Çил-пăравус, саламласа пĕр кăшкăрт,
Сывла кас-кас вĕри пăспа туллин.
Ак Туймаза.
Умра — хĕвеллĕ Пушкăрт.
Хам ĕмĕте куçпа эп куртăм тин.
Ивановпа кăштах паллашнă хыççăн,
Силпи çинчен хыпар илтсен малтан,
Кунта килме шутлаттăм; ывçăн-ывçăн
Валак шывне ĕçес килетчĕ ман.
Килес килет. Нарспи аппан хĕн-хурлă
Шăпи текех хăртаймĕ никама.
Туссем патне яратăп хир-сăрт урлă
Тĕп чăвашран çитернĕ салама.
...Çула чĕнсе каларĕ Пушкăрт çилĕ;
— Васка хире; çӳл ту çине хăпар;
Çурхи вăрман чăпар куккук сассиллĕ,
Кашни çăлкуç пĕлтерĕ çĕн хыпар.
Чăнах иккен. Тухатăн хирсене,
Юпа утать-и Куйбышев енчен —
Ыраш çине, сап-сарă вир çине
Пралук мĕлки ретпе ӳкет çӳлтен.
Çăлкуçĕсем... куратăн ху сăнна.
Ĕçетĕн те, чĕрӳ каллех маттур.
Шăнкăр саспа хыпарлĕ шыв сана:
Çĕр айĕнче мĕн чухлĕ пурлăх пур!
Сăртра — шур пĕлĕт евĕр сурăхсем.
Хысакĕнче — кунçул сунса пире —
Чултан майланă пысăк сăмахсем
Чĕнеççĕ катаран: «Сыхлар Мире!»
Çăкалăха ирпе кĕрсе курман-и?
Янрать унта пĕр харăс пин кĕсле.
Уя тухан — çĕн вышкăсен вăрманĕ.
Анать тымарĕ нехтă тинĕсне.
Çул тăршшипех шăв-шав та юрă-сасă,
Хĕрсех ĕçлет ыр кăмăллă телей.
Хунав ярать тырпуллă Аургазă,
Завод лартать вĕçрен-вĕç Белебей.
Яла кĕрен. Унти мĕнпур чăвашшăн
Уяв çитнех, — тăванĕ килчĕ мар-и.
Чăваш çеç мар, сана хăна тăвасшăн
Чун-кăмăл уçнă вырăс, пушкăрт, мари.
Кунта туссем тупнишĕн çĕнĕрен,
Вĕсем яланлăх çывăх пулнăран,
Эп тав туса калатăп чĕререн.
— Рехмет сана, хĕвеллĕ Пушкăртстан.