Пурнаттăн эс Туймазара
Юратăва туймасăрах...
Йышпа эс тунă та суха
Пĕлмен пĕчченçĕ тунсăха.
Ку вырăнта тупсассăн нехтă,
Пĕр йĕкĕт, килнĕччĕ кăна,
Тĕл пулчĕ, чĕнчĕ кинона...
Çухатрĕ пулĕ ахăртнех тăн:
Хăть эс калаç, хăть ан калаç —
Çӳрет сан хыççăн ир те каç
Пушкăрт ачи.
Куçпуçĕ — çĕмĕрт.
Хĕре калать: эс манăн ĕмĕт,
Юрат мана, чăваш пики.
Курманччĕ эпĕ сан пекки.
Хĕр ăшшăн пăхрĕ тĕлĕнсе:
Тăра парать хăй тĕлĕнче
Чи çывăх çын.
Çак йĕкĕте
Вăл тахçанах иккен кĕтет.
Малтанхи хут хытса эс тăтăн,
Çухатрăн пулĕ ахăртнех тăн.
Çук, çухатман —
Телей пичечĕ
Тута çинчен епле пĕçерчĕ!
...Ик тĕрлĕ халăх, ик чĕлхе.
Пулин, хупмастпăр читлĕхе
Юратăва.
Тав ĕмĕре —
Юратăвăн чĕлхи пĕрре.