- Атя-ха пахчана тухса кĕретпĕр.
- Мансăр тухаймастăн-им?
- Тĕттĕм-çке унта, шикленетĕп.
- Пĕчченех тух, пĕр передача курасшăн-ха эпĕ. Кĕç-вĕç пуçланмалла. «Голые и смешные» ятлă.
- Эпĕ сана утă çулма чĕнместĕп-çке. Атя ĕнтĕ.
- Юрĕ эппин. Анчах асту, кайран типĕ утă çине кайса килетпĕр. Килĕшетĕн-и? Мĕншĕн чĕнместĕн? Эй!
- Ăнланмарăм, мĕншĕн утă çинче? Мĕншĕн вырăн çинче мар?
- Унта илĕртӳллĕрех, романтикăллăрах. Шăпчăк юрри илтĕнет.
- Кунта мĕнрен начар?
- Унта ырă шăршă сăмсана кăтăклать. Вырăн çинче йăлăхтарчĕ.
- Ан сӳпĕлтет!
- Апла пĕчченех тух.
- Ну, юрĕ. Килĕшетĕп. Çавах та кала-ха, мĕншĕн утă çинче?
- Мĕнле калас... унта, ну, эппин, ют хĕрарăм патне кайнăн туйăнать. Çав енчен аван.
- А-а-а! Эс çапла-и-и? Путсĕр-ĕр-ĕр!
- Хура-ах, арăм вĕлерет!
- Кăтартăп сана ют арăм!
- Ĕмĕрне пĕрре ырă япала сĕнтĕм. Итту усă курма пĕлмерĕн. Тăмпуç! Тьху!
- Тăхта! Ăçта тухатăн мансăр?
- Мĕн мĕшĕлтететĕн?
- Духи сапăнам-ха. Сăмсуна кăтăклантартăр...