— Çапла та, капла... Кампани пуçланчĕ. Кашнин ытлашши тырра патшалăх аллине памалла, — терĕ ял Совет председателĕ тĕксĕм хурал пӳртне пухăннă халăха.
— Кăçал ăçтан ытлашши тырă пултăр?! — хирĕç тавăрчĕ Кутăн Якку ывăлĕ Петĕр.
— Ничево... Тупатпăр. Анчах халь план килмен-ха. План кĕтетпĕр.
Халăх саланчĕ. Пурте утрĕç килĕсене. Хăшĕ-пĕрисем урам кĕтессине çитсен чылайччен пĕр-пĕринпе пуплесе тăчĕç. Кусен пичĕсем те йăлкăшмаççĕ. «Х-хву, ты, пурнăç-и ку» Йытă пурнăçĕ!» — тесе сурса илчĕ Уйчӳк Ваçли, хăйĕн вăрăм, сарă сухалне шăлса.
Теприсем васкаса утса, нимĕн чаранмасăр килĕсене саланчĕç.
— Иккĕн пĕр лав çине тийĕпĕр, Сахар. Ман лаша çуккине ху пĕлетĕн вĕт! Вĕсен планне кĕтсе... Леçетпĕр хамăрах. Мĕне кирлĕ вĕсен планĕ пире... — пуплешрĕ пĕри юлташĕпе.
* * *
Председатель кунĕн-çĕрĕн план кĕтет.
— План илсе килсе паман-и паян? — ыйтать арăмĕнчен вырăн çинчен тăрсанах.
— Мĕн планĕ ыйтатăн ара эсĕ манран пĕрмаях?
— Тырă планĕ. Тырă... Ăна та пĕлместĕн. Председатель арамĕ тесе усра вара сана. Тырă планĕ... — Хăмсарчĕ кил хуçи.
— Ару-у-у, чипер хăтлан-ха, ачам Михала. Эпĕ ăçтан пĕлетĕп ара?
— Тырă планĕ. Ăна та пĕлместĕн. Çынсен арăмĕсем хăйсем плансем çыраççĕ. Эсĕ пур... Шуйттан патне! Уйрăлатăп.
Председатель хăрах урине сырнипех тухса вĕçрĕ урамалла. Арăмĕ нимĕн пĕлмесĕр тăрса юлчĕ, кăвар пăтратма йăтнă турчкана алăрах тытса.
— План курман-и эсĕ? — ыйтать кашнинченех урамра.
Çынсем пăхса тăрса кăна юлаççĕ.
— План килмен-и? — ыйтрĕ секретарьтен ял Советне çитсе.
— Мĕнле план?
— Тырă планĕ ара, тырă...
— План çук. Сахарпа Санюк квитанци илсе килсе пачĕç.
— Мĕн?..
— Квитанци. Вĕсем ĕнер 22 пăт тырă леçсе панă кооператива.
— Мансăр пуçсăрах-и?.. Плансăр ĕçлеме тытăннă-и вĕсем?
Тухса вĕçрĕ председатель Сахарпа Санюк патне плансăр тырă леçнĕшĕн вăрçма.
Çул çинче ачасем хутсем йăтнă пыраççĕ. Вĕсем шкула каяççĕ ирхине.
— Мĕн хучĕ йăтнă эсир?
— План!
— Э-э-э, эсир план вăрласа çӳреме вĕреннĕ-и-ха? Сире пĕрре...
Председатель пĕр ачине хăваласа çитсех планне туртса илчĕ. Çиелтен тата ачана кăштах вĕтсе тăкатчĕ.
— Тупрăм. Вăт шуйттан ачисем. Вĕсем вăрланă пулнă плана, — тесе сарса хучĕ плана канцелярин сĕтелĕ çине председатель.
«Пахчана йывăçсем çак планпа лартсан аван. Ку — малтанхи, улма йывăççи лартмалли план. Иккĕмĕш...»
Пахчасене йывăç мĕнле лартмалли план пулнă ку.
— Х-в-у! Шуйтан. Ку мар!
— Мĕн ара вăл? Пар-ха мана.
Председатель нимĕн шарламасăр плана сĕтел çине пăрахрĕ те, сĕтел çине чавсаланчĕ. Пайтах ларчĕ вăл çапла.
Секретарĕ сĕтел çинчи хута илсе, куçĕсемпе чылайччен суса ларчĕ.
«Кри-ик-ик!» — уй хапхи сасси илтĕнчĕ.
— Эй, план илсе килместĕн-и эсĕ? — терĕ пĕр ула лашапа кĕрекен ют çынна председатель, сĕтел хушшинчен сасартăк тăрса чӳречерен пăхса.
— Çавăнта пĕр хĕрлĕ ĕне иртсе кайрĕ, çавă пулчĕ пуль эппин. Калатăп — лаша хăрать, — терĕ те ула лаша çине утланса юрттарчĕ ют çын анаталла.
— Ан кай-ха!
Те илтрĕ, те илтмерĕ, анчах пĕр чарăнмасăр юрттарчĕ юланут малалла.
Председатель нимĕн чĕнмесĕр тухса утрĕ тулалла. Анчах нумай тăмарĕ, кĕчĕ таврăнса.
— Нарăчнăй ярас план илме, — терĕ вăраххăн сывласа.
Секретарь малтанах чĕнмерĕ. Аллинчи хаçата вăраххăн хурса çапла пуçларĕ:
— План хăй тĕллĕнех нимĕн те тăваймĕ.
— Мĕн?
— План нимĕнех те тăваймĕ, тетĕп. Ял-ялĕнче, ав, тырра çынсем хăйсемех леçсе параççĕ. Хамăрăн та Сахарпа Санюк леçсе пачĕç, ав. Çавăн пек ĕçлеме тытăнмалла, ман шухăшпа.
— Плансăрах-и?
— Комисси уйăрсан юратчĕ.
— Мĕн тума?
— Ялти ытлашши сутлăх тырра шута илсе тухма, — секретарь председателе ку ĕç çинчен тĕплĕн каласа тăнлантарчĕ. Юлашкинчен председатель ку ĕçпе килĕшрĕ.
— Çавах та уй хапхине хурал тăратас. План килнине сыхлатăр, — терĕ юлашкинчен председатель.
* * *
Комисси ĕçе тытăнчĕ.
Ĕçе тытăнчĕç ялти кулаксем те.
— Пытармасан май килес çук.
— Пытармалла.
— Тырăсăр юлатпăр.
Çакăн пек пуплеме пуçларĕç, комисси ĕçлеме тытăнсан, Пилешпуç ялĕнчи кулаксем.
— Комисси пирĕн урама каçнă.
— Васкарах хăтланас.
— Килсе кĕрсен.
— Пĕр-пĕрне йытă вĕрнĕ пек вĕрсе систерес.
Чухăнсем мĕн чухлĕ памаллине малтанах, хăйсемех евит тунă.
Вĕсем патне кĕмеççĕ.
Арман хуçи — Куçма яхăнне те кĕртмест килне.
— Çук тырă. Ăçтан пултăр ара? Тара илмен.
— Ара, кĕрсе пăхар-ха ĕнтĕ.
— Çук, çук.
Комисси кĕчĕ Куçма килне. Анчах кĕлетсем пурте çăрапалах питĕрнĕ. Ыйтса та памасть уççисене Куçма.
— Уççисене пар.
— Çук. Карчăкра.
— Карчăкку ăçта?
— Лешкаса кайнă.
Анчах Куçма уççи паманни пулăшмарĕ ăна нимĕн те. Çырчĕ комисси вăл мĕн чухлĕ тӳлеме тӳснине пĕлсе.
Кăтăркка патне кĕчĕ комисси. Пуян çын.
— Хам-хам-хам-хам! — вĕрсе ячĕ Кăтăркка комисси пырса кĕрсенех.
— Мĕн хăтланатăн эсĕ?..
— Хам-хам-хам-хам! Пăсăлнă çав эпĕ çапла.
Кăтăркка çумри кӳршĕ çыннине систерчĕ капла тунипе комисси пынине.
Кӳршĕ çынни Якурчча тухать лупас айĕнчен, хăйне пĕтĕмпех улăм çыпçăннă.
Шăшисем вакласа пĕтернĕ улăма. Пĕлтĕр хăварнăччĕ те, — сăмах хушрĕ пырса кĕнĕ комиссие Якурчча.
— Тырри çук ман, — терĕ комисси ыйтичченех.
— Уç кĕлетне.
— Пĕр пăт пуль. Пулман кăçал ман тырă.
Чăн та чăн пӳлме тĕпĕ яп-яка та çап-çутă. Нимĕн те çук.
— Ăçта хутăн тырруна?
— Çу-ук, пулман ара.
— Комисси лупасри улăм айĕнче виçĕ çатан ыраш тупрĕ.
* * *
«Пирĕн ял 778 пăт пама пултарать патшалăха», тесе пĕлтерчĕ
комисси тĕрĕслесе тухнă хыççăн ял Совечĕ райĕçтăвкома.
— Плана хамăр та тума пултаратпăр-иç, — терĕ юлашкинчен
сасăпах председатель.
— Кĕтӳ кĕчĕ. Пур ĕнисене те лайăх пăхса кĕртрĕм. Вĕсем хушшинче пĕр план та курмарăм. План килмерĕ, — тесе кĕрсе евит турĕ уй хапхи патĕнче план сыхласа тăнă Караçăвар Кавĕрле.