Килетĕп эп тăван яла,
Çиçсе выртать каçхи тĕнче.
Клуб çийĕн вĕлкĕшет ялав,
Пас укаланнă ун çинче.
Таçта янратрĕç таврана:
«Ай-хай, ачамăр та маттур...»
Кĕрте касса вĕçет çуна,
Пĕркенчĕк пек çĕкленчĕ юр.
Кĕрӳ таяннă кин çумне...
Чăкăртатса çеç юлчĕ сас.
Çĕн çын! Вăл хăйĕн тантăшне
Асăрхамарĕ те пулас.
Киле çитсен каллех аннем
Кăшт кин пирки сăмах хушать...
Çаплах янах хуралнăçем
Чĕре тени ăшшах туртать.