Асран кайми Пракуш пиччеçĕм...
Те ватлăха вăл туйнăран,
Ларас килместчĕ пуль пĕчченçĕ,
Йышпа пуласшăнччĕ ялан.
Этемĕ чунĕпе çĕнехчĕ.
Пырса тăратчĕ те хуллен,
Сăмах тупма табак сĕнетчĕ
Е ал тытатчĕ йĕркерен.
Яшсем хăйне пулнишĕн хапăл
Вăраххăн пуç тайса пĕр си
(Ăçтан пĕлсех ку сăмаха вăл?)
Калатчĕ ал тытса: «Мерси».
Вăл, виçĕ вăрçă ветеранĕ,
Хăйне тытатчĕ салтакла.
Çӳретчĕ, пĕр хăнăхнăран-и,
Тин çеç ят тухнă пек шакла.
Кун пултăр — çăкăрĕ пулать-ха,
Ыраншăн вăл пĕлмен хытма.
Çапах упратчĕ плащ-палатка
Вилсессĕн чĕркенсе выртма.
Хăна чĕнмешкĕн юрататчĕ,
Ĕçне те пĕлнĕ вăхăтра.
Ял хушшинче ун пурччĕ ячĕ,
Хисеп те пурччĕ халăхра.
Ĕмĕрĕнче çын асăнмалăх
Нихçан та пуçлăх-мĕн пулман.
Çапах кулянчĕ пĕтĕм халăх,
Вăл сарăмсар вилсе кайсан.
Пракуш пиччем,
Выртса йĕрес-и?
Çунтармăш ĕмĕт ман пĕрре —
Ял умĕнче ята çĕртмесĕр
Сан пек пурнасчĕ ĕмĕре.