĕнчех килсе çыпçăннăччĕ пулас-ха ку чир, анчах хальхи пекех пăркăчлани пулман. Халь вара шăмă сыпписем пĕрмаях тăртанса тăраççĕ. Вырăн çинчен тăма тапрансан, пĕтĕм шăмшак, шуйттан хăрăк çапă тăрăх утнă пек, хăрушла шатăртатать. Тата паян, акă, ниçта васкасси те çук. Чăн та, халăх ĕçре чухне кунашкал йăваланса выртни килĕшсех те каймасть-ха.
Халăх ĕçре... Чылай вăхăт пуйăс çинче ĕçленĕ май, ăна хăш чухне тĕнчере никам та нимĕн те ĕçлемен пек, пурте тăтăшах çул çӳренĕ пек туйăнатчĕ. Мускаври Хусан вокзалĕнче лăк-тулли халăх, пуйăс çине лăк-тулли халăх ларать, Владивостока çитиччен кашни станцирех — халăх лăк-тулли. Владивостокран каялла килме тапранатăн — каллех кăткă пек халăх. Куçать, куçать, куçать... Ăçта куçать? Мĕн шырать? Чăн та, ĕçлесе мар, пурте çул çӳресе çеç пурăнаççă тейĕн.
«Çӳресе çитрĕшим манăн?.. — сасартăк сăнă пек килсе тăрăнчĕ ун пуçне çак шухăш. — Çук, апла пулма пултараймасть. Аллă çултан тин çеç иртнĕ-çке-ха!.. Пенсие тухиччен епле пулин те сĕтĕрмеллех кунçул урапине. Эх, сиплĕ эмел тупасчĕ!.. Вара...»
«Вара» мĕн пуласси çинчен малалла шухăшласа кайма вăл хăяймарĕ, шикленчĕ. Çапла вăл тата кăштах вырткаларĕ. Чăн та, ăçта васкамалла? Çын куçне ытлашши курăнасах килмест-ха унăн.
Анчах Платник Çтаппанĕн ăшĕ вăркать. Çул çинче ĕшеннĕ хыççăн çывăрасса та чиперех çывăрчĕ вăл. Чĕри пурпĕрех канăçсăр хăлтлатать. Шухăшсем пĕр ырă мар япала çинчен тепĕр ырă мар япала çине куçаççĕ. Сасартăк ăна алăк янаххи урлă пăхса тăракан çаврака сăн-питлĕ ача куçкĕретĕн тенĕ пекех курăнса кайрĕ.
«Кам у?..»
Ним тума аптранипе Çтаппан куçне чышкăпа сăтăркаларĕ. Ача сăнĕ куçран çухалчĕ. «Шухăш арпашăннипе-ха ку», — хăйне хăй лăплантарма хăтланчĕ Çтаппан. Анчах пĕр шухăш вырăнне çавăнтах тепри килсе çӳçентерчĕ. Хăйĕн пĕчĕк мăнукĕ пекех, ялти ытти çынсем те Çтаппанран çавнашкал ыйтма пултараççĕ-çке, «Кам у?..»
Ывăлĕ, Тимĕр, ашшĕ куç уçичченех ĕçе тухса кайнă, авă. Кинĕ те ăна атте тесе чĕнмерĕ. «Эсĕ... тăрса çи вара...» Ют çынна та ун пек каламĕç. Тепĕр тесен, сиввĕн пăхни те мар-ха, темрен шикленни сисĕнет. Мĕн шикленмелли пур, Платник Çтаппанĕ халиччен вăрă туса çӳремен, яланах хăй çăкăрне çинĕ. Пĕр йăнăш пулчĕ-ха ĕнтĕ, — камăн пулмасть ун пекки?.. Айăплă. Йышăнатăп. Çапăр, хĕнĕр мана... Анчах сивĕ куçпа ан пăхăр. Сивĕ куç чукмарпа çапнинчен те хăрушăрах...
Чим!.. Урăх сукмакпа кайнă шухăшне Çтаппан çавăнтах тытса чарчĕ. Çук-çук, хăйĕн айăпĕ çинчен вăл никам умĕнче те сăмах персе ямĕ. Мĕне кирлĕ? Вăл ялти йăласене лайăх пĕлет, пурне те хăй куçĕпе курать, хăй виçипе виçет. Уншăн паллă: пĕр ӳкĕнме тытăнсан — вара таптасах лартаççĕ. Парăнмалла мар, чире те, çынсене те парăнмалла мар! Çавă çеç. Кирлĕ пулсан, Платник Çтаппанĕ — Мăн кăмăллă этем!..
Çак çĕнĕ шухăш хавхалатнипе Çтаппан шăмшакĕ ыратнине те манчĕ иккен. Вырăн çинчен тăма пĕррех пуçне çĕклерĕ, анчах... хытă ахлатса ячĕ те каялла тĕшĕрĕлсе ӳкрĕ. «Турăçăм... — макăрас пек пăшăлтатса илчĕ вăл. — Айăпăм çав териех пысăк-ши?..»
Халĕ ĕнтĕ вăл, тепле пулсан та, вырăн çинчен тăмах шут тытрĕ. Выртсан — выртсах кайăн. Ура çине тăмалла.
Ансатах парăнмарĕ ăна çак ĕç, чылай вăй хурса тăрмашнипе унăн çурăмне пăчăртатсах вĕри тар тухрĕ, кĕпи ӳт çумне çыпçăнса ларчĕ, урисем, пин-пин вĕтĕ йĕппеле йĕпленĕ пек, тĕлкĕшсе-вĕчĕлтетсе кайрĕç. Пӳртре вара ăна тĕттĕм çеç мар, тӳсме çук пăчă та пек туйăнчĕ.
Кăнтăрла чиперех çăмăлланать-ха ун шăмшакĕ. Халлĕхе вăл хăйĕнчен хăй тарăхласа та илет: «Тутăхса ларнă машина пек... Краççынпа сăтăратăн çу сĕретĕн, унтан хускатса яратăн та — малалла хăех каять вара. Хăлтăрт-хăлтарт, хăлтарт-хăлтăрт...»
Вăл, çара ура çинех туфли тăхăнса, хулпуççийĕ çине йĕтĕн пир пиншакне уртса ярса, — çурăмĕ тарлă-çке-ха, — картишнелле тухрĕ. Тулта хĕвел хытах хĕртме тытăннă ĕнтĕ. Чăхсем те сулхăналла пытана-пытана кĕнĕ. Автан çеç, çенĕк алăкĕ чĕриклетсе уçăлнине илтсе, самантрах крыльца патнелле таклаттарса пычĕ. Хăй вара питĕ шукăльскер, çуначĕсем ылтăн тĕслĕ, вăрăм мăйĕ тĕм-хура, анчах вăл хĕвел çутинче симĕссĕн те кăваккăн ялнăшать, майĕпен пуçланакан элккен хура тĕс çурăмĕ тăрăх пĕр ал лаппй сарлакăш тăсăлса пырать те каçăр хӳринче шурă та сарă тĕссемпе пĕрлешсе каять. Киккирикĕ — шĕл-кăвар. Ун валли урăх сăмах та тупаймăн.
Килти кайăк-кĕшĕкĕн çак шукăль те куштан «патши» çенĕк крыльци çинче кил хуçи мар, пачах та ют çын тăнине турех уйăрçа илчĕ тейĕн. Вăл тăпах чарăнчĕ те, пуçне тата хытăрах каçăртса, хаяррăн, çитменнине, вырăсла ыйтрĕ:
— Кто-кто? Кто это?..
Çук, автан унашкал ыйтма пултараймасть-ха. Вăл хăйĕн ĕмĕрхи йăлипе кăтиклетсе çеç илчĕ. Чăн та, тен, крыльца çинче ют çын тăнине сисрĕ-тĕр?! Анчах Платник Çтаппанĕ çаксене йăлтах хăйне май ăшканчĕ, автан хаяр сасăпа кăтиклени ăна каллех «кам у?..» тесе ыйтнă пек туйăнчĕ. Çитменнине тата вырăсла... Ырă мар-çке пурте тĕпчеме тытансан... Ара, капла документ тĕрĕслессе те кĕтсех тăр!.. «Чăх патшине» тарăхмаллипех тарăхса, Çтаппан пĕр-пĕр япала илсе вăрăнтарасшăн пулчĕ. Куç тĕлне нимĕн те лекмерĕ.
— У-у, шуйттан хăраххи! Пуртă кирлĕ пуласха сан каçăр майна, — терĕ вăл, автана хăмсарнă май тӳрккес аллисемпе хăлаçланса.
«Чăх патши», хăй чĕлхипе тем питĕ ырă мар ятлаçа-ятлаçа, лупас айнелле тарчĕ.
Çтаппан крыльца çинче тата кăшт тăркаларĕ. Унтан, вутсыппи пек хытса ларнă урисене пер-перинчен аран çеç ирттеркелесе, вăл пусма картлашкинчен майĕпе анчĕ те картишнелле пăхакан икĕ чӳрече хуппине пырса уçрĕ. Урамалла пăхаканнисене уçма шутламарĕ. Тĕрĕссипе, урама тухма именерех пачĕ вăл. Унăн халлĕхе çын куçне курăнас килмерĕ. Çутă тесен — мĕн тума кирлĕ-ха пӳртре ăна, пĕччене, ытлашши çутă? Картиш енчи икĕ кантăкран та çителĕклех çутă кĕрет.
Чӳрече хупписене уçнă хыççăн Çтаппан картиш варринерех кайса тăчĕ те ывăлĕн пӳртне тӳпинчен пуçласа никĕсĕ патне çити куçпа тĕплĕн тĕрĕслесе пахалама пикенчĕ. Лайăх çурт хăпартса лартнă ывăл, ним каласси те çук. Хыр пĕренисем шакăрах пĕр виçеллĕ, пĕрене карчĕсемпе пасĕсене пĕр тикĕс каса-каса çыпăçтарнă. Çавна май пĕренесем хушшинчи мăк та ытлашши купаланса тăмасть, мăкне çиелтен тата чӳпĕкпе çавăрса иле-иле питĕ типтерлĕн çапса тухнă, — ĕмĕрне те тăпăлса тухас çук, хĕл сивви те пӳртелле сăрхăнса кĕме шă-ăк тупаймĕ. Пĕренесем хушшинчи мăк ытлашши хулăн купаланса тарсан, пӳрт хăвăртрах çĕрет. Капла, авă, мĕн тери çыпăçуллă.
Картишнелле пăхакан чӳрече сурпанĕсене те хитре чĕнтĕрлесе сăрланă, урамалла пăхаканнисен вара тата чаплăрах пулма кирлĕ.
Кервен çурт! Пăхса тăнăçем кĕçех Çтаппан çак кервен пӳрте хăй аллипе шăратса лартнă пек туйма тытăнчĕ. Платник Çтаппанĕн алли... Кашни пĕрене, кашни хăма çинче палăрать, çиçсе тăрать тейĕн çав ăста алăсен вăйĕпе çыпăçулăхĕ. Çтаппан тата тинкеререх пăхрĕ те турат куçĕсенчен пăчăртанса тухнă сухăр, куççулĕ пек, йăл та йăл çуталса тăнине асăрхарĕ. Хăйĕн те унăн кăкăрĕнче тăвăрланса килчĕ. Вăл вара куçне пӳрт тăрринелле çĕклерĕ. Авă унта, тимĕр витнĕ пӳрт тăррине, çутă шăвăçран касса тем япала лартса янă. Çтаппан хăй платникре çӳренĕ чухне лаша е автан лартаканччĕ. Мĕн-ши ку?
Куçĕ хĕвел çинче алчăранипе Çтаппан, алă тупавне çамка патне илсе пырса, çӳлелле вăраххăн тинкерет. Э-э, самолет иккен! Çил вăйсăртарах та, çуначĕсем хуллен кăна çаврăнкалаççĕ.
Платник Çтаппанĕн кăкăрĕнче темĕнле мăнаç кăмăл çĕкленсе хăпарчĕ. Хĕпĕртерĕ вăл. Анчах мĕншĕн е камшăн хĕпĕртенине çийĕнчех ыйтас пулсан, вăл лайăххăн татса та калаймĕччĕ. Кунта вăл чи малтан хăйĕн çамрăк кунçулнĕ аса илчĕ: вăл тахçан питĕ ăста та питĕ пултаракан çын пулнă. Апла ăста алă йĕрĕ ахаль çухалман.
Тĕлĕнмелле, Çтаппан хăй ывăлĕн пӳрчĕпе киленсе тăнă май халĕ те-ха ывăлĕшĕн мар, хăйшĕн ытларах хĕпĕртерĕ иккен. Çак çурт çумĕнче «хăй, аллине» уйăрса: палласа илнишĕн.
«Ăста Çтаппан, Платник Çтаппанĕ, — çапла çеç чĕнетчĕç çав мана çамрăк чух, — хăй ăшĕнче хăех мухтанса илчĕ вăл. — Мана çитекенни таврара никам та çук-чĕ». Çак шухăшпа ăна вăй кĕнĕн туйăнчĕ. Утасса та вăл тăлланă пек мар, ирĕккĕнрех ута пуçларĕ.
Вăл ĕнтĕ хăй кунта кĕтмен хăна çеç иккенне те манса кайрĕ. Унăн кăкăрĕнче хуçа чунĕ вăранчĕ, тымарĕсем тăрăх хуçа юнĕ сăрăлтатса чупа пуçларĕ. Вăл вара пĕтĕм картишне пуçтаруллă хуçа куçĕпе пăхса çаврăнчĕ. Çурт-йĕр сахалтарах-ха. Кĕлет те пĕр вите. Витинче ĕни, сурăххи, сысни — пурте пĕрле хĕл каçаççĕ-ши вара?! Вут-шанкă хумалăх пĕчĕкçĕ сарай тума пуçланă, тăррине витсе çитереймен. Пахча алăкĕ те хăма татăкĕсенчен çапкаласа тунăскер кăна. Пахчинче çамрăк ул-муççисем курăнаççĕ. Ха, мунча та пур, тем?! Ку аван вара.
Ялти мунчана курсан, Çтаппанăн пĕтĕм çанçурăмĕ ыррăн кăтăкланса кайрĕ. Ял мунчи — хула мунчи мар çав. Ăшши, ăшши мĕне тăрать! Çтаппан çавăнтах шут турĕ; ывăл ирхи апата килсен, систерес — тен, мунча хутса парĕç.
Пуйăс çинче ăнсăртран тĕл пулса калаçнă пĕр карчăк ăна «рематис» чирепе нимле курорт та мар, ялти мунча çеç пулăшать тенĕччĕ. Сиплемелли майĕсене те кăтартсах панăччĕ. Çамрăк эрĕм тăррине татса вĕретмелле те çавăн шывĕ çине çуршар сехет ура чиксе лармалла иккен. Кун хыççăн вара вĕлтрен милĕкпе çапăнмалла. Пĕр пилĕк-ултă хутчен çапла тусан, «рематис» чирĕ, карчăк каларăш, ӳтрен шăрпăк кăларса илнĕ пекех иртсе каять имĕш. Çак чирпе пыл хурчĕсене сăхтарсан та питĕ сиплĕ, теççĕ. Колхозăн утар пулма кирлĕ! Ка йрантарах унта та çӳреме пулать.
Сывалас ĕмĕт Çтаппана хайхи чĕре варринченех шăтса-çавăрса илчĕ. Яла та вăл пуринчен ытла çав шухăшпа килнĕ темелле. Сывлăхĕ чиперех сипленсен вара... вара унăн пурнăçĕ пĕр тикĕс çулпа малаллах кайнă пулĕччĕ.
Çанçурăма хĕвел хăйĕн ăшă аллипе лăпканă чухне ĕмĕтленме питĕ ырă çав. Çтаппан крыльца юпи çумне çакса янă савăтран питне çурĕ, пĕрлех илсе килнĕ алшăллипе лайăх шăлăнса тасалчĕ, вара пӳрте кĕрсе тĕкĕр умне тăчĕ те сайралнă сарă çӳçне, пĕрер пĕрчĕн суйланă пек, кĕрен кукщи урлă тирпейлĕн тураса хучĕ. Халь ĕнтĕ пуç тӳпинчи çара уçланкă ытлашшнех палăрмасть. Картишĕнче çĕкленнĕ кăмăлне кура, çаплах вăл хăйĕнчен хăех тăрăхласа илме хăтланчĕ. Çук, пуçĕпех пĕтмен-ха Платник Çтаппанĕ!
Кинĕ ăна паçăр, кăмăллах мар пулин те, апат ларса çиме хушса хăварнăччĕ. Анчах Çтаппанăн, тем, апат анассăнах туйăнмасть. Ывăлĕ килсен, тен пĕрле ларса çийĕ. Çапах та, кинĕ мĕн хатĕрлесе хăварнине пĕлес тесе, вăл сĕтел çинчи апат-çимĕçе витнĕ шурă еймене уçса пăхрĕ-пăхрех. Мĕн апат хатĕрленинчен ытларах ăна хăйне мĕн хисепе хунине пĕлес килет-çке-ха. Хăна вырăнне мар, этем вырăнне те пулин шутлаччăр, иçмасса.
Сĕтел çинче чăмăрла çăмарта, услам çу турилккисем лараççĕ, темиçе çаврашка чăкăт, пĕр чашăк сĕт, çĕнĕ пыл тирĕкĕ, хăпарту... Питĕ сăпай тирпейлесе лартнă ялти апат-çимĕçе. Юнашарах — Çтаппан хăй илсе килнĕ сардин консервипе кăлпасси турилкки.
Шурă кăтай еймене каялла витнĕ чух Çтаппан алли тирпейлех пулаймарĕ иккен. Сардинпа кăлпасси ейме тулашне юлчĕç. Хайхи çав паха çимĕçсене туххăмрах шăна сырса илчĕ. Çтаппан ăна-кăна асăрхаймарĕ. Унăн куçĕ халь ĕнтĕ ывăлĕн пӳртне шалтан тишкере пуçларĕ. Пĕр тытăннă пулсан, тултан та, шалтан та тамлĕн тĕреслес...
Анчах пӳрте нихăш енчен те хурлама çук. Пурине каснă чухне шултра пĕренесене пуртăпа чутламан иккен, кашни пĕренерен пăчкăпа çурса курпăль кăларнă. Ăслă тунă. Пуртăпа чутласан — хăклă йывăç турпаса нумай каять, пăчкăпа çурсан — хăма мар пулин те, курпăль тухать. Кĕлетне шапах çав курпăльпе витнĕ пулас-ха. Тата капла пӳрт стени те тикĕсрех, мăк хушăкĕсем те хĕсĕкрех. Çтаппан кунта каллех «хăй аллине» сисет. Савăнать.
Пӳрт пысăкăшне пĕлес тесе, вăл урайне тăрăхла та, урлăлла та утăмпа виçсе пăхать. Аван, питĕ аван. Кунта чылай пысăк йышпа пурăнма май пур. Анчах темле кăшт анкарти пекрех-ха, пушăрах. Пӳлĕмсем тумалла.
Хулари майлă. Тĕпелте пĕр пӳлĕм, алăк патĕнче — тепĕр пӳлĕм. Малта, хайхи, вырăссенни пек, — зал.
Алăк патĕнче пулма пултарас пӳлĕм Çтаппана уйрăмах илĕртсе пăрахрĕ. Ара, ку питĕ ырă кĕтес. Кантăкĕ кăнтăр еннелле пăхать. Эх, унăн çакăн пек хӳтлĕх пулас пулсан!..
Картишнелле пăхакан икĕ чӳрече хушшинчи стена çумĕнче Çтаппан кĕнеке çӳлĕкне асăрхарĕ. Кăшт именерех те шикленерех вăл малтан пĕр кĕнекине, унтан тепĕрне тыта-тыта пăхрĕ. Кăкăр умĕнчи кĕсйинчен куçлăхне кăларчĕ. Халь ĕнтĕ кĕнеке хуплашкисем çине мĕн çырнине вулама пикенчĕ. Машинăсем çинчен, техника çинчен ытларах иккен. Апла, ывăл платник çулĕпе мар, машина çулĕпе кайнă мĕн-ха. Кĕнеке, кĕнеке, кĕнеке... Ха, эс ăна! Ăс пухать имĕш. «Кусене ик куçлăх тăхăнса вуласан та, ман пуçа пĕр пукки те кĕрес çук, — шухăшласа илет Çтаппан. — Халь вăхăчĕ çавнашкал çав, кĕнекесĕр çывăрма та выртмаççĕ».
Кĕнеке хуплашкисене уçа-уçа пăхнă май, Çтаппан куçĕ пĕр самаях хулăн кĕнеке çинче тăпах чарăнчĕ. Чим-ха, чим, ара, кунта вĕсен колхозĕ çинчен çырнăçке! Ӳкерчĕксем те пур. Çтаппан кĕнекене страница хыççăн страница уçма тытăнчĕ. Çуралнă çĕршыври пĕчĕкрен хăнăхнă кĕтессем, палланă çынсен сăнĕсем. Акă Кăтăш Микушки Ваççи. Каснă-лартнă — хăй, чăн-чăн чĕрĕ çын. Аяла уй-хир бригадин бригадирĕ Кадышев Василий Николаевич тесе çырнă. Ха-а, кунта Тимуш та пур тем, ара, Тимĕрĕн юратнă Тимуш куккăшĕ!.. Çтаппан ĕненмесĕр куçлăхне хывса пăхать, каллех тăхăнать. Çук, йăнăш мар, шăпах çавă. Строительсен бригадирĕ Тимаков Тимофей Иванович тесе çырнă.
Кĕçех Çтаппан куçĕ умне кĕнеке страницинчен Тимĕр сăнĕ те тухса тăчĕ. Çтаппан малтанах вăтаннă пек пулчĕ. Кĕнеке тытнă алли тăр та тăрах чĕтренчĕ. Анчах ку тăкăскă туйăм часах иртрĕ. Кĕнекерен Çтаппан çине темле хаяр çын мар, патвар кăна йĕкĕт çав тери лăпкăн вăхать. Йĕкĕтĕн пысăк куçĕсенче пысăк ăс пытанса тăни сисĕнет. Кăшт таврăнарах тăракан хулăк тути хĕррисем çинче ачанни пек ачаш çеç кулă паларать. Кăкăрĕ çинче унăн çурлапа мăлатуклă çаврака медаль пур — «Ĕçри хастарлăхшăн» пулас ку медалĕн ячĕ. Ӳкерчĕк айне «Колхоз механикĕ Плотников Владимир Степанович» тесе çырса хунă.
«Пăх та кур эс ăна, ман Тимĕре! Колхоз механикĕ!..
Ахальтен мар ăна Тимĕр ят панă çав, — хавасланса ӳкрĕ Çтаппан. — Сăнĕ те шалтах хамăн çамрăк чухнехи сăн. Хам юн, хам чун, хамăн ылтăн алă....»
Çтаппанăн сасартăк куçĕ шывланса килчĕ те, кĕнекери саспаллисем пĕр самант йăлтах тĕтре ăшне путрĕç. Вăл вара куçне йĕтĕн пир пиншакĕн çанни вĕçĕпех шăлса илчĕ.
Ывăлĕ çинчен кĕнекере питĕ мухтаса çырнă иккен. Çтаппан вулама тытăнчĕ:
«Çамрăк механикăн пултаруллă та çивĕч ăсĕ колхозниксен ĕçне çăмăллатмалли çĕнĕрен çĕнĕ майсем шухăшласа кăларать. Колхозра ĕнтĕ вăл хăй тĕллĕн тунă машинăсем те, ытти тĕрлĕ ĕç хатĕрĕсем те пур. Çапла, акă...»
Çак вăхăтра сасартăк урам енчен калинкке уçăлнă сасă илтĕнчĕ. Кĕçех Тимĕр курăнса кайрĕ. Çтаппан, хайхи темĕнле ырă мар вăрттăн ĕç тунă пек, ниçта кайса кĕрейми шикленсе ӳксе, аллинчи кĕнекене йăпăр-япăрах çӳлĕк çине хучĕ. Унтан, пуç тури кăларса, ахаль те яка çӳçне тирпейленçи туса тăчĕ, — яшлăхран юлнă йăли çавнашкал ĕнтĕ унăн...
Тимĕр пите васкаса кĕнипе ăна-кăна асăрхамарĕ. Вăл кепкине хывса çакрĕ те алă çума тухрĕ. Ашшĕ çав вăхăтра, ним пулман пекех, лăпланчĕ.
Ĕçрен самантлăха çеç чупса килнĕ Тимĕр çăвăнасса та вăр-вар çеç çăвăнса кĕчĕ. Ашшĕ алăк патĕнчи сак çинчен ывăлĕн кашни хусканăвне куç сиктермесĕр сăнаса ларать, ăна кĕнекери сăнӳкерчĕкпе танлаштарса пăхать. Тимĕр халь кĕнекеринчен чылай патвартарах. Анчах питне вăл лайăхах çăвайман пулас — шăлăннă май унăн алшăлли çинче лап та лап хура йĕрсем юлаççĕ. Хăй майка вĕççĕнех. Ӳчĕ çинче, чавси сыппи тĕлнерех, шестерня йĕрĕ, çуллă хура йĕр, картлăн-картлăн эрешленсе тăрать.
— Йĕтем çинче тырă сăвăракан машинăн электромоторĕ пăсăлнăччĕ, — терĕ Тимер, алшăллине пăтана çакса. — Унта чылай тытăнса тăмалла пулчĕ. Эс те апат çимен, тем?! Кил, лар.
— Эпĕ анчах тăтăм-ха, — тăсарах хуравларĕ ашшĕ, хăй, ывăл кăмăлĕшĕн тенĕ пек, малалла иртрĕ,
Сĕтел хушшинче вĕсен сăмах сыпăнсах каймарĕ. Çапах та ашшĕ çак пӳртре ĕнер каçранпа тем улшăннине сисрĕ. Ĕнер те вĕсем çак сĕтел хушшинчех, çак вырăнтах ларатчĕç-ха: пĕри — леш енче, тепри — ку енче.
Анчах ĕнер Çтаппана ывăлĕ йăлтах ют çын пек туйăнатчĕ, пăхасса та вăл темĕнле сиввĕн, вăхăт-вăхăт йĕрĕннĕн е курайманнăн пăхатчĕ. Кам пĕлет, каçхи çутă ултавлă. Тен Çтаппана çапла туйăннă çеç. Ютшăнасса ывăлĕ халь те ютшăнать-ха. Ара, пĕр-пĕрне нумайранпа курман та... Çапах та Тимĕр куçĕнче ĕнерхи сивĕ çук. Тен, каллех çапла туйăнать кăна?!
Ывăлĕ питĕ хăвăрт апатланчĕ те кайма пуçтарăнчĕ.
— Эпĕ Çинука каçалапа мунча хутма каларăм, — терĕ вăл. — Эс килтех пулатăн-тăр?!
— Ара, ман ĕнтĕ... — Çтаппан сăмах вĕçне чăмласа çăтрĕ те пачах кĕтмен çĕртен ыйтрĕ: — Ку пӳрте лартма, ывăлăм, сана пĕр-пĕр çын пулăшрĕ-и? Платник ĕçĕнче...
Ывăлĕ пӳрт ăшне вăр-вар пăхса çаврăнчĕ те:
Тимуш куккипе пĕрле ĕçлерĕмĕр, — терĕ.
Вăл урăх тытăнса тăмарĕ.
Çав кун Тимĕрсен килĕнче ытлашши нимĕнех те пулса иртмерĕ-ха. Киле пĕччен юлнă Çтаппан, хайхи леш кĕнекене тепĕр хут алла тытса, ывăлĕ çинчен мĕн каласа çырнине пĕтĕмпех вуласа тухрĕ. Унăн кăкăрĕнче сасартăк темĕнле пысăк чул, пăнтăхса-мăкланса ларнă чул, вырăнтан хускалнă пек пулчĕ. Пӳртре текех сывлама çук тăвăр пулса çитрĕ ăна.
Вăл картишне тухрĕ. Кĕнеке хыççăн унăн ĕнтĕ хăй ывăлне ĕçре, машинăсем патĕнче курас килет, — халех, çак самантрах. Анчах вăл халăх куçĕ умне тухма та именет. «Намăса тумлам юлмичченех çухатман-ха Платник Çтаппанĕ, — тет вăл. — Ырансене куç курĕ...»
Ним тума аптранă енне, вăл шăпăр шыраса тупать те картиш шăлма тытăнать. Ывăлĕпе кинĕ кунĕ-кунĕпе ĕçре, вĕсен килте пуçтаркалама вăхăчĕ те çук.
Унтан вăл крыльца карлăкĕ чалăшса кайнине асăрхать. Паçăр тухса çӳренĕ чухне ку япала куç тĕлне пулман иккен. Крыльцана чĕрĕ йывăçран тунă пулас, халь, авă, шултăрканă та — карлăк тытки картран вĕçерĕннĕ. Çтаппан ăна хăвăртрах майлаштарса юсарĕ.
Ĕçшĕн, куçа курăнмалăх ĕçшĕн тĕлкĕшсе çунма тытăнчĕ Платник Çтаппанĕн алли. Вунă-вунпилĕк çул каярах йывăр ыйхăпа çывăрса кайнă паттăр ăста сасартăк вăранчĕ тейĕн. Анчах шăмшакĕ питех вылянмасть-ха унăн, шăмă сыпписем çаплах ыратаççĕ-ха. Нумай çывăрнипе хытса ларнă пулас.
Каçалапа кинĕ, Çинук, ĕçрен маларах таврăнса, мунча хутса ячĕ.
Мунча пулса çитиччен Çтаппан пахчана тухрĕ те, унăн-кунăн пăхкаласа илсе, карта çумĕсенче ӳсекен вĕлтрене тăпăлтара пуçларĕ. Вĕлтрентен самай тĕреклĕ икĕ милĕк çыхрĕ. Тата эрĕм тупмалла. Ку ĕнтĕ хальхи вăхăтра чылаях йывăр ĕç. Çумкурăксен пурнăç хĕсĕнсех пырать. Эрĕм те çумкурăксен шутнех кĕчĕ-çке. Ăна халь пĕр хĕрхенмесĕр тăпăлтараççĕ. Юрать-ха, Тимĕрсен пахчи хыçĕ хирелле каякан çул патне тухать. Çул хĕрринче эрĕм тупăнчĕ хайхи. Чăн та, кăшт ватăларах панă — юрĕ ĕнтĕ.
...Платник Çтаппанĕ мунча епле кĕнине никам та калама пултараймасть. Унта вăл пĕр-икĕ сехет хушши пĕчченех аппаланнă. Хăй пуйăс çинче тĕл пулнă карчăк сĕннипе, тен, вăл мунчара урине чăнласах эрĕм шывĕ çине чиксе ларнă, тен, чăнласах вĕлтрен милĕкпе çапăннă, — пĕлме çук. Тепĕр тесен, ăна хăйĕн сывлăхне кура, вĕлтрен милĕк питех те сиплĕ пулма кирлĕ.
4
Иртнĕ каç ывăлĕ ыйхăсăр аптранăччĕ, кĕçĕр вара ашшĕ çывăраймарĕ. Çук, шăмă сыпписем сурнипе мар. Ĕнерхи мунча хыççăн шăмшакĕ лăштăрах çемçелчĕ-ха унăн. Сăлтавĕ — урăххи, — шухăш. Платник Çтаппанĕ, вырăн çинче аранăн çаврăнкаласа, хăйĕн пĕтĕм пурнăçне утăм хыççăн утăм аса илсе тухрĕ. Шухăш талккамăн пăтранса юхнă май, ун ăшĕнче темĕнле йывăр япала арман чулĕ пек çаврăнса тăчĕ.
«Айăпăм пысăк, — терĕ Çтаппан, каллех ĕнерхи шухăш патне пырса çитсе, анчах хальхинче вал ку шухăшран сехри хăпнă пек аяккалла сиксе ӳкмерĕ, унăн тупсăмне тупма тăрăшрĕ. — Çапла, айăпăм пысăк. Каçару ыйтма та тивĕçĕм çук. Сывă чухне кун çинчен аса та илмен, шухăшламан. Мĕн тăвас-ха ĕнтĕ, мĕн тăвас? Юлашки чун хавалне пухсан, тен, каллех ура çине тăрăп, çын шутне кĕрĕп?!. Тулă та кулачă пуличчен чулпа вут витĕр тухать, теççĕ. Ачам-пăчам каçаринччĕ...» Кунта вăл хăйĕн тахçанах маннă туррине те аса илмесĕр хăвармарĕ. Пуçа килсен — пушмак тесе ахаль каламан-тăр çав?!.
Тимĕр çывăрса тăнă çĕре ашшĕ ĕнтĕ ура çинчеччĕ. Тимĕр тĕлĕнчĕ.
— Эс ăçта капла ирех пуçтарăннă? — тесе ыйтрĕ вăл.
— Паян эпĕ санпа пĕрле пырасшăн... Чармастăн пулсан, — терĕ ашшĕ темĕнле çĕнĕ, самай хăюллăрах сасăпа. — Унта ĕнер сан кĕнекӳсене пăхкаласа лартăм... Каçар та-ха... Пĕрне вулама та хăйрăм. Лайăх çырса кăтартнă. Тухса курас килет.
— Курмалли нимех те çук-ха та, пырса курасах тетĕн пулсан, мĕншĕн чарас?!. Эпĕ халех пуçтарăнатăп.
Крыльца карлăкĕ урлă уртăнса, тулхăра-тулхăра шыва пĕрĕхтерсе пит-куçне çунă чухне Тимĕрĕн пуçĕнче пĕр самантрах тем тĕрлĕ шухăш та хыпăна-хыпăна илчĕ. «Ара, пырса куртăр, — терĕ Тимĕр темĕнле чурăсрах кăмăлпа. — Ан тив, хăй куçĕпе куртăр, вăл пире, йыт çурисене пăрахнă пек, чунсăррăн пăрахса хăварнă пулсан та, эпир пĕтмен. Пирĕншĕн тăван ялйыш тăван колхоз хамăр тăван аттерен те çывăхрах пулчĕç. Тăван власть, Совет влаçĕ, шкулта вĕрентсе ăс пачĕ, çын турĕ. Хăй вăл, чунсăр этем, тĕнчере манран икĕ хут нумайрах пурăннă пулин те, Совет влаçĕ мĕн иккенне чухласах çитереймест-ха. Вĕт-шакăр ачасене хăй пăхса ӳстерес вырăнне вăл ку йывăр ĕçе ялйыш çине, колхоз çине, власть çине йăвантарса хăварнă пулас. Ĕнтĕ кунта талăк пурăнчĕ, ытти ачисем çинчен, анне çинчен шăл шурри те уçса ыйтмасть...»
Тимĕр, хаяр шухăшсене сирсе яма тăрăшнă пек, шыва тата хытăрах тулхăрса пĕрхĕнтерет. Каç анчах мунча кĕнĕ пулин те, мăйне, кăкăрне сивĕ шывпа сăтăрать. Хĕвелпе пиçĕхнĕ ӳчĕ нăтăр та нăтăр çеç тăвать.
Тарăхнă шухăшсем майĕпен çапла сирĕлсе пычĕç. «Ан тив, куртăр, — терĕ вăл юлашкинчен питне çуса пĕтерсе. — Манăн ун умĕнче мухтанма сăлтавăм та пур. Акă кур: санăн аслă ывăлу, Тимĕр, санран вуникĕ çулта юлнăскер, эс пулăшмасăрах вăтам шкултан вĕренсе тухрĕ, ăсталăх туянчĕ, ахаль электромонтертан колхоз механикĕ пулса тăчĕ. Эс ун çинчен ĕнер кĕнекере вуланă иккен, паян эс ăна ĕçре кур. Анчах... анчах курма çеç килнĕ-ши эсĕ, Платник Çтаппанĕ? Тем, хăвна ытла та мĕскĕн тытатăн. Ытти çулсенче профсоюз путевкипе курортсене кайса çӳренĕ имĕш, Кавказ тăвĕсем хушшине — Цхалтубăна та çитнĕ... Кăçал, акă,тăван яла сакăр çул килсе курмасăр пурăннă хыççăн, «асаттесен çĕрĕ туртрĕ» пулать. Юрĕ-çке, юрĕ! Курас килетех пулсан, кăтартса çӳрĕп сана, экскурсант юлташ, тăван колхозăн аслă хуçалăхне, тăван уй-хире, тăван ывăлун ĕçне-хĕлне. Анчах ырă куçпах пăхăн-ши эсĕ е, пулă куçĕпе сиввĕн пăхса, пурне те тиркесе такма хăтланăн?!»
Шăпах çак шухăш тĕлĕнче Тимĕр хăйĕн сарлака питне килти пир алшăллипе лайăх сăтăрса типĕтсе çитерчĕ.
Ашшĕпе ывăлĕ килтен тухнă чухне хĕвел те тухса ĕлкĕрнĕччĕ ĕнтĕ. Авăн уйăхĕн пуçламăшĕнчи тĕлĕнмелле тӳлек ир. Таçта мотор кĕрлени е автомашина кăшкăртни илтĕнет пулин те, çĕр çинче канăçса выртакан ирхи аслă шăплăх самантлăха та пăсăлман пек туйăнать.
— Чим-ха, ывăлăм, — терĕ Çтаппан кил хапхи умĕнчен пĕр-икĕ утăм тусанах. — Тăван ялăм çине пăхса куçа кантарам.
Куç умне кĕтмен çĕртен тухса выртнă илем сасартăк тĕлĕнтерсе пăрахнипе Тимĕр хăй те, ашшĕ каламасăрах, чарăнса тăма хатĕрччĕ ĕнтĕ.
Вĕсен ялĕ Пăла шывĕ хĕрринелле вашăкланса анакан çӳллĕ мар сăртлăхра вырнаçнă. Тимĕрсен пӳрчĕ ларакан Çĕнĕ урам вара шăпах çав сăртлăхăн тӳрчĕпе тăсăлса иртет. Ку ĕнтĕ чи çӳллĕ вырăн. Кунтан ял та, ял çумĕпе авкаланса иртекен Пăла та ал тупанĕ çинчи пекех курăнать.
Çу иртсе пынă май, каçсерен питĕ вăйлă сывлăм ӳкет. Çĕнĕ урам йăлтах çеремлĕ те тип-тикĕс, урам икĕ енĕпе пĕлтĕрсенче çеç лартнă çап-çамрăк топольсем ӳсеççĕ. Çерем çинче те, топольсем çинче те сывлăм çуталать. Кунта кăна-и? Мерчен-ахах пек сывлăм Пăла хĕрринчи колхоз сачĕ çинче, калай витнĕ çуртсен çийĕсенче, улăхра — ăçта пăхнă унта — пур çĕрте те ирхи хĕвел хĕлхемĕпе çунса ялкăшать. Авкаланчăк Пăла вара, юрăра каларăш, «Пăла шывĕ — кĕмĕл шыв» тенĕ пек, таçтанах çуталса выртать.
Икĕ çын, ашшĕпе ывăлĕ, çак тĕлĕнтермĕш тĕнчене пĕр хушă ытараймиех киленсе пăхса тăчĕç. Икĕ çын… Иккĕшин те пĕвĕпе сăнĕсенче темĕнле пĕрпеклĕх пур. Кам та пулин аякран сăнаса тăрас пулсан каланă пулĕччĕ; акă икĕ юман, хулăнăшĕпе çӳллĕшĕ иккĕшин те пĕр евĕрлĕрех. Анчах тинкеререх пăхсан, асăрхĕччĕ: пĕрне ĕнтĕ шĕкĕ кишекле пуçланă, тымарĕсем те хытăрканă пулас, çĕртен çителĕклĕ сĕткен илеймест; тепри вара — нимĕнле çилтăвăл хуçайми пиçĕ юман, шĕкĕ таврашĕ те пырса çулăхман-ха ун çумне, тымарĕсем те парка, çĕртен вăл çăра та техĕмлĕ сĕткен илсе тăрать. Кусем — ашшĕпе ывăлĕ.
— Кайăпăр-и? — терĕ ывăлĕ.
— Япала-а-а, — сасартăк тĕлĕк курса вăраннă пек каласа хучĕ ашшĕ.
— Малтан эпир фермăна анăпăр, унта электричествăпа ĕне сунине курăн, — терĕ ывăлĕ. — Унтан ытти çĕре те çитĕпĕр.
Фермăсем патне Аслă урампа та, Кайри урампа та анма пулать. Пĕринпе — тӳрĕрех, тепринпе — кăшт таврарах. Тимĕр ăна-кăна шухăшласа тăмарĕ, Аслă урам еннелле уттара пачĕ. Анчах ашшĕ ăна чарчĕ:
— Кайри урампа каяр-ха, — терĕ. Тути хăйĕн, табак енчĕкĕн пĕрмечеллĕ ани пек, мĕскĕннĕн пăчăртанчĕ, сăнĕ сисĕнмеллех шуралчĕ.
Тимĕр турткалашса тăмарĕ. Кайри урампа пулсан. — Кайрипе пултăр. Малтанах вăл ку япалана ним шута та хумарĕ. Кăшт кайсан, сасартăк тавçăрса илчĕ. «Ара, ку Аслă урăмра анне куçĕ тĕлне пуласран шикленет-çке, — терĕ вăл куларах хăй ăшĕнче. — Эх, мĕскĕн, мĕскĕн!»
Вĕсем Кайри урампа утаççĕ. Ывăлĕ, таканлă аттипе сулмаклăн пусса, кăшт маларах пырать. Ашшĕ, ывăлĕнчен юлас мар тесе, йывăçран тунă пек кăнттам урисемпе çине тăрсах малалла тĕкĕлтеттерет. Ывăлĕ çине вăл, пуçне автанла чалăштаркаласа, тек-текех пăха-пăха илет. Килнĕ каçах ывăлĕн куçĕ хура пек курăнатчĕ, ĕнер ирхине — тĕксĕмрех кăвак, халĕ вара, хĕвел çутинче, — кăн-кăваках. Унăн куçĕнчен кăштах сивĕ çил те варкăшса тухнăн туйăнать. «Мăнаçлăхĕ пур-мĕн, — шухăшлать Çтаппан. — Хамăр та çамрăк чух куштанрахчĕ...»
Мĕн тăвăн-ха? Ĕмĕр иртсе пырать çав. Çтаппан хăйне халĕ улăп пек ывăлĕ çумĕнче тислĕк кăпшанки пысăкăш çеç курать. Нăрă, хурт...
Пăла леш енчи йĕтемре çĕрĕпех авăн çапнă. Унтан, авă, тиевлĕ грузовиксем килеççĕ. Вĕсем Аслă урампа ерипен уласа улăхаççĕ, — хыçалтан çăра тусан хӳри тăсăлса юлать. Кĕçĕх машинăсем Канаш çулĕ çине тухаççĕ, — колхоз патшалăха тырă хăвăртрах парса татма васкать.
Тимĕр чĕришĕн тăван колхозри кулленхи ĕç кĕвви, моторсен кĕрлевĕ ытла та кăмăллă. Ашшĕ вара йĕри-тавра шикленнĕрех те тĕлĕннĕрех куçпа пăхса пырать. Вăл колхозран кайнă чухне ялта машинăсем сахалччĕ, — тракторсем те комбайнсем... Халь акă харăсах темиçе грузовик кĕрлĕсе иртрĕ, çыннисем вара пăч-пач кăна курăнкалаççĕ, — тĕттĕмлех ĕçе кайнă пулас.
Кайри урам вĕçнерехре Çтаппан сылтăм енчи пӳрт çине сасартăк уйрăмах тĕллесе пăхрĕ. Утнă майăн вăл çав çурт çинчен куçне чылайччен вĕçертмерĕ. Ку пӳрте вăрçă пуçланиччен пĕр-икĕ çул малтан хăй лартса панă иккен. Çтаппанăн чĕри пĕр савăнса та пĕр ыратса кайрĕ. Вăл «хăй аллине» курчĕ-çке-ха. Анчах пӳрчĕ ытла та кивелсе тĕссĕрленнĕ. Пӳрт çамкинчи «чĕре паллин» шалалла авăнса кĕрекен шĕвĕр кĕтесĕ катăлса ӳкнĕ. Пӳрт тăрринчи «тимĕр автан», тутăхса пĕтсе, хуçăлса аннă,— татăлса çеç ӳкеймен. Çил чухне мĕскĕннĕн чĕриклетсе нăйкăшать пулмалла...
Çапла пуçне чалăштарса пăхса пынă май, Çтаппан кĕçех такăнса ӳкетчĕ. Ывăлĕ, ăна-кăна чухлаймасăр, ун çине хальхинче чăннипех хĕрхенсе пăхса илчĕ. «Мăнтаррăн, ват лаша пек такăнать...» — терĕ вăл хăй ăшĕнче.
Ферма çурчĕсем аякран хăйне евĕр хула пек е, тĕрĕсрех каласан, пĕр-пĕр завод пек курăнса лараççĕ. Çтаппан астăвать: вунă-вунпилĕк çул каярах йывăç çуртсем ытларахчĕ, вĕсене тата пурне те пекех улăм витнĕччĕ. Халĕ тимĕр те шифер витнĕ шап-шурă чул çуртсем е хĕрлĕ кирпĕч юпаллă витесем пĕтĕм «ферма хулине» сумлă сăн парса тăраççĕ.
Вĕсем ĕне фермине пырса кĕнĕ чухне хĕрсем шăпах хăйсен Паланккисемпе Маланьккисене сума хатĕрленет-чĕç. Пăши пек тĕреклĕ ĕнесем, мăнаçлăн мăшлатса та хаваслăн хашлатса, сĕтеклĕ ем-ешĕл люцернăна çăвар туллин пĕтĕретчĕç.
Миша Шебеньков, Тимĕрĕн чи çывăх пулăшаканĕ, вакуум-аппарат патĕнче тем тăрмашатчĕ. Миша Шебеньков... ялта ăна никам та кун пек чĕнмест-ха. Ĕне сăвакан хĕрсем ăна Михал Иванчă теççĕ. Тимĕршĕн вăл — Мишша çеç. Ялта вара ăна пурте Шĕпĕн Мишши тесе чĕнеççĕ. Унăн таврари ялсенчи чапĕ те çав ятпах çӳрет. Авалтан килекен вĕтĕ йышши йăх... Ку ята вĕсен ăраттинче чăн малтан кам илнине никам та астумасть. Шĕпĕн, Шĕпĕн... Пырать те пырать çапла йăхран йăха, ламран лама. Анчах Мишша кӳренмест. Хăй вăл шĕпĕн пекех пĕчĕкçĕ мар, вăтам пӳллĕ йĕкĕт. Пуçĕ вара... Пĕр сăмахпа, вăл — Тимĕрĕн сылтăм алли. Утасси те, калаçасси те, ĕçлесси те унăн йăлтах Тимĕр майлăрах пулса пырать. Хĕрсем куçăнах унран «Тимĕр мелки» тесе тăрăхлаççĕ. Мишша куншăн та çилленмест.
— Ырă кун пултăр! — терĕ Тимĕр фермăна кĕнĕ-кĕменех.
— Çапла пултăр! — яланхи пекех харăссăн сасă пачĕç фермăрисем. Кунта Мишшан тенорĕ (колхоз хорĕнчи чи вăйлă тенор) уйрăмах витĕмлĕн янăраса кайрĕ.
Ирхи саламсем хыççăн ытти чухне çамрăксем хушшинче шӳтле ытарлă калаçу пуçланаканччĕ. Кам мĕнле тĕлĕк курнă, кам кама тĕлленнĕ е ытти çавнашкал сăмах-юмах.
Паян апла пулмарĕ. Хĕрсем сасартăк шăпăртах шăпланчĕç, пĕр-пĕринпе тем пăшăлтаткаласа илчĕç, унтан пурте Ульхери инке тавра пухăнса тăчĕç. Лешĕ кунта çулĕпе чи аслăраххи. Ыттисем, тинтерех çитĕннĕ çамрăк хĕрсем, Тимĕр ашшĕне палламаççĕ иккен, илтме ун çинчен, паллах, илтнĕ. Ульхери инке халь, акă, вĕсене Тимĕрпе пĕрле кам килнине вăрттăн систерче те, вĕсем вара çак «хăнаран» тата хытăрах ютшăнса ӳкрĕç.
Мишша та, Тимĕре аяккарах чĕнсе илсе:
— Ку кăркка ăçтан килнĕ? — тесе ыйтрĕ.
Ытла та çамрăк-ха çак Мишша. Кăçал çуркунне çеç вăтам шкул пĕтерчĕ. Вăл Тимĕре турă вырăннех хурать тесен те йăнăш пулмĕччĕ, анчах Мишша турă мĕн иккенне те лайăххăн пĕлмест. Шкулта вĕреннĕ чухне, уроксем хыççăн, вăл килне те каймастчĕ, сумкипех Тимĕр патне электростанцине чупса пыратчĕ. Мишша Тимĕре чунне панă. Мĕн калас-ха ăна? Çак таса чĕреллĕ йĕкĕте суйма та аван мар. Акă халĕ те вăл хăйĕн пĕчĕкçĕ хуп-хура куçĕпе, кун пеккине пăшатан куç, теççĕ, — Тимĕре шăтарас пек тинкерсе тĕпчет: «Ку кăркка ăçтан килнĕ?»
Çук, Тимĕрĕн «ку — ман атте» тесе те калас килмест. Ним калама аптранă енне, вăл вара Мишшана чеен куç хĕсрĕ те:
— Ан шавла, ку çын пирĕн пата экскурсине килнĕ, — терĕ. — Атя, кăтартса çӳре хăвăн механизацине.
Платник Çтаппанне ĕмĕрте куçран курман Мишшан ăна-кăна ăçтан чухласа илес-ха?
— Халех, — терĕ вăл Тимĕр хушнине хирĕç. — Эсир, экскурсант юлташ, кунтарах килĕр-ха. Çакна акă вакуум-аппарат теççĕ. Урăхла каласан, сывлăш насусĕ. — Мишша кăшт сывлăш çавăрчĕ те витĕмлĕ сасăпа кăшкăрчĕ: — Хĕрсем, эсир хатĕр-и? Вакуум-аппарата хута яратăп.
Кунта мĕн пулса иртнине Платник Çтаппанĕ тӳрех, пĕтĕмпех тавçăрса илчĕ. Хĕрсем Ульхерипе мĕн пăшăлтатни те, Тимĕр хăйен тусне Мишшана мĕн калани те уншăн йăлтах паллă. Хăй кунта килнишĕн халь вăл ӳкĕнмеллипех ӳкĕнет. Май пулсан, пĕр сăмахсăрах тухса тарĕччĕ вăл фермăран та, ялтан та, — каялла та çаврăнса пахмĕччĕ. Çурăмĕ тăрăх унăн пăчăртатса тар юхать. Йĕтĕн пир пиншакĕ те, авă, хул лапаткисем хушшинче лаплăн-лаппăн йĕпеннĕ. Шĕпĕн Мишши малалла тем ăнлантарать, анчах унăн пĕр сăмахĕ те Çтаппан хăлхине кĕмест.
— Электричествăпа ĕне сумалли аппарата колхоз хăвăртах вырнаçтарса лартаймарĕ, — малалла янкăштарать Мишша. —Темиçе çул вăл кĕлетре йăваланса выртрĕ. РТСран... э-э, ун чухне МТС пулнă-ха... Çапла, МТСран килнисем те лартайман. Вара пирĕн колхоз механикĕ Владимир Степ...
Анчах Тимĕр ăна малалла калама памарĕ. Мишшана хулĕнчен чĕпĕтрĕ те, лешĕ шăпăртах пулчĕ. — Малалла кайăпăр,— терĕ çеç.
Тимĕр хăй тусне ахальтен чĕпĕтмерĕ. Мĕне кирлĕ ун çинчен каласа кăтартни? Ашшĕ хăй ывăлĕ пирки мĕн çырнине кĕнекере вуланă. Ăна кăтартса çӳремелле çеç. Ан тив, куртăр!
Çапах та... Çапах та Тимĕр çак аппаратсене лартнă чухне мĕн тери асап курнине нимĕнле кĕнекере те тупса вулаймăн. Çавăн çинчен унăн чи çывăх тусĕ Мишша та каласа кăтартаймасть. Юнашар тăракан йетĕн пир пиншаклă çын уншăн чăннипех юратнă ашшĕ пулнă пулсан, Тимĕр ăна савăнсах каласа кăтартĕччĕ.
Çапла, тĕрĕс калать Мишша: электричествăла ĕне сумалли аппаратсене колхоз тахçанах илсе килнĕччĕ, вĕсем темиçе çул складра тусанланса-тутăхса выртрĕç. Ун чухнехи МТСран килекен механиксем вĕсене ниепле те ĕçе яраймарĕç, темле пайсем çитмеççĕ тесе, акт çырса хăварчĕç.
Мĕн тумалла? Тимĕре çак ыйту пĕр канăç та памасть. Ыйхине пачах çухатать вăл. Май килнĕ таран кирлĕ кĕнекесем пухать. Хĕлĕпе вулать. Склада кайса, унта йăваланса выртакан аппаратсене нумай хутчен чертежсем тăрăх салатса пуçтарать. Шартлама сивĕре ĕçлесе, пӳрнисене тăм илтерет. Юлашкинчен, çуркуннепе завода çыру çырса ярать. Колхоза ярса панă аппарат комплектлă аппарат пулман иккен.
Халь, авă, шăппăн та пĕр тикĕссĕн ĕçлет. Ĕнисем те лăпкă тăраççĕ. Мишша ку вăхăтра автопоилка çинчен ăнлантарать:
— Ĕçес килсенех, ĕне тутипе ак çапла кăшт çеç пусать те, шыв чăртах юхса тухать. Юмахри пек. Халĕ, экскурсант юлташ, пирĕн кормоцеха кĕрсе пăхăпăр.
Кормоцех тени вара Çтаппана тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтерчĕ. Ырлăха тата, кунта, Мишшапа Тимĕрсĕр пуçне, ăна аякран сиввĕн сăнаса тăракан ют куçсем пулмарĕç. Цехĕнче хăйенче темиçе тĕрлĕ агрегат лартнă. Чăн варринче выльăх апачĕ хатĕрлемелли комбайн. Чăн-чăн фабрика. Кормоцех çумнех тимĕр бетонран икĕ хутлă склад туса лартнă: çӳлти хучĕ — тĕштырă усрамалли, аялти хутне çĕрулми е чĕкĕнтĕр тултараççĕ. Складран кухньăна моторпа ĕçлекен элеваторла транспортерсем шуса тăраççĕ. Тырă миххине е çĕрулми карçинккине алă вĕççĕн мекĕрленсе йăтасси çук. Мĕн кирлине складран кромоцеха транспортер хăех турттарать.
Пушă транспортерсем хытă шалтăртатнипе Çтаппан Шĕпĕн Мишши сăмахĕсене сахал илтсе юлчĕ. Унăн пуçĕ те анраса кайрĕ. Çапах та вăл хĕпĕртерĕ. Ывăлĕ тунă тĕлĕнтермĕшсене хăй куçĕпе курчĕ-çке-ха.
Ферма хыççăн ашшĕпе ывăлĕ йĕтем çинче пулчĕç. Çтаппана кунта пуринчен ытла улăм ури купаламалли машина кăмăла кайрĕ. Пăхма нимех те мар: тимĕр пусма, ун çийĕпе хăма татăкĕсем çапнă брезент тăрăхĕ шăвать. Аялта улăмне хурса тăраççĕ, çӳлте йышăнаççĕ. Пĕтĕм ĕç шыв пек юхать. Ку япалана та ывăлĕ шухăшласа кăларнă. Этемшĕн пысăк пархатар. Платник Çтаппанĕ хăй ĕмĕрĕнче пайтах улăм ури туса курнă. Виçĕ юплĕ сенĕке кун каçа вылятан-вылятан та, çĕрле шăмшакку, шуйттан тимĕр тылăпа лăсканă пек, сурса выртать. Халь, пăхăр-ха, ача вăййи выляççĕ тейĕн.
Анчах йĕтем çинче пĕр ырă мар япала пулса иртрĕ. Электромоторпа ĕçлекен сортировка айĕнчен тырă тӳрех грузовик çине юхса тăнине çитсе курма шутланăччĕ кăна, таçтан пĕр карчăк сиксе тухрĕ те тӳрех Çтаппан умне йăкăртатса пычĕ.
— Хе-е, пуçлăхсем килнĕ, тем, — йăнкăртаттарса илчĕ вăл сассине.
— Пуçлăхсем мар-ха, хамăр ялсемех, Катруç аппа, — шӳт тума хăтланчĕ Çтаппан, карчăка çийĕнчех палласа илсе.
— Э-э, ари, ку таркăн Çтаппан пулчĕ-çке, — ним вăтанма пĕлмесĕр лаплаттарса хучĕ Катруç аппа. — Эп пĕр-пĕр пуçлăх тесе. Ари, халь пурте яка тумланса çӳреççĕ мар-и? Ари, ари...
Çтаппаншăн ашăпатман пĕк туйăннă карчăк çер айĕнчен сиксе тухрĕ те çĕр айнех кĕрсе çухалчĕ. Унтан та кунтан ихиклетнĕ сасăсем илтĕнкелереç. Çтаппан куçне урăх нимĕн те курăнмарĕ — пĕтĕмпех тĕтре ăшне путнă пек пулчĕ.
Пăла хĕрринчи колхоз сад пахчине çитсен тин вăл хăй ăçтине тавçăрса илчĕ. Кунта вĕсем утара кĕрсе курчĕç. Шăпах пыл илнĕ вăхăт. Танле мучи Çтаппанпа Тимĕре çĕнĕ пылпа та хăналарĕ. Анчах халап-юмах уçăлсах каймарĕ. Танле мучин вăхăчĕ те çукрахчĕ ĕнтĕ.
Хĕвел анас умĕн Тимĕр ашшĕне каллех Пăла хĕррине çумăр çутаракан машинăна кăтартма илсе анчĕ.
Колхоз пахчи Пăла хĕррине таçта çитиех тăсăлса каять. Кунта купăста пуçĕсем чăмăртаннă ĕнтĕ, помидорсем хĕрелме тытăннă, аякранах хăяр шăрши кĕрет.
Пахчара пурĕ те икĕ хĕр кăна. Çумăр çутаракан машинăпа ĕçлеме урăх никам та кирлĕ мар. Пĕр вырăнта çумăр çутартăн — агрегата тепĕр вырăна куçарма пулать. Пăлара шыв çителĕклĕ. Электромотор тĕрес те шанчăклă ĕçлет.
Хальхинче çак тĕлĕнтермĕш машинăна Тимĕр хăй ĕçе ячĕ. Вĕтĕ алăсем витĕр тухнă пек пур еннелле те пĕрхĕнсе тăракан шыв анас хĕвел çутинче симĕсĕн-кăвакăн ялкăшма тытăнать. Кĕçех чăн-чăн çумăр чухнехи майлах сывлăшра асамат кĕперĕ курăнса каять. Пĕр вĕçĕпе вăл — Пăлана, тепĕр вĕçĕпе хĕреле пуçланă помидорсем çине тĕренет.
Шалтах тĕлĕннĕ Çтаппан шурăхса кушăрханă тутипе тем пăшăлтатать, хăйĕн сылтăм алли, виçĕ пӳрнине пĕрле пăчăртаса тытса, халь-халех çамки патне çĕкленет тейĕн. Çак асамат кĕперĕнче вăл хăй валли самантлăха та пулин темĕнле шанчăк курать.
Ывăлĕпе ашшĕ пахчаран килнелле кайма тухичченех пĕр-пĕрне сăмах чĕнмерĕç. Пахча алăкĕнче тин ашшĕ çумăр çутаракан машина еннелле пуçне сĕлтрĕ те:
— Çаксене, ывăлăм, йăлтах эс тунă-и? — тесе ыйтрĕ. Çук, — терĕ ывăлĕ лăпкăн, — пĕччен мар, Шĕпĕн Мишшипе пĕрле. Ялта пирĕнсĕр те механизаторсем нумай — трактористсем, шоферсем, электромонтерсем. Халăхпа пĕрле.
5
Пурăнать çапла Платник Çтаппанĕ хăй ывăлĕ патĕнче, унта-кунта тухкаласа çӳрет, никампа та хутшăнсах каймасть, ытлашши сăмах-юмах вакламасть. Ывăлĕпе кинĕ ĕçре чухне картишĕнче кăштăртаткалать; пысăк пăчка пĕччен сĕтĕрсех вутă татать, çурать, питĕ тирпейлĕн шаршанласа хурать; килти пахчара пиçнĕ помидорсемпе пулнă хăярсене татса пуçтарать.
Пĕр сăмахпа, шанчăклă кил хуралçи. Анчах ял çыннисем мар, ывăлĕ те лайăххăн пĕлеймест: мĕн шутпа килнĕ вăл яла, нумайлăха килнĕ-и, хăй каларăш, чăнласах «асаттесен çĕрĕ туртнипе» килнĕ-ши е пĕр-пĕр тĕксĕм ĕмĕт пур унăн?
Хăй килнĕренпе вăл «тĕп киле» кайса курман-ха, унта кайса пăхма туртăнни те сисĕнмест; унта-кунта тухса çӳренĕ чух та «тĕп кил» ларакан Аслă урампа пачах иртмест, Кайри е Малти урампа çул тытать. Тимĕр амăшĕ, ялти пек каласан, Елина аппа, тахçан хăй упăшки пулнă çын яла килни çинчен пĕлет, анчах вăл та унпала тĕл пуласшăнах çунмасть иккен. Ялти инкесем кун пирки ыйтсан, Елина аппа çапла çеç каласа татнă пулать:
— Кирлĕ мар мана тĕнче каскăнĕ! Ăçтан килнĕ — çавăнтах кайтăр!.. Таси паха!
Килте ашшĕпе ывăлĕ пĕр-пĕринчен çаплах ютшăнаççĕ. Çтаппан Тимĕре час-часах ывăлăм тесе чĕнет пулин те, Тимĕр ăна ниепле те атте тесе чĕнеймест. Пултараймасть вăл ун пек чĕнме, хăйĕнчен, хăйĕн шалти кăмăлĕнчен иртеймест. Çинук та «хăна» умĕнче çаплах темрен шикленнĕ пек çӳрет. Тимĕр ывăлĕ Линит вара тӳрех амăшĕ хыçне пытанать. Алăри пĕчĕкçĕ Елинкка ăна-кăна нимĕн те ăнланаймасть-ха... Вăл пурне те çурхи хĕвел пекех йăл та йăл кула-кула кăтартать.
Пĕринче çумăрлă кун пулчĕ. Тимĕрĕн пĕчĕк килйышĕ килтех шăкăлтатса ларатчĕ. «Хăна» çеç çукчĕ, — пĕр калаçса татăлмасăрах, Тимĕрпе Çинук Çтаппана çапла чĕнетчĕç е хушăран «лешĕ» текелетчĕç.
Унччен те пулмарĕ — калинкке сасси илтĕнчĕ. Тимĕр кантăкран пырса пăхрĕ. Мĕн япала ку? «Лешĕ» урай мунчали пек йĕп-йĕпе те тăр-пылчăк кĕрет. Тимĕр чĕри, тем ырă мара сиссе, кăртах турĕ. Кĕçех пӳрте «хăй» кĕрсе тăчĕ. Вăл ӳсĕр иккен. Ним пĕлмиех мар, анчах ытлашшипех.
Çинук хăйĕн ачисемпе тĕпел кукринелле пăрăнчĕ. Тимĕр алăк патнелле пычĕ те «лешĕн» йĕпеннĕ карттусне хывма пулăшса:
— Сана мĕн пулчĕ капла? — тесе ыйтрĕ.
Тимуш кукку патĕнче пултăм, — терĕ «лешĕ» пăшăлтатса. — Конешнă, кăштах хăналарĕç. Эс, конешнă, мана ятлама пултаратăн.
— Ятласси-мĕнĕ... Эс питĕ йĕпенсе пĕтнĕ-ха. Пиншакна хыв, пушмакна хыв. Ак сана ăшă кĕпе паратăп, уруна кăçатă тăхăн. Ревматизм тетĕн ху... Кун пек йĕпенме юрать-и вара?
Ывăлĕ çапла тимлени ӳсĕр çыннăн ахаль те çемçелнĕ чĕрине тата ытларах хускатрĕ пулас. Вăл çавăнтах ывăлне ыталаса илме тăчĕ.
— Эх, ывăлăм, нимĕн те пĕлместĕн-ха эсĕ... Тимĕр ăна картиш енчи сак çине, сĕтел çывăхнерех, илсе пырса лартрĕ. Хăй, яланхи пекех, сĕтел патне тепĕр енчен ларчĕ. Пӳртре мĕн пулса иртнине Çинук ачисемпе тĕпелтен ним шарламасăр сăнаса тăрать.
— Вăт, ывăлăм, — терĕ «лешĕ», кăшт ларсан, сасси хăйĕн тăп-тăр урăлла илтĕнчĕ, — паян юриех сыпрăм — хăюллăрах пулма. Пĕлетĕн-и?
— Халлĕхе ним те пĕлместĕп-ха, — тем усала сиснĕн çӳçенсе илчĕ Тимĕр.
— Эпĕ нимĕнле отпуска та килмен, — кашни сăмаха уйрăммăн сăрхăнтарса калама тытăнчĕ Çтанпан. — Эпĕ — килсĕр йытă...
— Тултармăш йăлăхтарчĕ апла? —чунтанах йĕрĕнсе ыйтрĕ Тимĕр.
Çтаппан пуçне кăртах çĕклерĕ.
— Мĕнле тултармăш?
— Эп унта пырса курнăччĕ пĕрре...
Çтаппан тӳрех ăнланчĕ.
— Шуйттан тултармăшĕ! — терĕ вăл хаяррăн пăшăлтатса тухакан сасăпа. — Амашка хĕрарăм. Пĕтерчĕ вăл мана, тĕп турĕ. Пилĕк уйăх пульницара выртнă хыççăн мана инвалид шутне кĕртрĕç. Таврăнтăм та хайхи, лешĕ кăшкăрать: «Кирлĕ мар мана чăлах! Сана пенси те тухмасть! Тасал ман патăмран! Çухал!» — тет. Ăçта каяс-ха манăн?..
Кунта ывăлĕ сăмах хушмасăр тӳсеймерĕ.
— Камччĕ-ха вăл «Тимĕр кăвак лаша кӳлер-и, хӳрине çавăрса тӳлер-и» тесе юрлаканни? — пат тӳррĕн ыйтрĕ Тимĕр. — Эсĕ марччĕ-и вăл «икĕ арăм» юррине юрлаканни? «Пĕрне вырăн сартарăп, тепĕрне ура салттарăп...» Кам юрри çакă?
Çтаппан, шанса кайнă хĕвелçаврăнăш пек, пуçне усать.
— Айăплă, ывăлăм, айăплă, — тет вăл, кăшт çеç илтĕнмелле пăшăлтатса. — Яла килсен сывалмăп-и, терĕм. Тăван çĕр, тăван сывлăш... Пĕркун, авă, мунча кĕтĕм те, шăмшак лăштăрах çемçелчĕ. Пыл хурчĕсене сăхтарсан сиплĕ теççĕ. Утара çӳреме тытăнтăм — усси пулмарĕ. Танле пичче йĕкĕлтесе кулать: —Тем, Çтаппан шăллăм, сан çине пыл хурчĕсем ларасшăнах мар, — тет. — Пыл хурчĕ вăл чечеке юратать çав, шăна вара çĕршĕннĕ япала çине ларать, — тет. Ман çине пыл хурчĕ те лармасть. Çĕршĕннĕ иккен. Шăна кулли пултăм.
— Шăна кулли мар, ял кулли, тĕнче кулли! — терĕ ывăлĕ çирĕппĕн. — Эсĕ пире, вĕт-шакăра, тăлăха пăрахса хăвартăн. Тартăн. Сан пек хăтланас пулсан, манăн халь сана çанăран тытмалла та урама илсе тухса çул кăтартса çеç ямалла. Тăватă еннелле те çул такăр — атя, тух та уттар, темелле. Анчах эпир сан пек чунсăр этем пуласшăн мар.
Çтаппан сасартăк сиксе тăчĕ те, ывăлĕ умне пырса, чĕркуçленсе ларчĕ, ывăлĕн аллине чуптума хăтланчĕ.
— Каçар, ывăлăм, каçар! —антăхса кайсах тархаслама тытăнчĕ вăл. — Каçармасан — çакăнтах çапса пăрах. Вĕлер мана!.. Пуçăм пĕттĕр пĕрех хут!
Тимĕр ура çине тăчĕ. Тĕпелтен ача хăраса макăрнă сасă илтĕнсе кайрĕ. Çинук аллинчи ачипех упăшки патне чупса пычĕ.
— Тимĕр, Тимĕр, ачасене ан хăратăр, — терĕ вăл кĕç-вĕç йĕрсе ярас пек сасăпа.
Тимĕрĕн сăнĕ кĕл пекех шуралса кайрĕ. Анчах вăл хăйне çирĕп тытать.
— Лăплан, атте, — терĕ вăл, çак сăмаха юлашки вун-виçĕ çул хушшинче малтанхи хут асăнса. — Лăплан, эс халь хĕрĕнкĕрех. Ыран ирхине сăмахлăпăр, ирхине...