Кĕрĕк пиншаклă, лутакарах, сарă çын. Карттусне чалăшла пусса лартнă ĕнсе çинелле. Хулĕ айĕнче пысăкран пысăк кĕнеке. Сылтăм аллинче шĕп-шĕвĕр вĕçлĕ хĕрлĕ кăранташ.
— Сасартăк кĕмелле! — систерчĕ хăйпе пĕрле пыракан икĕ юлташне.
— Нда-а! Чăххисене тартас марччĕ, — шăл витĕр пĕрĕхтерчĕ сурчăкне юлташĕсенчен пĕри.
«Кă-р-ик!» — турĕ Кăпитун хапхи малти урамра.
«Хам, хам, хам!» — вĕрет пусма айĕнче ула йытти.
— Кăтартăпăр «хам, хам». Вылесай! — команда пачĕ пусма айĕнчи йытта, кăранташĕпе юнаса, сарă çын.
Йытă лăпланчĕ. Хăрарĕ пулас ĕнтĕ мĕскĕн.
— Тухан-тăк тух! Чĕрĕлле хăтăлаймăн çавах! — çилленчĕ сарă çын йытă хăй сăмахне итлеменшĕн.
— Аллуна чиксе йĕкĕлте! — кăт тĕкрĕ куна пĕр юлташĕ.
— Хăр-р-р-р, хам-м-м! — туллашрĕ йытă.
— Ай, ай, ай! — аллине сасартăк туртса илчĕ йытă патĕнчен сарă çын.
Килнĕ çынсем пӳрте кĕменнинчен тĕлĕнчĕ кил хуçи. Чăтаймасăр кусене хирĕç тухрĕ.
— Мĕн пулчĕ ара аллуна? — хăраса васкавлă ыйтрĕ юнлă аллине юрпа çуса тăракан сарă çынтан.
— Молчать! Мăшкăллама-и эсĕ манран?
— Чимĕр-ха, Кирилл Павăлч! Ара...
— Молчать! Ма кăкарман?!
— Мĕне ара?
— Мĕне?.. Йыттуна!
— Кăкарнă. Кунталла тухаймасть вăл.
— Молчать! Протокол.
Кĕчĕç пӳрте. Чылайччен çырчĕ протокол.
«Именем Российской Социалистической Федеративной Советской Республики. Я, председатель правления колхоза Павлов...» «Пĕтĕм халăх куç умĕнче персе пăрахмалла», — терĕ протокол вĕçĕнче.
— Кирилл Павăлч! Уншăнах-и? Ачасем тăлăха юлаççĕ. Тархасшăн каçар. Ӳстерем ĕнтĕ вĕсене!.. — тархаслама тытăнчĕ кил хуçи Кăпитун.
— Хăвна мар, йыттуна пемелле тунă.
— Апла пулсан хăть... Кăкарнă ăна та...
— Молчать! Ĕне миçе?
— Ĕне çуккине хăвăрах пĕлетĕр ĕнтĕ.
— Ăçта тата ĕне?
— Ара... Атте хăй виличченех сутнă та.
— Колхоза кĕресрен хăранă сначчăт. Саккуна хирĕç?
— Ара... Атте вилни сакăр çул тултарать ĕнтĕ мăнкунта.
— Молчать! Протокол!
Çырчĕç протокол.
— Алă пус! — хушрĕ кил хуçине Кирилл Павăлч.
— Ара... Ал пусма пĕлместĕп çав, — хирĕçлерĕ Кăпитун.
— Контр-р-р!
— Хĕрес хума пĕлеп ал пусни вырăнне.
— Эхе-е-е! Эсĕ турă законĕпе хăратасшăн-и пире? Сектант?!
— Чим-ха, Кирилл Павăлч!
— Молчать. Адм пайне пĕлтеретпĕр. Ек-к! Кк-к! — Хăсма тытăнчĕ протокол çырнă чух сĕтел хушшинчех Кирилл Павăлч.
— Э-э-э! Эсĕ мана эмел парса вĕлересшĕн-и?! — хирĕçме тытăнчĕ Кăпитунпа.
— Ара-ай! Эпĕ сан патна та пыман-çке...
— Тăрписене хупнă. Сĕрĕм тивретсе вĕлересшĕн.
— Вутă та хутман паян, Кирилл Павăлч.
— Молчать, класс тăшманĕ!
Кирилл Павăлчпа килнĕ икĕ юлташĕ чĕнмеççĕ нимĕн те. Хăйсен председателĕ мĕн хăтланнине пăхса кăна лараççĕ тĕлĕнсе.
Кăçал та кĕтӳ кĕтнĕ Кăпитун, халь класс тăшманĕ пулнăшăн тĕлĕнсе хытса кайрĕ.
— Итле-ха, сыпнă эсĕ паян пăртак! — кĕретĕнех каларĕ Кăпитун Кирилл Павăлча.
— Э-э-э! Эсĕ мана намăс кăтартма-и? Контăрр! Протокол çырас! Арестлес!
— Чим-ха, Кирилл Павăлч.
— Молчать! Сурăх миçе?
— Иккĕ!
— Мĕншĕн?
— Урăх пулман!
— Ну-ка тухса пăхар!
Пурте тухрĕç сурăхсем тĕрĕслеме.
Икĕ сурăх тăраççĕ вите умĕнче. Урăх нимĕнле выльăх та курăнмасть килĕнче.
— Ыттисем ăçта? — хаярланчĕ Кирилл Павăлч.
— Урăх пулман ман!
— Молчать. Тытса пар пĕрне.
— Мĕншĕн?
— Пăранламалла штуль?
— Пăранламалла пуль...
— Ну, вăт, тытса пар.
— Мĕншĕн?
— Мĕншĕн?.. Миçе путек тăвассине шута илмелле.
Тытса пачĕ Кăпитун ватă шурă сурăхне. Тытăнчĕç пахалама. Хыпашласа пăхаççĕ сурăх хырăмне.
— Икĕ путек пулать! — çырма тытăнчĕ кĕнеки çине Кирилл Павăлч.
Тăхта-ха, Кирилл Павăлч. Çилли пĕчĕк вĕт. Пĕрре кăна пулать пулмалла, — вăрахăн пуçне хăпартрĕ сурăх çинчен юлташĕсенчен пĕри.
— Кун чухлĕ пурăнса та нихăçан та йĕкĕреш туман! — справка пачĕ Кăпитун.
— Э-э-э! Эсĕ пĕр путекне пытарса хăварасшăн-и? Протокол çырас! Арестлес!
Вăйпа пусса çырнипе кăранташĕ хуçăлчĕ. Кĕнеки те çилпеле хупăнчĕ.
— Чăх миçе?
— Пиллĕк!
— Тавай кунта!
— Ара кĕлет айĕнче пуль...
— Нта-а-а! Кĕлет айĕнче! Пытарнă, сначчăт! Илсе тух пĕр ывăç сĕлĕ. Ну!
Кăпитун пĕр ывăç илсе тухса пачĕ сĕлĕ. Кирилл Павăлч илчĕ ăна хăй аллине.
— Чип! Чип! Чип!
— Чупса тухрĕç чăхсем кĕлет айĕнчен. Юлмарĕç пĕр-пĕринчен.
— Пиллĕк. Аллă... Пилĕк хут аллă... Пулать, сначчăт... Сначчăт, икĕ çĕр аллă. Пирĕн колхозра кайăк-кĕшĕк ĕрчетмелле пулать. Сначчăт, санăн çăва тухсан, икçĕр аллă чĕпĕ кăларса памалла. Снач...
— Чим-ха, Кирилл Павăлч! — пӳлчĕ Кăпитун.
— Молчать!
— Ăçтан ун чухлĕ?..
— Колхоза хирĕç пырасшăн, э?!
Çакăн пек ĕçлесе тухса кайрĕ колхоз правленин пуçлăхĕ Кăпитун патĕнчен.
— Ку кам сысни? Юри кăларса янă ĕнтĕ ăна. Списока кĕртесшĕн мар ĕнтĕ. Вăт чее халăх. Юл çакăнта. Ăçта каять — çавăнта кай. Ан çухат куçран! — урамри сысна патне хурала тăратса хăварчĕ Кирилл Павăлч юлташĕсенчен пĕрне.
* * *
Пирĕн ялти ĕçсем те кĕнĕ ĕнтĕ ку статьяна! — терĕç Кирилл Павăлча ялĕнчи хресченсем И. Сталин юлташăн «Çитĕнӳсем пирки пуç çаврăнни» ятлă статйине вуласан.