(Юлташ вулаттарнă çыру)
Тем те пулĕ кайран. Пулĕ уйрăмлăх, пĕрлĕх,
Ĕç, çемье, кил ăшши... Пур пĕр ман пурнăçра
Çутă вăрттăнлăх пулнă хĕрарăмлăх, хĕрлĕх
Уçăлми тупсăм евĕр упранĕ санра.
. . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . .
Ик эрне килĕмре пурăнатăп чиперрĕн,
Ик эрне куçма-куç кураймарăм сана.
Çынсенчен сан пирки эп ыйтса пĕлеймерĕм, —
Сан ятна асăнсан шӳт сăмах пуçланать.
Ăнлансам эс мана: саншăн эп вăтанмастăп,
Хăрамастăп манран куç хĕссе куласран, —
Ниепле те йышра лăпланса лараймастăп
Сан пирки: «Вăл хĕр пуçăн...» тесе хускатсан...
. . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . .
Астăватăн-и эс (ун чухне эп ачаччĕ):
Инçетри улăха тухса кайрĕç хĕрсем.
Йĕпе атă çине сарă вăрă сапатчĕç
Кустăрма хушшипе явăнан курăксем...
Юлашки вут çути сан çинче ялтăрарĕ, —
Иккĕн кайрăр эсир... Сӳнсе ларчĕ вучах.
Юнашар прачакра сан юрру янăрарĕ, —
Калаçмарăр эсир — эп лăплантăм кăштах.
Эп вăрантăм ирех. Хыр тăрри хĕрелетчĕ...
Çывăхрах, ĕшнере, чӳхенетчĕ çĕн кун.
Турта пуçĕ çинче çилпеле чӳхенетчĕ
Йĕпе çĕмĕрт лексе сенкерленнĕ саппун.
Эс, паллах, юнашар, — эп пăхмасăр чухларăм,
Сулхăнра эс тăран — витĕр-витĕр сенкер...
Çакăн евĕр сăн курнă пуль Атăл тутарĕ,
«Уйăх хĕрĕ» ята чи малтан тупнăскер...
. . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . .
Темшĕн айăплă пек —
сукмаксем пĕр килсен те
Халь иртен инçетрен эс, иртен пуç чиксе.
Куçма-куçăн юлсан — ачапча куçĕсем пек
Вăтантарĕç пире çĕрулми çеçкисем.
Мĕншĕн айăплă эс? — Туй пирки шутламан эс,
Пĕр сăмах каличчен малтан çиччĕ виçмен.
Ма хăвна упраман, ма унран сыхланман эс?..
«Ку мана илмесен урăх тупăп» темен.
Юлашки хут — итле! — автансем авăтаççĕ
Хĕвеле хирĕçле храхуран çаврăнса.
Туйăнать хăш чухне — тен, пире йыхăраççĕ:
«Çула тухăр пĕрле алла-ал тытăнса!..»
. . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . .
Чĕлтĕрти кĕрен кĕл пек Хур кайăкăн Çулĕ
Чӳхенет, чĕтренет лăпкă ял çийĕпе...
Тен, ачу ыйхинче аллине кăнтать пулĕ,
Кăкăрна ăшăтать пуль вĕри тутипе.
. . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . .
Тем те пулĕ кайран, пурнăç улшăнĕ тĕрлĕ,
Çакăнта çырни çеç курнас çук урăхла.
Эп ун чух кăшт ăнкарнă хĕрарăмлăх, хĕрлĕх
Юлĕ çавăн пекех, — тупсăмне уçмасла...