Пĕрре Петĕр амăшĕ
Ута тухса кайнă-мĕн.
Пăхать аслă амăшĕ —
Петĕр питĕ çиесшĕн:
Макăрса та пăхать ку,
Юнтарса та пăхать ку,
Чĕчĕ памаç те кăна —
Чăмламсем çех хыптараç.
Чăмлак кирли куштана?
Эккей! Пĕртте чухламаç!
Чăмламсене ман Петĕр...
Луччĕ куçне ан лектĕр!
Пит пăхмасть те уйламасть.
Амăш чĕчĕ хыптармасть.
— Анне! — тет ку аптраса.
Асламăшĕ: — Çук вăл, — тет.
Кайран хайхи аптраса
Асламăшне ĕмет, тет.
Асламăшĕ ĕмтерместь:
— Манăн мумму пур ав! — тет.
Петĕр пĕртте ĕненместь:
— Чĕчĕ, чĕчĕ, чĕчĕ! — тет.
Асламăшĕ чĕччине
Хура çăмпа аврать те:
— Курмастна-мĕн муммуне?
Ан тыт, асту, тухать те
Çиет сана халех, — тет.
Петри каллах ĕненместь;
— Чĕчĕ, чĕчĕ, чĕчĕ! — тет,
Муммуран та шикленместь.
Асламăшĕ чăмласа
Сухан хурса тухать те:
— Анне, чĕччĕ хуртланса
Кайнă, — тесе калать те
Пĕрех сурать чĕччине.
Петĕр, кăна илтсессĕн,
Тин чĕчĕрен хăпать-мĕн...